Обложка НиК чӑвашла

НиК чӑвашла

Александра Сергеевна

0% прочитано
Стандартный
Александра Сергеевна

НиК чӑвашла

Куккук

– Пирӗн папа вӑйлӑрах, – хыттӑн каларӗ Настя кӳршӗри Павлика, леш шартах сикрӗ.

– Ҫок, ман папа вӑйлӑрах. Вӑл ҫирӗм хут отжимани тума пултарать.

– Хе, пирӗн папа вара – вӑтӑр хут! Тата вӑл пӗр куҫҫуль кӑлармасӑр вунӑ сухан ҫисе ярайрать.

– Ман папа сирӗннипе ҫапӑҫнӑ чухне мӗнле тапа-а-ать! Лешӗ вара Шупашкара ҫити вӗҫсе каять.

– Ҫок та.

– Аха та.

– Ҫок-ҫок, ҫӗр пин ҫок! Пирӗн вара, пирӗн вара...

– Пирӗн вара куккуклӑ часы пур, – тесе хурать те Ксюша, йӗкӗреш аппӑшне тавлашура çӗнтерме пулӑшать.

Настьӑпа Ксюша ҫак ниҫта курман сехетпе мухтанма питӗ юрататчӗҫ. Вӗсен тусӗсемпе пӗлӗшӗсем кун пек тӗлӗнтермӗше курма тата «куккук» тенине шутлама пыратчӗҫ. Вӑхӑт каланӑ чухне кайӑк ку таранччен пӗрре те йӑнӑшман. Сехечӗ хӑй хӑмӑр ҫурт евӗрлӗ, ун айӗнче – йӗкел пек икӗ сехет тукмакки тата сӑнчӑр. Чи пӗлтерӗшли вара – ку пӳртре пӗчӗк сӑрӑ кайӑк пурӑнни. Куккук ҫав тери яка та йӑлтӑркка, ӑна ҫулласа пӑхас килетех.

– Мӗнле шутлан, ку чӑн-чӑн куккук-и? – ыйтрӗ пӗррехинче Ксюша аппӑшӗнчен.

– Ҫок ӗнте, ну паран та эс!

– Вара мӗншӗн юрлать-ха вӑл?

– Мӗншӗн тесен, мӗншӗн тесен…

Настя хирӗҫ чӗнеймерӗ. Унӑн, паллах, мӗншӗнне пи-и-итӗ пӗлес килчӗ, ашшӗ-амӑшӗ вара ӗҫре. Кӗтме май ҫук – тӳрех пӗлмелле. Мӗнле пурӑнать-ха ҫав кайӑк? Ҫиет-и вӑл? Чӗпӗсем пур-и унӑн? Тен, вӑл аҫа? Пуринчен ытларах ҫурчӗ шалтан мӗнлерех пулнине пӗлес килчӗ. Тен, вӑл пукане ҫурчӗ пек, хитре диванлӑ та тӑрӑх-тӑрӑхлӑ обойлӑ? Мӗншӗн-ха ҫак ыйтусем шӑпах атте-анне килте мар чухне пуҫа килеҫҫӗ?!

– Эп пӗлеп: атя пӳртне уҫатпӑр, – терӗ Настя чеен кулса.

Кашнинчех, Настя пуҫӗнче интереслӗ шухӑш ҫуралсан, вӑл шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклет. Ҫак алӑ вылявӗ Ксюшӑна хӑратать, мӗншӗн тесен ун хыҫҫӑн яланах мӗн те пулин пулса иртет.

– Пире вӑрҫаҫҫӗ вӗт.

– Никам та пӗлеймеҫ, эпир пӳртне каялла ҫакатпӑр.

– Атя хӑть кӗтер, малтан куккуклатӑр, унтан уҫатпӑр.

Йӗкӗрешсем кухньӑри сӗтеле коридора сӗтӗрсе тухрӗҫ. Настя ун ҫине хӑпарчӗ, анчах сехетне стена ҫинчен антараймарӗ. «Малтан пӑртак ҫӳлелле ҫӗкле эс», – пулӑшрӗ ӑна Ксюша. Кун пек тусан сехете антарса кравать ҫине хума май килчӗ.

Хӗрачасем шаккарӗҫ, анчах алӑка никам та уҫмарӗ. Вӗсем пӳрте унталла-кунталла ҫавӑрчӗҫ те хыҫалта питӗркӗч тупрӗҫ.

Йӗкӗрешсен чӗрисем пӑлханнипе хӑвӑртрах тапма пуҫларӗҫ.

Вӗсем сехете ҫӑмӑллӑнах уҫрӗҫ. Уҫрӗҫ те… Çӑварӗсене карсах пӑрахрӗҫ. Кайӑкӑн пӗр пӳрт пекки те çук. Вуҫех те. Нимӗн те ҫук. Ни кравать е диван ҫумӗнчи лампа, ни диванӗ, куккукамайпа куккукаҫин пӗчӗк фотографийӗсем те пулин ҫук. Кайӑкки чӗпписене апат та пӗҫерсе памасть. Ун вырӑнне вӑл хӗрачасем енне нимӗнпе те палӑрса тӑман хӳрипе ҫаврӑнса ларнӑ. Кайӑк пӳрчӗ сехетӗн тӗрлӗ деталӗпе тулса ларнӑ. Куккук сасси вара, тӑнласа итлесен, велосипед насосӗ евӗрлӗ «ф-ф-ф-у, ф-ф-ф-у» сасӑ кӑна кӑларать.

– Эп унта пӗчӗккисем йӑвара лараҫ пуль тесе шутланӑччӗ, – терӗ Ксюша.

– Эп ҫок вара. Эп куккук чӑн-чӑн маррине малтанах пӗлнӗ, – суйса каларӗ Настя.

Ксюша Настьӑна ыталаса илчӗ. Хӗрачасем сехете хупрӗҫ те каялла ҫакса ячӗҫ. Сӗтеле салхуллӑн кухньӑна сӗтӗрсе кайрӗҫ. Виҫҫӗ ҫитессе кӗтсе илчӗҫ, куккука тепӗр хут курчӗҫ.

– Куна нихҫан та курман пулсан лайӑхрахчӗ, – терӗ Настя.

– Атя кун ҫинчен никама та каламастпӑр.

– Атя.

Чӑн-чӑн

Ҫулла. Шӑрӑх. Папа уйра утӑ ҫулать. Настьӑпа Ксюшӑна ӑна чейпе кукӑль ҫитерме ячӗҫ. Папа хӗрӗсене аякранах курчӗ, вӗсене ал сулчӗ. Ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, икӗ чечек татрӗ те кӑмӑл тулли кӗтме ларчӗ.

– Пулӑшакансем килчӗҫ! Тавтапуҫ. Ак сире куншӗн чечек.

– Спасибо, папа. Ывӑнтӑн-и?

– Ҫок ӗнте, ывӑнман.

– Йӗм тӑхӑннӑ эс, сана пӑчӑ мар-и?

– Тата мӗнпе ҫӳремелле вара?

– Шортӑпа.

– Ҫок ӗнте. Чӑн-чӑн арҫынсем шортӑпа ҫӳремеҫҫӗ.

– Мӗншӗн?

– Йӑли ҫавӑн пек.

– Тима вара чӑн-чӑн арҫын мар-и?

– Вӑл пӗчӗккӗ, уна юрать.

– Чӑн-чӑн арҫынсем тата мӗн тумаҫҫӗ?

– Шухӑшласа пӑхмалла (вӑл куҫлӑхне тӳрлетрӗ). Сӑмахран, макӑрмаҫҫӗ. Зонт йӑтса ҫӳремеҫҫӗ.

– Мӗншӗн?

– Йӑли ҫавӑн пек тетӗп-ҫке.

– Тата мӗн?

– Темӗн те, халь астумас.

– Папа, эс вара чӑн-чӑн арҫын-и?

– Хӑвӑр мӗнле шутлатӑр?

– Тӗрӗслесе пӑхар, – терӗ Настя, шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе. Вӑл йӑмӑкне темскер пӑшӑлтатса каларӗ, вара иккӗшӗ те папӑна кӑтӑклама тытӑнчӗҫ. Лешӗ хихиклетсе вӗсенчен пӑрӑнма пуҫларӗ.

– Ну, мӗн, папа, чӑн-чӑн арҫынсем кӑтӑкран хӑраҫҫӗ-и?

– Кӑтӑкран хӑрама юрать пуль вӗсен.

– Павлик ашшӗ сана тапнӑ пулсан, эс мӗн тунӑ пулӑттӑн? Эсир ҫапӑҫнӑ пулсан, эс ӑна ҫӗнтерӗттӗн-и?

– Чӑн-чӑн арҫынсем сӑлтавсӑр ҫапӑҫмаҫҫӗ.

– А вӑл сана кӑтӑклама пуҫласан, вара эс ӑна тапнӑ пулсан, вӑл Мускава ҫити вӗҫсе кайма пултарӗччӗ-и?

Папа кулса ячӗ те кукӑльне ҫиме тытӑнчӗ.

Шарик

– Эп аслӑрах.

– Мӗншӗн эс-ха? Эп аслӑрах.

– Ҫок, эпӗ.

– Манӑн кӗҫӗнни пулас килмеҫ.

– Эп пӗлеп, – шухӑшласа кӑларчӗ Настя, – атя, кам хӑвӑртрах йывӑҫ патне чупса таврӑнать, ҫавӑ аслӑрах та.

Йӗкӗрешсенчен хӑшӗ пӗрремӗш ҫуралнӑ, амӑшӗпе ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмен. «Эсир иксӗвӗр те маншӑн пӗрремӗш, нихӑшӗ те иккӗмӗш мар, никам та аслӑрах мар», – час-часах калама юратать мама. Анчах та Настя ӑмӑртура выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ: вӑл – асли. Ксюша тавлашмарӗ те.

Тимофей, вунӑ ҫулалла ҫитнӗскер, ун пек шухӑшламан. Икӗ йӑмӑкӗ те уншӑн пӗр пекех виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ, хӗрачасем уншӗн «вӗттисен» йышне кӗнӗ, ҫавӑнпа та вӗсене хӳтӗлемелле пулнӑ. Паян вара уйрӑмах хӳтӗлемелли кун, мӗншӗн тесен ку вӗсен ҫуралнӑ кунӗ вӗт.

Утӑ уйӑхӗнчи шӑрӑх ир. «С-днем-рождени! Паян эп сире хӳтӗлеп, ку – ман подарок. Эп сирӗнпе уҫӑлса ҫӳреме те каяп», – терӗ Тима. Пӗр пек шортӑпа футболка тӑхӑннӑ хӗрачасем ҫакӑн пек хаклӑ парнешӗн савӑнчӗҫ.

