Ҫитермере. Кӑнар юмахӗсем
Пӗрремӗш пайӗ
Тахçан Кӑнарта ватти, çамрӑкки – пурте çитермене çӳренӗ. Ачасем вылянӑ, кӑвайт чӗртнӗ, халапсем каласа кӑтартнӑ, аслисем хыпарсем сӳтсе явнӑ. Вӗсем хушшинче Микула пиччи те. Хӑй çамрӑк мар ӗнтӗ, çавӑнпа та ӗне хыççӑн чупма йывӑртарах пулнӑ ӑна. Вӑл ача-пӑчаран пулӑшу ыйтнӑ, лешсем килӗшнӗ, анчах та хаваспах мар. Микула пиччи çапла шухӑшласа кӑларнӑ: хӑйне ыр тунишӗн вӑл юмахсем каласа парӗ. Çапла вара пулӑшакансен шучӗ чакман тет, кашни каç вӗсем мучирен çӗнӗ юмах кӗтнӗ тет.
Шӑмашпа Вӑтанпи
Куратӑр-и, йӗри-тавра мӗн чухлӗ çырма! Мӗнлерех хитре вӗсем, сӑртсем пек лараççӗ. Ахальтен мар вӑл иккен.
Пурӑннӑ тет Алтай тӑрӑхӗнче улӑпсем. Çуралса ӳснӗ вырӑна – сӑртсене, юхан шывсене, вӑрмансене – питӗ юратнӑ тет вӗсем. Вӑрçӑсӑр пурӑннӑ тет, анчах та пӗррехинче вӗсем çине ют халӑх тапӑннӑ.
Хӑваласа янӑ тет улӑпсене хӑйсен вырӑнӗсенчен. Утнӑ тет хайхискерсем çӗнӗ çӗр шырама. Çапла çитнӗ вӗсем пирӗн вырӑнсене. Кунта вара вӑрмансемпе уйсем кӑна пулнӑ, çӗрӗ çатма пек тӳрем. Утӑ-çаранӗ çителӗклӗ, чӗрчунӗ нумай.
Улӑпсем пирӗн патра юлма шут тытнӑ тет. Анчах та вӗсем çуралнӑ вырӑн пирки мӗнлерех хуйхӑрнине каласа кӑтартма сӑмах та çитеймӗ. Пӗри вара, Шӑмаш ятли, сӑртсемшӗн ытла та тунсӑхланӑ. Кашни кун вӑл хӑй ӳпли çумӗнче хуллен-майӗпен çӗр чавнӑ тет. Чавнӑ та чавнӑ, тарӑнрах та вӑрӑмрах, сӑнар сӑрт пек курӑнма пуçланӑ тет. Лӑпланнӑ Шӑмаш, çӗнӗ вырӑнсем ӑна килӗшме те пуçланӑ.
Улӑпсем пурӑннӑ çӗрте Вӑтанпи ятлӑ хӗр пулнӑ. Шӑмаш çӗр чавнине час-часах пӑхса киленнӗ тет вӑл. Килӗшнӗ Вӑтанпие Шӑмаш, анчах ун пирки чипер хӗр юмахлама хӑйман. Улӑпа та Вӑтанпи килӗшнӗ, анчах вӑл та хӑй мӗн шухӑшланине калайман.
Пӗррехинче сӑмах май Вӑтанпи Шӑмаша хӑй Алтайри юхан шыва курманнипе хуйхӑрни çинчен каласа панӑ: «Курасчӗ тепре çав юхан шыва…» Илтнӗ Шӑмаш çак сӑмахсене, чупнӑ тет уялла. Чӗнсе илнӗ те вӑл тӳпене, çырмасенче шыв юхтӑр тесе ыйтнӑ. «Хӑв шыв пулса тӑрсан пулӗ сана юхан шыв», – хуравланӑ тет тӳпе.
Çил çӗкленнӗ, Шӑмаша хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ. Виçӗ кун та виçӗ каç çумӑр çунӑ тет. Шӑмаш чавнӑ çырмасем шывпа тулнӑ тет.
Вӑтанпи кунсерен юхан шыв çине пӑхса киленнӗ тет, анчах та юратнӑ каччи çухалнишӗн çав тери хурланнӑ. Каҫсерен ларнӑ вӑл юхан шыв хӗрринче макӑрса. Чипер хӗр куççулӗ вара çӑлкуç пулса тӑнӑ тет.
Паянхи кун та Чӑрӑш Туçара Шӑмаш чавнӑ çырмасене курма пулать, хӑй вӑл юхан шыв пулса çырма тӗпӗнче юхса выртать. Аякрах мар çӑлкуç пур. Ку вара – Вӑтанпи куççулӗ. Çак çӑлкуç шывне ял халӑхӗ халӗ те ӗçет.
Арçынсем мамонт тытма кайни çинчен
Ӗлӗк-авал, пирӗн çӗрсем тӑрӑх мамонтсем çӳренӗ чух, пурӑннӑ тет пӗр ӑру. Çак ӑру арçынӗсем сунара яланах пӗчченшерӗн çӳренӗ. Вӗсем пысӑк мар чӗрчунсене тытнӑ, мӗн тытнине кашни хӑй килне сӗтӗрнӗ тет.
Пӗррехинче пухӑннӑ тет çак арçынсем, ун пек те кун пек калаçнӑ... Юлашкинчен çапла шут тытнӑ: пӗрле пуçтарӑнсан мамонт та тытма пулӗ тенӗ. Калаҫса татӑлнӑ пек тунӑ. Мӗн шухӑшлани пӗтӗмпех пурнӑҫланнӑ тет.
Илсе килнӗ арҫынсем тытнӑ мамонта, пайлама пуçланӑ.
– Эпӗ чи пысӑк татӑка илӗп, мӗншӗн тесен пӗрле сунара каяссине эпӗ шутласа кӑлартӑм, – каланӑ пӗрремӗшӗ.
– Çук вара, эпӗ нумайрах илсен тӗрӗсрех пулать, мӗншӗн тесен чи лайӑх сӑнӑ – манӑн, – каланӑ тет иккӗмӗшӗ.
– Манӑн ҫичӗ ача, çавӑнпа та мана парӑр чи пысӑк татӑка, – хуравланӑ виççӗмӗшӗ.
Пиллӗкмӗшӗ те, вуннӑмӗшӗ те – пурте лайӑхрах татӑка илесшӗн пулнӑ. Çӗрӗпе тавлашнӑ тет, ирхине вара ӑру пуçлӑхӗ патне ӑс ыйтма кайнӑ тет. Лешӗ çапла сӑмахланӑ:
– Пырӑр пурте харӑс аш патне, хӑвӑра мӗн чухлӗ кирлӗ, илӗр.
Кашниех сӑхланса мамонт çине вирхӗннӗ, хӑйне килӗшнӗ татӑка ярса тытнӑ тет. Вара ӑру пуçлӑхӗ:
– Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр татӑка кӳрше парӑр. Сирӗнтен нихӑшӗ те мамонта пӗччен тытайман пулӗччӗ. Анчах та пӑхӑр-ха, мӗнле пулса тухрӗ пӗрле ӗçлесен! – тенӗ тет.
