Обложка Пурнӑҫ пир-авӑрӗн татӑк-кӗсӗкӗ

Пурнӑҫ пир-авӑрӗн татӑк-кӗсӗкӗ

Александра Сергеевна

0% прочитано
Стандартный
Александра Сергеевна

Пурнӑҫ пир-авӑрӗн татӑк-кӗсӗкӗ

Ача чухне

Шӑллӑм

Хам иккӗре пуль, анне хырӑмне тӑнлатӑп. Шӑллӑма кӗтетӗп. Ку вӑл – манӑн чи пӗрремӗш аса-илӳ.

«Пӗр-пӗрне юратӑр, сирӗн хӑвӑртан ҫывӑх ҫын ҫук тӗнчере, сирӗнте пӗр юн юхать», – тетчӗ пире анне, ытларах шӑллӑмпа ҫапӑҫса илнӗ хыҫҫӑн. Кун пекки вара час-часах пулкалатчӗ. Мӗнпуррине ҫурмалла пайлаттӑмӑр Гришӑпа: пылакки, тума хушнӑ ӗҫе, телевизора, зала, кушака та. «Атя, эпӗ юратнӑ сериалсене пӑхма пултарӑп, вара Мурзик санӑн пулать», – тесе йӑлӑнтӑм пӗрре. Анчах телевизор хуҫи млекопитающийсем пайланманнине лайӑх пӗлнӗ, «ҫук» терӗ вӑл.

Анне Гришӑна ҫуршар сехет тумлантаратчӗ ача садне кайма: «Ку ытла хулӑм, кофта чикет, курткӑпа пӑчӑ, йӗмми анралла». Гришша вара халь те питӗ тиркевлӗ. Эпӗ ӑна Германирен темиҫе мӑшӑр нуски илсе килнӗччӗ. Вӑл пӗрне-теприне тытса пӑхсан ҫапла каларӗ: «Эластан иментерет-ха, парнеле кусене кама-та пулин. Ак куна хама валли хӑварма пултаратӑп, тавах».

Тем те шухӑшласа кӑларма пултарнӑ пӗчӗк Гриша. Тетрисран магнит кӑларма шут тытнӑ вӑл пӗррехинче. Тӑвас ӗҫӗ ҫинчен никама та каламан вӑл. Эпӗ уҫӑлма тухса каясса кӗтсе илнӗ те шалтан питтӗрӗнсе ларнӑ, чӳрече каррисене карнӑ. Ванчӑкӗ пӳлӗм тӑрӑх саланса ан кайтӑр тесе тетриса алшӑллипе чӗркенӗ те мӑлатукпа ҫапнӑ. Кун ҫинчен нӑйласа лармӑттӑм та-ха, анчах та вӑл ман тетриса та ҫапса ватнӑ-ҫке...

Хам килтен тухса кайса общежитинче пурӑнма пуҫласан, вӑрҫӑнма тата ҫапӑҫма пӑрахрӑмӑр Гришӑпа. Пӗррехинче шӑллӑмӑн темиҫе чаплӑ ручка пуррине курнӑ эпӗ. «Килӗшет-и? Ме», – тесе пачӗ вӑл мана пӗрне. Ҫав вӑхӑтран эпир туслӑ.

Ҫитӗнтӗмӗр, Мускава куҫса кайрӑмӑр. Пушӑ вӑхӑта сахал мар пӗрле ирттернӗ эпир. Пӗрре ыйтсанах персе ҫитетчӗ Гришша. Укҫа ӗҫлесе илме пуҫласанах, мана пысӑк «стипенди» панӑччӗ вӑл. Эпӗ шӑпах тепӗр хут вӗренме кӗнӗччӗ ун чухне.

Пӗр-пӗринчен аякра пурӑннӑ чухне нумай калаҫмастпӑр шӑллӑмпа. «Ҫак кӗнекене илсе пар-ха», – тесе тӳррех ҫырма пултаратӑп ӑна «салам» е «сывӑ пул» темесӗрех. Хуравлас вырӑнне мана ыйтнӑ кӗнекене ярса парать вӑл. «Иккӗмӗш эрне ӳсӗретӗп, мӗн тумалла?» – тесе ҫыратӑп ӑна, вӑл мана мӗнле эмел ӗҫмеллине ярса парать. Питӗ меллӗ.

Шашкӑ

Пӗчӗкскер эпӗ шашкӑлла вылянӑ чухне анне мана: «Сик», – тенӗ. Эпӗ тӑнӑ та сикме пуҫланӑ тет. Анне: «Ун пек мар, шашкӑпа сик». Эпӗ шашкӑна алла илнӗ те сикнӗ тет.

Р

Аттепе Шинерпуҫне кайнӑ. Ҫул ҫинче «р» теме вӗреннӗ эпӗ. Киле ҫитсенех кукаҫине шӑнкӑравланӑ ку хыпара пӗлтерме.

‒ Сашенька, «трактор» те, «урра» те.

‒ Премьер-министр Маргарет Тэтчер.

Хачӑ

Ача чухне хачӑпа касма килӗшетчӗ. Шӑтӑк касаттӑм колготки е ҫуха ҫинче. Кара ҫинче. Астӑватӑп, залра ларатпӑр телевизор пӑхса. Ман алӑра, паллах, хачӑ. «Анне, пӑх», – савӑнӑҫлӑ сасӑпа каларӑм хам ҫинчи колготки ҫинче тем пысӑкӑш шӑтӑк касса кӑларнипе.

Татӑк-кӗсӗк

Пуканесем валли ҫӗлеме юрататтӑм. Оля аппа панӑ татӑк-кӗсӗк миххи пурччӗ манӑн. Пӗр кун ҫав татӑксене сутас шухӑш пырса кӗнӗ. Малтан хама килӗшекеннисене уйӑрса хутӑм, унтан пӳрт умне япӑхраххисене сутма тухса лартӑм. Пӗр татӑка хамран пӗр виҫ ҫул аслӑрах Маринӑна сутрӑмах.

Банан

Пире пӗрремӗш хут банан илсе панине астӑватӑп. Мухтанас тесе пуль, ҫав ҫимӗҫе ача садне илсе кайнӑччӗ. Воспитатель ыттисене кӗвӗҫтересшӗн пулмарӗ пулас, ҫавӑнпа та хыттӑн: «Эй-яй, Саша упӑте пекех банан ҫиет», – тенӗ.

Нумай вӑхӑт иртсен мана каллех упӑте пек банана ҫиетӗп, терӗҫ. Мӗншӗн тесен эпӗ ӑна туни енчен мар, тӑрри енчен уҫса ҫиетӗп. Ҫапла тӗрӗсрех мар-и вара?

Диагноз

Ача садӗнче больницӑлла вылянӑ. Эпӗ врач пек пулса «пациента» пӑхнӑ хыҫҫӑн тетрадь ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Вова чирлӗ».

Резинка

Ача садне ҫӗнӗ хӗрача килнӗччӗ. Питӗ лайӑх астӑватӑп куна, мӗншӗн тесен вӑл магазинран илнӗ сиксе вылямалли резинка илсе килнӗччӗ. Пирӗн ун пекки пулман.

Бейсболка

Чӑнкисен пурин те бейсболка пулнӑ. Ҫак пуҫ тумӗн умӗнче паралон пулнипе тарлаттӑн, хыҫалта вара сеткӑран пулнипе шӑнаттӑн. Арҫынсем ҫакна тӑхӑнсан кукшаланнине илтнӗ Оля аппа, ҫавӑнпа та нумай вӑхӑт шӑллӑмсене бейсболка илсе паман. Мана та ӗнте, мӗншӗн тесен пирӗн хушшинче е пурин те ҫав япалах пулнӑ, е никамӑн та пулман.

Ҫапах та хам валли бейсболка туяннӑ куна кӗтсе илтӗм. Киле ҫитсен ҫӗнӗ япалана пурне те кӑтартма чуптартӑм. «Чӑнкӑ, тытса пӑхма юрать-и? – тесе ыйтрӗ пӗр тантӑш. «Санӑнни лайӑх-ха. Пӗлетӗн-и хӑш-пӗрисен кӑсӑрукӗ ак ҫапла... ҫурринчен авӑннӑ тесшӗнччӗ», – кӑтартнӑ чухне ӑнсӑртран ҫӗнӗ бейсболкӑн пластик сӑмсине ҫурмалла хуҫса хучӗ вӑл. Сӗре куллянтӑм, ҫавӑнпа халӗ те астӑватӑп.

Тутлӑ

– Оля аппи, эпӗ куна ҫисе яраймастӑп.

– Ан ҫи, Сашенька, сысна ҫисе ярать.

– Оля аппи, купӑсти пӑсӑлнӑ.

– Ан ҫи ӑна, сысна ҫисе ярать.

– Оля аппи, ку апат мана килӗшмест.

– Сысна ҫисе ярать.

– Оля аппи, сысна тутлӑ маррине питӗ юратать пулас.

Пахча

Пӗчӗккӗ чухне пурте сан пекех пурӑнаҫҫӗ пек туйӑнать. Бразили сериалӗнче ҫеҫ урӑхла пек. Ҫапла Оля аппи хуларан килсен, манӑн ун валли пин-пин ыйту хатӗр пулнӑ:

– Оля аппи, санӑн хулара пахча пур-и?

– Ҫук.

– Сысна пур-и?

– Ҫук.

– Чӑхсем пур-и?

– Ҫук.

– Мӗнле пурӑнатӑн вара эсӗ унта?

Хулана пӗрремӗш хут кайнине астӑватӑп. Автобусран тухрӑмӑр кӑна, пирӗн ҫине халӑх кӗпӗрленсе пырать! Ик еннеле куҫа чарса пӑхатӑп, пурне те сывлӑх сунатӑп, анчах мана нихӑшӗ те хурвламасть. «Анне, мӗнле вара, пӗрре те воспитани ҫук ку ҫынсен!» – терӗм эпӗ, хула ҫыннисене пула кӑмӑлсӑрланса. Ара, пирӗн поселокра палламан ҫынсене те сывлӑх сунмалла тесе вӗрентеҫҫӗ ачасене.

Оля аппан пӗр пӳлӗмлӗ хваттерне ҫитрӗмӗр. Каҫхине вара унӑн тусӗ патне хӑнана кайрӑмӑр. Лешӗн хваттерӗ икӗ пӳлӗмлӗ иккен. Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм: хулара пурте пӗчӗк ҫеҫ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ тесе тин ӑнланнӑччӗ хам.

Газ плити

Пӗрре анне пире шӑллӑмпа вӑхӑтлӑха килте хӑварнӑ. Кухньӑра ҫав вӑхӑтра газ плити ҫинче сысна апачӗ пиҫнӗ. Вӗресе тӑнӑ апат хӗрринчен юхса тухнӑ, уна пула ҫулӑм ялкӑшма пуҫланӑ. Эпир, пӗчӗккӗскерсем, хӑраса ӳкнӗ, ҫулӑма шывпа «сӳнтерме» тытӑннӑ. Пулӑшман ку, вара эпир чӳречерен: «Анне, анне», – тесе кӑшкӑрма тытӑннӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра анне таврӑннине курнӑ. Вӑл газа сӳнтернӗ те пире унпа мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каласа панӑ.

Газ плитипе тата нумай вӑхӑт усӑ курма пӗлмерӗм. Шӑрпӑка лаптак хыпкӑчпа хӗстерсе ҫутаттӑм. Университет общежитинче ҫапла газ ҫутма вӑтанаттӑм, ҫавӑнпа та юлашкинчен шӑрпӑкпа усӑ курма вӗренмеллех пулчӗ.

Ж...П

Пӗр хӗлхи каҫ Гришӑпа тата аннепе «Эпӗ ҫакна куратӑп» вӑййа вырӑсла вылярӑмӑр. Йӗртсе пыракан сӑмахӑн пӗрремӗш тата юлашки саспаллине калать те ыттисем тупсӑмне тупаҫҫӗ.

Пӗтемпех лайӑхччӗ. Малтан анне тупӑм хушрӗ, унтан эпӗ. Унтан шӑллӑм: «Ж...П», – тесе хушрӗ. Ак тамаша! Шутларӑмӑр, шутларӑмӑр, тупсӑмне тупаймарӑмӑр.

– Парӑнатӑр-и? – ыйтать пирӗнтен ача. – Живойгрип[1].

Чӑмлак

Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче пирӗн поселокра киоск уҫӑлнӑ. Мӗн пур укҫана илсе ҫавӑнта пӗр ывӑҫ чӑмлак туяннӑччӗ те пӗр харӑс чӑмласа янӑччӗ. Аран-аран ҫӑварта вырнаҫнӑ вӑл.

Печкин

Ман пата юлташсем пынӑччӗ. Килте пирӗнсӗр пуҫне никам та пулман. Эпир террористсем ҫинчен калаҫма пуҫланӑ та хамӑра хамӑр хӑратса пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та алӑка хупнӑ (урӑх чух ӑна уҫӑ тытнӑ), чӳречесене карса сӗтел айне пытаннӑ. Сасартӑк алӑкран шакканӑ. Эпир ҫухӑрса янӑ.

‒ Кам унта? – кӑшкӑрса янӑ эпӗ макӑрса.

‒ Почтальон Печкин.

‒ Кай кунтан! Кай!

Хӑраса ӳксе хыттӑн макӑрса янӑ эпир. «Печкин» ҫакна ӑнланнӑ пулас та:

‒ Оля аппи ку, уҫӑр, – тенӗ.

Шӑл

Эпӗ пӗчӗк чухне аттен металлтан тунӑ шӑл чылайччӗ, вӑл шутра малти шӑл та. Пӗтӗм Совет Союзӗ ӑна шӑлне пула пӗлет теме юрататчӗ атте. Ку сӑлтава пула йывӑҫ кашӑкпа кӑна ҫиетчӗ вӑл апата. Эпӗ вара ӳссен хама керамика шӑлне лартмалӑх укҫа ӗҫлесе илесси ҫинчен ӗмӗтленеттӗм.

Пневмони

1997-мӗш ҫулхи ҫулла эпӗ пневмонипе чирлесе ӳкрӗм те, мана ача-пӑча больницине вырттарчӗҫ. Ҫав тараканлӑ кивӗ ҫуртра пур ачасемпе те туслашрӑм. Питӗ савӑнӑҫлӑччӗ, киле каяс та килмен.

Икӗ эрне те пилӗк кун выртсан тунти кун тухмалла пулнӑ. Ун умӗн шӑмат кун больницӑран ҫул урлӑ ресторанта туй тунӑ. Ҫав тери интереслӗ чӳречене уҫса пӑхса ларма! Ҫапла тусан каллех ӳсӗрме пуҫларӑм. Тунти кун анне мана илме килнӗ, эпӗ ӳсӗретӗп вара. Вӑл врача мана киле илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ, мӗншӗн тесен больницӑра эпӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен чирлӗп. Хам вара форточкӑри сивӗ сывлӑш ҫинчен шарламарӑм.

Диктант

«Йӑнӑшас мар тесен, тӗрӗслемелли сӑмах тупӑр», – ӑнлантарчӗ пире Рена Ананьевна пурнӑҫри пӗрремӗш диктант умӗн. Йӑнӑшас мар тесе кашни сӑмаха икшер хут тӗрӗслерӗм. «Вот наступило лето», – тесе вуларӗ учитель. Шухӑша путрӑм. «Лето – нет лета. Наступило – куна тепле тӗрӗслемелле. Вот… Нет чего? – Воды». Ҫапла шутласа «вот» ҫырнине «вод» тесе тӳрлетрӗм.

Шкап

Шкап ҫывӑрнӑ чухне ман ҫине ӳкессӗн туйӑнатчӗ. Ҫапла пулчӗ пулсан, пуҫ шкап айне ан пултӑр тесе ҫапла майлӑ выртаттӑм. Шкапӗ нихӑҫан та ӳкмен пулсан та, пӗррехинче люстра ӳкнӗ вара. Пӗр кун маларах атте шӑп люстра айӗнче урайӗнче ҫывӑрнӑччӗ, юрать ҫав каҫ кравать ҫине выртнӑ пулнӑ.

Шкап чӑтнӑ

Пӗчӗкскер эпӗ атте-аннене кӳренсе макӑрма тытӑнтӑм. Унтан эпӗ, ҫамрӑк актриса, ҫывӑрмалли пӳлӗме кайрӑм та шкапа кӗрсе лартӑм. «Шырӑр мана, тупаймасӑр кулянӑр, акӑ сире!» Шӑппӑн макӑркаларӑм, унтан вуҫех те чарӑнтӑм. Кичем пулса кайрӗ. Шкапран тухса зала кайрӑм: пӗтӗм ҫемье телевизор умӗнче ларать. Анне: «Сашенька, эсӗ Клара патӗнче пултӑн-и?» – тесе ҫеҫ каларӗ мана.

Кантӑк ванчӑкӗ

Пирӗн пата Кӑнара Чулхуларан инкесем килнӗ. Эпӗ вӗсемпе пӗрле хӑнана кайма пултарни ҫинчен калаҫрӗҫ. Ҫав тери хӗпӗртенипе ҫаврӑнма, сикме тытӑнтӑм. Сасартӑк пысӑк черккене сулса ватрӑм, ванчӑкӗ ҫине урапа пусрӑм, юн юхма пуҫларӗ. Анне мана Чулхулана ямарӗ.

Инкесем патне эпӗ ҫитӗнсен хамах кайса куртӑм. Укҫа нумай марччӗ. Виҫӗ кун хушшинче мӗн пуррине йӑлт тӑкакларӑм. Юрать, каялла Мускава ҫитме билет малтанах туяннӑччӗ.