Урама тухсанах Тимофей йӗри-тавра хӗрачасене хӳтӗлемелли хӑрушлӑха шырама пуҫларӗ. Ак Павлик тӑра парать. Ырханкка та пӗчӗкскер, иккӗмӗш класа ҫеҫ куҫнӑ-ха. Тимофей арҫын ача патне пычӗ, ӑна куҫран пӑхрӗ те ҫирӗп сасӑпа ыйтрӗ:

– Эс мӗн, вӗсене кӳрентересшӗн-и?

– Кама?

– Йӑмӑксене. Обижать тӑвас тетне?

– Ҫок. Кун пек шутламан та эп.

– Асту эс. Атту парап сана!

Пиччӗшӗ Настьӑпа Ксюшӑна пысӑк ҫын евӗр хӳтӗленӗшӗн савӑнчӗ, малалла хӑрушлӑх шырама кайрӗ.

Ҫавӑнтах героя тепӗр паттӑр ӗҫ кӗтет. Юнашарти çурт картишӗнче хурсем ҫӳреҫҫӗ. Ачасене курсанах вӗсем чӑшлатма пуҫларӗҫ.

– Ан хӑрӑр. Пӑхӑр, ак ҫампек тумалла, – Тима шӗвӗр пӳрнипе вӑта пӳрнине тӳрлетрӗ те ыттисене чышкӑна чӑмӑртрӗ. – Ман пек тӑвӑр. Халь «с-с-с» тейӗр, вара вӗсем сирӗнтен хӑраҫ.

Пиччӗшӗ ҫине пӑхса хӗрачасем те хур сӑхнӑ пек сасӑ кӑларма пуҫларӗҫ. Хурсем ку ӗҫе хисеплерӗҫ, анчах пӗр хурӗ мӗн те пулин пуласран сыхланса ачасене хӑвалама шут тытрӗ. Çапах та пӗрне те сӑхаймарӗ.

Утса пынӑ ҫӗртре Шарике, домри йытта, тӗл пулчӗҫ. Вӑл никампа та харкашма шутламасӑр шӑммине ӳркевлӗн кӑшласа выртать.

– Ак, пире Шарикран защищать ту, – хӗтӗртрӗ Настя.

– Ку Шарик вӗт, вӑл хӑрушӑ мар, домра пурӑнать, – тӗлӗнчӗ Тима.

– Эс унӑн шӑммине тапса пӑх-ха, вара мӗн пулать?

Шарик, тен, ачана кӳрентересшӗн те пулман пулӗ, анчах хӑй тупӑшӗшӗн ҫапӑҫма хатӗрех пулнӑ. Йытӑ Тимӑна вӗрсе илчӗ те ӑнсӑртран шӑлӗпе унӑн урине чӗрсе ячӗ. Хӗрачасем ҫавӑнтах амӑшне шырама чупрӗҫ, лешӗ кухньӑра «Графские развалины» ятлӑ торт пӗҫерет. Мама ывӑлӗпе юлчӗ те хӗрачасене ашшӗне пахчаран чӗнсе килме ыйтрӗ. Мотоблок юсакан папа мӗн тунине пӑрахрӗ те Тимӑна велосипедпа больницӑна леҫрӗ.

– Пӑртак чӑрмаланӑ пекки ҫеҫ, туйччен тӳрленет, – терӗ врач суранне тасатса. Вӑл урнинчен сиплемелли укол турӗ те аманнӑ арҫын ачана киле ячӗ.

Каҫхине Настьӑпа Ксюшӑн ҫуралнӑ кунне уявлама пынӑ хӑнасем пӗрмаях урине бинтпа ҫыхнӑ паттӑр Тимофей ҫинчен калаҫрӗҫ, хаяр йытӑран хӳтӗленине сӳтсе яврӗҫ. «Манӑн хамӑнах шӑмма тапмаллаччӗ, халӗ хам суранлӑ пулӑттӑм», – шухӑшларӗ Настя. «Эп урӑх нихҫан та Шарикпа вылямас», – шухӑшларӗ Ксюша.

Кишӗр

Ирхине мама ачасене кукамайпа кукаҫине пахчара пулӑшма хушса хӑварчӗ, унтах ирхи апата ҫиме каларӗ. Кукамай икерчпе те тӑпӑрчпа хӑналарӗ. Ҫисе тӑраннӑ мӑнукӗсене пахчаналла илсе тухрӗ. Паян йӑрансене ҫумласа тухмалла.

– Ку – морковь. Ҫулҫисем унӑн мамӑклӑ. Ан тивӗр ӑна. Ку вара – ҫумкурӑк, ӑна туртса кӑлармалла.

– Ку тата?

– Ҫумкурӑк.

– Ку вара?

– Ҫумкурӑк.

– Мӗншӗн, кукамай, ку та, ку та сан йӑрану ҫинче ӳсет, морковь – ҫумкурӑк мар, ыттине вара ҫӑмламалла. Кам каланӑ куна?

– Эпир морковь ӳстересшӗн вӗт, ҫапла-и? Ҫумкурӑк вара унӑн апатне ҫиет.

– Вӗсем туслашма пултараймаҫҫӗ-и?

– Туслашсан кӗркунне пӗчӗк ҫеҫ морковь ҫийӗпӗр.

– Морковь, эпир ӑна ҫиес тенине пӗлсен, ӳсме те прахать.

– Эс ӑна ан кала, вара вӑл пӗлес те ҫук.

– Вӑл пире халь илтрӗ вӗт.

– Нимех те мар, халь морковь пӗчӗк ҫех-ха, ӑнлансах каймаҫ.

Пуш хир

Поселокран инҫех мар ҫул юсама хӑйӑр купаласа хунӑ. Ӗнтӗ, вӑл аслисене инҫе мар пек туйӑнать, уйрӑмах машин пуррисене. Ачасене вара ҫав купа патне ҫитме – пӗр пысӑк ӗҫ.

Настьӑпа Ксюша вылямалли витресем илчӗҫ те кӳршӗри ачасемпе пӗрле хӑйӑр патне утма тухрӗҫ. Тимофея кӗҫӗннисене пӑхма хушнӑ. Вӑл хӑйӑр патнелле Виталик тусӗпе пӗрле велосипедпа кайрӗ.

Купа патне ҫитсен ачасем тӗлӗнсе ахлатса ячӗҫ. Хӑйӑр умне тӑчӗҫ те ӑна ним чӗнмесӗр тинкерсе пӑхрӗҫ. Купи тем пысӑкӑш иккен! Хӑйӑрӗ таса, ӑна кунта нумай пырса тӑкнӑ, ун ҫинче хумсем ӳкернӗ пекех туйӑнать.

Ачасем атӑ-пушмакне хыврӗҫ те купа тӑррине хӑпарма пуҫларӗҫ. Кам пӗрремӗш, ҫавӑ ҫӗнтернӗ те. Унтан такам шуса анса пӑхрӗ, хыҫран ыттисем те. Йӗкӗрешсем ҫатма кукли пекки туса хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах хӑйӑрри ытла типӗ. Кермен те тума пулмарӗ. Тата мӗнле выляма пулать? Шухӑшсем пӗтсен Ксюша пуш хирле выляма сӗнчӗ.

– Ку мӗнле вара?

– Пустыньӑра верблюдсем пур-ҫке. Вӗсем шыв шыраҫҫӗ пек. Хуҫисем пур пуль-ха вӗсен.

– Тата мӗн? Эп верблюд пулмас.

– Эп те.

– Эп те. Хӑвӑр пулӑр та вара верблюдсем.

– Кун пек вара эпир те пуласшӑн мар, – йӗкӗрешсем ҫапла шутласа хучӗҫ.

Вӑййа Тимофейпа Виталик пачах хутшӑнман, пӗчӗк мар вӗт! Анчах вӗсем ак мӗнле канаш пачӗҫ. Тӗвесем ҫухалнӑ пек выляма пулать, хуҫисем вара выльӑхне шыраҫҫӗ. Пурне те килӗшрӗ. Ачасем хуҫа пекки пулса сехре хӑпнӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗҫ:

– Эй, верблюдсем, ӑҫта эсир?!

– Атьӑр киле шыв ӗҫме!

– Верблюдсем! Таврӑнӑр!

Тӗвесене ҫаплах тупаймарӗҫ, вӑййи вара нумая пымарӗ. Ик-виҫ минутлӑха тӑсӑлчӗ-ши? Вара «Павликла» выляма пуҫларӗҫ. Ачана хуса ҫитсен, унӑн: «Ма вара каллех эп?» – тесе каламалла. Кунта вара Тимӑпа Виталик та хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Павлик пулса хуҫкаланма юриех парӑнчӗҫ. Павлик вара ҫакӑншӑн кӳренчӗ, кӑмӑлсӑрланчӗ: «Ма вара каллех эп?» Ачасем кулса ячӗҫ те ӑна ҫурӑмран лӑпкаса илчӗҫ.

Киле кайма пуҫтарӑннӑ. Настя Ксюша ҫине пӑхса илчӗ, лешӗ вара панамка тӑхӑннӑ. Хӑй пуҫне тытса пӑхрӗ: калпак ҫук. «Ачасем, ман панамка ҫухалчӗ. Хӗрлӗ тӗслӗ, шурӑ полоскӑллӑ. Пулӑшӑр тупма». Ачасем хӑйӑрта чакаланма пуҫларӗҫ: «Эй, панамка, ӑҫта эс? Панамка!» Хӑйӑр купине урлӑ-пирлӗ чӑштӑртаттарчӗҫ. Панамка ҫук. «Кам та пулин тупать кайран», – терӗ Тима.

Киле ҫитрӗҫ, зала кӗчӗҫ. Унта панамка диван ҫинче выртать, папӑпа пӗрле телевизор пӑхать.

Кӳме

Кукамайпа кукаҫи йӗкӗрешсене ҫуралнӑ кунӗ чухнех Барби пуканисене парнелерӗҫ. Лешсем пуканисене пӗр-пӗрин ятне пачӗҫ. Каҫхине Ксюшӑпа Настя ятлӑ пуканесем хӗрачасемпе пӗрле ҫывӑратчӗҫ, ҫемьепе пӗрле апат ҫиетчӗҫ. Часах пуканесен тумтирӗ пӑтӑпа та яшкапа вараланса пӗтрӗ. Настьӑпа Ксюша япала ҫума юратман, ҫавӑнпа та Барбисем валли ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлеме шут тытрӗҫ.

Юрӑхлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка шырама хӗрачасем сарайне кайрӗҫ. Тӑхӑнман тумтир тулли кивӗ шкапран япаласене туртса кӑларчӗҫ, урайне пӑрахрӗҫ те суйлама ларчӗҫ. Чакаланнӑ вӑхӑтра шкап айӗнче пӗчӗк урапасем пуррине асӑрхарӗ Ксюша. Кӳме-ҫке ку! Чӑн-чӑнни. Ҫавӑнтах унпа пуканесене кустарас килчӗ.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫинчен манса хӗрачасем Барбисене кӳмене лартрӗҫ те картишне тухрӗҫ.