Чикӗ леш енче
Куратӑр-и Ӗмпӗртпе Чӑрӑш Туçа хушшинчи уя? Ӗлӗк-авал çак вырӑнта пӗчӗк ял пулнӑ тет. Халӑхӗ унтан нихӑçан та ниçта та кайман тет. Çак ялӑн чикӗ пулнӑ тет. Уйри ял хапхи хыçне никам та нихӑçан та тухма хӑйман тет.
Çил яланах хӗвеланӑç енчен хӗвелтухӑç еннелле вӗрнӗ тет. Пӗррехинче вара çилӗ урӑхла, хӗвеланӑç еннелле, вӗрме пуçланӑ тет. Вара уйра утӑ тавӑракан Тиххан сасартӑк çаврӑнса пӑхнӑ. «Тӗлӗнмелле çил ку», – тенӗ те çил хыççӑн утма шут тытнӑ тет.
Мӗнле пулнӑ, çавӑн пек çула тухнӑ вӑл. Ял хапхинчен тухса кайнӑ, каялла çаврӑнса та пӑхман тет. Утнӑ-утнӑ, урӑх яла çитнӗ тет. Унти çынсем ӑна сӗтел хушшине чӗннӗ.
– Мӗн çиетӗр эсир? Сарӑ та тутлӑ шӑршлӑ вӑл.
– Пыл, – тенӗ лешсем.
Тиххан тутанса пӑхнӑ тет пылака, килӗшнӗ вӑл ӑна. Ҫакскер пыл хурчӗсене пӑхма вӗреннӗ тет, хӑй вара кӳршӗ ял-йыша хуран кукли пӗçерме вӗрентнӗ.
– Кайма вӑхӑт çитрӗ манӑн, мӗншӗн тесен çил майӗ кӗçех улшӑнма пултарӗ, – тенӗ те вӑл малалла уттарнӑ.
Утнӑ каччӑ, утнӑ, тепӗр ял курнӑ тет. Хальхинче вӑл тӗлӗнмен, тӳрех çынсем патне пынӑ. Тинкерсе пӑхсан ял халӑхӗ ушкӑнӑн-ушкӑнӑн картана тӑрса тӗлӗнмелле хускалнине курнӑ.
– Мӗн тӑватӑр эсир кунта? – кӑсӑкланнӑ Тиххан.
– Ташлатпӑр.
– Мӗн тума?
– Йӑли çавӑн пек. Питӗ килӗшет пире, хӑв та ташласа пӑх-ха.
Ташланӑ тет Тиххан, килӗшнӗ ӑна. Хӑй вара ял халӑхне юрлама вӗрентнӗ те малалла çул тытнӑ, мӗншӗн тесен çил урӑх енчен вӗрме пултарнӑ.
Темиçе çӗр те кун утнӑ Тиххан тепӗр яла çитиччен. Çынсем вара кунта расна тумтир тӑхӑннӑ тет. Вӗсем вуçех ӑнланмалла мар чӗлхепе калаçнӑ. Ку халӑх патӗнче пӗр кана юлма шут тытнӑ тет каччӑ. Ют чӗлхене вӗренсен нумай япаларан тӗлӗннӗ вӑл. Сӑмахран, вӗсен шучӗпе, улатаккана курни пысӑк телей шутланнӑ, çавӑнпа та вӗсем сывпуллашнӑ чухне пӗр-пӗрне: «Улатаккана курмалла пултӑр», – тесе каланӑ тет. Тихханӑн ку халӑх патӗнче юлас шухӑш та пулнӑ тет, анчах çилӗ вӗрнӗ те вӗрнӗ.
Кайнӑ тет Тиххан малалла. Çула май вӑл сӑран атӑ çӗлеме, тамашаллӑ апат пӗçерме, хӑй пӗлнӗ япаласенчен хӑй халӑхӗ пӗлмен япаласем тума вӗреннӗ тет. Мӗнпур çӗре çитнӗ тет, вара хӗвелтухӑç енчен тӑван ялне таврӑннӑ. Хӑй çемйине те, тусӗсене те тӗл пулнӑ. Лешсем Тиххана тепре курасса пачах та шанман.
– Унта чикӗ вӗт, эсӗ леш енне каçса кайсанах эпир сана кӗтме пӑрахрӑмӑр.
– Чикӗ унта мар вара, вӑл – сирӗн пуçра.
Суеç Макçӑм
Ӗлӗк-авал Кӑнар вӑрманӗ витӗр сутуçӑсен çулӗ выртнӑ. Кӳлнӗ лашасем çак вырӑнта чарӑннӑ та, çынсем кунти улӑхра канма ларнӑ тет. Макçӑм ятлӑ каччӑ унта вӗçӗмсӗр çӳренӗ тет.
Пуян пулман Макçӑм, ӗçлеме юратсах кайман, çавӑнпа та вӑл тӗрлӗрен чееленнӗ тет. Е пулла çакланса кайнӑ арçынсемпеле. «Ай, Илюш, мӗн пулли кӑлартӑн эс? Пӑх-ха, темле чипер мар пек! Ан ил эс ӑна, мана пар кушаксем валли», – тенӗ, хӑй вара пулӑ яшки пӗçернӗ, тата пурне те хӑй тытнӑ тесе каланӑ. Е апат çиме тилмӗрнӗ: «Маруç аппи, сирӗн пата çураçма килеççӗ-им? Мӗн çитеретӗр-ха? Кирлӗ пулсан, эпӗ малтан çисе пӑхма пултаратӑп та калатӑп – юрӑхлӑ-и е çук хӑна валли ку апат».
Макçӑм Кӑнар вӑрманне сутуçӑсем патне час-часах килнӗ: е мӗн те пулин ыйтса илнӗ, е мӗн те пулин улӑштарнӑ, хӑшне-пӗрне укçасӑрах парса янӑ ӑна. Хӑш чухне вара ахалех сулланса çӳренӗ каччӑ.
Шутласа кӑларнӑ тет Макçӑм пӗр япала. Пынӑ тет вӑл çулçӳревçӗ патне:
– Лайӑх-и канма?
– Лайӑх мар тесе каламас.
– Малалла çул мӗнле пулӗ, пӗлместӗн те эс.
– Эс пӗлетӗн пекех.
– Хӑшне-пӗрне пӗлетӗп вара. Пӗччен ларакан çав йывӑçа куратӑн-и? Вӑл çула тухнӑ çынсене телей кӳрет, анчах та йывӑçа сума суса кӗлӗ вуламалла, алсем вара çӗр патнех çитмелле. Ку чӑннипех те пулӑшать, ман кукаçие те пулӑшнӑ, кукаçин кукашшӗне те. Тӗрӗссине калатӑп!
Итленӗ тет Макçӑма сутуçӑ, йывӑç патне çывхарнӑ тет, пуç тайнӑ. Сиссе те юлайман, хайхискерӗн кӗсйинчен вак укçа тухса ӳкнӗ тет. Макçӑм çавна çеҫ кӗтнӗ. Никам курман чухне пуçтарнӑ укçана, чупнӑ тет тепӗр сутуçӑ патне халапне каласа пама.
Пурӑннӑ тет Макçӑм хуйхӑ пӗлмесӗр. Çул çӳрекенсем каламасӑрах йӑла пирки пӗлнӗ тет: инкек-синкек пуласран йывӑçа пуç тайнӑ. Каччӑ вара вӗсем хыççӑн укçа пуçтарнӑ та пуçтарнӑ.