Ҫитрӗм вокзала, тупрӑм хамӑн иртсе каякан пуйӑса. Телефонра броня номерне кӑтартрӑм. Ку юрӑхлӑ мар, броня номерне мар, билет номерне кӑтартмалла терӗҫ мана. Вӗсен списокӗнче эпӗ пулман. Тӳлев ҫинчен электронлӑ квитанцие кӑтартрӑм, кӗртме ыйтатӑп, кӗртмеҫҫӗ. Аслӑ кассир патне чупатӑп. Унта черет. Ирттерсе яма ыйтатӑп. «Пирӗн кунта пурин те поезд халех тухса каять», – терӗҫ мана. Халӗ пӗтӗмпех ҫӑмӑл, телефонпа билет хӑвӑрт илме пулать, ун чухне ку система йӗркеленсе кӑна пынӑ.

Кайрӗ манӑн поезд. Эпӗ урайне лартӑм та йӗрсе ятӑм. Ман пата пӗр хӗрарӑм пычӗ, мӗн пулнине пӗлсен ҫурӑмран лӑпкарӗ те малалла утрӗ. Шӑллӑмпа ҫыхӑнма тавҫӑртӑм. Вӑл мана укҫа куҫарса пачӗ. Тепӗр пуйӑс ҫине билет туянтӑм та Мускава ҫитрӗмех.

Кӑшкар ути

Пуканелле выляса тӑрантӑмӑр, сивӗ шывпа кӑлпассирен яшка «пӗҫертӗмӗр». Тата мӗн тума пулать ҫуллахи каникулта? Аннен ӗҫтешӗ патне пахчана кӑшкар ути ҫиме кайма сӗнтӗм. Мӗн вара? Эпӗ нумаях пулмасть хӑлха хӗррипе илтрӗм: вӑл манӑн аннене унӑн кӑшкар утине татма ирӗк панӑ пулас. Эпӗ, Клара тата пирӗн тантӑш ҫын пахчине кӗтӗмӗр. Пире Клара амӑшӗ курчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: «Ӑҫта кӗрсе кайнӑ эсир? Халех килӗр кунта! Хӑлха пӑрмалла сире!» Эпир хӑраса пахча алӑкӗ еннелле чупрӑмӑр. Манӑн тантӑшсем вӑрҫнине итлеме кайрӗҫ, эпӗ вара... малтан хуллентерех утма пуҫларӑм, унтан тепӗр еннелле пӑрӑнтӑм та, кӑшкӑрни шӑплансан тин хӳтлӗхрен тухса килелле утрӑм. Уншӑн мана халӗ те намӑс.

Джинс

Питӗ джинс йӑмми кирлӗ пулнӑ мана. Ҫав вӑхӑтра пиковая дамӑна, вӑрҫакан гнома тата ытти им-юма чӗнсе илетчӗҫ. Ҫакна тума куҫкӗски ҫине шӑл пастипе пусма ӳкермелле е тата мӗн тумалла пулнӑ. Эпӗ, паллах, кунпек япаларан хӑранӑ пулнӑ. Астӑватӑп, ҫывӑрма каяс умӗн шӑллӑмпа пиччене ҫапла каласа хӑвартӑм: «Эсир гнома чӗнсе илтӗр пулсан, мана валли чӑнкӑ джинсы ыйтӑр унта». Шел, анчах ирхине ман валли джинс йӑмми пулман.

Экскурси

Пасара кайсан ҫапла тӑваттӑмӑр. Малтан мӗнпур рете утса тухнӑ, унтан япалине чи йӳнӗ ҫӗртре туяннӑ. Хӑш-пӗр чухне хӗлле сивӗре каяттӑмӑр пасара. Ӑшӑнмалаллӑ ӑҫта та пулин кӗреттӗмӗр. Пӗррехинче шашлычныйне кӗтӗмӗр. Анне ҫапла каларӗ: «Ак, ачасем, пӑхӑр. Ку – люля-кебаб. Куртӑр-и? Малалла кайрӑмӑр». Унтан тухса утрӑмӑр малалла.

Хӑлха ҫакки

Пӗчӗк чухне ҫемьепе тӑвансем патне хулана кайнӑ. Урамра иртсе пыракан хӗрарӑм ман ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Юрать, сан ҫинче хӑлха ҫакки пур. Вӑл пулмасан, эсӗ арҫын ача пуль тесе шутлӑттӑм».

Ку халап Китайра метро туалетӗнче малалла тӑсӑлать. Уборщица мана курсан: «Эй, эп сана арҫын пуль тесе шутларӑм», – тенӗ тӗлӗнсе. Эпӗ кӗске каснӑ ҫӳҫпеччӗ-ха, маскӑпа. Анчах хӑлха ҫакки тӑхӑннӑ пулнӑ вӗт!

[1] Кӗленче банкинче ӳстерекен ӳсен-тӑран.

Пӑртак ӳссен

Йес

Шкулта савӑннӑ чухне: «Йес!» – теттӗмӗр. Пиллӗкмӗш класра ҫеҫ акӑлчан урокӗнче вӗсен чӗлхинчи «ҫапла» пӗлтерӗшлӗ сӑмах тата пирӗн «йес» пӗр япала пулнине тавҫӑрса илтӗм. Эй-яй, кӑсӑклӑ та мар кун пек.

Гитара

Тем тума та интереслӗччӗ. Ӳкерме юрататтӑм, анчах пит лайӑхах мар. Вара ҫапла шухӑшланӑ: манӑн чӑн-чӑн ҫуллӑ сӑрӑ пулсанах эпӗ лайӑх ӳкерме пултарӑттӑм. Сӑррине илсе панӑ-ха мана, анчах манӑн ӑсталӑх ҫине витӗм кӳмерӗ ку.

Музыка шкулне кайсанах мана синтезатор илсе пачӗҫ. Вылянӑ чухне пит йӑнӑшасран хӑраттӑм, ҫавӑнпа лайӑх выляма вӗренеймерӗм. Выртрӗ синтезатор тусан пуҫтарса.

Гитара пулсанах унпа калама вӗренӗттӗм тесе шутланӑччӗ. Илсенех ӳкерчӗксем турӑмӑр та гитарӑпа, ҫакӑнпа вӗренесси пӗтрӗ те.

Вӑтӑр тултарсан параппан интереслентерме пуҫланӑ. Виҫӗ ҫул хушши хама выляттартӑм, унтан парӑнтӑмах.

Пӗр торт ҫисе ятӑмӑр

Улттӑмӗш класра пуль ун чухне. Вӗрентекенсен кунӗ тӗлне пурне те учительсен сӗтелӗ валли мӗн те пулин пӗҫерсе килме хушнӑ. Пӗрле вӗренекен хӗрачасене манӑн пӗҫерес пултарулӑх пулнине ӗнентертӗм пулас. Ҫавӑнпа та хушнине тума ман пата кайнӑ эпир. Холодильникрен мӗн пуррине туртса кӑларнӑ та ҫавӑнтан торт пӗҫернӗ. Ҫукки ҫуккӑ ӗнтӗ, унсӑрах каять. Ӑҫтан пирӗн ялта сахар пудри, шоколад тӗпренчӗкӗ тата ытти глазурь пултӑр?

Мӗн пӗҫерни савӑнтарнӑ пире. Выҫӑ хӗрачасем умӗнче сӗтел ҫинче тутлӑ шӑршӑллӑ шоколад торчӗ ларнӑ. Мӗн тӑвас-ха? Мӗн тӑвас? Лару-тӑру мӗнлине пӑхкаласа ҫӗҫӗ илнӗ те тирпейлӗн пӗр татӑк каснӑ эпӗ. «Ним хӑрамалли те ҫук, пирӗн торт «Ҫур уйӑх» ятлӑ тет, – ӑнлантарнӑ эпӗ. Касса илнӗ татӑка кашниех тутанса пӑхнӑ. Анчах кунпа ӗҫ вӗҫленмен-ха.

Тепӗр кун эпӗ торта шкула илсе пынӑ. Вӑл малтанхи пекех тутлӑ та илӗртӳллӗ пулнӑ. Хӗрачасемпе васкавлӑ канашлу ирттернӗ. Пирӗн класран тата тепӗр ушкӑн салат туса пынӑ-ҫке. Пирӗн торта памасан та.

Ҫур уйӑха раздевалкӑра ҫисе янӑ эпир.

Ҫемҫе тетте кружокӗ

Ал-ӗҫ мана яланах питӗ килӗшнӗ. Ҫиччӗмӗш е саккӑрмӗш класра эпӗ ҫемҫе тетте кружокне хутшӑннӑ. Унта манран кӗҫӗнрех ачасем ҫӳренӗ ытларах. Лешсем пӗр япала ҫӗлесе пӗтериччен эпӗ виҫӗ тетте тума ӗлкӗреттӗм. Ҫав кружока ҫӳреме питӗ килӗшнӗ мана, анчах эпӗ вӑтанаттӑм. Манӑн тантӑшсем ҫӗлесе вӑхӑт ирттермен та-ха. Унсӑр пуҫне, клубри пӳлӗме ҫамрӑксем бильярдла выляма пыратчӗҫ. Вӗсенчен вӑтанмалла тата.

Кружока пӑрахма шут тытнӑ эпӗ. Руководителе килти ӗҫе тума пултарайманни ҫинчен, атте эпӗ ҫӗлесе ытла нумай вӑхӑт ирттернипе пӑшӑрханни ҫинчен суйнӑ. Пӗр эрне ҫӳремен кружока, унтан ҫӳреймесӗр пултарайманнине ӑнланнӑ. Таврӑннӑ. Руководителе килти ӗҫе тума вӑхӑт тупма пултарни ҫинчен пӗлтернӗ.

Шекспира тӗпченӗ

Пӗр ҫиччӗмӗш классенче пире текст тишкерме вӗрентнӗ. Мана ҫав тери килӗшнӗ, эпӗ конференцие Шекспир тексчӗсем ҫинчен доклад туса хутшӑнма та шут тытрӑм. Ман ӗҫе темшӗн никам та тиркемен. Кайран тин эпӗ мӗн туса хунине ӑнланса илнӗ хам. Пӗрремӗш, куҫарнӑ текста тишкернӗ эпӗ, оригинала мар. Иккӗмӗшӗ, ку оригинала куҫарни те мар, ачасем валли адаптациленӗ текстчӗ пулнӑ. Виҫҫӗмӗшӗ, уҫӑ сасӑсемпе хупӑ сасӑсене тишкернӗ эпӗ, куна вара поэзипе кӑна тӑваҫҫӗ. Шекспир тексчӗсенче мӗн чухлӗ «а» тата «о» пулнине пӗр хӗрелмесӗр каласа панӑччӗ...

Самант

Эпӗ ун чухне вунвиҫҫӗре пуль. Ман патне Кларӑпа Наташа килнӗ те дискотекӑна чӗннӗ. Вӑтаннипе каймарӑм ҫавӑн чухне. Кайма килӗшнӗ пулсан, халь вӗҫемпех урӑхла пулӗччӗ пекех туйӑнать. Лайӑхрах та мар, япӑхрах та мар. Урӑхла.

Килтен тухса кайсан

Ҫырса хуни ӗмӗрлӗхе

Тӑххӑрмӗш класа эпӗ Сӑнав поселокне вӗренме кайнӑ. Унта ҫитме автобуспа ҫур сехет каймалла. Ун чухне вӑл питӗ вӑрӑм ҫул пек туйӑнатчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ общежитире пурӑннӑ. Аттепе анне мана унта пурӑнтарасшӑн пулман: эпӗ пирус туртма вӗренесрен хӑранӑ. Чӗлӗм туртмарӑм эпӗ, анчах вӑрҫма вӗрентӗм.

Пӗрле пурӑнаканнисемпе кулӑшла пулӑмсене ҫырса хума шут тытнӑ. Тетраде «Записки сумасшедших» ятне панӑ. Тин-тин атте-аннесӗр пурӑнма пуҫланӑскерсен ҫитӗннӗ ҫын пек пулас килнӗ. Ҫавӑнпа та запискӑсенче кашни иккӗмӗш сӑмах мат пулнӑ. Ҫывӑрас умӗн ҫырнине тепӗр хут вуласа кулаттӑмӑр.

Ҫулла Регинӑпа Настя запискӑсене киле илсе кайнӑ. Вӗсен амӑшӗ ӑнсӑртран пирӗн тетраде тупнӑ. Ҫавӑн чухлӗ илемсӗр сӑмах курсан, вӑл пирӗн запискӑсене кӑмакара ҫунтарса янӑ.

Проездной

Сӑнав поселокӗнче вӗреннӗ чухне киле автобуспа ҫӳреттӗмӗр. Йӳнӗ хакпа автобус ҫине проездной билет туянаттӑмӑр. Анчах укҫа перекетлесси кунпа пӗтмен. Проезднойӑн уйӑхне ҫырнӑ пайне касса кӑларнӑ та хыҫалтан кирлӗ уйӑхлӑ кивӗ проездной ҫине хунӑ эпир. Пӗри те пӗрре те лекмен.

Кӗлетке

Вунвиҫҫӗсенче манӑн хырӑм мӑкӑрӑлса тӑрать тесе каланӑ мана. Ӑна халь тӳрлетмесен кайран йывӑр пулать тенӗ. Вара пуҫланчӗ. Чупасси, кӗлеткене хускатасси. Углеводсӑр диета. Белоклӑ диета. Улттӑ хыҫҫӑн ҫименни. Вуниккӗччен ҫиме юраманни. Хамӑн кӗлеткене курайми пулнӑ, лаптак хырӑм ҫинчен ӗмӗтленме пуҫланӑ эпӗ. Эпӗ час-часах хырӑма алӑпа хуплаттӑм. Хама мӑнтӑр тесе шутлаттӑм.

Хырӑмӗ те, ача мӑнтӑрӗ те ҫухалчӗ Мускавра ӗҫлеме пуҫласан.

Фотосессии

Фотосесси ирттереттӗмӗр. Хӗрсемпе сӑрланаттӑмӑр, чи лайӑххине тӑхӑнаттӑмӑр та ӳкерӗнеттӗмӗр хамӑра модельсем пек тытса. Пирӗн юратнӑ ӳкерчӗксем: чӳрече янаххи ҫинче, йывӑҫ патӗнче, чечекпе; чӑнкӑ банда пулнӑ пек. Тата ҫакӑн пек сӑнӳкерчӗк пур манӑн: пиҫиххи ҫине тин илнӗ сотовый телефона ҫакса янӑ. Сӑнӳкерчӗке телефона кӑтартас тӗллевпе ятарласа тунӑ ӗнтӗ.

Подъезд

Клара тантӑшӑмпа пӗр подъездра пурӑннипе савӑнатӑп. Пӗрре ман патра ларатпӑр, тепре ун патӗнче. Подъездра чӗрне вӗҫҫӗн чупса каҫатпӑр пӗр пӗрин патне: хӑнана кайма атӑ-пушмак та тӑхӑнмалла мар.

Малтан эпир алӑкран шаккаттӑмӑр: «Салам, Клара килте-и?» Кайран сотовый телефон туяннӑ, анчах ун чухне лимитсӑр шӑнкӑравсем тата интернет пулман. Ҫак вӑхӑтра эпир шӑнкӑравласа калаҫмасӑр трубкине прахма вӗрентӗмӗр. Подъезда тухса калаҫмаллине пӗлтеретчӗ ку.

Кларӑпа калаҫма юрататӑп: эпир пӗр-пӗрне мӗн пӗчӗкренех пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та калаҫас йӗрки пӗрпек пирӗн. Каламалли пур пулсан, калатпӑр ыйтасса кӗтмесӗр. Ытти ҫынсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн вара иккеленетӗп. Ҫителӗклӗ ыйту ыйтрӑм-ши? Хам ытлашши калаҫмарӑм-ши?

Игорь

Тӑххӑрмӗш класра литература урокӗнче «Слово о полку Игореве» произведенипе сочинени ҫырма килти ӗҫ парса ячӗҫ. Тватӑ страница тултармалла. Ун чухне ҫавӑнчул ҫырайман, пысӑк саспаллипе ҫырсан та. Игорь ҫинчен вуларӑмӑр хӗрачасемпе, анчах нимӗн те ӑнланмарӑмӑр. Сочинени ҫырма та пӗлмен.

Панӑ темӑсенчен пӗрине суйласа илмелле пулнӑ. Хатӗр килти ӗҫ кӗнекинче кусем пӗри те пулман. Эпӗ пӗтӗмӗшлӗ формулировкӑсене улӑштарса хам ӑнланмасӑр темскер ҫыртӑм, ятне вара ҫырмасӑр хӑвартӑм. Ку ӗҫе тунишӗн тваттӑ илтӗм. Ку ӗҫ ӑнчӗ пек туйӑнать.

Олимпиада

Шкулта мана акӑлчан чӗлхипе иртекен олимпиадӑна илчӗҫ. Тӗп приз – Америкӑра пӗр ҫулталӑк пурӑнасси.

Олимпиада умӗн нумай ҫывӑраймарӑм, тек вӗрентӗм. Унта ҫитсен тин хамӑн ҫуралнӑ куна пула хутшӑнма пултарманнине пӗлтӗм. Хутшӑнакансем 88-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫуралнисем чи ҫамрӑккисем пулнӑ. Эпӗ вара 88-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫуралнӑ.

Каласа пама юрамасть

Хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхсене каласа пама та юрать, чылай вӑхӑт иртнӗ.