– Атя, эп чи малтан ярӑнтарап, эп санран кӗҫӗн вӗт, – терӗ Ксюша.

– Атя пӗрле, кун пек никам та пӗрремӗш мар, – шухӑшласа кӑларчӗ Настя.

Пуканесем шӑнасран вӗсене тутӑрпа витрӗҫ те кӳмене кустарчӗҫ. Ҫул ҫинче пахчари кушак Ваҫка тӗл пулчӗ. Хӗрачасем ӑна ярӑнма сӗнчӗҫ, анчах лешӗ евӗккӗн килӗшмерӗ.

– Атя…

– Атя пӗр-пӗрне ярӑнтарапӑр!

– Эп ҫавна каласшӑнччӗ те. Ман шухӑшсене вулан пекех эс.

Настя кӳмене чи малтан ларчӗ, пуканесене хӑй ҫине лартрӗ. Ксюша тӗртрӗ те йывӑртарах пулнине пӗлтерчӗ. Тен, ку Барбисем йывӑрлатнипе? Вӗсене сарай умӗнчи сак ҫине пӑрахса хӑварчӗҫ. Ксюша тепӗр хут тӗртрӗ: ҫӑмӑлтарах пек, анчах самай мар. Вӑл кӳмене ҫул юппи таран тӗксе ҫитерчӗ те ывӑнса ҫитрӗ. Халӗ Ксюшӑн ярӑнма черет ҫитрӗ. Лешӗ, ларма тесе, тыткӑчӗнчен ярса тытрӗ. Сасартӑк кӳмен темскерри хуҫӑлчӗ. «Эп мар», – пӗр харӑсах терӗҫ хӗрачасем хӑраса ӳкнӗ сасӑпа. Ҫыпӑҫтармалла пуль? Папӑн инструмент коробкинче «Момент» пулмалла. Хӑйпӑнса ӳкнӗ татӑка ҫыпӑҫтарса хучӗҫ. Вӑл хӑй вырӑнне тӑнӑ пек пулчӗ, анчах ҫирӗп тытӑнса тӑраймарӗ.

– Атя коляскӑна калла кайса хуратпӑр, никама та каламастпӑр. Хӑй катӑлнӑ ку ручка, – шухӑшласа кӑларчӗ Ксюша.

– Ҫыпӑҫтарни курнать вӗт, значит, кам та пулин тунӑ уна.

– Эпир мар, ӑнлантӑн-и? «Зуб даю, кун ҫинчен никама та каласа памас», – те.

– Эп сана мӗнле шӑл парап, малтисем почти пурте тухса ӳкнӗ, кайрисем халь тӑраҫ-ха.

– Ҫук, куна ахаль ҫех калаҫ, эп урамра илтнӗ. Или: «Клянусь, никама та каласа памас», – тесе сӑмах пар.

– Клянусь, никама та каласа памас. Каласан мӗн пулать-ха?

– Пӗлмес. Вӑрҫаҫ, наказать тӑваҫ, мӗн те пулин.

– Юрать, клянусь. Эс те кала.

– Клянусь.

Сарайне мӗншӗн кайнине хӗрачасем манса та кайрӗҫ. Киле ҫӗтӗк-ҫатӑксӑр, пуканесемсӗр таврӑнчӗҫ.

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче йӗкӗрешсем хӑйсен чӑтӑмлӑхне тӗрӗслесенӗ пек пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха ларчӗҫ. Мама кун мӗнле иртрӗ тесе ыйтрӗ кӑна, Ксюша сасартӑк макӑрса ячӗ:

– Эп коляскӑна ватрӑм, эп тунӑ уна. Эпир ӑна юсасшӑнччӗ, пулмарӗ.

– Ну, мӗн эсӗ? Чиперех пӗтемпех. Эсир пурте ӳснӗ, коляски кама та пулин кирлӗ пулма пултарнӑран ҫеҫ выртать унта. Хӑш тӗлтине ватрӑр вара?

– Ручка ҫинчи пластмассовый япалине.

– Нимех те мар, унпа халӗ те усӑ курма пулать вӗт. Вот ҫапла. Мӗншӗн эсир мана тӳрех каламарӑр?

– Эс пире вӑрҫасран хӑрарӑмӑр, кулянтарас килмен.

– Ачамсем. Ӗмӗрлӗхе астуса юлӑр: эсир мана кирек хӑҫан та пурне те каласа пама пултаратӑр. Хурлӑхлине те, киревсӗррине те. Эп сире итлеп те мӗн тумаллине пӗрле сӳтсе явӑпӑр. Вӑрҫмас сире. Юрать-и?

– Юрать, – килӗшрӗҫ ачасем.

– Кун пек пулсан ман каламалли пур, – Настя хӗрелсе кайрӗ. – Эпир день роджени чухне, м-м-м, это, эпӗ Тимӑна Шарик шӑммине тапма каланӑччӗ.

– Апла-и? Куратӑн-и, эп сана вӑрҫмас. Анчах манӑн пӗлес килет, мӗн тума?

– Мӗншӗн тесен, – малалла Тима калаҫрӗ, – эп вӗсене защищать тӑвасшӑн пулнӑ, анчах мӗнрен, пӗлмерӗм.

– Эх, ачамсем, ачамсем. Килӗр ман пата, ыталам сире.

– Мама, эс тӗнчере чи-чи лайӑххи, – савӑнса каларӗ Тима.

– Аха, эсӗ чи лайӑххи, – тепӗр хут каларӗ Настя.

– Папа та, – хушса хучӗ те Ксюша ашшӗне ҫаннинчен туртса ыталанакан купа патнелле туртрӗ.

Сас-хура

Настьӑпа Ксюша урама тухрӗҫ. Картишӗнче аслӑрах хӗрачасем пуҫтарӑннӑ. Тӑвӑр ушкӑна ларнӑ та хайхискерсем тем пӑшӑлтатаҫҫӗ. Йӗкӗрешсем вӗсем патне пычӗҫ:

– Привет, мӗн тӑватӑр?

– Привет. Эсир ӑнланмастӑр, пӗчӗккӗ-ха халь.

– Ну каласа парӑр-ха!

– Кинори пек сплетничать тӑватпӑр.

– Чаплӑ. Вӑл мӗн тенине пӗлтерет?

– Ытти ҫынсем ҫинчен интереслӗ япала каласа пани.

– Эпир те синпе сплечи… Эпир те сирӗнпе, юрать-и?

– Курӑпӑр. Ну, мӗн те пулин каласа парӑр-ха, – сӗнчӗ Марина. Вӑл Тимофейпа пӗр класра вӗреннӗ, йӑмӑкӗсенчен ун ҫинчен мӗн те пулин пӗлме шанчӗ.

– М-м-м… Ӗнер эпир банан ҫирӗмӗр, – аса илчӗ Ксюша.

– Хӑвӑр ҫинчен калани – сплетни мар. Урӑх ҫын ҫинчен пулмалла вӑл. Лучше Тима ҫинчен мӗн те пулин каласа парӑр. Интересли, никам та пӗлменни.

– Унӑн никама та уҫма юраман ещӗк пур, – аса илчӗ Ксюша.

– Та-а-к. Шалта мӗн пур?

– Эпир пӗлместпӗр. Калатпӑр-ҫке, ӑна уҫма юрамаҫ.

– Ну, кун пекки интереслех мар. Эсир сплетничать тума пӗлместӗр, ун пек пулсан сирӗн те итлеме юрамасть, – хутшӑнчӗ Наташа, пуринчен те пӗр пуҫ ҫӳллӗрехскер.

– Кӗт-ха. Пӗлетпӗр, пӗлетпӗр, – сасартӑк аса илчӗ Настя. – Тима пӗчӗк чухне унӑн упа ҫури, ну, мягкий игрушка, пулнӑ. Халь те пур, кравать ҫинче выртать.

– О, пит аван, – ҫинҫе саспа каларӗ Марина.

Настьӑпа Ксюшӑна юлма ирӗк пачӗҫ. Аслӑраххисенчен вӗсем юлашки хыпарсене пӗлчӗҫ. Ҫав тери кӑсӑклӑ пулчӗ. Тепре тӗл пуличчен Настьӑпа Ксюша мӗн те пулин кам ҫинчен те пулин пӗлсе хума сӑмах пачӗҫ.

– Ӗҫсем мӗнле? – яланхи пекех ыйтрӗ мама каҫхи апат вӑхӑтӗнче.

– Пит лайӑх, – кулса илчӗ Настя.

– Эпир халь, мӗн, слепничать тума пӗлетпӗр, Маринӑпа ыттисем вӗрентрӗҫ, – хушса хучӗ Ксюша.

– Мӗн вара ку?

– Эс пӗлместӗн-и? Халех сана вӗрентетпӗр. Эпир сана мӗн пӗлнине каласа паратпӑр, эс те пире кам ҫинчен те пулин калан.

– Э-э-э, сплетничать тума-и?

– Аха, йывӑр сӑмах ку.

– Ну, тӗлӗнтерӗр мана.

– Алина качча тухнине илтнӗ эпӗ, – пӗлтерчӗ Ксюша. – Халӗ эс пире мӗн те пулин каласа пар.

Кунта папа пӗр япала ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та ыйтрӗ:

– Эсир вара Маринӑна мӗн каласа патӑр?

– Нимех те мар. Эпир Тимӑн мягкий игрушка пурри ҫинчен каларӑмӑр.

Тима сӗтел хушшинчен тухрӗ те спальньӑна хыттӑн пусса утрӗ.

– Ӑҫта каян? – ыйтрӗ мама.

– Минтер ӑшне кӑшкӑрап кайса. Мӗншӗн-ха мана ку?

– Ӳссе ҫитсен ӑнланан, – терӗ мама.

Портфельсем

«Вот-вот-вот, ан хусканӑр», – папа ачасене пӳрт умӗнче ӳкерет. Паян хӗрачасем пӗрремӗш класа каяҫҫӗ, Тимофей вара виҫҫӗмӗшӗнчен тӳрех пиллӗкмӗш класа куҫрӗ (ун чухне тӑваттӑмӗшне сиктеретчӗҫ). Вӑл хура шӑлавар тӑхӑннӑ, шурӑ кӗпине кӑларса янӑ кӑҫал. Ҫӗнӗ хура тӗслӗ рюкзакне пӗр хулпуҫҫи ҫине ҫеҫ ҫаккаланӑ, мӗншӗн тесен пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ вӑл. Настьӑпа Ксюшӑна вара шурӑ блузкӑпа хура юбка, хура лак витнӗ туфли тӑхӑнтарнӑ. Уяв валли чечек ҫеҫ ҫитмест, ӑна татма кукамайпа кукаҫи патне утрӗҫ те.