Пӗррехинче темиçе лав чарӑннӑ канма. Пӗр çынни Макçӑм патне пынӑ:
– Эп сана кунта курнӑ. Чипер те ӑслӑ пек эс. Шӑп ҫавӑн пеккине шыратӑп, пасарта мана пулӑшуçӑ кирлӗ. Айта манпа халех, укçа нумай тӳлетӗп. Ӗçлемелли йывӑр мар, тавара пӑхса тӑмалли çеҫ.
Савӑннӑ Макçӑм, халех килӗшнӗ. Чупнӑ лаша патне, сутуçӑ ӑна:
– Эй, ӑçта каятӑн? Йывӑçа пуç таймарӑн вӗт! – тенӗ те çурӑмӗнчен хуллен тӗкнӗ тет.
Пуç тайнӑ тет Макçӑм, кунӗпе пуçтарнӑ вак укçа кӗсйинчен сасартӑк тухнӑ та ӳкнӗ. Сутуçӑсем çакна курнӑ та вӗчӗрхенсе кайнӑ. Ӑнланнӑ тет вӗсем кӗсьере укçа сахалланса юлнине. Вара хӑйсенчен хӑйсем кулнӑ тет. Илмен вӗсем Макçӑма хӑйсемпе пӗрле. Пулса иртни çинчен ялта каласа панӑ тет. Унтанпа Макçӑмран нумайӑшӗ ютшӑнма пуçланӑ.
Ӗлӗк-авал Кӑнар вӑрманӗ витӗр сутуçӑсен çулӗ выртнӑ. Кӳлнӗ лашасем çак вырӑнта чарӑннӑ та, çынсем улӑхра канма ларнӑ тет. Макçӑм ятлӑ каччӑ унта вӗçӗмсӗр çӳренӗ тет.
Пуян пулман Макçӑм, ӗçлеме юратсах кайман, çавӑнпа та вӑл тӗрлӗрен чееленнӗ тет. Е пулла çакланса кайнӑ арçынсемпеле. «Ай, Илюш, мӗн пулли кӑлартӑн эс? Пӑх-ха, темле чипер мар пек туйӑнать вӑл! Ан ил эс ӑна, мана пар кушаксем валли», – тенӗ, хӑй вара пулӑ яшки пӗçернӗ, тата пурне те хӑй тытнӑ тесе каланӑ. Е апат çиме тилмӗрнӗ: «Маруç аппи, сирӗн пата çураçма килеççӗ-им? Мӗн çитеретӗр-ха? Кирлӗ пулсан, эпӗ малтан çисе пӑхма килме пултаратӑп та калатӑп – юрӑхлӑ-и е çук хӑна валли ку апат».
Макçӑм Кӑнар вӑрманӗ пуçӗнче канма ларнӑ, сутуçӑсем патне час-часах килнӗ: е мӗн те пулин ыйтса илнӗ, е мӗн те пулин улӑштарнӑ, хӑшне-пӗрне укçасӑрах парса янӑ ӑна. Хӑш чухне вара ахалех сулланса çӳренӗ каччӑ.
Пӗррехинче шутласа кӑларнӑ тет Макçӑм пӗр япала. Пынӑ тет вӑл пӗр çулçӳревçӗ патне:
– Лайӑх-и канма?
– Лайӑх мар тесе каламас.
– Малалла çул мӗнле пулӗ, пӗлместӗн те эс.
– Эс пӗлетӗн пекех.
– Хӑшне-пӗрне пӗлетӗп вара. Пӗччен ларакан çав йывӑçа куратӑн-и? Вӑл çула тухнӑ çынсене телей кӳрет, анчах та йывӑçа сума суса кӗлӗ вуламалла, алсем вара çӗр патнех çитмелле. Ку чӑннипех те пулӑшать, ман кукаçие те пулӑшнӑ, кукаçин кукашшӗне те. Тӗрӗссине калатӑп!
Итленӗ тет Макçӑма сутуçӑ, йывӑç патне çывхарнӑ тет, пуç тайнӑ. Сиссе те юлайман, хайхискерӗн кӗсйинчен вак укçа тухса ӳкнӗ тет. Макçӑм çавна çех кӗтсе ларнӑ. Никам курман чухне пуçтарнӑ укçана, чупнӑ тет тепӗр сутуçӑ патне халапне каласа пама.
Пурӑннӑ тет Макçӑм хуйхӑ пӗлмесӗр. Çул çӳрекенсем каламасӑрах йӑла пирки илтнӗ тет: инкек-синкек пуласран йывӑçа пуç тайнӑ. Каччӑ вара вӗсем хыççӑн укçа пуçтарнӑ та пуçтарнӑ.
Пӗррехинче темиçе лав чарӑннӑ тет канма. Пӗр çынни Макçӑм патне пынӑ:
– Темиçе те курнӑ эп сана. Чипер те ӑслӑ пек туйӑнатӑн. Шӑп сан пеккине шыратӑп эпӗ, пасарта мана пулӑшуçӑ кирлӗ. Айта манпа халех, укçа нумай тӳлетӗп эпӗ. Ӗçлемелли нумай мар, тавара пӑхса тӑмалли çеҫ.
Савӑннӑ Макçӑм, халех килӗшнӗ. Чупнӑ лаша патне, сутуçӑ ӑна:
– Эй, ӑçта каятӑн? Йывӑçа пуç таймарӑн вӗт! – тенӗ те çурӑмӗнчен хуллен тӗкнӗ тет.
Пуç тайнӑ тет Макçӑм, кунӗпе пуçтарнӑ вак укçа кӗсйинчен сасартӑк тухнӑ та ӳкнӗ. Сутуçӑсем çакна курнӑта вӗчӗрхенсе кайнӑ. Ӑнланнӑ тет вӗсем кӗсьере укçа сахалланса юлнине. Вара хӑйсенчен хӑйсем кулнӑ тет. Илмен вӗсем Макçӑма хӑйсемпе пӗрле. Пулса иртни çинчен ялта каласа панӑ тет. Унтанпа Макçӑмран нумайӑшӗ ютшӑнма пуçланӑ.
Мӗншӗн-ха?
Пурӑннӑ тет Чӑрӑш Туçара Петӗр ятлӑ çын. Пулнӑ тет унӑн арӑм тата виçӗ хӗр. Хыçран вара яланах кӗвӗçӳ мӗлки çӳренӗ. Çтаппан ятлӑ кӳрши лайӑхрах пурӑнни кунӗн-çӗрӗн хумхантарнӑ Петӗре. Лешӗн арӑмӗ тӑн-тӑнрах. Ывӑл та пулнӑ Çтаппанӑн, пӗрре мар, иккӗ те. Вӗсемшӗн патшалӑх çӗр панӑ. Суту-илӗвӗ те Çтаппанӑн ӑннӑ, çил арманӗ те ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Петӗрӗн вара арӑмӗ мӑкӑрти, хӗрӗсемшӗн çӗр памаççӗ, карма çӑвар анчах вӗсем, пӳрчӗ пӗчӗк, ӗçӗ ӑнман. «Ӑçта вӑл тӗрӗслӗх?» – тесе час-часах шутланӑ тет Петӗр.