Аслӑ класра вӗреннӗ чухне Кларӑпа Шупашкара пасара кайнӑ. Каялла таврӑннӑ чух ҫынсем пухӑнса тӑнине курнӑ. Эпир те пырса тӑтӑмӑр ӗнтӗ. Пӗр ҫын стакансене ҫавӑркалать, хӑшӗнче мечӗк пулнине пӗлмелле тет. Хутшӑнманччӗ-ха, анчах пӑхса тӑрса хам тавҫӑрнине сасӑпах каласа ятӑм. Ман ҫине пӗри кӑтартрӗ: «Акӑ вӑл пӗлет, ҫӗр тенкӗ пар», – терӗ. Малалла пурте тӗлӗкри пек. Манран виҫҫӗр тенкӗ илӗртрӗҫ. Ун чухне ку пысӑк укҫа пулнӑ. Эпӗ пӑшӑрханса ӳкрӗм, Кларӑна ку пулӑм ҫинчен никама та каласа пама юрамасть терӗм.

Ҫырса илнӗ

Университета вӗренме кӗриччен Шупашкара хатӗрленӳ курсне ҫӳрерӗм. Пӗрле вӗренекенни акӑлчанпа килти ӗҫе ҫырса илме ыйтрӗ пӗррехинче. Пулӑшрӑм.

– Васильева, эсир мӗншӗн Марка килти ӗҫе ҫырса илме патӑр?

– Эпӗ... Эпӗ паман, – терӗм эпӗ.

– Ҫапла-и? Вара мӗншӗн унӑн открыткинче Love, Sasha тесе алӑ пуснӑ?

Сӑмах май каласан, вӗренме кӗнисем хушшинче Марка курман эпӗ.

Туфли

Шкулти выпускной валли туфли туянмаллаччӗ. Пасарта мана валли чи майлине суйласа пачӗҫ: лутра кӗлеллӗ, хаклӑ мар, сӑран. «Кайран университета тӑхӑнса ҫӳреме те пулать, нумай вӑхӑт кивелмӗ».

Килте тӑна кӗтӗм: мана ҫак практичный туфли пӗрре те килӗшмест. Сӗре хитре мар. Анне эпӗ макӑрнине курчӗ те: «Хӗрӗн атӑ-пушмакӗ нумай пулмалла», – терӗ. Эпир каллех пасара кайрӑмӑр та мана кӑмӑла каякан дерматинран тунӑ кӗрен туфли туянтӑмӑр.

Ҫав практичный туфлие эпӗ университетра тӑхӑнас темесӗр тӑхӑнтӑмах: сая ярас мар пур япалана. Ун ҫинче ҫакки вансан сӗре савӑнтӑм. Кӗрен пушмаккипе вара нумай ҫӳрерӗм.

Студент пурнӑҫӗ

Актер ӑсталӑхӗ

Пӗрремӗш курсра пирӗн валли факультетра актер ӑсталӑхӗн кружокне уҫрӗҫ. Эпӗ, хӑранӑ пулсан та, кайса пӑхас терӗм. Икӗ уйӑх патне ҫеҫ ҫӳрерӗм пулин те, икӗ япала ӗмӗрлӗхех астуса юлтӑм.

Ҫамкана яланах ҫӳҫпе пытарнӑ. Унсӑр мана хитре мар тенӗ. Пӗр шӑрӑх ҫуллахи кун тантӑшӑма ҫапла каланине те астӑватӑп: «Сана лайӑх, челка ҫук, вӑл санӑн тарпа вараланмасть, пайӑркан-пайӑркан усӑнса анмасть». Вара актер ӑсталӑхне вӗрентекен пӗр занятире кӗтмен ҫӗртен манран ыйтать: «Эсӗ мӗншӗн челка ӳстеретӗн? Санӑн, мӗн, пытармалли пур-им?» Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хамӑн сарлака ҫамкана пытармастӑп.

Иккӗмӗшӗ, вӗрентекен пире сцена ҫинче хамӑра тытасси ҫинчен каласа пачӗ. «Кирек хӑҫан та ҫитменлӗхрен пахалӑх ту, – тенӗ вӑл. – Сцена ҫинче такӑнсан, ҫавӑн пек пулмалла та пек ту. Тен, кунран лайӑх шӳт пулӗ». Ҫак сӑмахпа пурӑнатӑп та. Халӗ хӑна ҫуртӗнче карантинта ларатӑп, ҫичӗ кунлӑха питӗрнӗ пире. Инкек мар ку, майлӑ ҫеҫ тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та ҫак кӗнекене улӑштарса ҫырма пикентӗм. (Ҫу уйӑхӗн 2022)

Вуласси

– «Алиса в стране чудес» вуланӑ-и?

– Ҫук.

– «Питер Пэн» вуланӑ-и?

– Ҫук.

– Апла пулсан, мӗн ҫинчен калаҫма пулать санпа?

Пӗр ушкӑнри хӗрпе ҫапла калаҫнӑ хыҫҫӑн вулама пуҫларӑм.

Разгрузочный день

– Манӑн ыран «разгрузочный день» пулать, – тесе калать мана Люда.

– Нимӗн те ҫиместӗн-и?

– Ҫук, нимӗн те тумастӑп.

Дискотека

Ытти студентсенни пекех манӑн та укҫа ҫукчӗ. Ташласса вара питӗ ташлас килетчӗ. Юрать-ха, манӑн чӑтӑмлӑ тантӑшсем пулнӑ. Ҫӗрле 12 сехетрен пуҫласа ирхине 5 сехетчен эпир, пӗрре те ларса канмасӑр, дискотекӑра ташлаттӑмӑр. Общежитие пӗрремӗш троллейбуспа таврӑнаттӑмӑр.

Врач йышӑнни

Университет тухтӑрӗ пӗр вӑхӑтра пӗчӗк пӳлӗмре йышӑнатчӗ. Коридорӗнчен алӑкки урамалла уҫӑлатчӗ. Тухтӑр патне нумай студент пыратчӗ, уйрӑмах ҫуркунне. Ун чухне черет урамаллах тӑсӑлатчӗ. Шӑннипе килетӗн тухтӑр патне, шӑнса кӗтсе тӑратӑн, унтан килелле хытӑрах чирлесе тухса каятӑн.

Намӑс

Университет общежитийӗнче манӑн пӳлӗм питӗ чаплӑ пулнӑ тесе калаймастӑп. Маччи шыв юхса аннипе йӗрлӗччӗ. Кивӗ обой, кивӗ урай, чӗриклетекен тимӗр кравать. Ҫук-ҫук, ӳпкелемен эпир. Анчах ремонт та тӑвас темен.

Пӗррехинче пирӗн пата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн пуҫлӑхӗ пырса кӗчӗ. Эпӗ килти тумпа, вӑл костюмпа: лайӑх мар пуҫланчӗ ку тӗлпулу. Вӑл йӗри-тавра пӑхкаларӗ. Уйрӑмах маччана сӑнарӗ те: «Хӗрсем, сире намӑс мар-и? Ремонт тумаллах ӗнтӗ», – терӗ. Эпӗ нимӗн те чӗнмерӗм. Канчӑрланса кайрӑм, анчах намӑс пулнипе мар, тивӗҫсӗр айӑпланипе.

Штраф

«Физкультура – инязра чи кирлӗ предмет», – тенӗччӗ пире физкультурник. Зачет илмесрен питӗ хӑранӑ эпир. Эпӗ отжимани тума пӗлменрен тӳлевлӗ фитнес ушкӑнне кайнӑччӗ, хаклӑ пулсан та. Унта ҫӳрекенсене зачета автоматпа лартнӑ.

Фитнесра пӗр шкул ачипе паллашрӑм. Заняти хыҫҫӑн киле пӗрле кайрӑмӑр. Вӑл юраман ҫӗрте ҫул каҫма тытӑнчӗ. «Эпӗ кунта юнашар пурӑнатӑп, ҫӗр хут та каҫса курнӑ. Нимӗн те мар», – терӗ вӑл. Эпӗ, ытти чухне ун пек тумастӑп пулин те, ун хыҫҫӑн утрӑм. Тепӗр енче пире милици кӗтсе тӑнӑ. Манӑн ҫӗнӗ тантӑш хӑй ятне, шкул номерне каларӗ те, ӑна киле ячӗҫ. Манран вара паспорт ыйтрӗҫ. Тата аллӑ тенкӗ штраф ҫырса пачӗҫ. Тӳлемелли квитанцие почтӑна ярса памалла пулнӑ.

Тепӗр икӗ-виҫӗ ҫултан мана лекцирен университет юрисчӗ патне чӗнсе илнӗччӗ. Ҫакӑнчул вӑхӑт мана милици адреслӑ бюро урлӑ шыранӑ иккен. Квитанци илсен банка аллӑ тенкӗ штрафа тӳлеме кайрӑм. Кунсӑр пуҫне, ҫӗр тенкӗ пени тӳлеме тиврӗ.

Багаж

Нью Йорка кайма самолет ҫине лартӑм, манӑн багаж вара – ҫук. Куна пӗлсенех багажа ҫухатни ҫинчен бланка ҫырса хутӑм. Ӑна илмелли адрес вырӑнне эпир ӗҫлеме хатӗрленнӗ отель адресне патӑм. Мӗншӗн тесен, хваттер ҫукчӗ пирӗн: ҫитсен ӑна вырӑнта тупасса шаннӑччӗ.

Ҫитсенех чи кирлине туянтӑм та хам багажа кӗтме тытӑнтӑм. Отелӗн регистраци стойкине темиҫе хут та кайнӑ, анчах мана кашнинчех нимӗн те ҫук тенӗ.

Пӗр-икӗ эрнерен ӗҫлекенсем кӗмелли алӑк патӗнче манӑн уҫӑ чӑматан выртать. Унта вара шалта, манӑн тумсӑр пуҫне, тӗрлӗ документ. Груша та. Эпӗ багажа икӗ эрне каялла грушӑсем хунӑччӗ. Манӑн чӑматана отеле илсе килнӗ хыҫҫӑн хӑнасен багаж пӳлӗмне хунӑ. Чӑматанӗ манӑн пулнине никам та пӗлмен. Ҫав вӑхӑтра груша ҫӗрнӗ те ҫӗрнӗ. Чемодан шӑршланса кайнӑ, ӑна пӳлӗмрен кӑларса лартнӑ. Груша пулман пулсан, эпӗ хамӑн чемодана тупӑттӑм-ши? Килте чӑматанра мӗн пулнине ҫуса тасатрӑм, анчах пӑнтӑхнӑ япала шӑрши сӗвӗрӗлмерӗ.

Тепрехинче Германие вӗҫсен манӑн ҫӑрасӑр чемоданран плеер кӑларса илнӗччӗ. Ҫавӑн чухнех, самолета кӗтнӗ вӑхӑтра, пӗр ватӑрах мӑшӑра тӗл пултӑм. Вӗсем манран пулӑшу ыйтрӗҫ: пӗр сигарет блокне хам валли илнӗ тесе самолета илсе кӗме. Наянскер, килӗшрӗм. Шалта темле ӑпӑр-тапӑр та пулма пултарнӑ-вӗт! Ун ҫинчен шутлама пӗлмен ҫамрӑкрах чухне.

Унитаз

Америкӑра тӑватӑ ҫӑлтӑрлӑ отельте тирпейлӳҫӗре ӗҫлерӗм. Питӗ йывӑр килчӗ. Кун каҫа ҫирӗм пӗр пӳлӗме тирпейлеттӗм, анчах манӑн ҫирӗм пиллӗкрен ытларах тирпейлемелле пулнӑ. Пирӗн чейлӗх илес килетчӗ, анчах ирхине супервайзерсем хӑнасем тин тухса кайнӑ пӳлӗмсенчен укҫана веҫ пуҫтарса каятчӗҫ. Апла пулин те, пӗррехинче илтӗм пилӗк доллар шӑрса янипе йӗпе тӳшек ҫиттине улӑштарса.

Хӑш чухне эпир тантӑшсемпе хӑнасем тухса кайнӑ пӳлӗмсене кӗрсе хамӑр унта пурӑннӑ пек лараттӑмӑр.

Пӗррехинче эпӗ унитаз тасатнӑ чухне пӳлӗме унта пурӑнаканни кӗчӗ. «Нимех те мар, нимех те мар», – терӗ те вӑл унталла-кунталла шӑкӑртатма пуҫларӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫаплах калаҫрӗ манпа. Хӑй те, ҫамрӑкрах чухне, ӑҫта кӑна укҫа ӗҫлесе илменни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫутӑ малашлӑх сунчӗ мана. Эпӗ вара, унитаз ҫӑваканскер, ӑна итлерӗм те итлерӗм.

Кампа пурӑннӑ

Кампа кӑна пурӑнман-ши эпӗ!

Пӗр ҫулхине пирӗн общежити пӳлӗмне Тамара ятлӑ заочницӑна вырнаҫтарнӑччӗ сесси вӑхӑтӗнче. Пӗррехинче вӑл хӑйне Наташа телефонӗ ҫине сӑн ӳкерме шутланӑ. Тепӗр кунне Наташӑн юлташӗ унӑн телефонӗнче пур ракурссенчен те ӳкернӗ шӑлсемпе хӑлха сӑнӳкерчӗкӗсене курнӑ. «Манӑн мар!» – ҫирӗплетнӗ Наташа, анчах кам ӗнентӗр ӗнтӗ.

Тамара пурин валли те пӗҫерме юрататчӗ, ку пире килӗшетчӗ.

Пӗррехинче Тамара пире хулалла выляма сӗнчӗ. «Москва – Алма-Ата – Астрахань – Норильск». Черет Тамара патне ҫитрӗ. «Карамышево!» – савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Таня ку хула мар тесе каларӗ. «Хула, эпӗ пӗлетӗп, эпӗ унта кайса курнӑ», – ӗнентерес терӗ Тамара. «Ҫук, ку ял. Эпӗ унта ҫуралнӑ!» – хуравларӗ Таня.

Общежитире пӗрле пурӑнакан Наташа пӗрмаях алӑк ҫӑраҫҫине ҫӗтеретчӗ. Эпӗ вӑл телефонпа шӑнкӑравланинчен хӑраттӑм: кунче мӗн пулнӑ-ха? Ун валли пӳлӗм алӑкне уҫма хулан тепӗр вӗҫӗнчен кайма тиветчӗ. Унтан вӑл хӑйӗн валли дубликат тӑватчӗ. Ҫӗнӗ ҫӑраҫҫи те часах ҫӗтетчӗ. Вӑл пӗр-пӗр кӗрхи куртка кӗсъине кӗрсе юлатчӗ.

Наташа ҫӑраҫҫине тепӗр хут ҫӗтерсен, эпӗ ӑна хамӑнне патӑм та ҫӑраҫҫине коридорта линолеум айӗнче хӑварма ыйтрӑм. Тепӗр эрнерен хӗллехи каникултан таврӑнатӑп. Алӑк патӗнче сумкӑсемпе тӑратӑп хам куҫа ӗненмесӗр. Ӑнсӑртран общежити коридорӗнче ремонт тунӑ иккен. Шӑпах пирӗн алӑк умӗнче нумай вӑхӑт кӑнтарса тӑнӑ линолеума ҫапса хунӑ. Пӑтапа кӑна та мар тата, хӗррисене тимӗр листипе те ҫапнӑ. Шӑпах эпир унта ҫӑраҫҫие пытарса хурсан вара! Кӳршӗсенчен хачӑ илсе тирпейлӗн (тин ремонт тунӑ-ҫке) манӑн ҫӑраҫҫи таран «ҫул» касма тиврӗ.

Лагерь

Сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерь вӑл – чаплӑ япала. Ку уйрӑм пурнӑҫ. Ӑна ачасем те, вожатӑйсем те хӗлӗпех аса илеҫҫӗ. Ку патшалӑхӑн хӑйӗн йӗрки-майӗ. Вӑйӑ выляса, хӑратмалли халапсем каласа тата юлашки каҫра ташласа иртет ҫу. Лагерьте тупнӑ туссем ӗмӗрлӗхе: эсӗ вӗсене нихӑҫан та манмӑн. Смена хыҫҫӑн вӗсемшӗн ҫав тери тунсӑхлатӑн, килтен те тухас килмест. Пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳрететӗр, ҫирӗп ыйтакан вожатӑйсемпе каҫхи дискотекӑсене аса илетӗр. Кайран вара авӑн уйӑхӗ ҫитет. Вӑхӑт иртет, лагерьтисемпе ҫыхӑнтараканни те сахалланса пырать, чунӗ те ыратма пӑрахать. Кайран вара кама мӗнле чӗннине те манса каятӑн.

Хӑш-пӗр чухне йывӑр лекет. Пӗр ҫулхине лагерьте каннӑ чухне манӑн темӗнле истерика пулчӗ. Эпӗ сӑлтавсӑрах е кулаттӑм, е йӗреттӗм, ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ пӳлӗмри кӳршӗ хӗрачасене. Пӗрре вӗсем алӑка питӗрчӗҫ те мана тӑна кӗричченех кӗртмерӗҫ.

Тепрехинче ҫуралнӑ кун чухне анне арбуз илсе килнӗччӗ. Лагерьте мӗн илсе килнине ҫав кунах ҫисе ямалли йӗрке пулнӑ. Тата, Сергей вожатӑйӑн тепӗр йӗрки тӑрӑх, отбой хыҫҫӑн коридор тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме юраман тата пӗрмаях туалета чупма юраман. Ҫав каҫхине, туалета кайма хӑраса, эпӗ шӑрса янӑччӗ.

Хамӑн вожатӑй пулма та вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗр папка вӑйӑ пухрӑм, ҫавӑнпа хама шаннӑ пек туйрӑм. Анчах вылямалли пӳлӗмре вӑтӑр ултӑ йӗкӗт пуҫтарӑннине курсан, эпӗ ҫухалса кайрӑм. Йӗркелесе хунине тӑваймарӑм. Вӑйӑсем вылясшӑн та пулмарӗҫ ачасем. Итлессе те итлемерӗҫ.