Кукамай астрӑпа гладиолус татрӗ. Вӑл мӑнукӗсемпе пӗрле шкула кайма мӗн пурринчен чи лайӑххине суйласа тӑхӑнчӗ. Кукамай кашни вӗренекене ҫӗршер тенкӗ пачӗ. Ачасем малтан, йӑлине пӗлсе, укҫана йышӑнмарӗҫ, кайран ҫапах та илчӗҫ лайӑх вӗренме сӑмах парса. Кукаҫи пиллӗксем сунчӗ. «Виҫҫӗ илсен… Вӑл та нимех те мар, ку та патшалӑх палли», – лӑплантарчӗ вӑл. Калинкке умӗнче кукаҫи мӑнукӗсене ыталарӗ, кун лайӑх ирттӗр тесе сунчӗ.

Настьӑпа Ксюша класа кӗчӗҫ. «Пӑх-ха, эпир кунта пурте йӗкӗрешсем», – кӑтартрӗ Ксюша хӗрачасем ҫине: пӗрпек тимӗр ҫаклатмаллиллӗ хӑмӑр сумккасене ача садӗнчен вӗренсе тухнӑ чухне парнеленӗ вӗсене. Надьӑпа Машӑн ҫеҫ портфелӗсем урӑхла – вӗсем сада ҫӳремен. Надя Кивӗ Тутайкассинче пурӑннӑ, Маша вара вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫеҫ Кӑнара куҫcа килнӗ.

Арҫын ачасен пурин те пӗр пек кӑвак портфельсем. Хӑйсем вара, шурӑ кӗпепе пиншак тӑхӑннӑскерсем, лапсӑркка пек. Хӑнӑхманнипе вӗсем пӗрре ӗнсине хыҫса илеҫҫӗ, тепре шӑлаварне туртаҫҫӗ.

Линейка шкул картишӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш класс ачисем вӗренсе хунӑ юррисене юрларӗҫ. Директор нумайччен ӑнланмалла мар сӑмах каларӗ. Хӗвел хӗртет. Пӗр ачи тӑнсӑр пулса ӳкрӗ, ӑна тӑна кӗртрӗҫ. Папа анасласа кайнӑ вӗренекенсене ӳкерчӗ. Вӗсен аллинче чечексем шанаҫҫӗ. Вунпӗрмӗш класра вӗренекен пӗр ҫӳллӗ ача Надьӑна хулпуҫҫийӗ ҫине лартрӗ, вӗсем пӗрле шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарчӗҫ. Унтан кӑçалхи выпускниксем кӗвӗ ҫеммипе пӗрремӗш классене пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗҫ.

Ачасем Анна Ивановнӑна чечексем парнелерӗҫ те парта хушшине ларчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ класс вӗҫне тӑчӗ. Анна Ивановна хӑйӗнпе паллаштарчӗ, ҫӗнӗ класа илнипе хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. «Эпӗ сире питӗ лайӑх ӑнланатӑп, ачасем. Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и, эпӗ хам та сирӗнтен сахал мар хумханатӑп». Ку сӑмахсем Ксюша пуҫне кӗрсе юлчӗҫ.

Паллашнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш класа киле ячӗҫ. Чӑн-чӑн уроксем пулманнипе савӑнса вӗсем шкултан сирпӗнсе чупса тухрӗҫ.

– Халь ӑнланап, ма пысӑккисем бантсем çыхмаҫҫӗ, – шухӑшланине каларӗ Ксюша.

– Аха, вӗсенчен пуҫ ыратать та, кӗҫтет те! – килӗшрӗ Настя.

– Мӗншӗн Анниванна ҫам пекех хумханать?

– Эс хӑв хумханман-и?

– Ҫу-у-к, пӗр пӗрчӗ те. Эс вара?

– Ҫу-у-к. Пӗр пӗрчӗн пӗчӗк пӗрчи чухлӗ те хумханман.

– Атя, Анниваннӑна ан хумхантӑр тесе пулӑшатпӑр. Ман план пур, – Ксюша аппӑшӗнчен тӗслӗх илсе шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Тепӗр кунне хӗрачасем шкула иртерех килчӗҫ. Унччен Анна Ивановна класс уҫма тата датӑна доска ҫине ҫырса хума ӗлкӗрнӗ.

– Константиновсем? Ырӑ кун пултӑр. Ну, кам кам пулнине каласа парӑр.

– Эпӗ Настя, эп кантӑк енчен ларатӑп. Кунта Ксюша пулать.

– Настя, Ксюша, ӑнланмалла. Ку мӗн? (Настя аллинче йӑшӑлтатакан ҫеҫ мар, кушакла макӑракан сумкка.)

– Анниванна, эсир ӗнер хумханатӑр терӗр. Пирӗн кушак ҫӑвӑрланӑ, ҫурисене ниҫта хума ҫук. Эпир сире валли пӗрне илсе килтӗмӗр. Ӑна ачашласан, унпа вылясан хумханма та пӑрахатӑр.

Настя хура-шурӑ телей чӑмаккиллӗ хутаҫне уҫрӗ. Анна Ивановна малтан тӗлӗнчӗ, унтан тарӑхса кайрӗ, мӗншӗн тесен класра кушак ҫурипе урок ирттерме май ҫук. Кӗçех лӑпланчӗ... Унтан йӑл кулса илчӗ: «Мӗнле тимлӗ эсир!»

Виҫӗ урок хушши кушак ҫури сумкӑра е хӗрачасен аллинче ларчӗ. Вӗренекенсем, паллах, урок ҫинчен манса текех кушак ҫури ҫине пӑхрӗҫ. Пӗрремӗш вӗренӳ кунӗнче кушак ҫурисӗр пуҫне нимӗн те астуса юлмарӗҫ.

Тӑваттӑмӗш урок физкультура пулчӗ. Анна Ивановна Барсикпа ларма килӗшрӗ. Ачасем класа таврӑннӑ ҫӗре учитель текехрен кушак ҫурисӗр пурӑнма пултарайманнине ӑнланнӑ ӗнтӗ, ӑна киле илсе кайма шут тытнине пӗлтерчӗ.

Пӗрремӗш класс ачисем каллех стадиона кайрӗҫ. Вӗсем япаласене пӗр купана пӑрахса вышибалла выляма пуҫларӗҫ. Хырӑм выҫсан тин килӗсене саланчӗҫ.

Килте Настя зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфельне уҫрӗ, унта Таня тетрачӗ выртать. Ксюшӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфелӗнче Ольӑн дневникӗ. Йӗкӗрешсем Оля патне шӑнкӑравларӗҫ, унӑн килӗнче вара Иринӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ портфелӗ иккен. Иринӑн телефон килте пулман, ҫавӑнпа куна ыран сӳтсе явма шут тытрӗҫ.

Пӗрремӗш перемена вӑхӑтӗнче Анна Ивановна мӗн пулса иртнине пӗлсен пурне те портфелӗсем ҫине хӑйсен ячӗсене ҫырса хума ыйтрӗ. Шӑп та зонтик тытнӑ хӗрача ӳкерчӗкӗ айне кӑвак ручкӑпа пысӑккӑн ҫырмалла терӗ.

Мӑйӑр

Шкулти пӗремӗш канмалли кунне Константиновсем Кивӗ Тутайкасси вӑрманне мӑйӑр пуҫтарма кайрӗҫ. Папа Барон ятлӑ йыттине те пӗрле илчӗ: лешӗ вӑрманти шӑршӑсене уйӑрма вӗрентӗр, сунара каяс умӗн пӑртак уҫӑлтӑр тесе.

Вӑрманта нӳрӗ те уҫӑ шӑршӑ. Барон хӳрине выляткаласа тӗмcене шӑршласа ҫӳрерӗ. Пуринчен малтан Тимофей мӑйӑр асӑрхарӗ. «Ҫапла, тӗрӗс, малтан ҫӗр ҫинчине пуҫтармалла. Шӑтӑклисене ан илӗр, хуртлӑ вӗсем», – ӑнлантарчӗ мама. Настьӑпа Ксюша кам маларах тесе хӑйсен миххисене тултарчӗҫ, унтан вӗсене витрене пушатрӗҫ те малалла ӑмӑртрӗҫ. Мама ҫав вӑхӑтра кӑвайт юррисене юрларӗ. Тимофей пӗшкӗнсе йӑлӑхрӗ те ашшӗпе пӗрле мӑйӑра йывӑҫ ҫинчен пуҫтарма пуҫларӗ.

Киле ҫитрӗҫ, мӑйӑра типӗтме сарса хучӗҫ. Унтан ӑна икӗ пысӑк миххе пуҫтарса хучӗҫ. Ачасене мӑйӑра шӑлпа катма чарчӗҫ: кун валли ашшӗпе амӑшӗ ыхра имӗрмеллипе усӑ курмалла терӗҫ.

Хӗрачасене мӑйӑр питӗ килӗшрӗ. Пӗрре ларса вӗсем ӑна курас килми пуличченех ҫирӗҫ. Шӑп ҫав самантра вӗсен пуçне мӑйӑр сутас шухӑш пырса кӗчӗ те.

Пӗр кун та иртмерӗ, пӗтӗм пуҫламӑш шкулӗ хӗрачасен суту-илӗвӗ ҫинчен пӗлчӗ. Перемена вӑхӑтӗнче ачасем шкул картишне чупса тухса тупнӑ чул е кирпӗч катӑккипе туяннӑ мӑйӑра катрӗҫ. Ҫапла пӗр эрне иртрӗ.

Пӗр каҫ ҫемье залра «Поле чудес» курма пухӑннӑ. Кашни курмассерен Тима машин выляса илме ӗмӗтленни ҫинчен калатчӗ, вара кашнинчех ӑна папа лайӑх вӗренсен вӑл машинлӑх хӑй ӗҫлесе илме пултарни ҫинчен пӗлтеретчӗ. Хӑш чухне хӗрачасем вӑйӑ вӑхӑтӗнче ответне пӗлес тесе кукаҫи пате шӑнкӑравлатчӗҫ (кукаҫисем те ҫак передачӑна хаваслансах пӑхнӑ), хӑш чухне вӑл тӗрӗс хуравлатчӗ.

Вылякансем валли икӗ михӗ пекки йӑтса тухрӗҫ: пӗринче укҫа, тепринче сушка. Михӗсем! Кунта мама пӗр япала аса илчӗ. Вӑл рекламӑна кӗтсе илсе ыйтрӗ:

– Итлӗр-ха, мӑйӑр икӗ михччӗ. Эсир вӗсене хӑвӑрах ҫисе ятӑр пулсан, ку питӗ лайӑх мар.

– Ма? Мӑйӑр усӑллӑ вӗт, – ҫавӑнтах хуравлама пӗлчӗ Ксюша.

– Ну, итлӗр-ха. Эпир папӑпа ҫимен. Виҫӗ эрнелӗх икӗ михӗ – чипер мар ку.

– Эп почти ҫимен, – терӗ Тимофей.

– Эпир нумай ҫинӗ, питӗ нумай ҫинӗ, – аран илтӗнмелле каларӗ Настя.

– Тата кӑштах шкулта сутнӑ, – пуҫне усса хушса хучӗ Ксюша.

