
Ҫитермере. Кӑнар юмахӗсем
Çитермере. Кӑнар юмахĕсем. 2021 ҫ. «Ҫитермере. Кӑнар юмахӗсем» - Кӑнар поселокӗнче тата унӑн таврашӗнче пулса иртекен юмахӗсен пуххи. Микула пиччи ҫитермере ачасене поселок юмаххисене каласа парать.
Ял хапхинчен тухса кайнӑ, каялла çаврӑнса та пӑхман тет.
Читать фрагмент
Читать ещёПӗрремӗш пайӗТахçан Кӑнарта ватти, çамрӑкки – пурте çитермене çӳренӗ. Ачасем вылянӑ, кӑвайт чӗртнӗ, халапсем каласа кӑтартнӑ, аслисем хыпарсем сӳтсе явнӑ. Вӗсем хушшинче Микула пиччи те. Хӑй çамрӑк мар ӗнтӗ, çавӑнпа та ӗне хыççӑн чупма йывӑртарах пулнӑ ӑна. Вӑл ача-пӑчаран пулӑшу ыйтнӑ, лешсем килӗшнӗ, анчах та хаваспах мар. Микула пиччи çапла шухӑшласа кӑларнӑ: хӑйне ыр тунишӗн вӑл юмахсем каласа парӗ. Çапла вара пулӑшакансен шучӗ чакман тет, кашни каç вӗсем мучирен çӗнӗ юмах кӗтнӗ тет.Шӑмашпа ВӑтанпиКуратӑр-и, йӗри-тавра мӗн чухлӗ çырма! Мӗнлерех хитре вӗсем, сӑртсем пек лараççӗ. Ахальтен мар вӑл иккен.Пурӑннӑ тет Алтай тӑрӑхӗнче улӑпсем. Çуралса ӳснӗ вырӑна – сӑртсене, юхан шывсене, вӑрмансене – питӗ юратнӑ тет вӗсем. Вӑрçӑсӑр пурӑннӑ тет, анчах та пӗррехинче вӗсем çине ют халӑх тапӑннӑ.Хӑваласа янӑ тет улӑпсене хӑйсен вырӑнӗсенчен. Утнӑ тет хайхискерсем çӗнӗ çӗр шырама. Çапла çитнӗ …
Иногда самые важные истории начинаются с первой страницы.






Комментарии 0