Кун çутипе кӗвӗçӳ мӗлки пӗчӗкленнӗ, анчах та кӑнтӑрла вӑл каллех пысӑкланнӑ. Пӗррехинче мӗлке Петӗртен вӑйлӑрах пулса тӑнӑ, вара вӑл усал ӗç шухӑшласа кӑларнӑ: Çтаппан арманне çунтарса ямалла. «Пултӑр тӗрӗслӗх», – тесе шут тытнӑ вӑл.
Мӗнпур тавраран çитнӗ çынсем пушар сӳнтерме. Темле тӑрӑшсан та çунса кайнӑ çил арманӗ. Çтаппан килӗнче хуйхӑ, анчах та çынсем ӑна пӗччен хӑварман. Вӑл хӑй яланах пурне те пулӑшнӑ: кама – сӑмахпа, кама – ӗçпе е укçапа. Е лашине вӑхӑтлӑх парса янӑ, е çӑнӑх укçасӑр авӑртса панӑ.
Пӗтӗм ял çӗнӗ арман хӑпартма нимене пухӑннӑ. Никӗс сапаланӑ чухне арча тупнӑ. Ку вара Çтаппан аслашшӗн пытарса хунӑ пуянлӑхӗ пулнӑ. Тупнипе çӗнӗ арман та туса лартнӑ, тата тепӗр лаша илме те çитнӗ.
Пуçланӑ тет кунта Петӗр ӳлеме: «Мӗнле пулма пултарать вара кун пек? Ма Çтаппан пӗрмай телейлӗ? Ӑçта вӑл, тӗрӗслӗх?»
Ун хыççӑн çӗнӗ влаç çитнӗ. Çтаппана раскулачить тунӑ та Çӗпӗре янӑ, Петӗре – çук. Кунта вара Петӗр тӗрӗслӗх пирки сӑмах чӗнмен.
Ку юмах тӗрлӗрен вӗçленме пултарать. Е Çтаппана Çӗпӗрте пушшех те япӑх пулӗ, е вӑл каялла таврӑнса тата та лайӑхрах пурӑнма пуçлӗ, е вӑл Çӗпӗрте юлса унта аталанса кайӗ те, унӑн йӑхӗ кедрсемпе хырсем енче пурӑнӗ. Мӗн пулассине пӗлеес çук çав.
Хуйхӑ суханӗ
Пурӑннӑ тет кӳршӗллӗ икӗ хӗрарӑм, Альбин тата Нина. Пахчисем вӗсен юнашар пулнӑ тет. Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе час-часах карта урлӑ калаçнӑ тет.
– Привет, – тенӗ пӗри.
– Здарова, – хуравланӑ тепри.
Пӗррехинче Альбин, сухан пуçтараканскер, Нина ӑна: «Привет, Альбин!» – тенине пачах илтсе юлман.
«Ак тата, мана саламласшӑн та мар Альбин! Иртнинче чей ӗçме чӗнмерӗм, çилленчӗ пуль... Пултӑр, тӑстӑр тутине, эпӗ те унпа калаçмӑп», – шут тытнӑ Нина.
Тепӗр кунне:
– Салам, Нина, – тенӗ Альбин. Сӑмах хушман лешӗ. Вара кӳршӗллӗ туссем пӗр-пӗринчен аяккарах çӳреме пуçланӑ тет, унтан пачах та калаçма пӑрахнӑ тет.
Ылтӑн пулӑ çинчен юмахри пекех
Пурӑннӑ тет кӳршӗ ялта Мишша ятлӑ арçын ача. Вӑл питӗ пулӑ тытма юратнӑ тет – хӗлле те, çулла та.
Пӗррехинче кайнӑ Мишша Ҫӗнӗ Акчура пӗвине вӑрман хӗррипе, унтан ӑна хирӗç пӗр старик тухнӑ тет.
– Салам, Мишша. Пулла каятӑн-и? Эпӗ – ку вӑрманӑн тата таврари çӗрсен асамӗ. Кала-ха мана, мӗн чухлӗ пулӑ тытасшӑн эс паян?
– Эй, эп тытаканах марччӗ çав. Паян та нимех те кӗреймӗ ӗнтӗ, – тенӗ Мишша.
Çапла пулса тухнӑ та: пӗр пулӑ та тытайман ача.
Иккӗмӗш хут вӑрман асамçи тӗл пулнӑ Мишшана, каллех ыйтнӑ тет:
– Мӗн чухлӗ пулӑ кирлӗ сана?
– Пиллӗк пултӑр, – асӑрханса каланӑ Мишша.
Каланӑ пек килсе тухнӑ, тытнӑ тет вӑл пилӗк пулӑ.
Виççӗмӗш хут ыйтнӑ тет вӑрман асамçи пулӑ пирки. Шухӑша путнӑ хайхи Мишша: «Эй, нумай ыйтатӑп та – сахал парӗ». Унтан çапла каланӑ:
– Çирӗм кирлӗ.
Тытнӑ тет Мишша çирӗм пулӑ.
Тепрехинче Мишша старика курасса шанса мӗн каламаллине шутласах хунӑ тет: «Кӳлӗри мӗнпур пулла тытасшӑн эпӗ». Вӑл халь те çавӑнтах ларать тесе калаççӗ çынсем, пулла тытса пӗтереймест тет.
Канӑç çухатрӑм
Пӗррехинче Надя аппи çӗрле канӑçне çухатнипе вӑранса кайнӑ тет. Ирчченех çывӑрса каяйман. Апат çинӗ-çименех кӳршисем патне чупнӑ тет.
– Ай-уй, канӑçа çухатрӑм эпӗ. Калӑр-ха мана, ӑçтан тупатӑр ӑна эсир?
– Эпир хамӑрӑнне пахчара тупатпӑр.
– Сирӗн патра пӑртак ӗçлесе пӑхма юрать-и?
Пӗтӗм йӑрана тасатса тухнӑ тет вӑл кӳршисен пахчинче. Ывӑннӑ, анчах та купӑстапа помидор йӑранӗсем хушшинче канӑçне тупайман.
Тепӗр кунне упӑшкинчен ыйтнӑ:
– Эсӗ хӑвӑн канӑçна ӑçта тупатӑн?
– Пулӑра.
– Мана пӗрле илсе кай-ха.
Кунта та Надя аппи канӑçне тупайман. Упӑшки пулӑ тытнӑ вӑхӑтра вӑл кроликсем валли курӑк татма, вӑлта йӗпписене калӑпӑшне кура йӗркелесе хума, икӗ чечек çыххи пухма, пӗрле илсе килнӗ çатма куклисене çисе яма ӗлкӗрнӗ тет. Ӗҫлӗ пулса унталла-кунталла ҫӳресе ывӑннӑ. Çакна пула çӗрле вара çывӑрса кайма пултарнӑ.
Текех те тупайман Надя аппи канӑçне. Ун çинчен манса каяс тесе вӑл кунсерен ӗçленӗ: карçинкка çыхнӑ, кӑçатӑ йӑваланӑ…
Виçене пӗл
Пӗррехинче Гальӑна кишӗр çини усӑллӑ тесе каланӑ тет. Вӑл çавӑнтах пахчана чупнӑ тет, йӑран çинчен икӗ кишӗр çыххи кӑларнӑ та темиçе кун çак çимӗçе кунӗн-çӗрӗн çинӗ тет. Сасартӑк амашӗ Галя саралса кайнине асӑрханӑ тет.