– Апла иккен. Эсир укҫипе мӗн тунӑ вара?

– Эпир кашни кунах арахис в кокосовой глазури илнӗ.

– Мӑйӑр туянма мӑйӑр сутрӑр-и?

– Илни тутлӑрах.

– Эп те пуҫтарнӑ, мана та укҫа парӑр, – тарӑхса каларӗ Тима.

– Эп те пуҫтарнӑ, – терӗ папа.

– Мана та ан манӑр, – хушрӗ мама.

Йӗкӗрешсем хӗрелсе кайрӗҫ, шӑпланчӗҫ: укҫине пӗтӗмпех тӑкакларӗҫ ӗнтӗ вӗсем. Куна мӗнле сӳтсе явмаллине кукамайранах ыйтмалла тесе шутларӗҫ хӗрачасем. Хуҫалӑхра вӑл пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫинчен пурне те пӗлет, ахӑртнех, мӑйӑр ҫинчен те.

Тепӗр икӗ кунтан хӗрачасем амӑшӗ валли мӑйӑр тултарнӑ михӗ илсе пычӗҫ: «Кукамайпа уроксем хыҫҫӑн пуҫтарма ҫӳрерӗмӗр. Эпир урӑх сутмастпӑр. Кукамай каларӗ, пакшасем хӗлле валли мӑйӑр пуҫтарса хураҫҫӗ, терӗ. Ку пирӗн хӗлле валли запас пултӑр. Тима валли те, сан валли те, папа валли те».

Учительсем

Кӗрхи каникул пуҫланчӗ. Халь мӗнле пулмалла? Ирпе ҫичӗ сехетре вӑранма, килти ӗҫ тума, Анна Ивановнӑна итлеме тин хӑнӑхнӑччӗ, сасартӑк ни пӗрле вӗренекенсем, ни пурӑпа доска, ни кулмалӑх пулӑмсем ҫук.

Ирхине хӗрачасем пӗр-пӗрне мӑкӑль турӗҫ (Анна Ивановна ҫӳҫне ҫавӑн пек пуҫтарать) – ҫапла вӗсем учительле выляма шутласа кӑларчӗҫ. Вара пуҫланчӗ.

Ирхи апат ҫинӗ чухне йӗкӗрешсем ҫемьене васкатрӗҫ: «Хӑвӑртрах ҫийӗр, перемена кӗске. Мӗн хунине пурне те ҫисе ярӑр. Кам паян сӗтелсене шӑлать?»

Кӑнтӑрла вӗсем азбука вуларӗҫ, задачӑсем шутларӗҫ, диктант ҫырчӗҫ тата вӗренекенсене (пуканесене) паллӑсем лартрӗҫ. «Мӗнле намӑс мар сана, эпир ӑна вӗреннӗ-ҫке-ха! Ҫырса ан ил! Манӑн кайран паллӑна ҫурмалла лартса памалла-и?»

Кӑнтӑрлахи апата хӗрачасем кукаҫипе кукамӑшӗ патне кайрӗҫ. Яшкашӑн пиллӗк лартрӗҫ. Кукаҫи ӳкернӗ лашашӗн вӗсем тваттӑ плюспа пачӗҫ: «Ан кулян, кукаҫи, ку та патшалӑх палли».

Каҫхине йӗкӗрешсем амӑшне ӗҫрен кӗтсе илчӗҫ:

– Паян мӗн пур? – амӗшӗн сумкине кӗрсе кайрӗҫ. – Шоколад илтӗн-и?

– Ой, ҫок.

– Эс сӑмах патӑн вӗт!

– Маннӑ, хӗрсем. Пуҫран пӗтӗмпех тухса ӳкрӗ.

– Мантӑн-и? Пуҫа килте манмарӑн-и?

Мама кулса ячӗ, ҫапах та хӑйне хисеплеме хушрӗ. Хӗрачасем каҫару ыйтрӗҫ.

Унтан папа сарайӗнчен таврӑнчӗ. Алӑк урати урлӑ: «Эй, илӗр манран витрене», – тесе кӑшкӑрчӗ. Настя ӑна ҫапла хуравларӗ: «Тух та йӗркеллӗ кӗр тепӗр хут. Малтан «ырӑ кун пултӑр» темелле». Ксюша хушса каларӗ: «Сменка илсе килтӗн-и?»

Каҫхине хӗрачасем картла выляма ларчӗҫ.

– Теперь эп ҫӗнтереп, – тет Ксюша.

– «Теперь» мар, «хальхинче» темелле, – тӳрлетет ӑна Тимофей.

– Эс ҫав тери ӑслӑ пулсан, ман вырӑнна тӑр та урок ирттер, эп сан вырӑнна ларап та лӗх-лӗх кулса ларап!

Ҫакна илтсен мама кулса ячӗ. Ксюша ҫавӑнтах:

– Мӗн кулӑшли каларӑм-ха эпӗ? Каласа пар пурне те, пӗрле кулӑпӑр!

– Юрать, ҫитет выляса. Ак сире анраса кайиччен ыран валли ӗҫсем. Библиотекӑна кайӑр, хӑвӑр валли кӗнекесем илӗр. Пур ҫӗрте те килте пылесосить тӑвӑр.

– Тима вара? Мӗншӗн вӑл пылесосить тумаҫ? Ун мӗн, воспаление хитрости-и? Кам дежурный паян? Мӗншӗн доскана тасатман?

Ҫапла пӗр эрне иртрӗ. Унтан хӗрачасем шкула таврӑнчӗҫ.

Килька

«Хӗрачасем, эп сире уйӑрса лартам пуль», – ҫапла пуҫланчӗ иккӗмӗш чӗрӗк. Настьӑна Надьӑпа пӗрле, Ксюшӑна вара Машӑпа лартрӗҫ.

Пӗрремӗш урок вахӑтӗнче Настя, таҫта «камчаткӑра» лараканскер, пӗрмаях йӑмӑкӗ ҫинчен шухӑшларӗ, лешӗ вара аппӑшне курма текех хыҫала ҫаврӑнкаларӗ.

Перемена вӑхӑтӗнче йӗкӗрешсем уҫӑлма кулидора тухрӗҫ. Уйрӑлӑва тӳссе ирттерес тесе вӗсем урок вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырма шутласа кӑларчӗҫ.

«К-ран Настя валли

Паян обетра килька яшки ҫитереҫ. Эс ҫиен пулсан хӑв та килька пулан.

Н-ран Ксюша валли

Эс ху килька. Эп килька пулсан эс ман килька йикреш ха-ха-ха. Хӑртрах перимена пултӑрчӗ.

К-ран Настя валли

Хӑртрах киле каясчӗ. Д-ӑн ковта кавёр пек.

Н-ран Ксюша валли

Ха-ха-ха. Хо-хо-хо.

К-ран Настя валли

Аха. скучна. Атя кр нолик выляр.

Н-ран Ксюша валли

»

Унтан урок вӗҫленчӗ. «Ҫитет записка ҫырса», – терӗ Ксюшӑна хыҫӗнче ларакан Максим. Иринӑпа Таня та почтальон пуласшӑн маррине пӗлтерчӗҫ.

Пысӑк перемена вӑхӑтӗнче пӗрле ларакан ҫӗнӗ кӳршӗ Настьӑна панулми сӗнчӗ.

– Ҫиетне? Ку сана.

– Пасиб, Надя. М-м-м, тутлӑ. Пин те ҫампеккисем пур, тата пылаккисем.

– Пирӗн кунпеккисем ҫеҫ.

– А-а-а. Эп ҫас килеп.

Настя Ксюша патне пычӗ, лешӗ Машӑн пеналне пӑхса ларать.

– Ҫисе пӑх, Ксюш, Надя панӑ панулмие.

– Йӳҫӗрех. О, Маш, симӗс ручкӑпа ҫырса пӑхма юрать-и?

Настя, йӑмӑкӗ ӑна тимлеменнишӗн хурланса хӑйӗн парти патне таврӑнчӗ. Унӑн «Раковые шейки» ятлӑ икӗ канфет пулнӑ. Вӑл Машӑпа калаҫакан Ксюша ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те пӗр канфетне Надьӑна пачӗ.

«Н-ран Ксюша валли

Халь сан ҫӗн тус пур......... Ну ладно вара. Эп вара Надьӑпа дружить тӑвап. Мана урӑх ан ҫыр.»

Запискӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Ксюша аппӑшӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫӗсемпе тӗлӗннине кӑтартрӗ. Перемена вӑхӑтӗнче вӑл Настя патне пычӗ.

– Эс мӗн?

– Эп ним те мар, эс вара мӗн?

– Ма эс эпир урӑх туссем мар тесе шутлан?

– Эс халь Машӑна ытларах юратан-и-мӗн?

– Ҫок, эс мӗн? Эс вара Надьӑна ытларах юратан-и-мӗн?

– Надя ман йӑмӑк мар.

– Маша та ман аппа мар. Ну, мӗн эс, йӗкӗреш-килька?

– Ман санпа калаҫас килмеҫ-ха халь. Шутласа пӑхмалла.

Уроксем хыҫҫӑн Ксюша Машӑпа килелле утрӗ (лешсем ҫурла уйӑхӗнче кӳршӗри подъездри хваттере куҫнӑччӗ). Настьӑпа Надя пӗр пилӗк метр хыҫран юлса вӗсем хыҫҫӑн васкарӗҫ.

– Эс хӑҫан та пулин пӗччен пулан-и? Ну, Настьӑсӑр… – Маша ыйтрӗ Ксюшӑран.

– Кун ҫинчен нихҫан та шутламан. М-м-м… Вӑл яланах юнашар. Пӗччен юлнине астумас.

– Сирӗн пурте пӗр пек-и? Эсир шӑп та пӗр пек-и?

– Ну, пӗр пекех мар. Хӑш-пӗр чухне эпир расна. Настя пӑртак типтерсӗр.

– Ху эс типтерсӗр, типтерсӗр мар эп, – хыҫалтан хушса каларӗ Настя. Хуравласса кӗтмесӗрех вӑл малалла чупса кайрӗ.

Тепӗр сехетрен Тимофей киле таврӑнчӗ. Настя кухньӑра ларать, Ксюша спальнӑра. Тӗлӗнмелле.

– Насть, эсир вӑрҫӑннӑ-и?

– Вӑл ман йӑмӑк мар урӑх.

– Мӗн пулнӑ?

– Халь вӑл Машӑпа туслӑ.

– Вара мӗн?

– А эп?

– Ҫынӑн пӗр тус ҫеҫ пулма пултарать тесе шутлан-и эс? Пӗлетне, ман миҫе тус? Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ – чи лайӑххи тӑватӑ тус та ахаль туссем пур.

– Ман пайлас килмеҫ.

– Эсир, наоборот, леш тусне пӗрле пайлӑр.

– Аха, калама лайӑх. Пирӗн икӗ тус та-ха. Кун пек пулсан, мӗнле пайлас?