Виҫӗмӗш кунне манӑн отрядри Артур аллине хуҫнӑ: тытмалла вылянӑ чухне такӑннӑ та кӑпӑшка тунката ҫине аллипе ӳкнӗ. Ҫапла отрядра вӑтӑр пилӗк ача юлнӑ. Артура эпӗ нумаях пулмасть курнӑ, вӑл манӑн тусӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ иккен. Вӑл чиперех, вожатӑй пулма ӗмӗтленет.

Пӗр-ик кунран «Тилирам» вӑйя вылямӑр. Кӳршӗри отрядри ача, пирӗнпе выляма шут тытнӑскер, ҫав тери хытӑ тӑрӑшнипе хирӗҫ тӑракан ачасем ҫине чупса ӑнӑҫсӑр персе анчӗ. Пуҫ тӳпинчен юн юхса анчӗ. Эпӗ, хам ытларах хӑраса ӳкнӗскер, ачан пуҫ тӳпине алӑпа витсе ӑна медпункта ҫавӑтрӑм. Пӗтӗмпех чиперех иртсе кайрӗ.

Смена вӗҫлениччен виҫӗ кун маларах пирӗн вӑйӑ пӳлӗмӗнче ҫил вӗрнипе чӳрече ҫӗмӗрӗлчӗ. Эпир хампа пӗрле ӗҫлекен хӗрпе шухӑша путрӑмӑр. Пире айӑплӑ тесен, миҫе пин тӳлемелле пулӗ-ши пирӗн... Хамӑрӑн икӗ пин ӗҫ укҫине те илеймӗпӗр, тата тӳлесе татмалли юлӗ. Столовӑйне ҫаратмалла пуль. Кӳршӗ ялта сырок йӳнӗпе сутӑпӑр, тен, тӳлесе татӑпӑр ваннӑ кантӑка. Кунта та пирӗнсӗрех майлашӑнчӗ ӗҫ. Питӗ лайӑх!

Лагерьте манӑн яваплӑх туйӑмӗ тата пурне те асӑрхасси пуҫланса кайнӑ. Канмалли кун та эпӗ улшӑнма пултараймарӑм. «Эй! Машин пырать вӗт», – хыттӑн асӑрхаттартӑм эпӗ хам умра пыракан хӗрарӑма. Кайран тин тавҫӑрса илтӗм: хулара лагерьти йӑласене манмалла пуль. Канмалли кун хыҫҫӑн таврӑннине астӑватӑп. Лагере кӗрсенех манӑн отряд ирхи апата утнине куртӑм. Мана асӑрхасан малтан хӗрачасем, унтан арҫын ачасем чупса пычӗҫ те ыталама тытӑнчӗҫ. «Александра Сергеевна, эпир сирӗншӗн ҫав тери тунсӑхларӑмӑр! Урӑх ан кайӑр!» – терӗҫ вӗсем.

Ҫӗрле те асӑрхануллӑ пулмалла пулнӑ. Вожатски алӑкӗ яланах уҫӑ пулнӑ.

– Александра Сергеевна, – вӑратать мана Андрей, – манӑн сӑмса сывламасть. Акӑ, итлӗр-ха! Пирӗн хамӑрӑн аптечкӑсем ҫукчӗ, анчах ҫӗрле вуниккӗре медсестрасене вӑратас килмерӗ сӑмса хупланса ларнипе. Хампа пӗрле Вьетнам ҫӑлтӑрне (пӗчӗк ҫаврака упаковкаллӑ бальзам) илсе килнине аса илтӗм те ҫавӑнпа сӗрсе пӑхма шут тытрӑм. Пулӑшрӗ. Тепӗр каҫ Андрей каллех килчӗ: «Эсир мана ҫав япалапа сӗрӗр-ха, каллех сӑмса сывламасть». Кайран эпӗ ҫӗрлехи пуҫ ыратнине, вӑрӑмтуна ҫыртнине те ҫӑлтӑрпа сиплерӗм. Ӗҫтеш ӳслӗкпе антӑхса кайма пуҫласан, ӑна та ҫӑлтӑр пулӑшрӗ.

Дискотека – уйрӑм калаҫу. Шутласа пӑхсан, ачасем дискотекашӗн килеҫҫӗ те лагере. «Миҫе сехет? – ыйтать вунӑ ҫулхи Аня. – Пилӗк? Э!! Эпӗ дискотекӑна хатӗрленме ӗлкӗрейместӗп-ҫке!» Вара пуҫланать! Хӗрачасем туфли-майкипе улшӑнаҫҫӗ, сӑрланаҫҫӗ. Ни «Тили-рам», ни пытанмалла, ни хуса ҫитмелле вылясшӑн мар урӑх. Ҫичӗ сехетре ачасене дискотекӑна илсе кайсан, корпусра хӑрушӑ шӑршӑ ҫеҫ тӑрса юлать – арҫын ачасемпе хӗрачасен дезодоранчӗпе духи хутӑшӗ. Унсӑр пуҫне дискотекӑпа интересленмен пӗр икӗ арҫын ача тӑрса юлать. Сӑмах май, арҫын ачасен дезодоранчӗсене туртса илтӗмӗр, мӗншӗн тесен пӗрремӗш кунах вӗсем ӑна пистолет пек усӑ курса вылярӗҫ. Вожатскинче конфискациленӗ баллонсемпе пӗр ещӗк ларатчӗ, дискотека умӗн ачасем пыра-пыра илетчӗҫ вӗсене.

«Кичем, – тет корпуса юлнӑ Миша. – Вуниккӗне ҫитрӗм, анчах манӑн иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пурӗ пӗрле тватӑ хӗр кӑна пулнӑ. Калӑр-ха, мӗншӗн апла?» Чӑнах та, мӗн тӗрӗс мар-ши унпа! Тӑваттӑ вӑл – вуннӑ мар вӗт! Эпӗ ачана дискотекӑна илсе кайрӑм, вӑл хӑй каланӑ тӑрӑх ташлама пӗлмест пулин те. Унта вара ача хӑех хӑнӑхса ҫитрӗ. Мана та хӑй вӑхӑтӗнче вожатӑй ташлама ҫылампа илсе пынӑччӗ.

Ҫапла та пулин

Университетра вӗренсе пӗтернӗ чухне тӗлӗнтермелле хыпар пӗлтерчӗҫ. Пӗр эрне хушшинче пирӗн ӗҫ тупмалла пулнӑ, ӗҫе вырнаҫасси ҫинчен килӗшӳ туса ҫав хутпа пымалла пулнӑ. «Мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр, анчах пурин те договорпа килмелле».

Пӗр шкула ӗҫе вырнаҫасси пирки килӗшӳ турӑм пек хам. Ыттисем кам сутуҫа кайма килӗшнӗ пек, кам секретаре. Мӗнле ҫыхӑнусем пур, ҫавсене усӑ курнӑ ӗнтӗ эпир.

Пире кирек мӗнле майпа та договор тупса пама хистенӗ хӗрарӑм халӗ отчет туса ларать ҫак цирка курма пынӑ ҫӳлти пуҫлӑх умӗнче. Ҫитрӗ манӑн черет. «Тата тепри, а, ну, ку хуть шкула кайма тӑнӑ, ҫапла та пулин, тӑлмач ӗҫӗпе пӑртак пулин те ҫыхӑннӑ. Атту сӗтел-пукан фабрикине вырнаҫнӑ хӑшӗсем», – йӑл кулчӗ вӑл.

Ҫитӗннӗ ҫын пурнӑҫӗ

Пыранланни

Университет пӗтерсен пӗр ҫулталӑка яхӑн Германире ҫемьере ача пӑхса ӗҫлерӗм. Эпӗ пӑхакан сакӑр ҫулхи ачан тата аслӑ пиччӗшӗпе Мириам ятлӑ аппӑшӗ пурччӗ. Пӗррехинче Мириам печени пӗҫернӗ те ӑна кухньӑра хӑварнӑ. Эпӗ тутанса пӑхрӑм, питӗ килӗшрӗ. Темле пулса тухрӗ, пӗр противень ҫисе ятӑм. Тӑна кӗрсен кая пулчӗ. Лавккаран печчен кайса илтӗм те хӗртен каҫару ыйтрӑм. Мириам ку печене хӑнана илсе кайма ятарласа пӗҫернӗ пулнӑ иккен.

Тепрехинче колба пекки ҫӗмӗртӗм. Ӑна килти чечекӗн ҫерӗ ҫине тӑрантараҫҫӗ, вара шывӗ тӑпрана нӳретсе кирлӗ чухлӗ тӑкӑнса тӑрать. Лавккана чупрӑм, ҫав колба пекрех япала туянтӑм. Кайран каласа пачӗҫ мана: эпӗ ҫӗмӗрнӗ колбӑна ачи пиллӗкре чухне хӑй аллипе тунӑ иккен...

Евро

Туспа Ҫӗнӗ ҫула саламлама Кёльнран Рима кайнӑ. Пире, вырӑсла калаҫакан ушкӑна, автобуспа Марк ятлӑ гид илсе кайнӑ. Ҫула тухсанах вӑл пирӗнтен, темшӗн, астумастӑп, тӑватшар евро пуҫтарнӑ. Эпӗ пилӗк евро патӑм, анчах вӑл каялла укҫа тавӑрса памарӗ. Туалет чарӑнӑвӗ вӑхӑтӗнче Марка ҫаплипех укҫана тавӑрса паманни ҫинчен аса илтертӗм. Вӑл ассӑн сывларӗ, кӗсйинчен укҫа кӑларчӗ те: «Акӑ, мӗн илес тетӗн, ҫавна ил ӗнтӗ», – терӗ.

Мини-бар

«Пӑх-ха, чипсы, мӑйӑр, тем те хӑварнӑ пирӗн умӗн пурӑнакансем», – тесе савӑнса кайрӑмӑр эпир тусӑмпа хӑна ҫӳртӗнче пӳлӗмри холодильнике уҫса пӑхсан. Тутлине ҫисе ятӑмӑр. Юлашки кун вара пирӗн гид ҫапла каларӗ: «Уҫӑсене тавӑрнӑ чухне, тархасшӑн, мини-бартан мӗн илсе ҫинине тӳлесе татӑр». Ҫапла вара эпӗ Римра мини-бар мӗннине пӗлтӗм. Мӗнле пулнине астумастӑп, анчах эпир нимшӗн те тӳлемен.

Мускав

Малтанах Мускава куҫса кайсан ҫакӑ тӗлӗнтеретчӗ. Сахалтан та юн кун ҫынпа калаҫса татӑлмасан, канмалли кун никампа та тӗл пулаймӑн.

Мистика

Ача чухне пирӗн пата хӑнана Эльза аппа, рентгенолог, килнӗ. Вӑл хӑйӗн алне манӑн ал ҫумӗнче тытса пӑхнӑ та: «Санӑн энергетика пысӑк, врач пулма пултаратӑн», – тенӗ. Ҫакӑн пек «уйрӑмлӑх» пулнипе кӑмӑллӑ юлнӑ.

Ҫитӗнсен Мускавра ӗҫ шыранӑччӗ. Собеседовани хыҫҫӑн ҫав ҫуртрах столовӑйне апат ҫиме кайнӑ. Сасартӑк манпа ӗҫ пирки калаҫнӑ арҫын пӗрле пырса ларнӑ. Пӑртак калаҫсан вӑл манран ҫапла ыйтнӑ:

– Пурнӑҫланакан тӗлӗксем куратӑн-и?

– Хӑш-пӗр чухне.

– Хӑш чух ыттисем курманни курӑнать-и сана?

– Ҫук!

Вӑл ман пуҫран кӑшт ҫӳлерех пӑхнӑ та ҫапла хуравланӑ:

– М-м-м, чӑнах та курмастӑн. Аллуна пар-ха. Ҫапла шутланӑ та эпӗ. Санӑн ал йӗрсем «М» саспалли пек пӗрлешеҫҫӗ. Пӑх, манӑн та ҫавах. Эпир, ӑнланатӑн-и, урӑхла. Тӗлӗнмелле, анчах эсӗ хӑвӑн вӑюпа усӑ курмастӑн. Ӑна аталантарманнипе пулӗ...

Высоцкий

Мускавра Высоцкий музейне кайнӑччӗ. Экскурсовод, унӑн арӑмӗ, пире Владимир ҫинчен питӗ ӑшшӑн каласа панӑ. Пӗр пӳлӗмре вӑл Высоцкий питӗ тухӑҫлӑ пулни ҫинчен, кунне тӑват сехет кӑна ҫывӑрни ҫинчен пӗлтернӗ. Ку мана питӗ тӗлӗнтернӗ.

Модель

Издательство ҫуртӗнче ассистент пулса ӗҫленӗ чухне мана хӑш чухне автомобиль журналӗ валли сӑн ӳкеретчӗҫ. Пӗрре эпӗ перчетке тӑхӑнса мобильный телефон тытса ӳкерӗннӗ (кадра аллисене кӑна илнӗ ун чухне). Тепрехинче эпӗ машинӑра видеорегистратора ӗнерлетӗп пек. Тепӗр фотора эпӗ хыҫалти алӑкӗ тепӗр еннелле уҫӑлакан машина умӗнче яшт тӳрленсе тӑнӑ. Тата электровелосипедпа ярӑннӑ пек ӳкернӗ мана.

Сывлӑхлӑ апат

Манӑн шӑллӑм – медик. Камӑн медик-шӑллӑм пур, лайӑх ӑнланать ку телей пулнине. Хам ҫумра яланах канаш паракан пур.

– Мӗншӗн какай ҫиместӗн? – ыйтать вӑл.

– Акӑ катлет.

– Катлет вӑл какай мар. Какай ҫи.

Холодильникре мӗн пуррине, кафере эпӗ мӗн ҫинине тӗплӗн тӗпчет шӑллӑм. Пӗрре вӑл хӑнана килчӗ. «Ҫимелли пур-и?» – алӑкран кӗнӗ-кӗменех кӑсӑкланчӗ вӑл. Эпӗ шӑпах хатӗрлеттӗм, тӑхтамаллаччӗ. Уни-куни ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра турилкке ҫинче апат хӑйне хӑй йӗркеленчӗ шӑллӑмӑн: батон-майонез-кӑлпасси-чей!!

– Гриша, эсӗ мана апат чейпе ӗҫмесен авантарах тесе каланӑччӗ-ҫке!

– Каланӑччӗ ҫав.

– Эсӗ мана майонез вӑл – ҫылӑх тенӗччӗ вӗт.

– Ҫапла...

– Эсӗ медик вӗт!

– Ҫапла, медик. Выҫӑ медик.

Шанчӑк

Телефон шӑнкӑравлать: «Сывлӑх сунатӑп, мана Тамара Федоровна тесе чӗнеҫҫӗ. Эсир пуҫласа тытӑнакан актерсене пухасси ҫинчен пӗлтерӳ ҫине хуравларӑр. Режиссер сирӗн кандидатурӑна суйласа илчӗ. Съемка час-часах пуҫланать, ҫавӑнпа та сирӗн актер портфолионе курмалла. Вӑл сирӗн пур пуль?»

Паллах, манӑн нимӗнле портфолио та пулман. Тамара Федоровна ӳкерчӗксене хӑвӑрт туса пама пултаракан вырӑна сӗнчӗ. Хӑш-пӗр иккӗленӳсем пулнӑ пулсан та, килӗшрӗм. Хӗрарӑмми ҫав тери витӗмлӗ-ҫке. Ӳкерчӗксене май килнӗ таран хӑвӑртрах туса пама чун-чӗререн ыйтрӗ тата.

Вырӑна ҫитрӗм. Алӑк патӗнче камуфляж шӑлаварӗ тӑхӑннӑ арҫын тӑрать. «Сывлӑх сунатӑп, эсир ман пата-и? Ӳкерӗнме-и? – ыйтать вӑл. – Иртӗр, паллашӑпӑр ҫывӑхрах». Хуралҫӑ ҫапла шӳтленӗ пулнӑ иккен. Хама кирлӗ пӳлӗме утрӑм, унта мана фотограф саламлать. Шортӑпа футболка тӑхӑннӑскер пӗрре те профессионал пек мар. Вӑл шӑп та лӑп вӑтӑр тӑватӑ ӳкерчӗк турӗ. Тваттӑшне «парне» пек парать терӗ. Ӳкерчӗксене вӗсем мана килӗшеҫҫӗ пулсан ҫеҫ илмелле терӗ-ха тата. Вӗсем мана питех килӗшмерӗҫ, анчах ҫакна эпӗ килте хамӑн компьютерпа пӑхнӑ чухне тин ӑнлантӑм.

«Ай, маттур. Сӑнӳкерчӗксем юрӑхлӑ. Сире тепӗр эрнере шӑнкӑравласа пӗлтерӗҫ», – терӗ Тамара Федоровна, манӑн сӑн ӳкерчӗксене электронлӑ почтӑпа илсен. Ку вӑл эрнекун каҫхине пулчӗ. Канмалли кунсем ӗмӗтленсе питӗ лайӑх иртрӗҫ. Хам мӗнлерех актриса пуласси ҫинчен шутласа ҫӳрерӗм. Акӑ эпӗ кинора ӳкерӗнетӗп. Унтан ассистент ӗҫне пӑрахрӑм пек. Киле хӗрлӗ машинӑпа пытӑм пек.