Вара Галя кӗлеткери мӗнпур япӑххине çуса кӑларма нумай шыв ӗçме пуçланӑ тет. Нумай та вӑхӑт иртмен, унӑн пуçӗ ыратма пуçланӑ, ыйхи вӗçнӗ. Галя вуçех шыв ӗçме пӑрахнӑ, вара типсе-хӑрса кайнӑ тет. Тухтӑра чӗнме лекнӗ, вӑл çапла каланӑ:
– Лайӑххи те наркӑмӑш пулма пултарать. Чи кирли вӑл – виçене пӗлни, çакна эпӗ сана сывалма çырса парӑп.
Анчах ӑçта тупас-ха ӑна, виçене? Кайнӑ тет Галя Надя аппи патне.
– Надя аппи, санӑн виçе туйӑмӗ пур пулсан пар-ха мана, тархасшӑн, пӑртак.
– Ай-уй, чӗкеçӗм, манӑн пӗртте çук пуль. Кӗт-ха, шырам.
Панӑ тет Надя аппи Гальӑна виçе туйӑмӗ хӑй пама пултарнӑ таран.
– Анна аппи патне кай, унӑн яланах саппас пур, – тенӗ.
– Анна аппи, пар-ха мана, тархасшӑн, виçе туйӑмӗ.
– Мӗн пуррине ил.
– Ӑçта тата тупма пулать-ши ӑна?
– Эх, Галя, виçене пӗл-ха пӑртак.
Кил тени мӗн тени
Кӗркунне çитрӗ, кӗçех ӗнесене картана хупӗҫ. Микула пиччи кӑçал юлашки юмаха каласа пачӗ.
Пуçтарӑнчӗ тет Анук хулана хурӑн çырли сутма. Пырса тӑчӗ тет пасара, унта вара пилӗк хӗрарӑм çырла сутса тӑраççӗ. Кӑшкӑрашаççӗ, хитре калаçса тавара хӑвӑртах сутса яраççӗ. Сӑпайлӑ Анук вара шӑпӑрт тӑрать тет, сӑмах хушма хӑрать. Çын пырсан пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса каять, калаçма хӑяймасть.
Çур кун тӑчӗ Анук, каймасть суту-илӳ. Сасартӑк пӗр арçын пырса тӑчӗ:
– Миçепе сутан?
– Миçе паратӑр, çавӑн чухлӗпе илсе кайӑр.
Парса ячӗ хӗр çырлине йӳнӗ хакпах. Тата тӑчӗ пасарта, ҫавӑн пекех юлашки автобусран тӑрса юлчӗ тет.
Мӗн тӑвас? Кайса пӑхас Лидя аппи патне.
Çапла турӗ те Анук. Килчӗ тӑванӗ патне. Лешӗ каçхи апат çисе ларать.
– Иртсе лар сӗтел хушшине, – тет Лидя аппи.
– Аюк, эпӗ çисе килтӗм, – хуравлать хӗр, хӑй выçӑ, иртенпе нимӗн те çимен-ха.
– Кил вара, вӑтанса ан тӑр, çи.
– Çук, тавтапуç, выçӑ мар эпӗ, шыв çеç ӗçес килет, – тет.
Хӑй шутлать: «Шыв ӗçсе тултарӑп хырӑма пӑртак».
Ларать тет Анук шӑпӑрт. Мӗн калас ӗнтӗ? Ачисем, мӑнукӗсем çинчен ыйтса пӗлчӗ, çанталӑк пирки калаçрӗç, пасар пирки те. Тата шыв ӗçнипе Анукӑн тула тухас килсе кайрӗ, анчах вӑл ыйтма хӑяймарӗ. Юрать, Лидя аппин тӑçта каймалла пулчӗ. Вӑл Анука вырӑн сарса пачӗ те тухса кайрӗ.
Нумайччен çывӑрса каяймарӗ Анук çын килӗнче. Ирхине ирех вӑранчӗ, вара Лидя аппи тӑрасса кӗтрӗ тет. Лешӗ хӑй пӳлӗмӗнчен тухрӗ кӑна, Анук хӑвӑрттӑн унпа сывпуллашрӗ те алӑк хыçӗнче çӗтрӗ тет.
Хурӑн çырли сутнӑ укçипе Анук автобус билечӗ тата икӗ çатма кукли илме пултарчӗ тет.
Çитрӗ тет килне, кунта вара пачах урӑхла: лайӑх, чун канать. Ӑçта каяс тетӗн, çавӑнта каятӑн, мӗн тӑвас килет, çавна тӑватӑн. Хӑть юрла, хӑть ташла, хӑть шӑпӑрт лар.
Каймарӗ тет урӑх Анук хурӑн çырли сутма.
– Каласа пар-ха тата! – ыйтрӗҫ ӗне ҫитерме тухнӑ ачасем.
– Мӗн вара пӗрмай эпӗ? – хуравларӗ Микула пиччи. – Сирӗнтен кашни юмах юптарма пултарать. Акӑ сире пуçламӑшӗ, вӗçне вара хӑвӑр шутласа кӑларӑр.
...Пурӑннӑ тет ку вырӑнсенче пӗр каччӑ. Вӑл нихӑçан та хурланман тет. Кирек мӗн пулсан та: «Аптрамасть», – тенӗ.
2017 ҫ.
Иккӗмӗш пайӗ
Тепӗр хӗл каҫрӗҫ ӗнесем. Ачасем ӳсрӗҫ. Микула пиччи туйи ҫине ытларах тайӑнма пуҫларӗ. Ҫуркунне, ҫӗнӗ курӑк шӑтма пуҫласан, серте яшки ҫисе ҫӑва тухнине саламланӑ хыҫҫӑн, халӑх ҫитермене пуçтарӑнчӗ.
Пӗлтӗрхи пекех, ачасем Микула пиччинчен юмахсем йӑлӑнса ыйтрӗҫ. «Пурах ӗнтӗ вӑл юмах, пурнӑҫ хӑех каласа парать ӑна», – тет мучи.
Икӗ тус
Пулнӑ Кӑнарта икӗ тус, Ҫерушпа Сашук. Пӗр подъездра пурӑннӑскерсем мӗн пӗчӗкрен пӗрле ӳснӗ. Ҫеруш пӗр ҫул аслӑрах, ҫавӑнпа та ытларах пӗлнӗ пекрех туйӑннӑ.
– Атя, Сашук, паянтан вырӑсла калаҫатпӑр.
Лешӗ килӗшнӗ. Пакӑлтатнӑ пӗр кун вырӑсла. Саша килте те ашшӗ-амӑшне вырӑсла калаҫма хушнӑ. Тепӗр кунне:
– Привет, куда идешь? – тесе ыйтнӑ Саша Ҫерушран.
– Эй, ытла асапланмалла кун пек, чӑвашлах ярар, – тенӗ хайхи тусӗ.
Тепрехинче сӗннӗ Сашука совхоз пӑрҫине вӑрра кайма. Иккӗленнӗ ҫамрӑкраххи, анчах та ытти чухнехи пекех килӗшнӗ.