– Кашнине ҫурмалла.

– О-о-о. Ӑнлантӑм.

Настя именнӗ пек пулса спальнӑна утрӗ.

– Ксюш, эп шутларӑм та, халь ман санпа калаҫас килет. Эс ман йӗкӗреш-килька пулатни?

– Мӗн пулать-ха мана уншӑн?

– Ним те пулмаҫ.

– М-м-м. Ну ладно. Асту, хӑвӑн туфльӑран ан такӑн, типтерсӗр ача.

Тепӗр кунне Настьӑпа Ксюша шкула тӑватӑ канфет тата тӑватӑ панулми илсе кайрӗҫ.

Тимӗр шапа

Вадим пичче, папӑн хулара пурӑнакан тусӗ, тимӗр шапа туянчӗ. Унӑн ачисем, шел те, ҫав кичем чӗрчунпа часах интересленме пӑрахрӗҫ. Тимӗр шапашӑн вара, тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен ҫемйи мӗн шухӑшлани пӗрех пулнӑ: вӑл ҫинӗ те ҫывӑрнӑ, хӑш чухне таҫталла ерипен утнӑ. Ҫак выльӑха мӗншӗн тӑрантарнине ӑнланмасӑр Вадим пичче Константиновсене тимӗр шапана хӑйсем патне илме сӗнчӗ. Папа вара, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнипе тата кӑсӑкланнипе, ҫавӑн пек турӗ те.

– Пӑхӑр-ха, мӗн илсе килтӗм! – алӑкран кӑшкӑрчӗ папа.

– Канфетсем? Мороженӑй?

– Ҫок. Нихҫан та пӗлейместӗр.

– Фотосене распечатать турӑн-и?

– Ҫок.

Кунта папа сумкинчен тӗлӗнмелли чӗрчуна кӑларчӗ. Константиновсем ӑна малтан мультфильмсенче ҫеҫ курнӑ. Тимӗр шапи пысӑках мар: пур урисемпе те пӗр турилкке ҫине вырнаҫма пултарӗччӗ. Панцирӗ ҫинче тӑваткалсем ӳкернӗ пек. Урисене шӑл пеккипе витнӗ пек, чӗрнисем вӑрӑм. Пуҫне вӑл пӗрмаях хӑйӗн пӳртне пытарать. Ама-и вӑл, аҫа-и, никам та пӗлмен, ҫавӑнпа та ку япалана ахаль чухласа Глаша тесе ят пачӗҫ.

– Хҫан тухать вара вӑл пӳртӗнчен? – ыйтрӗ Ксюша. Кунта, паллах, Настя хӑйӗн шӗвӗр пӳрнипе яланхи пекех тупӑнчӗ. Вӑл купӑста ҫулҫи илсе килчӗ те ӑна Глаша умне хучӗ, шӑпланса ларса тимӗр шапа хыҫне тӑчӗ. Лешӗ апат патне шуса пычӗ, пуҫне кӑларчӗ те пӗр татӑкне шатӑртаттарса ҫыртса илчӗ.

– О-о-о, – тӗлӗнчӗҫ мама, папа, Тима тата Ксюша Глашӑна хӑратса.

– Шӑпрах эсир, вӑл пинрен хӑрать, ҫампа пӳртӗнчен тухмаҫ.

Ҫемье тата пилӗк минут ним чӗнмесӗр ларчӗ, унтан мама кухньӑна кайрӗ. Настьӑн тимӗр шапа пӳртӗнчен тухнине питӗ курас килчӗ. Вӑл ӑна алла илчӗ те пур енчен те пӑхкалама пуҫларӗ. Авӑ мӗн! Урисемпе мӑйӗ панцирь ҫумне тачӑ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек иккен.

– Мам, пире мӗн, суяҫҫӗ-и? Мӗншӗн мультикра черепахӑсем панцирӗнчен тухма пултараҫҫӗ, пирӗнни вара тухаймаҫ? Тата мӗн ҫинчен пире суяҫ?

– Эсӗ, ачам, ку ыйтупа кукаҫи патне кай. Вӑл пӗтӗмпех пӗлет.

Хӗрачасем Глашӑна пӑрахса хӑварса кукаҫисем патне васкарӗҫ, вӗсен Пысӑк совет энциклопедийӗ пур, унсӑр пуҫне тата ҫӗр-ҫӗр кӗнеке пуль.

– Кукаҫи, кала-ха, страуссем хӑранӑ чухне пуҫне хӑйӑр ӑшне пытараҫ-и?

– Ҫук пуль, вӗсем хӑрушлӑхран питӗ хӑвӑрт тараҫ пуль тесе шутлап.

– Вот это да! Кукаҫи, вӑкӑрсем вара хӗрлӗ тӗсе пит юратмаҫҫӗ-и?

– Вӗсем тӗсе юратманни мар кунта. Ҫынсем вӗсен пит-куҫӗ умӗнче тутӑр таткипе унталла-кунталла хӑлаҫлани уртарать. Эпӗ те ҫавнах тунӑ пулсан, ак капла, ак капла, эсир те урса кайнӑ пулӑттӑр.

– Ай, кукаҫи, чарӑн, чарӑн. Чӑнах та уртарать. Чӗрӗпсем вара чӑнах та панулмие ҫурӑм ҫинче хурса шӑтӑкне сӗтреҫҫӗ-и хӗлле валли?

– Вӗсем панулми те ҫиме пултараҫ та-ха, анчах ытларах вӗсене хурт-кӑпшанкӑ ҫиме килӗшет. Хӗлле вара чӗрӗпсем упасем пекех ҫывӑраҫ, вӗсене панулми саппасӗ кирлӗ те мар.

Хӗрачасем пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗҫ. Вӗсем мультфильмран тата мӗн пӗлнине аса илме тӑрӑшрӗҫ.

– Кукаҫи, шӑшисем чӑнах та сыр юратаҫ-и?

– Вӗсем, паллах, сыр та ҫиме пултараҫ, анчах пуринчен ытла тырӑ тата улма-ҫырла юратаҫ.

– Ма вара мультикра пӗтӗмпех урӑхла кӑтартаҫ?

– Кӑна эп пӗлмес, анчах сире ҫакна каласшӑн. Астуса юлӑр: «Шанасса шан, анчах тӗрӗсле».

– Шанасса шан, анчах тӗрӗсле. Ӑнланмалла. Кун пек пулсан, эсӗ каланине эпир мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр?

– Маттур, Ксюша, эпӗ мӗн ҫинчен каланине тӳрех ӑнлантӑн. Акӑ, пӑх. Ку энциклопеди. Сӑмахран, эпӗ тӗвен пӗр курпун тетӗп, эсир ӗненместӗр. Мӗнле сӑмах шырамалла? Тӗрӗс, тӗве, верблюд. Пур сӑмаха та алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Верблюд – «В» «А» тата «Б» сас паллисем хыҫҫӑн пулать. Унтан иккӗмӗш сас паллие, «е» шыратпӑр. Акӑ, тархасшӑн, «Верблюд». Вулӑр, тӗрӗслӗр.

Пӗлес килет

Настьӑпа Ксюша хӑнана ҫӳреме юратнӑ. Пӗррехинче вӗсем подъезд умӗнче сак ҫине ларчӗҫ те хӑйсен домӗнче мӗн чухлӗ хваттерте пулса курнине шутлама пуҫларӗҫ. Унта… Пулнӑ. Унта та, унта та... Ефремов пенсионерсем патне нихӑҫан та кайса курман, мӗншӗн тесен вӗсен ачисемпе мӑнукӗсем хулара пурӑнаҫҫӗ.

– Знакомовсем! Вӗсем панче пулман. Маша патне килти ӗҫ ыйтма кайнӑ чухне коридорне ҫех курнӑччӗ.

– Атя вӗсем патне! – шутласа хучӗ Настя.

– Мӗншӗн? Лайӑх мар пек.

– Атя вара! Вӗсем мӗнле пурӑннине пӗлес килет вӗт. Унпа пӗр парта хушшинче ларан-ҫке, сан юрать ун патне кайма.

– Юрать. Куда идем мы с Пятачком?

– Большой-большой секрет!

Йӗкӗрешсем шаккарӗҫ. Алӑка Машшӑн асламӑшӗ уҫрӗ. Настя ҫавӑнтах коридорта пысӑк шурӑ чечеклӗ кӑвак обойсене курчӗ, чечеккисем хурт-кӑпшанкӑ е ҫерҫи те ҫӑтса яма пултаракан хӑрушӑ чӗрчунсем пекех.

– Здрасьте, Маша килте-и?

– Килте.

– Сирӗн патӑрта выляма юрать-и?

– Ну кӗрӗр. Урусене подъездра ан хывӑр, сивӗ вӗт.

Хӗрачасем алӑк урати урлӑ ярса пусрӗҫ те пушмакӗсене алӑк патӗнче хыврӗҫ. Вӗсене зала ӑсатрӗҫ. Так, телевизор пирӗнни пек. Видеомагнитофон ҫук вӗсен. Креслӑсем тем пысӑкӑш, ҫемҫе пек. Маша хӑй куҫне ӗненмерӗ: ҫак икӗ тӗлӗнтермӗш пушмак-пальтосӑр тӑра параҫҫӗ. Ун килӗнче. Ун залӗнче!!!

– Эсир мӗн, килти ӗҫ ыйтма килтӗр-и?

– Ҫук, выляма.

– А-а-а… – тӗлӗннӗ Маша телевизор сӳнтерме тӑчӗ. – Мӗн тӑватпӑр?

– Карт пур-и сан? Ухмахла выляма пулать.

Настя ыйтмасӑрах диван ҫине ларчӗ: «Эсир кунта ҫывратӑр-и?» Ҫапла тет, вара кашни ир вӗсем диванне каялла пуҫтарса хураҫҫӗ. Кашни кун пуҫтарасси мӗн чул ӗҫ! Так. Сервант пирӗнни пекрех, только вӗсен хрусталь ытларах. Картина ҫинче чечек, панулми тата груша, кушак ҫурипе календарь. Стена ҫинче пирӗнни пек часы. Сӗтел, пукан пуринни пекки. Урайӗнче ковер. Ӑнланмалла.

Хӗрачасем кашни пӗр хут та пулин выляса иличчен картла вылярӗҫ. Унтан вӗсене икерчӗ шӑрши вӑйӑ ҫинчен мантарчӗ. Хӗрачасене сӗтел патне чӗнсен, вӗсем питӗ савӑнчӗҫ.

Симӗс кафель, газ плитти. Сӑрӑ-шурӑ кухонный гарнитур. Занавескӑсем. Пурте пирӗн патӗнчи пекрех. Ку чайный набор питӗ хитре вара! Оранжевый тӗслӗ, шурӑ ҫаврашкасемпе. Ҫиессе вӗсем малина варенийӗ мар, хурлӑханран тунине ҫиеҫ. Вӑл тытӑннӑ пек, желе пулса тӑнӑ.