Тунтикун шӑнкӑрав кӗтетӗп. Ытларикун та. Иккӗленеп, анчах хам шӑнкӑравлама хӑратӑп. Тӗрӗссине пӗлме хӑратӑп. Ҫак темиҫе кун хушшинче эпӗ ҫав тери телейлӗ пултӑм ҫке-ха.

Юнкун чӑтаймасӑр ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑм патне шӑнкӑравларӑм. Номерне сӳнтернӗ иккен.

Кӗҫнерникун та, эрнекун та хурав пулмарӗ. Ӗмӗтпе суту-илӳ тума пулать иккен. Эпӗ ӑна туянтӑм, анчах чӑнлӑха ун ҫумне хурса пама маннӑ.

Тантӑшӑм патне шӑнкӑравласа хамӑн лару-тӑрӑва каласа патӑм. «Ним хӑрушши те ҫук. Эсӗ ҫынсене тата ырра ӗненнипе вӑл, начар япала мар ку», – терӗ те вӑл, мана ҫӑмӑлтарах пулса кайрӗ.

*

«Эпӗ хамӑн укҫана тавӑрӑп», – тесе шухӑшланӑ эпӗ ҫакӑ пулса иртсен. Пулӑма ҫырса кӑтартса пӗр журнала ярса патӑм. Портфолио тунӑ укҫапа пӗрех тӳлерӗҫ мана ку калавшӑн.

Тӗлӗк

Пӗррехинче ӗҫтеш ҫапла тӗлӗк каласа парать. Вӑл та, эпӗ те сӑрта хӑпаратпӑр пек. Вӑл ҫула касса татас тенӗ, ҫавӑнпа та ӑна йывӑррӑн тапаҫланма тивнӗ. Эпӗ вара вӑрӑм ҫулпа утнӑ та утнӑ.

Чӑннипе те ҫапла пекех туйӑнать.

Укҫа перекетлесси

Авокадо туянса ҫиме пулать тесе каларӗҫ. Ҫак улма-ҫырла мӗн япали пулнине ӑнланса пасара тухса кайрӑм. «Помидор, шултра помидор туян! Хӗрӗм, суйла», – ҫине тӑрать сутуҫӑ. Эпӗ шикленетӗп, мӗншӗн тесен кашни хутӗнчех мана ҫӗрме пуҫланӑ пахча ҫимӗҫе тыттараҫҫӗ ҫав вӑхӑтрах манпа ӑшшӑн калаҫса. Анчах хальхинче мар. Эпӗ симӗс улма-ҫырлана илме килтӗм. Хыпашласа пӑхсан вӑл ҫемҫе пулмалла. Аран-аран тупрӑм, аллӑ тенкӗпе туянтӑм. Кӑмӑллӑскер, тепӗр рете иртрӗм. Унта пӗр авокадо ҫирӗм тенкӗпе те, вун пиллӗкпе те туянма пулать иккен. Хаклӑрахпа илнишӗн ҫав тери кулянтӑм, тепӗр икӗ авокадо туянма тиврӗ. Мӗншӗнне ӑнлантаратӑп. Аллӑ тенкӗ патне икӗ хут вун пиллӗк хушсан сакӑрвуннӑ пулать. Сакӑрвуннӑна виҫҫе пайласан ҫирӗм ултӑ тенкӗ пулать. Ку – эпӗ туяннӑ авокадон вӑтам хакӗ. Аллӑран пурпӗрех йӳнӗрех.

Килька

Пӗррехинче ҫулҫӳрев хыҫҫӑн манӑн ҫӗр тенкӗ ҫеҫ юлчӗ. Кивҫен илес килмесӗр ҫав укҫана пӗр эрнелӗхе тӑсса хутӑм. Томат соусӗнчи консервланӑ килькана ҫиме тиврӗ.

Испани

Испанире чухне пӗр шухӑшпа пурӑнтӑм: ку вӑхӑт часах вӗҫленӗ, тума пултарнине туса ӗлкӗрмелле! Кашни самантпа киленсе пурӑнтӑм. Хӗвел ӑшшине, тинӗсе, пляж хӑйӑрне, улма-ҫырли тутине кӗлеткен кашни клеткипе астуса юлтӑм.

10.09.13

Паян пӗрремӗш вӗренӳ кунӗ. Урок пуҫланиччен тата ҫур сехет. Кафене кайрӑм, унта Тереза ятлӑ официанткӑпа паллашрӑм. Вӑл Прагӑран, Малагӑна юратса пӑрахнӑ та кунта юлма шутланӑ вӑл.

Эпӗ сехете тӗрӗс мар куҫарнӑ пулнӑ иккен! Урокран кая юлтӑм. Терезӑпа пакӑлтатнӑ вӑхӑтра заняти пуҫланнӑ та. Тӗлӗнмелле, анчах учителе ӑнлантӑм. Ҫав вӑхӑтрах хуравласса хуравлаймарӑм: чӗлхе барьерӗ пур.

Манпа пӗрле пурӑнакан хӗр ачасем хастар, пӗр минут та лармаҫҫӗ. Ман пек ҫын та вӗсем хыҫҫӑн аран ӗлкӗрсе пырать.

15.09.13

Ҫанталӑк питӗ лайӑх, 35 градус, ҫавӑнпа та кунсерен хама лайӑх туятӑп. Урамра кӑвакарчӑнсем, попугайсем вӗҫеҫҫӗ. Нимӗнле шухӑш та ҫук пуҫра. Паянпа пурӑнатӑп. Ыран мӗн тумалли ҫинчен шухӑшламалла мар. Хампа пӗрле сехет-телефон илмесӗр те хула тӑрӑх ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрейретӗп.

Учителе ӑнланатӑп пулин те, урамри ҫынсене – ҫук. Уйрӑм сӑмахсене кӑна: «ҫапла», «салам», «паллах», «пулма пултарать», «анне», «атте». Хама ҫулталӑк ҫурӑри ача пек туятӑп. «Ӗҫес-ҫиес килет, кака-пипи», – тенинчен ытларах калаймастӑп.

Малага пысӑк та илемлӗ. Эпир хула варринче пурӑнатпӑр. Шкулӗ хваттертен пилӗк минутра вырнаҫнӑ. Пӗтӗм центр вӑтам ӗмӗрсенчи урамсенчен тӑрать, вӗсем ӑҫта пуҫланса тата ӑҫта вӗҫленнине ӑнланма ҫук. Ӗнер пӗр сехет хушши кивӗ хуларан тухаймасӑр аппалантӑм, пӗрмай киле каймалли ҫул шырарӑм, пӗр вынӑн патӗнчен темиҫе хут иртрӗм. Юлашкинчен тарӑхса кайрӑм. Шкулта пире ҫапла вӗрентни аса килчӗ: «Вӑрманта аташса кайсан, йӗри-тавра ҫӳрес мар тесен, сулахай атӑпа сылтӑм атта улӑштармалла».

Йӗри-тавра ҫӗнӗ ҫын. Ытларах пирӗн шкулта вӗренекенсем. Ҫынсем улшӑнсах тӑраҫҫӗ. Ытларах икӗ, виҫӗ, тӑватӑ эрнелӗхе килеҫҫӗ.

Эпӗ кореянка, китаянка е ҫурма китаянка тесе калаҫҫӗ мана.

20.09.13

Урамра вӑтӑр градус. Эпӗ кунта икӗ эрнене яхӑн, анчах яланах Малагӑра пурӑннӑ пек. Тул ҫутӑласпа чупма ҫӳретӗп. Ку илеме курмах ирхине вӑранас килет.

Пельмень хатӗрленӗ. Ют ҫӗр-шыв ҫыннисене килӗшнӗ ку апат, тата тепӗр чашӑк ярса ҫирӗҫ. Тав турӗҫ, хӑйсен апатне пӗҫерсе парас сӑмахпа ҫитерчӗҫ мана.

Кӗленчепе хрусталь музейне кайрӑм. Вӑл хула варринче вунсаккӑрмӗш ӗмӗрти нимпе уйрӑлса тӑман ҫуртра вырнаҫнӑ. Хуҫи – дон Гонзало Фернандез-Прието, историк, реставратор тата коллекционер.

Чи малтан музея кӗрекен реставрациленӗ витраж чӳречисене курать. Гид вӗсем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлет. Вӑл пире пӗр пулӗмрен теприне илсе ҫӳрет. Эпир ӗмӗрсем витӗр утнӑ пек кантӑк индустрийӗ мӗнле аталаннине сӑнатпӑр. Франци, Итали, Бельги, Австри, финики, грек, рим, висанти кантӑк экземплярӗсем пур. Пирӗн ҫулҫӳрев XX-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш варринчи кантӑк ӑстисен ӗҫӗсене халалланӑ залпа вӗҫленет. Экскурсовод пире вӑхӑт иртнӗҫемӗн кантӑкпа хрустале сахалрах хаклама пуҫлани ҫинчен хурланса каласа пачӗ, хӑватлӑ фабрикасем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Пластик вӑхӑчӗ пырать!

Пире кантӑкпа хрусталь мӗнле уйӑрса илмеллине каласа пачӗҫ. Хрусталь янӑрать, вӑл йывӑртарах, ун витӗр тухакан ҫутӑ асамат кӗперӗ пек.

Хрусталь туни питӗ сиенлӗ.

Залсенчен пӗринче Такси хушаматлӑ ҫыннӑн портречӗ ҫакӑнса тӑрать, ӑна чысласа шашкӑллӑ машинӑсене ят панӑ та.

23.09.13

Шӑматкун туссемпе ҫӗр хӑвӑлне курма кайнӑ. Швейцари хӗрӗ карттӑсемпе маршрутсене лайӑх ӑнланать. Унта-кунта ӗлкӗрес тесен хӑш автобус ҫине лармаллине те, ҫав вырӑнта мӗн чухлӗ пулмаллине те пӗлет. Ӑҫтан ҫакӑн пек пултарулӑх? Вӑл ҫапла хуравлать: «Эпӗ библиотекарь-ҫке. Манӑн кӗнекесем те, карттӑсем те пур. Манӑн пурне те пӗлмелле». Библиотекарь ячӗ ҫавӑн пекех мӑнаҫлӑн янӑранине урӑх никамран та илтмен.

Ҫӗр хӑвӑлне ҫак таврара 1959-мӗш ҫулта уҫӑлса ҫӳренӗ ҫамрӑксен ушкӑнӗ ӑнсӑртран тупса палӑртнӑ. Ҫӗр хӑвӑлӗ хӑй, ҫӗр чавнӑ кӑтартусем тӑрӑх, пилӗк миллион ҫул каялла йӗркеленнӗ. Кунта ҫынсен пурнӑҫ йӗрне, ҫавӑн пекех авал чӗрчунсен скелечӗсене тупнӑ. Ҫӗр хӑвӑлӗнче лайӑх акустика, ҫавӑнпа та кунта Пӗтӗм тӗнчери музыкӑпа ташӑ фестивалӗ иртет.

Унтан эпир Фрихилианӑна тата Нерхӑна пляжа кайрӑмӑр. Эпӗ курнӑ чи илемлӗ пляжсенчен пӗри кунта. Сӑртсем, ялсем курӑнаҫҫӗ. Сенкер те хӗвеллӗ вырӑн.

27.09.13

Тиссен музейне кайнӑ. Испани ӳнерҫисен XVIII – XIX ӗмӗрсенчи Испание ӳкерсе кӑтартнӑ ӳкерчӗксене курма пулать кунта. Вӗсем питӗ килӗшрӗҫ. Фотографи пекех, вӗсене пӑхсан ҫынсене тата вӗсен йӑли-йӗркине сӑнама пулать. Испанире туризм ҫуралнӑ вӑхӑтра ют ҫӗр-шывран килекенсем магнит мар, вырӑнти колоритлӑ ӳкерчӗксем илсе кайни ҫинчен пире (испанла) каласа пачӗҫ. Ҫавӑнпа ӳкерчӗксене туристсен илсе кайма меллӗ пысӑках мар пир ҫинче ӳкернӗ. «Сувенир» картинисенче чӑн-чӑн Испание куратпӑр: ташӑсем, коррида, хӗрлӗ эрех, ӗҫкӗ, хура ҫӳҫлӗ испанкӑсем. Пӗр ӳкерчӗк ҫинче вӑкӑр тавернӑна кӗрсе кайнӑ та, пурте унран тараҫҫӗ: пӗри пушмакне ҫухатнӑ, тепри апельсинран такӑннӑ. Тепӗр картинӑра испанец ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те ашкӑнать. Виҫҫӗмӗшӗнче пасар, тӑваттӑмӗшӗнче каллех вӑкӑрсем. XX-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗксенче символизм техникине усӑ курнӑ. Поезд, трамвай. Ҫара хӗрарӑм.

*

Паян ботаника садӗнче пултӑм. Пальмӑсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ иккен. Пӗр йывӑҫӗ «слон ури» ятлӑ. Никӗсӗ ҫумӗнче вулӗ хулӑн, ҫӳлелле ӳснӗҫемӗн ҫинҫелет.

Урамра калаҫнине кӑшт ытларах ӑнланма пуҫларӑм.

Пирӗн класра Японирен килнӗ ҫӗнӗ вӗренекен пур. Вӑл аллӑри пекех курӑнать, хӑй вара ҫитмӗлте. Вӑл тӗнчери утмӑл ытла ҫӗр-шывра пулса курнӑ. Унӑн шӑлӗсем пӗтӗмпех хӑйӗн пек туйӑнать.

*

Испанире хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пляжра топлес выртаҫҫӗ. Манӑн ку мӗнлереххине пӗлес килсе кайрӗ, эпӗ те туса пӑхас терӗм. Топа хыврӑм та ҫурӑм ҫине выртрӑм. Сасартӑк ман умран иртсе пыракан сутуҫӑн сассине илтетӗп: «Мама миа, мама миа, о-ла-ла, о-ла-ла».

28.09.13

Вӑтӑр пин ҫына яхӑн Ронда ятлӑ хулана кайнӑ паян. Кунта ытларах туризмпа тата эрех тунипе укҫа туса илеҫҫӗ.

Ронда питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Кунта юхан шыв урлӑ вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте хывнӑ кӗпер пур, вӑл хулан символӗ пулса тӑнӑ. Хулара коррида валли арена пур. Ку – тӗнчери пӗрремӗш арена. Вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте пӗрремӗш вӑкӑр вӑййисем кунта пулса иртнӗ. Пӗрремӗш тореадор – Эухенио Лукас. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче 5 600 вӑкӑр вӗлернӗ тесе калаҫҫӗ. Корридасем минотавр ҫинчен калакан легендӑпа тата, эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, чӳк туниипе ҫыхӑннӑ. Корридӑна паянхи кун та ирттереҫҫӗ. Ытларах ҫурла уйӑхӗнче, арена ҫинчи хӑйӑр лайӑххӑн типсе ҫитсен. Сӑмах май, хӑйӑр испанла – арена. Чи пысӑк чыс вӑл – вӗлернӗ вӑкӑрӑн хӑлхине е хӳрине илесси. Вӑкӑра шалчапа вӗлереҫҫӗ. Шалча кӗнӗ пайне тӗкӗнмеҫҫӗ, ыттине пӗтӗмпех ҫисе яраҫҫӗ. Вӑкӑр питӗ чаплӑ пулсан, ӑна вӗлермеҫҫӗ, пӗтӗлентерме фермӑна яраҫҫӗ. Ҫапӑҫура тореадор вилни те пулкалать, мӗншӗн тесен пиҫиххирен ҫӳлерех унӑн кӗлеткине нимӗн те хӳтӗлемест.

Ронда хулине IV – V ӗмӗрсенче римлянсем никӗсленӗ. Унтан арабсем килсе пурӑннӑ, XV – XVI ӗмӗрсенче хула паянхи сӑн-сӑпатне илме пуҫланӑ. Ку вӑл Андалусире час-часах курма пултарнӑ ансӑр урамсем, хуппиллӗ чӳречесем. Пӗтӗм хулара апельсин йывӑҫҫисем нумай: арабсен еткерӗ. Ҫавӑн пекех кунта католиксен пысӑк чиркӗвӗ пур. Алтарьне чӑн-чӑн кӗмӗлпе те ылтӑнпа илемлетнӗ. «Ҫӗр-шывӗнче кризис, пурпӗрех ылтӑнран чирӗкӗсем», – терӗ туристсенчен пӗри.

Унтан Марбельӑна кайрӑмӑр. Хулана пырса кӗнӗ ҫӗрте аякранах икӗ пысӑк ялав курӑнать: Испани тата Раҫҫей ялавӗсем. Раҫҫей ҫыннисем кунта питӗ пысӑк ҫуртсем туянаҫҫӗ. Эпир пулнӑ портра питӗ пысӑк яхтӑсем тӑраҫҫӗ, тӗпрен илсен акӑлчансемпе арабсем тата Раҫҫей ҫыннисем илнӗ кусене!

02.10.13

Малагӑра икӗ башньӑллӑ пысӑк католицизм соборӗ пур, вӗсенчен пӗрне туса пӗтереймен. Пӗр легенда тӑрӑх, укҫи ҫитмен, теприсем башня хӑпартмалли укҫана эпидеми вӑхӑтӗнче тӑкакланӑ теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, укҫана АПШна ирӗклӗх илессишӗн ҫапӑҫма янӑ. Каярах укҫи те пулнӑ, анчах чирӗкӗн хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварас тесе башньӑна туса пӗтерес мар тенӗ. Енчен те хӑҫан та пулин башньӑна туса ҫитерсен, асӑннӑ архитектура палӑкӗ Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине чи вӑрӑм вӑхӑт пынӑ стройка ячӗпе кӗрӗ.