Сашукӑн чӗри сиксе тухасла тапнӑ. Уйра уазик ҫывхарни илтӗннӗ. Пӗшкӗнсе ларнӑ туссем. Иртсе кайнӑ машина.
– Чаплӑ кайса килтӗмӗр, пӗрре те хӑратмарӗ, – тенӗ Ҫеруш.
– Ҫапла, – яланхи пекех килӗшнӗ тусӗ.
Хӗлле ҫитнӗ. Чӑнкӑрах ачасем калпак тӑхӑнмасӑр ҫӳреҫҫӗ иккен.
– Эпир те ҫара пуҫ ҫӳрӗпӗр, – тесе хунӑ Ҫеруш. Юрӗ, апла.
Юлташсем шкулалла утнӑ. Сашук куҫҫуль кӑларас патне ҫитнӗ: хӑлхисем хӗп-хӗрлӗ, анчах хӑй пурпӗр чӑтнӑ. Пуҫланӑ унтан пырӗ ыратма. Мӗнех ӗнтӗ вӑл пыр ыратни чӑнкӑ каччӑсемшӗн!
Тепӗр кун Сашук шкула каяйман, чирлӗскер килте юлнӑ.
– Мӗн тутли пӗҫерсе парас? – тесе ыйтнӑ унран амӑшӗ.
– Ҫерушсенчен кайса ыйт-ха, мӗн пӗҫернӗ вӗсем? – тенӗ пыр ыратнипе аптӑранӑ ача.
Сӑмах ҫинчен
Олег ятлӑ ача пурччӗ Кӑнарта. Тем каласан та, сӑмахне тытма пӗлместчӗ. Библиотекӑна ҫӳреме пӑрахрӗ тет кӗнекесем нихӑҫан та тавӑрса парайманнипе. «Тепрехинче илсе килӗп, сӑмах паратӑп», – тет. Анчах тытаймасть сӑмахне, лешӗ вӗҫсе тухать те – мӗнле тытас ӑна?
«Килти ӗҫе ҫырса илме пар-ха, эпӗ сана кайран тавӑрса пулӑшӑп», – тепӗр сӑмах вӗҫсе тухрӗ. «Юрать, юрать, апатлатӑп чӑхсене, ан кулян», – тата тепри вӗҫет.
Олег тытайман сӑмахсем сывлӑшра купаланса пуҫтарӑнчӗҫ.
– Сӑмаха тытатӑп, тепрехинче манмӑп шӑллӑма ача садне кайса илме, – тет Олег.
– Э, ку мӗн вара? Сӑмах купи пекех туйӑнчӗ, – тет ачана амӑшӗ.
Пӗр вӑхӑт ҫакланса ҫӳрерӗ Олег хыҫҫӑн сӑмах купи. Ҫӗнӗлле сӑмах тытма вӗренсен тин сирӗлчӗ вӑл хуллен-майӗпен.
Ҫынсем мӗн калаҫҫӗ
Кирек мӗн тусанах ялти халӑх: «Ҫынсем мӗн калаҫҫӗ», – тесе пит пӑшӑрханатчӗ тет. Куна вӗсем шутламасӑрах, асӑрхамасӑрах тунӑ.
– Мӗн пӑшӑрхантаран хӑвна, анне, ҫынна юрассипе; хӑшӗ-пӗри кун пирки нумай шутламасть, хӑйне кирлӗ пек тӑвать, – каласа парать тин хулана вӗренме тухса кайнӑ Ирина.
– Эс каланӑ пек пултӑр ӗнтӗ, анчах пурнӑҫ кӑтартӗ тӗрӗссине, – хуравлать амӑшӗ тавлашмасӑр.
Килчӗ Ирина яла канма. Япаласене ҫуса ҫакрӗ урама. Амӑшӗ вӗрентет:
– Мӗнле ҫаккаланӑ эсӗ? Урлӑ-пирлӗ. Ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?
– Пӗрех мар-и?
– Акӑ пӑх-ха. Кӳршӗсем сана валли япала ҫакмалӑх вырӑн хӑварнӑ хӑйсенне типтерлӗ ҫакса. Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне Галя аппи ҫу уҫласа илсе килсе пачӗ. Эпир пӗр енчен «ҫынсем мӗн калаҫҫӗ» тесе пӑшӑрханатпӑр та-ха, тепӗр енчен ҫынсене мӗнлерех лайӑх пултӑр тесе шутлатпӑр.
Сас ҫухатнӑ
Эсир астумастӑр-ха, анчах пулнӑ Кӑнарта халӑх хорӗ. Гурий Федоровичпа Вера Филипповна ертсе пынӑ ӑна. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те хутшӑннӑ юрлама. Ӗҫ хыҫҫӑн чупнӑ клуба юрӑ шӑратма.
Пӗррехинче хора Чӑваш телевиденине чӗннӗ. Ак тамаша, пӗрин сасси пӗтсе ларнӑ. Мӗн тӑвас? «Усалсем илсе кайнӑ сан сассуна. Итле мӗн тумаллине. Ҫур ҫӗрте Кӑнарпа Чӑрӑш Туҫа хушшинчи ҫул ҫине тух. Сулахай хулпуҫҫи урлӑ чӗрӗ ҫӑмарта пер. Ҫичӗ хут хӑвӑн йӗри-тавра ҫаврӑн та: «Сасса тавӑрса парӑр», – тесе кала ҫичӗ хутчен. Унтан ҫаврӑнса пӑхмасӑр килелле вӗҫтер», – канаш панӑ пӗрле юрлаканӗ.
Тепӗр кунне кайма тухнӑ хулана юрлама, персе ҫитнӗ «сассӑрри» те. Хӑлхаран каланӑ теприне:
– Эс каланӑ пек турӑм, ак пӑх-ха, пулӑшрӗ, паян юрлаятӑп сирӗнпе!
– Чӑнах-и? Эп сана шӳтлесе каланӑччӗ. Мӗнле майпа сывалнӑ эс?
Пурнӑҫ тупсӑмӗ
Пӗлтӗр эпӗ сире Надя аппи канӑҫне ҫухатни ҫинчен каласа панӑччӗ. Пӗлетӗр-и эсир, вӑл пӗчӗк чухне пӗррехинче пурнӑҫ тупсӑмне шырама тӑнӑ тет. Ҫынсем ӑна пулӑшайман, ҫавӑнпа та вӑл хуравне ҫутҫанталӑкра тупма шут тытнӑ.
Пӗр каҫхине Надя урама тухнӑ та тулли уйӑхран ыйтнӑ:
— Çӳлтен лайӑхрах куратӑн пулӗ. Каласа пар-ха, тархасшӑн, пурнӑҫӑн пӗлтерӗшӗ мӗнре?
— Надя, сана хӗвел ӑшши килӗшет-и?
— Паллах, ӑшӑ чухне йӑл кулас килет.
— Ҫавӑ пӗлтерӗшлӗ мар-им? Кӑнтӑрла эпӗ хӗвел ҫинче ӑшӑнса киленетӗп, каҫхине сана ҫутӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑп, — тенӗ уйӑх.
Надя ӑна хуравланӑшӑн тав тунӑ те малалла утнӑ.
— Асамлӑ юман, каласа пар-ха, тархасшӑн, пурнӑҫӑн пӗлтерӗшӗ мӗнре?