Хӗрачасем варенипе виҫшер икерчӗ ҫирӗҫ те тӑранчӗҫ. Тоня аппа хӑнасене: «Сире мами шырать пуль. Каҫхи апат вӑхӑчӗ те ҫывхарса пырать. Уроксене вӗренсе хутӑр-и?» – терӗ. Хӗрачасем систерсе каланине ӑнланчӗҫ: вӗсем куна унччен такам патӗнче хӑнара илтнӗччӗ-ха. Пушмаксене тӑхӑннӑ чухне Ксюша Машӑна ҫапла каларӗ: «Эс те пин патне хӑнана пыр, пирӗн черепаха пур». Сывпуллашсан хӗрачасем киле кайрӗҫ.

– Мӗнле шутлан, Маша пирӗн пата килет-и?

– Тепӗр хут чӗнсен килет ӗнте. Кам пӗрре каланӑ хыҫҫӑн килӗшет?

– Вӗсен спальня мӗнлерех-ши?

– Тепре кайсан пӗлетпӗр. Ну, занавескӑсем вӗсен кӑваккине халех калама пултарап. Ак, пӑх. Ой, Маша пире кантӑкран аллипе сулчӗ. Привет!

Чӗлхесем

Ачасем ялан тенӗ пекех шкула пӗрремӗш урокччен пӗр ҫур сехет маларах килетчӗҫ. Калаҫса татӑлма, хӑш-пӗрине ҫырса илме, доска ҫинче ӳкерме вӑхӑт пулнӑ кун пек.

– Эп английский вӗрентӗм, – тӗлӗнтерчӗ паян Настя пӗрле вӗренекенсене. – Пичче ӑна вӗренет, мана та вӗрентрӗ. Эй-би-си-и-эф-джи... Тата ытти те. Ак, ыйтӑр манран мӗнле те пулин сӑмах, эп ӑна сирӗн валли ҫырса парап.

– Ну, сӗт пултӑр.

Настя пурӑпа MOLOKO тесе ҫырса хучӗ. Унтан, ыйтнипе, тата темиҫе сӑмах тата предложени ҫырчӗ: SOBAKA, BEREZА, LES. YA IZ KONAR.

Кунта Максим та хӑй мӗн пӗлнине каласа пама шут тытрӗ:

– Вара мӗн, мана пичче кирпӗч чӗлхи ҫинчен каласа пачӗ. Ун ҫинчен пӗлекенсем ҫеҫ ӑнланакан чӗлхе вӑл. Например, «шкосоласа» вӑл – «шкул». Мӗн те пулин калӑр мана, эпӗ кирпичныйла калап. «Эпса Масаксисим. Эсесисир масанаса ӑнсалансамассатӑрса». Ӑнланмалла-и? «Са», «су», «си» хушмалла, вара пире никам та ӑнланаймаҫ.

Кун хушшинче кирпӗч чӗлхи сарӑлнӑҫемӗн сарӑлчӗ. «Эссе усухмахса!» – «Хӑвса ҫамсапексе». Ачасем эхӗлтетсе кулчӗҫ, мӗншӗн тесен сӑмахӗсем ют чӗлхе евӗр илтӗнме пуҫларӗҫ. Ҫитменнине тата кун пек хӑш-пӗр япаласене Анна Ивановна умӗнчех калама пулнӑ. «Асаннаса Исивасаносавнаса писиресе ӑнсалансамаҫса». «Эсепӗсе кисилтиси ӗсеҫесе ҫырсасаса (хи-хи) илсенӗсе». «Вӑлса пинсе ҫисенесе пӑсахатьса. Вӑлса урсасаса кайсарӗсӗ пусуласса».

«Сы» та «са» перемена вӑхӑтӗнче сывлӑшра унталла-кунталла вӗҫрӗҫ пӗр вӗренекенрен тепӗр вӗренекен патне. Максим вара калама ҫук хӗрсе кайрӗ те урок вӑхӑтӗнче: «Эпсе пӗлсемессе!» – тесе хуравларӗ. Кунта Анна Ивановна тӳсеймерӗ: «Эсесирсе мӗнсе тесесесе шусутласатӑрса, эсепӗсе сисиресе ӑнсалансамасса, тесетӗрсе-исе? Эсепӗсе тесе пӗсечӗксе пусулнӑса. Часарӑсанӑрса! Чисиперсе касаласаҫӑрса, юсурасать-и?»

Кирпӗч чӗлхи майӗпен манӑҫа юлчӗ, анчах та Анна Ивановнӑна пула калаҫура «юсурасать» юлчӗ.

Ӳпле

Папӑпа мама Шупашкара театра кайрӗҫ. Ачасем вара кукамайпа кукаҫи патне ҫӗр каҫма пычӗҫ. Вӗсем тӗплӗн хатӗрленчӗҫ: Тима хӑйпе пӗрле тетрис илсе пычӗ, Настя – плеер, Ксюша – ӳкермелли альбом тата кӑранташсем.

Пӳрте кӗрсенех кукамӑшӗ мӑнукӗсене сӗтел хушшине чӗнчӗ. Вӗсем кавӑнпа тулӑ пӑтти ҫирӗҫ. Тимӑн тата какай ҫиес килчӗ, ҫавӑнпа та кукамай сӗтел ҫине холодец лартрӗ. Чӗтрекен апата ҫиес килмерӗ арҫын ачан. Вара кукамай тепӗр кун беляш пӗҫерме сӑмах пачӗ, анчах ачасем ӑна пулӑшма килӗшсен кӑна. Унтан кукамай килти ирӗлтнӗ панулмие сӗтел ҫине лартса пачӗ. Улмисем хӑмӑр, пӑхсан ҫӗрнӗ пекех, ҫавӑнпа та ачасем куна ҫиме килӗшмерӗҫ. «Мами сире мӗнле тӑрантса пӗтерет?» – кӑмӑлсӑр каларӗ кукамай. Ун вырӑнне ачасем ҫупа тата пылпа сӗрнӗ батона пӗр самантрах ҫӑтса ячӗҫ те пӳлӗмсем тӑрӑх саланчӗҫ. Кукамай вара кухньӑра чуста ҫӑрма юлчӗ.

Тима телевизор пӑхасшӑн пулчӗ, анчах ӑна пӑхма кукаҫи маларах ларнӑ. Вӑл, яланхи пекех, кичем передачӑсем кӑна пӑхнӑ. Тима кукашшӗ ҫине кӳренчӗ те тетрисла выляма пуҫларӗ.

«Снегири-негири улетают-тают-тают», – спальнӑра юрлать та ташлать наушник тӑхӑннӑ Настя. «Снегири-негири», – юрлать залра Ксюша чаплӑ тумлӑ хӗрачана ӳкерсе. Сасартӑк вӑл шухӑша путрӗ, унтан ыйтрӗ: «Кукаҫи, «негири» тени мӗне пӗлтерет?» Лешӗ аптрарӗ, тупмалли юмахсем питӗ юратнӑ та-ха вӑл. Пӗр сӑмах каламасӑр вӑл ҫавӑнтах совет энциклопедийӗн «Н» саспаллийӗ патне утрӗ.

– Кун пек сӑмах ҫук, эс ӑна ӑҫта илтнӗ?

– Юрӑра, «Снегири-негири улетают-тают-тают»…

– Шухӑшласа пӑхмалла.

Кукаҫи ларчӗ кӑна, сасартӑк ӑнланса илчӗ:

– Э, ку негири мар, «не» тата «гири» вӗт. Уйӑпсем кире пуканӗ мар та, ҫавӑнпа та вӗҫсе каяҫ. Вӗҫсе каяҫсӗ те ирӗлеҫҫӗ, хӗвел ӑшшипе пуль. Ну хальхи юрӑсем вара, сая пӗлтерӗшсӗр!

Ксюша хуравӗпе кӑмӑллӑ юлчӗ.

Плеерта батарейка ларчӗ, халӗ вара Настьӑн тем тумалла. Вӑл Ксюшӑпа Тимӑна спальнӑра ӳпле тума сӗнчӗ, кукамайран та ирӗк илчӗ. Куна тума пукансем, ҫитӗ, минтер, кравать хыҫӗ юрӑхлӑ пулчӗҫ. Ӳпле тӑвӑртарах пулса тухрӗ: виҫҫӗшӗ аран-аран вырнаҫрӗҫ. Кун пек пулсан та, вӑл хӑтлӑ та тӗттӗм пулчӗ.

– Эп пӗлеп. Халех таврӑнап, – терӗ те Тима ӳплерен васкаса тухрӗ. Каялла вара кукашшӗн хунарӗпе таврӑнчӗ.

– О-о-о! – тӗлӗнчӗҫ йӗкӗрешсем.

– Халь мӗн? Мӗн тӑватпӑр халь?

– Ларатпӑр кунта. Эпир ҫӑлӑнса юлнӑ пек, ку пирӗн убежище пек, – каланӑ май шухшласа кӑларчӗ Тима.

– Халь вара?

– Халь те ҫампекех.

– Халь вара?

– М-м-м. Ну, йӑлӑхтаратӑр эсир. Атьӑр хӑратмаллисем каласа паратпӑр.

– Ай, хӑратать, кирлӗ мар! – хӑраса ӳкрӗ Ксюша.

– Атя, каласа пар! – савӑнчӗ Настя.

– Юрать. Итлӗр.

Пӗр хуп-хура ҫӗршывра хуп-хура хула пур. Ҫак хуп-хура хулара хуп-хура урам пур. Ҫак хуп-хура урамра хуп-хура ҫурт пур. Ҫак хуп-хура ҫурт патӗнче хуп-хура юман ӳсет. Ҫак хуп-хура юман ҫинче икӗ ҫын ларать. Пӗри теприне калать…

– А-а-а! – кӑшкӑрса ячӗҫ хӗрачасем.

– Ну, кукамай, вӗҫемпех пӑсса хутӑн! – пӑшӑрханчӗ Тима. Кукамай апчху турӗ иккен. Кашниех хӑраса ӳкме пултарӗччӗ, вӑл хулӑн арҫын сассипе апчхулатать та-ха.

Вӗҫне каласа пӗтерме килӗшмерӗ Тима. Мӗн те пулин пуласран хӑраса ӳкнӗ хӗрачасем вара ҫывӑрма выртнӑ чухне утиял айӗнчен урисем тухса ан тӑччӑр тесе питӗ лайӑххӑн витӗнчӗҫ.

Юрӑ

Пӗрремӗш тата иккӗмӗш классем уроксем хыҫҫӑн шкулӑн ҫуралнӑ кунӗ валли номер хатӗрлеме пухӑнчӗҫ. Анна Ивановна «Ровесницы, ровесники» ятлӑ юрра юрласан лайӑх пулать тесе шутларӗ. Ачасем, паллах, нимӗн те тӑвасшӑн пулман, анчах вӗсенчен никам та ыйтман.