Собортан сулахай енче ансӑр урам пур. Каҫхине хунарсем ҫутӑлаҫҫӗ те, ҫак вырӑн ҫав тери романтикӑллӑ та илемлӗ пулса тӑрать. Тенкел ҫинче кашни каҫах гитарист Испани кӗввисене калать. Манӑн куҫҫуль тухсах каять. Хурланнипе мар, хӳхӗм туйӑмпа.

Соборӗ тем пысӑкӑш, шалтан вӑл тата пысӑкрах пек туйӑнать. Испанин кӑнтӑр енчи ытти католицизм чиркӗвӗсем пекех, собора мечет вырӑнӗнче туса лартнӑ. Ҫапла вара испанецсем Андалусийӑна христианланӑ. Малатан кунта XV ӗмӗрчченех арабсем пурӑннӑ.

Собор умӗнче апельсин сачӗ. Стена тӑршшӗпех соборта пӗр-пӗр паллӑ пулӑма халалланӑ сцена алтарӗсем вырнаҫтарнӑ. Сӑмахран, Барбара (Варвара) ҫинчен пӗлме пулать. Вӑл ашшӗн ирӗкне пӑхмасӑрах христианство тӗнне кӗнӗ. Ҫилленсе, ашшӗ ӑна тӗрмене хупнӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл унран: «Эсӗ халӗ те христианка-и?» – тесе ыйтнӑ. «Ҫапла», – тенӗ хыҫҫӑн ашшӗ ҫавӑнтах хӗрӗн пуҫне касса татнӑ. Ҫав самантра арҫына ҫиҫӗм ҫапнӑ.

08.10.13

Малага. Кунти бомжсем хӗлле вилмеҫҫӗ: ҫывӑрма сивӗ мар.

Собор ҫумӗнчи пӗчӗк ҫеҫ скверта ларма кӑмӑллӑ. Ресторантантан ретро-музыка илтӗнет. Унта, пӗлетӗп, капӑр тумланнӑ ватӑрах испанецсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ташлаҫҫӗ.

Собор умӗнче ларнӑ чухне хальхи вӑхӑт куҫ умӗнчех иртнӗ вӑхӑт пулса тӑнине сӑнарӑм. Ватӑрах эпӗ ҫак саманта аса илнине ӑсра ӳкертӗм. Вара пуласлӑхри эпӗ валли хальхи эпӗ иртнӗ вӑхӑтри пулӑм пек пулса тухрӗ. Тӗлӗнмелле туйӑм.

12.10.13

Чупма кайсан пӗр ҫынна тӗл пултӑм. Вӑл та ман ӳсӗмре чупма юратнӑ, халӗ йога тӑвать. Манӑн чӗркуҫҫи ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Бандажа асӑрханса тӑхӑнатӑп тесе ӑнлантартӑм. Вӑл эпӗ миҫе ҫултине тата зодиак паллине ыйтса пӗлчӗ. Манӑн пуҫа сивӗтмелле терӗ, мӗншӗн тесен пӗрмаях таҫта васкатӑп, ӑмӑртатӑп, терӗ. Тӗрӗс калать ку арҫын.

1492 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Христофор Колумб Америкӑна уҫнӑ. Паян испанецсен уяв, лавккасем те ӗҫлемеҫҫӗ. Колумб, итальянец, Индие кӗске ҫул шырама хӑйӗн патшалӑхӗнчен укҫа ыйтнӑ. Итали пӳрнипе тӑнлавӗ тӗлӗнче пӑркаланӑ. Франци те ҫавнах тунӑ. Испани вара ҫапла каланӑ: «Паллах ӗнтӗ, ак сана укҫа».

Христофор Колумб вилтӑпри Севилья кафедра соборӗнче, тӗнчери чи пысӑк соборта вырнаҫнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗпе мар, тӳремпе тата ҫӳллӗшне пӗрле илсен чи пысӑк собор шутланать. Малагӑри соборпа пӗр принцип усӑ курнӑ кунта. Христианизациленӗ чухне мечӗте ватса тӑррине чиркӳ лартнӑ. Анчах башньӑсенчен пӗри питӗ ҫӳлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӗкӗнмен, ҫӳлтен чан ҫакмалӑх тепӗр этаж туса лартнӑ ҫеҫ. Эпир тӑррине хӑпартӑмӑр. Унтан пӗтӗм хула курӑнать. Башньӑра пусма мар, 42 пролета яхӑн ҫӳле хӑпармалли ҫул. Ку вӑл мӗншӗн тесен ӗлӗк пӗлтерӗшлӗ ҫынсем тӑррине утланса хӑпарнипе. Лашана пусма тӑрӑх утма вӗрентиччен ҫул хума ҫӑмӑлрах пулнӑ. Собор чанӗсем автоматика механизмне усӑ курса янӑраҫҫӗ, соборта ҫуртисем те электричествопа: укҫа хурсан ҫутӑлаҫҫӗ вӗсем.

Колумб тупӑкӗ умӗнче тӑнӑ чухне эпӗ ӑна хам ӑшӑмра тав турӑм, мӗншӗн тесен каҫхине ҫӗрулмипе помидор ҫиме шутласа хунӑччӗ. Вӑл пулман пулсан, пирӗн сӗтел ҫинче Америкӑран илсе килнӗ пахча ҫимӗҫ пулмӗччӗ.

14.10.13

Ман ушкӑнра кореец вӗренет. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсен ҫӗр-шывӗнче хӑвӑнтан аслӑрах ҫынна сума сумалли культура пур. Паллашнӑ чухне чи малтанах ҫынран вӑл миҫе ҫултине ыйтса пӗлӗҫҫӗ. Аслӑрах пулсан, ӑна уйрӑмах хисеплемелле, унпа килӗшмелле. Енчен те вӑл: «Пляжа каяр», – тет пулсан, каймалла.

Пирӗн хваттерте ҫӗнӗ ҫын – Питерти Аня. Ӗнер мана раштав сивӗ пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Кунпа шутланмалла, мӗншӗн тесен Малагӑра пӳртсене хутса ӑшӑтмаҫҫӗ. «Ну, эсӗ Раҫҫейрен, сана калам, – тет вӑл. – Ҫак вӑхӑталла пӗр обогревателе хӑв пӳлӗме илсе кай. А мӗн тӑвас, ҫапла».

Туссене хам патне кино пӑхма чӗнтӗм. Печени, чипсы туянтӑм. Вӑхӑта лайӑх ирттертӗмӗр. Тухса кайнӑ чухне акӑлчан хӗрӗ сӗтел ҫине икӗ евро хурса хӑварчӗ, хӑйпе пӗрле нимӗн те илсе килменнипе тесе ӑнлантарчӗ.

Шкулта Голландинчен пӗр арҫын пур. Вӑл ҫыравҫӑ, мана хӑйӗн кӗнекине парнелерӗ. Вӑл пӗр вӑхӑт Раҫҫейре пурӑннӑ, геолог пулса ӗҫленӗ. Вӑл хаклӑ кристаллсене чавса кӑларнӑ, вӗсенчен пӗрине Билл Гейтса сутнӑ, теприне хӑйӗн килӗнче упрать. Питӗ хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл. Тумланасса ыттисенчен уйрӑм мар ахаль япала тӑхӑнать. Кунта Испанире унӑн тем пысӑкӑш ҫурт пур, ӑна вӑл икӗ ҫул хушшинче хӑй лартнӑ. Унта тӗлӗнтермелле япаласем пур: боулинг выллямалли вырӑн, килтен тӳрех бассейна ярӑнса анмалли тата ытти те. Шӑп ҫакӑн пек тата икӗ ҫурта вӑл Голландире туса сутнӑ тет.

Тата шкулта австралиецсем пур. Вӗсем ҫичӗ ҫул хушшинче пӗр вырӑнта ҫичӗ кунран ытла пурӑнман. Тӗнчере питӗ нумай интереслӗ ҫын.

Американецсене тӗл пултӑм. Вӗсенчен пӗри ҫар ҫынни. Обамӑпа ал парса саламлашнӑ вӑл. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл чухӑн ҫын мар, хӑй вара шӑтӑклӑ пушмак тӑхӑнса ҫӳрет.

Испанире сунасланӑ чухне «Хесус» тесе калаҫҫӗ. Вӑл Иисус тенине пӗлтерет. Эпир пӗр учителе ҫапла каларӑмӑр та, вӑл пире ак мӗнле хуравларӗ: «Эпӗ тӗнпе пурӑнмастӑп, «Салюд» тейӗр. «Сывлӑхлӑ пул» тенине пӗлтерет ӗнтӗ ку. Испанире Хесус ятлӑ ҫын нумай. Пӗр вырӑс телефонпа вӑл мӗн тӑвать тесе ыйтсан ҫапла хуравланӑ: «Эп Иисуспа машинӑпа ярӑнса ҫӳретӗп-ха».

Мана ҫаплах китаянка тесе калаҫҫӗ.

Ку эрнере вӗрентӗвӗн тӑваттӑмӗш шайне куҫрӑм! Аслӑ классене куҫнӑ пекех ку.

Ӗнер интеркамбьона, чӗлхе ылмашӑвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятие кайса куртӑм. Пире пӗчӗк ушкӑнсем ҫине пайларӗҫ, унта ҫурри – испанецсем, ҫурри – акӑлчанла калаҫакансем. Ман ушкӑнра тӑваттӑн пултӑмӑр. Эпӗ пурне те ӑнланса илме, калаҫма тата хам шухӑшланине каласа пама пултартӑм, куншӑн питӗ савӑнатӑп.

Акӑлчан хӗрӗн кухня лайӑхрах та, кореец унта пырса хӑй ҫӗр-шывӗн апатне хатӑрлемеллеччӗ, анчах пымарӗ. Вӑл мӗншӗн пыманнин сӑлтавӗ питӗ кӑсӑклӑ. Корейӑра хӑнана чӗнсен виҫҫӗмӗш хут тин килӗшмелле. Акӑлчан хӗрачи вара кореец хӑҫан килме ыйтать-ши тесе кӗтсе пурӑннӑ.

Ҫак кореецпа тата акӑлчан хӗрӗпе чупма кайнӑччӗ. Вӑхӑт иртсен калаҫура кореец ҫав кун пирӗнпе чупма питӗ йывӑр пулнине пӗлтерчӗ. Анчах ун чухне вӑл ҫавӑн ҫинчен калама хӑймасӑр чупнӑ та чупнӑ.

Урокра харпӑр-хӑй ҫӗр-шывӗ ҫинчен каласа патӑмӑр. Раҫҫей ҫыннисенчен, паллах, эрех пирки ыйтрӗҫ. Тата эпир тӗрлӗ халӑх йӑлисене сӳтсе яврӑмӑр. Корейӑра ашшӗ-амӑшӗ парнеленӗ теттене йышӑниччен пӗчӗк ачан ҫапла каламалла: «Ҫук, тавтапуҫ, манӑн тетте ахалех нумай». Корейӑра тата хӗвелтухӑҫӗнчи ытти ҫӗр-шывсенче ҫын сасӑпа чей ӗҫни е яшка ҫини йӗркеллех. Нимӗҫсем паллашнӑ чухне арҫына та, хӗрарӑма та ал параҫҫӗ. Австриецсем те ҫавӑн пекех. Итальянка вӗсем патӗнче питҫӑмартинчен чуптӑваҫҫӗ терӗ, анчах сывпуллашнӑ чухне ҫеҫ, ҫынпа пӑртак паллашсан. Испанире вара паллашнӑ чухне те пит ҫӑмартинчен икӗ хутчен чуптӑваҫҫӗ. Пирӗн учитель каласа пачӗ: нимӗҫсем сывпуллашнӑ чухне алӑ парсан, вӑл ҫаплах-ха испанилле чуптунипе уйрӑласшӑн пулать. Ҫын хӑйӗн атӑ-пушмакне ыттисен умӗнче хывсан, испанецсемшӗн аван мар. Автобусра та, класра та, хӑнара та. Испанире, учитель каланӑ тӑрӑх, обществӑлла вырӑнсенче карӑнни илемсӗр, анчах спорт тунӑ вӑхӑтра ҫакна тума пулать. Урамра сура-сура ҫӳреме е урӑх кӗлетке сассине кӑларма юрамасть. Хӑш-пӗр араб тата Африка ҫӗр-шывӗсенче вара хӑнара апатланнӑ хыҫҫӑн, пӗтемпех килӗшнӗ теес вырӑнне какӑрмалла. Хӑвӑра хистеме пултараймастӑр-и? Эпир кунта класра пӗр меслет шухӑшласа кӑлартӑмӑр: пӗрле кола чиксе ҫӳремелле.

Тин ҫеҫ британкӑна ӑнланма пуҫланӑччӗ, вӑл киле таврӑнать. Пурте пӗрмаях тухса каяҫҫӗ.

Пирӗн ҫӗнӗ учительница пур. Актриса пекех вӑл. Пысӑк арҫын кӗпи тӑхӑнса ҫӳрет, сӑмах урлӑ шӳтлет. Ӗнер опера ҫинчен каласа панӑ чухне мӗнле юрласа ярать… Юнашар кабинетра никам та ҫук чухне пире арҫын сассипе унтан хӗрарӑм сассипе юрлама сӑмах пачӗ. «Пӗтӗмпех ӑнланмалла-и? Ыйтусем пур-и? Тӳлевсӗрех ыйтма пулать, ку вӑл – паянхи спецпредложени», – тесе шӳтлет вӑл.

08.11.13

Алӑк умӗнче хут татки тупрӑм: «Тархасшӑн, кӳршӗсене хисеплӗр, пушмак кӗлипе шаккаса ан ҫӳрӗр». Эпӗ, чӑн та, кӗлеллӗ пушмак тӑхӑнмастӑп. Француз та ҫавах. Сабина та мар вӑл. Эпӗ ҫав хут таткине илтӗм те тепӗр енче хурав ҫыртӑм: «Эпир те шаклаттарнине илтрӗмӗр. Эпир мар ку. Манӑн ун пек атӑ-пушмак та ҫук. Тӗрӗслес тетӗр пулсан, икӗ сехет хыҫҫӑн килте пулӑп», – терӗм те алӑк леш енчен хутӑм. Хуравне вулама килчӗҫ-ши, пӗлместӗп ӗнтӗ.

Урокра патшалӑхра король пуррине сӳтсе яврӑмӑр. Эпӗ калаҫма пуҫларӑм, унтан ыттисем хутшӑнчӗҫ. Преподаватель ыйтать: «Пӗтӗмпех каларӑр-и?» Эпӗ тата каламалли пурри ҫинчен пӗлтертӗм. Вӑл: «Алекс, эпӗ сана питӗ лайӑх пӗлетӗп, санӑн яланах 3 шухӑш хатӗр». Чӑнах та ҫапла пулнӑ: пӗр енчен, тепӗр енчен, анчах эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп…

12.12.13

Шкулта Мароккона экскурсипе кайма ушкӑн пухӑнчӗ.

Пӗр континентран теприне лайнерпа кайнӑ чухне кӑмӑл пӑтранчӗ. Ҫитсен, леш енче халӗ те Испани, Сеута хули. Унтан пӗр пилӗк минут автобуспа чикӗ патне ҫити каймалла. Чикӗ леш енчи Тетуан хулине ҫитсен хӑна ҫуртне вырнаҫрӑмӑр.

Тепӗр кунне эпир мединӑна кайрӑмӑр. Вӑл – хула варри, сакӑр хапхаллӑ авалхи вырӑн. Мединӑра халӗ те сынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта чи пысӑк пасар вырнаҫнӑ. Мединӑра кашни кварталта пилӗк япала пулмалла: хаммам (обществӑлла мунча), мечӗт, фонтан, тӗн шкулӗ, пӗрле усӑ курмалли кӑмака. Ҫуртсенче кӑмакасем ҫук. Унта пурӑнакансем чустине килте ҫӑраҫҫӗ те хатӗрӗсене пӗҫерме урамри кӑмакана илсе пыраҫҫӗ.

Танжера ҫул тытрӑмӑр. Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе Атлантика океанӗ тӗл пулакан вырӑнта пултӑмӑр. Унтанах Испани ҫыранӗ тата Гибралтар курӑнать.

Танжерта медина урӑхларах. Вӑл пирӗн пасарсем пекех. Суя Адидас, Найк тата ытти ӑпӑр-тапӑр сутаҫҫӗ кунта.

Ирхине Шефшауена кайрӑмӑр. Ҫак хула сӑртра вырнаҫнӑ. Ӑна мӗнле XV ӗмӗрте никӗсленӗ, ҫавӑн пекех ларать вӑл. Пурӑнакансенчен тӑхӑрвунӑ проценчӗ – берберсем, ыттисем – арабсем. Хула ӗлӗк шурӑ пулнӑ, анчах та Испанири арабсем кунта кӑвак тӗс илсе килнӗ. Халӗ вӑл шурӑ-кӑвак. Ҫуртсене ятарлӑ уявсем умӗн ҫулталӑкне тӑватӑ хутчен сӑрлаҫҫӗ. Пӗр лавккара пир тӗртмеллипе пӗркенчӗк-тутӑр тӗртеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле, ҫӗрӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пӗрпек техникӑпа усӑ курнӑ иккен. Манӑн аслӑ кукамайӑн та кун пекки пурччӗ.

Ҫак кун манӑн ушкӑн Испание таврӑнчӗ. Визӑна пула манӑн тепӗр каҫ Мароккора юлмалла пулчӗ. Отельтен инҫех мар молл пулнӑ. Унта кайман пулсан, Мароккора ҫынсем халь те вӑтам ӗмӗрсенчи пек пурӑнаҫҫӗ, вӗсем хальхи пурнӑҫ ҫинчен нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, килте тунӑ супӑньпе кӑна ҫӑвӑнаҫҫӗ тесе ӑнланса кайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗссипе, пирӗн пекех пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Хӗрарӑмсем те машинпа ҫӳреҫҫӗ. Лавккара ҫав япаласенех илеҫҫӗ. Экскурси турисчӗ кӑна пулса ҫӳресен ҫӗр-шыва тӗрӗс мар ӑнланма пулать.