— Эпӗ те хӗвел ҫутипе киленсе пурӑнатӑп. Сана уҫӑ сывлӑш тата сулхӑн парнелетӗп, — тенӗ юман.
— Тавтапуҫ, — хуравланӑ хӗрача.
— Эсӗ тав туни те пӗлтерӗшлӗ, — тенӗ юман. Надя вара малалла утнӑ.
— Эсӗ мӗншӗн пурӑнатӑн? — ыйтнӑ Надя пакшаран. Лешӗ хӗре мӑйӑр тыттарнӑ.
— Тутлӑ-и?
— Питӗ тутлӑ.
— Çакӑн пек апат-ҫимӗҫе кашни кунах ҫиме пултарнӑ чух епле пурӑнас мар? Юмахри пекех пурӑнатӑп вӗт! — йӑл кулнӑ пакша.
Надя киле таврӑннӑ. Вӑл чашӑк-тирӗке ҫунӑ, урай шӑлнӑ. Унтан юратнӑ ҫемҫе нуские тӑхӑннӑ та юратнӑ утиялпа чӗркеннӗ. Хӑйӗн юратнӑ юмахӗсен кӗнекине уҫнӑ те юратнӑ хӑмла ҫырли чейне вӗретнӗ.
— Юмахри пекех пурӑнатӑп, — шӑпах пакша пек йӑл кулса каланӑ вӑл.
Ҫичӗ вулӑллӑ юман
Кӑнар патӗнчен аякрах мар ҫичӗ вулӑллӑ юман ларать, ӑна асамлӑ тесе шутлаҫҫӗ. Паян ку йывӑҫ ҫинчен юмах итлӗр-ха.
Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Еҫеней ятлӑ арҫын. Пӗррехинче вӑл ҫухалнӑ вӑкӑрне шырама кайнӑ. Шырасан-шырасан акӑ мӗн курнӑ арҫын: тӑрать тет вӑкӑрӗ ҫӑлкуҫран шыв ӗҫсе. Пӑхнӑ Еҫеней йӑри-тавра: ҫӗрсем кунта чаплӑ. Шут тытнӑ вӑл ҫак ҫӑлкуҫ еннелле куҫса кайма. Кивӗ Тутайкасси ялӗ çакӑн пек пуçланса кайнӑ тет. Еҫеней хӑй пурнӑҫне ҫавӑнта пурӑнса ирттернӗ те.
Пӗррехинче Еҫенейпе Сеххимене, мӑнукне, хӑварнӑ. Кукашшӗ, ватӑскер, хӗвел ҫинче ларса ҫывӑрса кайнӑ, мӑнукӗ кил картинче чӑх чӗпписем хыҫҫӑн чупнӑ. Выльӑхсем валли ӗҫме ҫӗр ӑшне чавса лартнӑ валашкана пӗррех ӳкнӗ ача. Сехри хӑпнӑ Сеххимен, аран-аран кӑшкӑрса янӑ Еҫенее вӑратса.
Ҫав кунран Сеххимен хӑрани ӳснӗçем ӳссе пынӑ. Шывран, йытӑ-кушакран – темрен те хӑрама пуҫланӑ ача.
Ашшӗ-амӑшӗ аптранипе илсе кайнӑ Сеххимене суртарма. Карчӑк ҫапла каланӑ: «Ачапа пӗрле йӗкел пуҫтарӑр, йӗкелне килте тытӑр. Хӑрамассерен кашнинчех пӗрне илсе хӑранӑ япалан ятне парӑр та вӑрмана кайса лартӑр».
«Шыв», «Выльӑх», «Алӑк» ятлӑ йывӑҫсем шӑтса ӳснӗ вӑрманта. Сеххиме те çитӗннӗ. Вун улттӑ тултарнӑ кун вӑрмана пӗчченех кайнӑ вӑл. Ҫитӗннӗ ҫын хӑранисене пӗр ҫӗре чакаласа хунӑ. Ҫав вырӑнта ӳснӗ те ҫичӗ вулӑллӑ юман. Сеххиме вара хӑйӗн пурнӑҫне хӑрамасӑр пурӑнса ирттернӗ.
Чӗкеҫ
Ҫичӗпӳртре Шелеми тимӗрҫӗ килӗнче Чӗкеҫ ятлӑ хӗрача ӳснӗ. Вӑл ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман, анчах та айванрах пулнӑ. Ашшӗ килте мар чухне ҫынсене ӗненсе тимӗр таварсене тӳлевсӗр парса яни е тата урӑх мыскара пулкаланӑ. Урамра ачасемпе вылянӑ чухне йывӑҫ теттине кушакпа улӑштарнӑ тет. Кушакӗ вара ҫӗрле килтен тухса кайса хуҫисем патне таврӑннӑ.
– Эх, айван ачам, мӗнле пурӑнса пӗтерӗн? – хурланнӑ тет ашшӗ.
Пӗррехинче Чӗкеҫ амӑшӗпе уя ӗҫлеме тухнӑ. Вӗсем патӗнчен Матюк иртсе пынӑ тет: «Тарӑн варта чакак пур, вӑл калаҫма пӗлет, тӗлӗнтермӗшсем калать».
Чуптарнӑ Чӗкеҫ Тарӑн вара. Чӑнах та, ларнӑ тет унта пӗр вӗрене ҫинче чакак.
– Салам, чакак! Мана мӗн ӑсли калӑн? – тенӗ хӗрача.
– Тулӑ пӗрчи ҫисен тавҫӑруллӑ пулӑн! Тулӑ пӗрчи ҫисен тавҫӑруллӑ пулӑн! – чакӑлтатнӑ тет чакак.
Чуптарнӑ Чӗкеҫ тулӑ пӗрчи шырама. Пӗр ывӑҫ ҫисен чӑнах та тавҫӑруллӑ пулса тӑнӑ: хӑйне улталанине ӑнланнӑ тет.
Пур ӗҫе те ӑста
Эсир Ҫӗнӗ Акчура ялне кайса курнӑ ӗнтӗ, халӗ эпир ӑна Хутор тесе чӗнетпӗр. Паян унта сахал ҫын пурӑнать. Малтан вара Ҫӗнӗ Акчурара пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Ҫыннисем ялӗнче ӗҫчен пулнӑ, пӗринчен тепри маттур. Ял витӗр Сӗмӗл пасарне тата Сӗнтӗр вӑрманне вутта ҫӳрекенсем кунта ҫитсен: «Акӑ вӑл, ҫӑтмах! Кунта иккен вӑл», – тесе тӗлӗннӗ.
Пулнӑ ку ялта Айтар ятлӑ ҫамрӑк каччӑ, тин вун улттӑ тултарнӑскер. Питӗ хӑйне евӗрччӗ тет.
Ларнӑ урамра арҫынсем каҫхине, каннӑ, пулас кун ҫинчен калаҫнӑ.
– Ыран ӑйӑра йӗнерлемелле-ха, тӑнламасть вӑл мана, – тенӗ пӗри.
Айтар çавӑнтах сиксе тӑнӑ, пулӑшу сӗннӗ.
– Эсӗ хӑв та ӑйӑр ҫеҫ, куна туса курнӑ-и?
– Ӗҫе майлӑ вӗренӗп, эп ухмах мар вӗт, – хуравланӑ каччӑ.