Тепӗр кунне гид каланӑ пек Малагӑна таврӑнма ҫула тухрӑм. Малтан отельтен чикӗ таран такси илтӗм. Чикӗ урлӑ ҫуран ятарлӑ коридор витӗр тухрӑм. Ҫапла шутласа утрӑм: «Ӑҫта эпӗ? Мӗншӗн эпӗ кунта? Пӗчченех. Ӑҫта эпӗ???» Испани енне каҫсанах: «Эй, Пепе!» – тенине илтрӗм. Европӑна таврӑнма питӗ хавас пултӑм.

Марокко мана тӗлӗнтерчӗ. Кунти ҫынсем нумай чӗлхепе калаҫаҫҫӗ: араб, мароккан араб, франци, акӑлчан, испан. Хӑшӗ-пӗрисем нимӗҫле те пӗлеҫҫӗ.

Специпе косметика магазинӗнче симӗс тута писевӗ кӑтартрӗҫ, вӑл тута ҫине сӗрсен кӗрен тӗслӗ пулса тӑрать. Тӗсӗ pH ӳт шайӗнчен килет.

Аптекӑна хӗреспе мар, ҫӗленпе тата ҫур уйӑхпа палӑртаҫҫӗ.

Мароккора арҫын темиҫе арӑмлӑ пулма пултарать, анчах ку пурнӑҫлантӑр тесен, пӗрремӗш арӑмӗ ҫырса килӗшӳ памалла.

Мароккора «пӗрле усӑ курмалли такси» пур, вӑл пирӗн маршруткӑсем евӗрлӗ япала. Анчах микроавтобус вырӑнне ҫирӗм пилӗк ҫул чупнӑ ҫӑмӑл автомобиль усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, малти ларкӑч ҫине икӗ ҫын ларать, кайри ҫине тӑватӑ е пилӗк ҫын. Ҫапла ҫӳреҫҫӗ те.

Мӗншӗн?

Э. Золян «Превращение» ятлӑ кӗнеки алла лекрӗ. Эпӗ ӑна вуланӑччӗ вӗт. Ҫулталӑк та иртмерӗ, мӗн астӑватӑп-ха? Тӗлӗнмелле, анчах кӗнекине вуличчен ун ҫинчен мӗн пӗлнине, лекцинче мӗн каласа панине кӑна. Мӗншӗн пуҫ мими каярах версине упраса хӑварман-ши, мана малтанхи «файл» патне ярать-ши?

Ҫавӑн пекех ҫын ҫурални тӗлӗнтерет мана. Нимӗн те ҫук, кайран этемрен ҫын тухать. Мӗнле ун пек пулма пултарать? Мӗнле? Ҫын пулман – ҫын пулать. Тӗлӗнмелле те, ҫуратасси – пуян ҫын привилегийӗ мар: чухӑнсен те ачасем ҫуралаҫҫӗ. Ҫын ҫук – ҫын пур – ҫын ҫук. Мӗнле?

Мӗншӗн-ха ҫынсем хӑйсемпе хӑйсем, хӑш-пӗр чухне сасӑпах калаҫаҫҫӗ? Ватлӑхра хамӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхсене ӑнсӑртран уҫса парӑп, ҫынсем эпӗ мӗн чухлӗ ӳпкелешнине, элек сарнине пӗлӗҫ.

Мӗншӗн-ха ӑмсансан хама айӑплӑ туятӑп? Ку туйӑм ҫавӑн пек ҫылӑхлӑ пулсан, ӑна пире мӗн тума панӑ? Тепӗр чухне ӑмсанатӑп пулсан, эпӗ япӑх ҫын пулнине пӗлтерет-и ҫакӑ?

Япӑх ҫын вӑл кам?

Мӗншӗн-ха юлашки ырӑ мар шухӑш-кӑмӑл унччен пулнӑ мӗнпур лайӑххине пӗррех чӗрсе пӑрахать? Шӑпах туслӑха вӗҫлекен чи япӑх япаласене астӑватӑп, ҫав ҫынпах ирттернӗ ырӑ самантсем вара манӑҫа каяҫҫӗ.

«Ют ҫӗр-шыв ҫынни» ӑнлав пур-и? Нимӗҫпе вӑл хӑй ҫӗр-шывӗнче пулнӑ чухне телефонпа калаҫрӑм пулсан, вӑл ют ҫӗр-шыв ҫынни-и? Калаҫнӑ чухне вӑл манпа пӗр ҫӗр-шывра чухне? Хамӑр Германине кайса ҫав нимӗҫпех калаҫӑпӑр пулсан, вӑл пирӗншӗн ют ҫӗр-шыв ҫынни пулӗ-и? Эпир уншӑн? Икӗ ҫӗр-шыв хушшинче чикӗ ҫук пулсан, ҫакӑ кӳршӗ ҫӗр-шыв вӗсемшӗн ют ҫӗр-шыв пулӗ-и? Эпӗ ют ҫӗр-шыв ҫынни-и, енчен те эпӗ ҫакна Раҫҫейре вулатӑп? Германинче? Германине кайма тухсан самолетра? Ҫын хӑй пурнӑҫӗнче нихӑҫан та ниҫта та кайса курман пулсан тата пӗр ют ҫӗр-шыв ҫыннине те тӗл пулман пулсан, вӑл кам валли те пулин ют ҫӗр-шыв ҫынни-и? Раҫҫей эмигранчӗсем пирӗншӗн ют ҫӗр-шыв ҫыннисем-и?

Телевизора мӗнле лекрӗм

«Модный приговор» передача валли куракансене пухни ҫинчен пӗлтерӳ тупрӑм. Туса пӗрле кайма килӗштертӗм.

Вунҫиччӗмӗш подъездра ҫын нумай. Тӗрӗслев витӗр тухма халӑх черете тӑнӑ: телецентр территорине кӗме прописка кирлӗ е Мускава килме илнӗ билет. Хӑшӗ-пӗри черетре тӑнӑ ҫӗртре палламан ҫынсемпе калаҫу пуҫланӑ. Пӗр ҫитмӗле ҫитнӗ арҫын, кӗрен тӗслӗ кӗпепе сарӑ галстук ҫыхнӑскер, съемка тӑсӑлса кайма пултарни ҫинчен каласа пачӗ. «О-о-о, кӑна эпир пӗлетпӗр», – хуравларӗ тепӗр пенсионерка. Тантӑшӑмпа кунта эпир ҫеҫ ним пӗлмен ҫынсем пек туйӑнчӗ.

Пире пӗрремӗш рете лартрӗҫ, хӑшӗсене киле кайма ыйтрӗҫ. Куракансем хушшинче тем пысӑкӑш начеспа ҫур пите хупакан ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, уҫӑ куҫпах ҫывӑрса каякан арҫын, кашни стоп-кадр вӑхӑтӗнче макияжа тӳрлетекен хӗрарӑмсем, кумирӗсене курма пынӑ фанатсем. Юлашкисем пирӗнпе юнашарах малти ретре лараҫҫӗ. Паллах, вӗсем ҫӑлтӑрсемпе калаҫма май пуррипе усӑ курнӑ. «Иванушки» ушкӑнри Рыжий ятне пӗлтерчӗҫ, вӑл тӳрех Маша умне ларчӗ (ӑна ҫапла чӗнӗпӗр). Фанатка хӗрелсе кайрӗ. Вӑл пӗшкӗнчӗ те пӑшӑлтатрӗ: «Андрей, Андрей». Тӗлӗннӗ Григорьев, вӑлах Апполонов, ҫаврӑнса пӑхрӗ. Маша: «Сирӗнпе сӑн ӳкерӗнме юрать-и, Андрей?» – тесе ыйтрӗ. Ҫак самантра хам хӗрелсе кайрӑм. Диалог малалла тӑсӑлчӗ: «Э-э-э-м, вӑхӑт пулсан», – хуравларӗ юрӑҫ.

Пӗлекен куракансем тӗрӗс каларӗҫ: пӗр сехет ытларах кирлӗ пулчӗ съемкӑна пӗтерме. Ҫав вӑхӑтра метро та хупӑнчӗ. Ытларах юлнишӗн ҫӗр тенкӗ хушса пачӗҫ. Гонорарӗ, 750 тенкӗ, киле ҫитме таксишӗн тӳлемешкӗн аран-аран ҫитрӗ. «Ку укҫана ӗҫлесе илтӗмӗр-ҫке», – терӗҫ те хӑш-пӗр куракансем кӳреннӗрех саспа телецентрӑн вунҫиччӗмӗш подъезчӗн тенкелӗсем ҫинчех ҫӗр каҫма юлчӗҫ. Ыран вӗсем тата мӗнле те пулин телепередачӑна кайӗҫ.

Куракан пулма ҫӑмӑл мар. Вунпӗр сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗр иртни пӗр сехетчен хыҫсӑр тенкел ҫинче ларни чӑтма ҫук йывӑр, асаплӑ, ыраттарать. Ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр кун хыҫҫӑн кӗлетке ыратрӗ. Кут ҫинче икӗ кӑвакарнӑ вырӑн тупрӑм.

Юриспруденци

«Иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ юридический кайса ил, вара питӗ лайӑх пулать», – тетчӗҫ мана. Эпӗ вара каймарӑм. Анчах юридици фирминче куҫаруҫӑ пулса ӗҫлерме май пулчӗ. Пирӗн юристсем пурте ӑслӑ пулнӑ, нумай ӗҫлесе илнӗ. Эпӗ вӗсен ӑсталӑхӗпе тӗлӗнеттӗм, хам право вӗренейменнишӗн кулянаттӑм. Компани сайтӗнче пирӗн юристсем пирки кӗске информаци пурччӗ. Пӗрин ҫинчен ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ирӗклӗн французла калаҫать». Хам шутлатӑп: вӑл юрист, анчах французла тата акӑлчанла пӗлет. Эпӗ вара тӑлмачӑ, юриспруденцие те, французла та ӑнланмастӑп. Тытрӑм та вӗрентӗм француз чӗлхине.

Ҫӗнӗ проект пуҫланӑ чухне хама ҫапла хавхалантаратӑп: куна пуҫласси юриспруденци е медицина вӗренесси мар. Хам тума пултарнӑ япалах ку.

Тӑлмачӑ

«Ӳссен тӑлмачӑ пулӑн», ‒ тетчӗҫ мана.

Астӑватӑп, ҫимӗк чухне пирӗн патне Валя пынӑччӗ ют ҫӗр-шыв канфечӗ илсе килсе. Кучченеҫ ҫинче мӗн ҫырнине ҫавӑнтах пире валли куҫарса пачӗ. Мана питӗ тӗлӗнтерчӗ ку. Хамӑн та ҫавӑн пек тума пултарас килчӗ.

Факультета суйламалла чухне Валя амӑшӗ инязра вӗренме питӗ йывӑр терӗ. Юрать-ха, мана ку сӑмахсем хӑратмарӗҫ. Ҫӑмӑл марччӗ та-ха, ҫапах та ку эпӗ тума пултаракан ӗҫ пулнӑ.

Университетра вӗреннӗ чухне Суту-илӳпе промышленность палатине практикӑна ҫӳренӗ. Пӗррехинче пирӗн ертӳҫӗ пире чӗлхе куҫарӑвне пӗлнине тӗрӗслеме шутланӑ. Вӑл акӑлчанла вуларӗ те, манӑн ҫавӑнтах вырӑсла куҫармалла пулчӗ. «Хӑвна мӗнлерех шанатӑн эсӗ! Пачах тӗрӗс мар куҫартӑн, анчах куна питпе пӗрре те кӑтартмарӑн». Тӗрӗссипе, эпӗ тӗрӗс куҫаратӑп тесе шутланӑччӗ.

Куҫару занятийӗнче bribes (взятка) сӑмаха брибсен ӑрӑвӗ тесе куҫартӑм. Ҫавӑн чухне вӗрентӗм те ҫав сӑмаха.

Австри консульствине нимӗҫ тӑлмачӑ ӗҫне вырнаҫма собеседованине кайнӑччӗ. Ҫав тери намӑслантартӑм хама куҫарма пӗлмесӗр.

Сайт куҫарма тытӑнтӑм. Электронлӑ файл пачӗҫ, хаклама ыйтрӗҫ. Унта папка, папкӑра тата нумай папка. Хакне чохӑмӑн каларӑм. Анчах тексчӗ хам шухӑшланӑран чылай пысӑкрах пулчӗ иккен. Пӗр ӑнланмасӑр куҫартӑм. Анчах заказчик тӳлерӗ, пӗрре те ӳпкелешмерӗ.

Пӗррехинче вырӑсларан акӑлчана спиритика массажӗ вӑхӑтӗнче тӑлмачӑ пулса ӗҫлерӗм. Пӗр ҫӗртре ‘soul’ тата ‘spirit’ сӑмахсене пӑтраштартӑм, анчах массажист хӑех мана ҫавӑнтах тӳрлетрӗ.

Тепрехинче чирлесе ӳкрӗм те ӗҫе тухаймарӑм. Пире Швейцарирен компани уставне куҫарма ярса пачӗҫ. Эпӗ ӗҫре маррипе куҫару бюроне хушрӗҫ ку ӗҫе. Унтан вӗсен “пултарулӑхне” мана пӑхса илме ярса пачӗҫ. Вуласан... макӑрас килет. Бюро тунӑ куҫарӑва тӳрлетес тесе икӗ больничный кун пӗтертӗм. Унтан заказчик куҫарса панӑшӑн мухтарӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пур бюросене те шанми пулса ҫитрӗм. Унсӑр пуҫне тата урӑх бюро ята судпа айӑпланманни ҫинчен калакан справкӑра Alexander Vasilyeva тесе ҫырнӑ хыҫҫӑн пушшех шанма пӑрахрӑм.

Хӑна

Нарӑс уйӑхӗнче ман пата испанецсем хӑнана килнӗ. Манӑн поселок Мускавран ҫичҫӗр километрта. Европа виҫипе инҫе. Поселок патне ҫитсе пынӑ чухне туссем: «Эпир Ҫӗпӗрте-и?» – тесе ыйтнӑ.

Испан ҫыннисене пирӗн ҫанталӑка хӑнӑхма йывӑр. Хӗлле мунча кӗрессине те вӗсем хӑнӑхман. «Малтан питӗ пӑчӑ, урамма тухсан вара ҫав тери сивӗ. Кинори пекех», – тенӗ Андрес.

Андресӑн гитара концертне йӗркелес тенӗ эпир. Кун валли вӑл ман аттепе ҫунапа клубран шкула пысӑк динамик илсе кайма тухнӑ. Андрес ҫуна курсан вӗсем ярӑнма тӑнӑ тесе шухӑшланӑ. Ҫунана япала турттарма усӑ курни ӑна пуҫа та кӗмен.

Тепрехинче ман пата Петра ятлӑ австрийка килнӗ. Сӗтел хушшине ларнӑ. Петра ҫисе пӗтерсенех, анне ӑна тата хурса панӑ. Вӑл ҫепӗҫҫӗн «ҫук» тенӗ, анчах кун пек чухне пирӗн пурпӗрех апат хушса памалли йӑла пур. Петра валли вара турилке ҫинче мӗн пуррине ҫисе яманни аван мар пулнӑ. Ҫапла вара тепӗр кун унӑн ытла сӑпайлӑ пулнипе хырӑм ыратма пуҫланӑ.

Бретань

Пӗр ҫулла Францие WWOOF программи урлӑ волонтер пулса ӗҫлеме кайрӑм. Бретань регионне фермӑна ӗҫлеме вырнаҫрӑм. Тӗрӗссипе каласан, чӑн-чӑн ферма та пулман ку. Пӗр ҫемье ҫӗр, сурӑх, чӑх туяннӑ та хӑйсем патне волонтерсене чӗнме пуҫланӑ.

Ҫулӗ питӗ такӑр пулчӗ тесе калаймӑп. Польшӑна поездпа каймаллаччӗ. Пуҫӑм шӑтӑк пулнипе кайрӗ поезд мансӑрах, ҫӗнӗ билет илме лекрӗ. Манӑн купере ватӑрах хӗрарӑм сысса ярса пӗр вагон шӑш тӑчӗ. Познаньрен эпӗ Парижа ҫити лоукостерпа вӗҫмелле пулнӑччӗ. Рейса малтанах регистрациленме кирли ҫинчен пӗлтернине темшӗн шута илмерӗм, аэропортра регистрациленӗшӗн манӑн 50 доллар тӳлеме тиврӗ – билет хакӗ тенӗ пекех. Парижа вӗҫсе ҫитсенех Эйфель башни патне кайрӑм. Ҫур сехетрен ҫумӑр ҫума пуҫларӗ, вӑл мана метрона хӑваласа ярсан ҫеҫ ҫума пӑрахрӗ.

Малтанах фермӑра япӑх мар пек туйӑнчӗ. Алӑк сӑрлама тиврӗ. Сӑрри тумлам кӑларса хытса ларнӑ. Кил хуҫисем мӑкӑртаткаларӗҫ, анчах мана тӳрленме май пачӗҫ: кунче тенкеле сӑрламалла пулчӗ. Кӑна та пӑсрӑм: каллех ҫав ухмахла тумламсем тухрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн яваплӑ ӗҫ хушмарӗҫ мана. Карта леш енчи чӑтлӑха тем пысӑкӑш секаторпа тасатма ячӗҫ. Кашни кун тӑватӑ сехет хушши пӗр пек ӗҫе тумалла пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра хампа хам калаҫса юмах шутласа кӑлара ҫӳрерӗм. Ӗҫленӗрен вара ирсерен алӑ тӗнме пуҫларӗ.

Кӑнтӑрла пӗррӗре апат ҫиеттӗмӗр, каҫхи апат вара тӑххӑртаччӗ. Пӗрмаях выҫӑ пулнипе усал ҫӳрерӗм: чӑтма пултараймастӑп ют холодильникрен апат ҫимелле пулнине.

Тата пӳлӗмре усал-тӗсел пурӑннине сисрӗм. Пӗр каҫхине, эпӗ ҫывӑрса кайсан, вӑл ман ура ҫине сиксе тӑнӑ пек туйрӑм. Тепӗр каҫхине вӑл пакетпа кӑштӑртатрӗ. Виҫҫӗмӗш каҫ юнашар пӳлӗмре пурӑнакан ытти волонтерсене веҫех каласа кӑтартрӑм. Вӗсем мана хӑйсем патне ҫӗр каҫма чӗнчӗҫ. Ирхине хам пӳлӗме таврӑнсан хӑш-пӗр япаласем урӑх ҫӗртре выртнине тата куҫлӑх ӳкнине асӑрханӑ.

Ал тӗнни фермӑран тухса кайнӑ хыҫҫӑн иртсе кайрӗ. Волонтерство хыҫҫӑн пӗрремӗш кунхине апат-ҫимӗҫ туянса ӑна мӗнле ҫиес килнӗ пек ҫирӗм, хӑҫан пӗҫерес килнӗ пек пӗҫертӗм. Унтан мӗн чухлӗ ҫывӑрас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫывӑрнӑ. Ӑҫта ҫӳрес тенӗ, ҫавӑнта кайнӑ. Апат-ҫимӗҫшӗн тата пӳлӗмшӗн волонтер пулса урӑх ӗҫлес килменнине тавҫӑртӑм.

Фрау магистр

Ӗҫре манӑн начальница, иняз пӗтернӗскер, юриспруденци енӗпе вӗренме кансӗрлемӗччӗ терӗ. Эпӗ вара? Мана та кирлӗ. Вариантсене пӑхма тытӑнтӑм. Специалитет хыҫҫӑн магистратурӑна тӳлевсӗрех вӗренме кӗме пулать иккен. Тӳлевсӗрри вара пире килӗшет. Тӗрлӗ специальноҫ та пӑхрӑм, анчах хамӑн специальноҫа улӑштарма хӑйманнине ӑнлантӑм. Каллех иняза кӗме шут тытрӑм.

Калас пулать, ҫак йышӑнуна ҫирӗплетме тата акӑ мӗн витӗм кӳнӗ. Уйӑхра пӗрре тара тытнӑ хваттер хуҫи укҫа пуҫтарма килетчӗ. Пӗррехинче вӑл чей ӗҫнӗ май патшалӑх пирӗн налуксемпе мӗнле хуҫаланни ҫинчен ҫур сехет калаҫса ларчӗ. Пирӗн тетӗн-и? Эсӗ, ӗҫлеме пултаракан арҫын, ӗҫлеместӗн, дачӑра пурӑнатӑн, хваттер укҫинчен налук тӳлеместӗн! Ан уртар! Манӑн Мускавра пурӑнас килетчӗ, анчах арендӑшӑн тӳлес килмен. Ҫакӑнта вара эпӗ магистратурӑра общага парасси ҫинчен шухӑшларӑм.

Виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ тата та тӗлӗнмеллерех. Петра австрийкӑна ӗҫре Фрау Магистр тесе чӗнеҫҫӗ. Манӑн та Фрау Магистр пулас килнӗ.

Вӗренме кӗнисен списокӗнче ҫирӗм тӑваттӑмӗш пултӑм, бюджет вырӑнӗсем – пӗрремӗш ҫирӗм иккӗшӗ. Юлашкинчен чи чаплӑ студенчӗсем урӑх вузсене кайрӗҫ те, эпӗ ӑнсӑртран вӗренме кӗме пултартӑм.

Общагине пачӗҫ-ха, анчах Дубкинче. Унта ҫитме малтан метропа электричка станцийӗччен каймалла. Вара электричкӑпа Одинцовӑна, унтан университет автобусӗпе общежитие ҫитме тата вунӑ-вунпилӗк минут. Мӗнпур пушӑ вӑхӑт, кунне тӑватӑ сехетчен, ҫул ҫине тухса каятччӗ. Икӗ ҫул хушши эпӗ мӗншӗн хам валли ҫакӑн пекки турӑм-ши тесе шухӑшласа пурӑнтӑм. Пӗрремӗш ҫул тата ӗҫлерӗм-ха. Питӗ йывӑр килчӗ. Вӗренме мар, ҫул ҫӳреме тата пурне те ӗлкӗрме.

Кунче вӗренме кӗрсен вӗҫемпех йӑлтах урӑхла пулӗ тенӗччӗ. Вӑтанмӑп, мероприятисене ытларах хутшӑнӑп, нумай тус-юлташ пулӗ манӑн. Пӗр шӑматкун, общагӑра ларса килти ӗҫе тунӑ чухне, сасартӑк стена хыҫӗнче гитара каласа юрӑсем юрланине илтрӗм. Эй-яй. Нимӗн те улмашман, эпӗ те улмашман. Вунӑ ҫул каялла пекех.

Магистратура хыҫҫӑн Китая тухса кайрӑм, виза тума специалистӑн кивӗ дипломнех ҫирӗплетрӗ нотариус. Магистр дипломне усӑ кураймарӑм, мӗншӗн тесен виза валли дипломӗ икӗ ҫултан аслӑрах пулмалла. Хӑҫан та пулин эпӗ ҫак магистратура мана мӗн тума кирли ҫинчен ыйтсан хуравлама пултарасса шанатӑп.

Эсӗ

Китайра шкулта ӗҫлеме пуҫласан малтанах пур вӗренекенӗн ятне астуса юлаймарӑм. Вӗсем кашни ушкӑнра вуниккӗн пулнӑ, пирӗн пата эрнере пӗрре ҫеҫ килетчӗҫ. «Эс», «эй, эсӗ», «… эсӗ мар, тепри, ҫапла, эсӗ», – ҫапла вӗсене пӳрнепе тӗллесе калаҫаттӑм. Унтан ассистент мана ҫапла каларӗ: «Ашшӗ-амӑшӗ уҫӑ урока кӗҫех пырать. Тен, кун валли те пулин ячӗсене вӗренсе хурӑн?»

Куҫҫуль

Нумай макӑрнӑ пурнӑҫра. Ытларах сая макӑрнӑ.

Чӑваш

Поселокра пурӑннӑ чухне таврара пурте чӑваш пулнӑ, ку никама та тӗлӗнтермен. Каярах вара хамӑн наци пирки тӗрлӗ тӗшмӗш илтме тиврӗ. Сӑмахран, университетра пӗр курсра вӗренекен хӗрсем ҫапла каланине илтнӗ.

– Юрать, эп чӑваш мар.

– Калаҫнӑ чухне мӗнле ӑнланаҫҫӗ ши вӗсем пӗр-пӗрне?

Крыма кайнӑччӗ студент чухне. Виҫҫӗн тинӗс хӗрринче ларнӑ чухне ҫакӑн пек калаҫрӗҫ тантӑшсем:

– Эпӗ, тӳррипе каласан, чӑвашсене юратмастӑп.

– Хам та.

– Эпӗ вырӑс.

– Эпӗ те.

Ӑнсӑртран пирӗн Республикӑран Польшӑна волонтерсен слетне кайнӑччӗ. Пирӗн ушкӑнран пӗри мана ҫапла «комплимент» каларӗ: «Юрать-ха, эсӗ пирӗнпе пӗрле кайрӑн, атту мӗнле те пулин чӑваш килнӗ пулӗччӗ».

Пӗррехинче Мускавра хӑнана кайнӑччӗ. Кухньӑра калаҫу илтрӗм:

– Чӑваша качча кайӑттӑн-и?

– Мӗн калаҫатӑн вара эс? Эсӗ вӗсен пит-куҫне курнӑ-и?

Халӗ ыратма пӑрахрӗ ӗнтӗ кусене аса илнӗ чухне, анчах нумай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ мана.

2019-мӗш ҫулта анне, Оля аппи тата эпӗ Францире ҫул ҫӳренӗ. Парижри чукун ҫул вокзалӗнче пирӗн пата пӗр француз пычӗ те манпа (французла) калаҫма пуҫларӗ: «Аван-и? Каҫарӑр та, эсир вара ӑнсӑртран Чӑваш Енрен мар-и? Эсир халь чӑвашла калаҫнӑ пулнӑ, ҫапла-и? Ак манӑн телефон нумри. Хӑҫан та пулин Парижа килсен, ҫырса ярӑр».

Коронавирус

«Сирӗн унта Китайра хӑрушӑ вирус, веҫ пӑрах та киле кил», – тенӗ мана 2019-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче. Каймарӑм. Вирус киле манран малтан пырса ҫитнӗ.

Ырӑ ҫын

Тепӗр чухне пурнӑҫра палламан ҫынсемех мана ырӑ тӑваҫҫӗ.

Китайри Шангри-Ла хулине ҫитнӗччӗ. Сӑрта кайсан таврӑнма ҫителӗклӗ вӑхӑт хӑвармарӑм, тӗттӗмленме пуҫларӗ. Ҫирӗм километр утса ывӑннӑ хам, хулана тата утмалла. Сасартӑк ман еннелле машина килнине куртӑм. Эпӗ ӑна чартӑм. Водителӗ манран пӗр пус илмесӗр хӑна ҫурчӗ патне илсе ҫитерчӗ. Чи кирлӗ самантра мана ҫак ырӑ ҫын тӗл пулчӗ.

Тепрехинче, Китайрах, чей сӑртне кайрӑм. Булан халӑхӑн Вэнцзи ятлӑ ялне каяс терӗм. Унта ҫитме вунӑ километр терӗҫ. Анчах тӗрӗссипе вунпилӗк километр та пур пуль. Малтанхи пиллӗкӗшне хам утрӑм ҫул ҫинче машина тытма пулать пуль тесе. Ку ӗҫ ӑнмарӗ. Пӗр яла пырса кӗтӗм. Чей лавккинче мана Вэнцзи ялне укҫалла илсе ҫитерме пултаракан такси е кам та пулин ҫук-и тесе ыйтрӑм. «Чим-ха, чим-ха, лар-ха», – терӗ те сутуҫӑ мана хӑйӗн чейне ӗҫтерчӗ. Эпӗ мӗн кӗтессине пӗлмесӗрех лартӑм. Унтан унӑн хӗрӗ, Сяньхуань, килчӗ те мана машинӑна ларма хушрӗ. Вӑл кӳршӗ яла чей илсе каймалла пулнӑ иккен, ҫавӑнпа та мана леҫме пултарнӑ. Тав турӑм. Кунсӑр пуҫне Сяньхуань Вэнцзи ялне пӑхса пӗтерсен мана кӗтсе илме сӗнчӗ. Ялӗнче пӗр сехете яхӑн ирттертӗм. Вара телефон ҫинче Сяньхуань шӑнкӑравланӑ пулнине куртӑм. Вӑл ӗҫ тумаллипе мансӑрах тухса кайнӑ иккен. Эпӗ ӑна хам пушанни ҫинчен ҫыртӑм, ӑна кунта мӗнчул кирлӗ, ҫавӑнчул кӗтме хатӗр терӗм. Сяньхуань, ҫула тухнӑскер, каялла таврӑнчӗ, мана хӑна ҫурчӗ таранах илсе ҫитерчӗ. Укҫаран пӑрӑнчӗ. Тепӗр кунне вӑл мана хулана ҫитиех ӑсатрӗ. Хулара аэропортах леҫсе ячӗ.

Ҫӳлте

Пӗр вӑхӑт ҫирӗм тӑваттӑмӗш хутра пурӑннӑ. Манӑн балкон пурччӗ, унта эпӗ ларса вулама, ҫырма пултараттӑм. Вӑхӑт иртсен, манӑн пӗрремӗш хутра пулас килекен пуҫларӗ. Йывӑҫсене, иртен-ҫӳрене, ҫӗре курма.

Чӑх

Анне яланах ҫапла калатчӗ: «Ӗнепе чӑх пур пулсан, килте апат пулать». Килте сӗтпе ҫӑмарта пур чухне мана канлӗ: выҫӑ юлмӑп.

Цифра

Цифра мана хӑратать. Уна курсанах манӑн пуҫ мими сӳнсе ларать. Шкулта историпе ҫыхӑннӑ текстсене ҫапла вуланӑ эпӗ: «Ла-ла-ла ӗмӗрте ла-ла-ла ҫулта ҫапӑҫу пулса иртнӗ». Укҫа мӗн чухлӗ пулнине те шутлама пӗлместӗп. Банк приложенийӗнче пӗррехинче ӑнсӑртран 184 пин тенкӗне яхӑн пилӗк ҫуллӑха хам вклад уҫнине куртӑм. Ӑҫтан манӑн ҫавӑн чухлӗ шутламан ытлашши укҫа? Темиҫе ҫултан цифра ҫине тимлӗ пӑхсан, ку вӑл 184 пин мар, 184, 55 тенкӗ ҫеҫ пулнине ӑнланнӑ.

Ҫавӑн пекех мана кӑмпа килӗшмест. Вӑл ют планетӑран пекех туйӑнать: чӗрчун та мар, ӳсентӑран та мар.

Грамматикӑра эпӗ наречие юратмастӑп. Вӑл кӑмпа пекех, тем тӗрлӗ те пулать, хӑй хушшинче пӗр пек мар. Ытла та уйрлӑлса тӑрать.

Суту-илӳ тӑвасси

Пӗчӗк чухне темшӗн пирӗн йӑхра суту-илӳ тӑвасси ӑнманни ҫинчен калатчӗҫ. Тепӗр енчен, хамӑн ӗҫе уҫманнине ӑнлантарма ҫӑмӑл ку сӑлтава усӑ курса.

Тата ҫемьере пирӗн ҫӳҫ вӑрӑм ӳсейменни ҫинчен каланӑ. Темшӗн ку чӑнах-та тӗрӗс пек.

Клоунничать

Час-часах атте мана: «Клоунничать туса ан ҫӳре кунта», – тесе калать. Тем тени ӗнтӗ вӑл. «Сцена ҫинче клоунничать тӑвӑн», – хушать вӑл. Эй, пурнӑҫ пуҫлас умӗн кашниех сцена валеҫсе панӑ пулсанах!

Вӑтӑр

Темле яланах вӑтӑра ҫитсен ҫын пурнӑҫӗ майлашӑнса ҫитет пек шутланӑ. Ӗҫ енчен-и, хваттер-и, хобби, – кирли пур те пулмалла пек. Анчах ман йӗри-тавра халӗ ҫав тери нумай вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен, ӗҫ шыракан, ӗҫлемен, хурланакан, малашне мӗн тумаллине пӗлмен вӑтӑр ҫулхи тантӑш.

Ҫывӑраймарӑм

Ҫывӑрма выртас умӗн сасартӑк хам тепӗр ултӑ ҫултан хӗрӗхе ҫитесси ҫинчен шухӑшларӑм. Хӗрӗх! Ҫаврӑнтӑм, ҫаврӑнтӑм. Анчах, тепӗр енчен, ултӑ ҫул каялла эпӗ ҫирӗм саккӑртаччӗ. Ҫывӑрса кайрӑм.

Кӑмӑл-туйӑм

Вӑраннӑ хыҫҫӑн малтанхи темиҫе ҫеккунтра кӑмӑл-туйӑм мӗнлерех-ши тесе шухӑшлама пуҫлатӑп. Хӑш кун пулнине, ӗнер мӗн пулса иртнине тата мӗн пулассине шута илетӗп те хам кӑмӑла хамах суйлатӑп. Ытларах чухне чи вӑйлӑ эмоцие суйлатӑп. Мӗн те пулин кӗтес туйӑм, усаллӑх, вӗчӗрхенӳ, пӑшӑрхану, савӑнӑҫ.

Расна

Ҫынсем мӗн тери расна, тӗлӗнсе тупса палӑртатӑп. Ман пек мар шухӑшлакан тата туякан ҫынсене тӗл пултӑм. Ҫынсене юратакансене тӗл пулаттӑм. Пурнӑҫа кӑмӑллакансене. Ачасене юратакансене. Пачах никама нихӑҫан та ӑмсанманнисене. Сехре хӑпмалли фильм юратакансене тата музыкасӑр пӗр кун та пурӑнайманнисене. Ҫул ҫинче чылай вӑхӑт пулса ним те тумасӑр пултаракансене. Кашни кун пӗр сехет шухӑшлама хӑваракансене. Пурӑнма, малашлӑх ҫинчен шухӑшлама хӑраманнисене. Хӑйсен ӗҫне пуҫласа яракансене. Куҫ харшине сӑрламасан урама тухайманнисене. Политикӑпа кӑсӑкланакансене. Ҫӳп-ҫапа урнӑна яманнисене, мӗншӗн тесен ҫапла майпа вӗсем «ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтереҫҫӗ». Апла пулсан, хӑв мӗнле пур, ҫапла каять пек туйӑнать: тӗнчере ман пеккисем те пулччӑр.

Кам пулни

Ача чухне эпӗ ӑҫтан пулни, атте-анне кам пулни мана палӑртнӑ. Халӗ эпӗ вӑл – эпӗ.

Спасибо за чтение

Вернуться к книге