Кун пек каласан ӗненнӗ арҫынсем. Чӑнах та, тепӗр кунне персе ҫитнӗ Айтар. Малтан ӑйӑр хӑйӗн патне пыртарман, анчах юлашкинчен парӑннӑ.
– Мӗнле-ха эс вӑййа та юрлама тухатӑн, лашасемпе те ӑста, йывӑҫпа ӗҫлеме те хутшӑнатӑн, тем тума та аллу ҫӑмӑл сан?
– Мана кукаҫи вилес умӗн ҫапла хушса хӑварнӑ: «ҫук» тесе ан кала, ӑҫта май пур, ҫавӑнта хутшӑнмалла тенӗ. Хӑрамасӑр тем те туса пӑхнӑ эпӗ кукаҫи сӑмахне асра тытса. Ҫакна ӑнлантӑм: хамӑра кам тесе шутлатпӑр, ҫавӑ пулатпӑр.
Эрнук
Пӗр хӗвеллӗ эрнекун ҫуралнӑ Чӑрӑш Туҫара Аялти урамра хӗрача. Ятне вара Эрнук тесе панӑ. Куҫӗ шӗшкӗ мӑйри тӗслӗ, ҫӳҫӗ çӑка пылӗ тӗслӗ пулнӑ ку пикен. Мӗн пӗчӗкрен киленнӗ ял таврашсем Эрнук ҫине пӑхса.
Кӑшт ӳссен Эрнук амӑшӗпе пӗрле пахчара аппаланнӑ. Выльӑхсем патӗнче те вылянӑ май пулӑшам пекки тунӑ тет.
Кӳршӗри хӗрачасем пит вылясшӑн пулнӑ Эрнукпа. Лешӗ чечексенчен, туратсенчен пуканесем тума пӗлнӗ. Арҫын ачасемпе те хутшӑннӑ Эрнук. Пӗрре лаша утланнӑ пек, тепре тытмалла вылянӑ ачасем.
Чӑрӑш Туҫара çамрӑксем карталанса вӑйӑ вылянӑ. Тухнӑ Эрнук пӗрремӗш вӑййа. Каччӑсем куҫ илми пӑхнӑ ун çине, хӗрсем картара юнашар тӑрасшӑн пулнӑ.
Ӑсӗпе те Эрнук кая юлман, вулама та ҫырма пӗлнӗ. Ашшӗпе пасара ҫӳресе кӑшт вырӑсла калаҫма вӗреннӗ.
Пурнӑҫа савса ирттернӗ Эрнук. Хӑй шӑпине хурламан. Энри ятлӑ каччӑпа пӗрне пӗри юратса мӑшӑрланнӑ, вӗсен Ҫтаппан ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ, сӑнӗпе амӑшне пӑхнӑ тет. Ҫтаппан арманӗпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑччӗ пулас сире пӗлтӗр.
– Мӗнле пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне пӗлетӗн эс, каласа пар-ха, – ыйтнӑ ялти ҫынсем Эрнукран.
– Ҫынна йӑл кулса саламла та, унтан хӑв курӑн. Анне мана çапла вӗрентнӗ, – хуравланӑ тет Эрнук.
– Ну, Микула пиччи, ку чӑнах та юмах, – терӗҫ ачасем итлесе пӗтерсен. – Ҫынӑн мӗнле те пулин хуйхӑ пулмалла ӗнтӗ. Пыл пек пурнӑҫ Эрнукӑн. Чӑн пурнӑҫра урӑхла. Хитре пулсан ҫын, тен, ухмахрах вӑл. Хитре те ӑслӑ пулсан, тен, чухӑн. Пуян пулсан, тен, туссем ҫук. Мӗн те пулин пулмаллах! Пулмасть ку юмахри пек, чӑннипе каласан.
– Пулмасть тесен пулмасть, – терӗ мучи.
117 ҫулхи старик
– Пурӑннӑ тата Чӑрӑш Туҫара Ҫемен Борисович ятлӑ арҫын, – каласа парать Микула пиччи тепӗр кунхине.
– Ку манӑн мӑн асаннен аслашшӗ пулать вӗт! – савӑнса каларӗ Сашук.
– Ҫапла.
Ҫемен ашшӗ, Борис, Кавказра вӑрҫӑра пулнӑ та ҫавӑнтан арӑмне илсе килнӗ тет. Лешӗ ял ҫыннисемпе питех хутшӑнман, ҫавӑнпа та пуль ҫемйе уйрӑлса тухсан пӳртне ял хӗррине лартнӑ.
Ҫемен ҫӳллӗ те тӗреклӗ арҫын пулса ҫитӗннӗ, ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫителӗклӗ пурӑннӑ тет вӗсем, ҫӗрӗ нумай пулнӑ. Ҫемен ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, кӳршӗсем унӑн сӑмахӗнчен иртмен.
Пӗррехинче акӑ мӗн пулса тухнӑ. Ҫеменӗн Тутайкасси патӗнчи ҫӗрне сурӑхсем кӗре-кӗре анана ватса кайнӑ тет. «Тепре ку сурӑхсене курсан, пусатӑп», – тенӗ вӗриленсе кайса Ҫемен сурӑхсен хуҫисене. Выльӑх каллех килсе таптанӑ анана. Ҫемен сӑмахне тытса пӗр сурӑхне пуснӑ та пуҫне пахчари карта юпи ҫине тӑрӑнтарнӑ.
Суд пулнӑ. Ҫемене каланӑ: «Каҫару ыйт, вара сана хӑтарӑпӑр». Ҫемен хӑйне айӑплӑ тесе шутламан, ҫавӑнпа та каҫару ыйтман. Янӑ ӑна Ҫӗпӗре.
Ҫӗпӗр ҫутҫанталӑкӗ ҫав тери пуян пулнипе тӗлӗнтернӗ Ҫемене. Киле килме вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйпе пӗрле кедр хунавӗсене илсе таврӑннӑ, вара Ҫӗпӗр йывӑҫне Чӑрӑш Туҫара хӑй пахчинче ӳстернӗ.
Вӑхӑт иртнӗ. Ялти ҫӑва ҫинче пушӑ ҫӗр сахалланса юлнӑ, ҫӗнни уҫмалла пулнӑ. Чӑваш йӑлипе Ҫемен мучи вилсен вӑл ватӑ та сумлӑ ҫын пулнӑран ӑна пӗрремӗш ҫӗнӗ ҫӗртре пытарса ҫӑва пуҫӗ тунӑ. Паянхи кун та ҫимӗке килекенсем Ҫемен Борисович вил тӑпри ҫине пырса унран пил ыйтаҫҫӗ.
Ҫемен ӗмӗрӗ вӑрӑм пулнӑ. Ҫынсем вӑл 117 ҫул пурӑннӑ тесе калаҫҫӗ, анчах ку тӗрӗс пулни паллӑ мар.
Кӗр ҫитрӗ. Ачасем шкула кайрӗҫ. Тен, ҫитермене урӑх тухаймӗ Микула пиччи: пит ывӑнма пуҫларӗ. Юмах юптаракансем тупӑнӗҫ-ха тесе шантарса хӑварчӗ вӑл ачасене.
2020 ҫ.
Спасибо за чтение
Вернуться к книге