Сӑмахсем доска ҫинче. Малтан юрра магнитофонпа итлерӗҫ, унтан пӗрле юрласа пӑхрӗҫ. Кайран тепре, тата тепре, тата. Урамра тӗттӗмленсех ларчӗ.

– Ҫок, ҫок, ҫок. Апла пулмаҫ. Ҫӑвара уҫӑр. Юрӑран мала ан кайӑр, хыҫала та ан юлӑр. Атьӑр, тепӗр хут итлер. Халь тепӗр хут юрлар. Арҫын ачасем, эсир юрламаннине пӗлетӗп эпӗ. Ну, сирӗн пачах пулмаҫ пулсан, чӑнах та, ҫӑвара уҫса тӑрсан пулин те лайӑх.

Репетици хыҫҫӑн ачасем юрӑ сӑмахӗсене ҫырма юлчӗҫ. Ӑна тепӗр кун валли вӗренмелле пулнӑ.

Иккӗмӗш тӗлпулура кашни ачана уйрӑммӑн итлерӗҫ.

– Девчонки, мальчишки. Мальчишки, девчонки…

– Ну, Настя, ҫитет ухмаха персе. Атя халӗ илемлӗ юрла.

– Эп ухмаха пемен, кун пек ҫеҫ юрлама пӗлеп.

– Сирӗн мами ҫав тери илемлӗ юрлать, апла пулсан эсир те юрлама пултаратӑр. Атя тепӗр хут.

– Девчонки, мальчишки. Мальчишки, девчонки. Мы учимся вместе, друзья-а-а-а.

– Ӑнланмалла. Ксюша, юрласа пӑх-ха эсӗ.

– Девчонки, мальчишки. Мальчишки, девчонки. Мы учимся вместе, друзья-а-а-а.

– Ӑнлантӑм. Следующий!

Йӗкӗрешсене иккӗмӗш рете арҫын ачасемпе пӗрле тӑратрӗҫ, лешсене хуллен сасӑпа юрлама ыйтнӑ. Настьӑпа Ксюша Павликпа юнашар тӑчӗҫ. Лешӗ хӗрачасенчен пӑрӑнчӗ те пӗр класра вӗренекенӗпе улшӑнса тӑчӗ. «Эп сире ӑҫта тӑратнӑ, ҫанта тӑрӑр», – лекрӗ ӑна куншӗн Анна Ивановнӑран.

– Эс мӗн, Павлик, пинтен хӑратни?

– Ҫ-ҫ-ҫук. Тата, хӗрачасенчен хӑрап пуль-и?

– Ун пек пулсан, мӗншӗн-ха эс пинтен тарнӑ пекех, эпир сана ҫиместпӗр вӗт.

– Эсир ним те мар-ха, пиччӳ вара?

– Мӗн тесшӗн эс?

– Ну, астӑватӑр-и, ҫулла, эп сире кӳрентертӗм пулсан, вӑл сире защищать тӑвап терӗ? Эп сире кӳрентернине мӗнле асӑрхаса юлас? Синтен аяккарах тӑрсан лайӑхрах.

– Э, ку япала-и… Ун ҫинчен тахҫанах пурте маннӑ. Эс мӗн, ку таранччен хӑраса пурӑннӑ-и?

– Ара, хӑрамасӑр! Эх, ман пичче пулнӑ пулсанах, эп те никамран та хӑраман пулӑттӑм.

– Ну, эс урӑх ан хӑра. Эпир Тимӑран ыйтатпӑр, может, вӑл сан пиччӳ пулма килӗшет.

– Шӑпӑртрах унта, – юнарӗ вӗрентекен.

Паянтан, тен, Павликӑн та пиччӗшӗ пулӗ.

Виҫҫӗмӗш репетицире шкул ачисен юрлас пекки пулма пуҫларӗ. Анна Ивановна вӗрентсе каларӗ:

– Мӗн эсир, юлашки хут сывланӑ пек? Ҫынсене илтӗнмелле мар сывламалла. Тархасшӑн, ан пӑтраштарӑр, ӑҫта «мальчишки», ӑҫта «девчонки» тесе юрламаллине, унсӑрӑн «мальчошки» е «девчишки» пулса тухать. Йӑл кулӑр. Концерта шурӑпа хура тӑхӑнса килӗр.

Юрламали кун пӗтӗм хор пӑлханчӗ, иккӗмӗш ретсӗр пуҫне ӗнтӗ. Паллах, пурте хура-шурӑ япала тӑхӑннӑ, анчах пӗри кӗрен колготка, тепри симӗсси тӑхӑнса янӑ. Иккӗмӗш класс ачи гипспа килнӗ: йывӑҫ ҫине мӑкӑльсем пуҫтарма хӑпарнӑ та аллине хуҫнӑ вӑл. Перемена вӑхӑтӗнче тепӗр иккӗшӗ юр ҫинче йӑваланса ҫапӑҫса илчӗҫ, ҫавна пула тултан йӗпе шӑлаварпа кӗчӗҫ. Анна Ивановна ачасене сцена ҫине кӑларса ячӗ. Мӗнле пур, ҫапла пултӑр ӗнтӗ тесе шутларӗ вӑл.

Вступлени вӑхӑтӗнче ачасем тарӑннӑн сывласа ячӗҫ те шӑп та мӗнле юрламалла марри пек юрласа пачӗҫ.

«Ровесницки, ровесникцы,

Мальчонки и девчишки (илтӗнмелеллӗ сывласа илчӗҫ).

Одни поем мы песенки,

Одни читаем книжки (илтӗнмелеллӗ сывласа илчӗҫ).

Девчошки, мальчинки,

Мальчонки, девчишки,

Мы учимся вместе, друзья-а-а-а-а (илтӗнмелеллӗ сывласа илчӗҫ).

Всегда у нас весело кла-а-а-а-а-ссе.

Да здравствует дружба! Ура! (Хушса юрламалли пӗтрӗ тесе шутларӗҫ те сывласа илчӗҫ.)

...да у нас весело классе.

Да здравствует дружба! Ура!»

Ҫӗнӗ ҫул

Константиновсем Çӗнӗ ҫул вӑхӑтне питӗ юратнӑ. Чӳк уйӑхӗнчех, юр ирӗлме прахсан, ёлкӑна капӑрлататчӗҫ ачасем. Тата вӗсем кашни ҫулах тем пулсан та сырӑш туса ӑна чӳрече умне ҫакатчӗҫ. Ялан тенӗ пекех вӗсем ӑна Çӗнӗ ҫул парни коробкинчен тунӑ, ӑна папа Хӗл мучинчен ӗҫре илнӗ.

Папа парне илсе пынӑ кун мӗн пур вӑйӑсене, телевизора, уҫӑлса ҫӳрессине те пӑрахӑҫланӑ. Ачасем коробкӑран тутлине кӑларса тӑкатчӗҫ, унтан ӑна суйлама пуҫлатчӗҫ: шоколад канфечӗсем, вафли, печени тата килӗшмен конфетсен уйрӑм купи. Унтан улӑштарасси пуҫланатчӗ. Виҫӗ карамель канфетне пӗр шоколадлӑ канфетпа улӑштарма пулатчӗ, пӗр вафли пачки пилӗк шоколадлӑ конфетпа танлашатчӗ. Улӑштарасси хӑвӑртах иртмен, мӗншӗн тесен карамель канфечӗ Тимӑна та, хӗрачасене те килӗшмен. Юлашкинчен вӗсене пӗр вазӑна тултарса лартатчӗҫ те хӑнасене сӗнетчӗҫ (кӑрлач уйӑхӗн варринче, пур саппассене ҫикелесе ярсан, ачасем канфетсене хӑйсемех ҫак вазӑран сӗтӗрме тытӑнӗҫ). Тата раштав уйӑхӗнче ачасем пӗр-пӗринчен кирек мӗн ыйтнӑ пулсан та канфетпа тӳлемелле пулнӑ. Канала куҫар – пӗр шоколад канфечӗ. Чей илсе кил-ха, тархасшӑн – малтан канфет илсе кил, вара пулать.

Шкулти Çӗнӗ ҫул утренникӗ ҫитиччен пӗр-икӗ кун маларах мама хыпаланса костюм ӑсталама тытӑнатчӗ. Кӑҫал Тима тумланасшӑн пулмарӗ, хӗрачасенчен вара инопланетянин турӗҫ. Вӗсем хуп-хура та ӑшӑ япаласем тӑхӑнчӗҫ (спортзалта, уявланӑ ҫӗрте, яланах сивӗ пулнӑ), пуҫӗ ҫине пралукпа фольгаран антенна турӗҫ.

Константиновсен йӑлине Çӗнӗ ҫул ҫитессинчен хӑрасси кӗмен вара. Анчах кӑҫал пурте хӑранӑ, мӗншӗн тесен планета ҫӗнӗ ҫӗрҫуллӑха, ҫӗнӗ пинҫуллӑха тата кунпа пӗрле тӗнче пӗтессе кӗтнӗ. Ҫакна хаҫатсенче те, телевизорпа та, картишӗнче те сӳтсе явнӑ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм техника ванать, теприсем метеорит ӳкессе ӗненнӗ. Хӑшӗсем шухӑшланӑ та килти саппассенчен чи тутлӑ апата ҫисе янӑ: мӗн сая ярас? Теприсем вара тушенкӑпа консерва илсе хунӑ.

Настьӑпа Ксюша та пӑлханнӑ.

– Пинпе мӗн пулать, мӗн тесе шутлан? – ыйтрӗ Ксюша.

– Пӗлмес. Анчах эпир Мускавра нихҫан та пулса курмасан, жалко пулать.

– Зато пин папа, мама, Тима, кукамай, кукаҫи, Муся, Глаша, Барон, тётьӑсем, дядьӑсем, двоюродныйсем пур, Кӑнар пур.

– Ман эс пур.

– Ман вара эс пур. Насть, тӗнче пӗтмеҫ пулсан, эс кам пуласшӑн?

– Ну, эпир юрлама пӗлместпӗр, куна ӑнлантӑмӑр. Кун пек пулсан, ман ташлас килет или кинора ӗҫлес килет. Сан?

– Ман ӳкерес килет.

Раштавӑн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче Константиновсем клуба (культура ҫуртне) лотерея выляма кайрӗҫ. Мама пилӗк билет туянчӗ, кашнин валли пӗрре. «Атя, эпир мӗн те пулин выляса илетпӗр пулсан, тӗнче пӗтмеҫ», – шутласа кӑларчӗҫ хӗрачасем. Вӗсем шӑл щеткипе тазик выляса илчӗҫ. Ку лайӑх паллӑ!

Лотерея хыҫҫӑн киле кайрӗҫ те сӗтел хушшине ларчӗҫ. Салат ҫисе тӑранчӗҫ. Телевизорпа вӑхӑта каялла шутлама пуҫларӗҫ. Саккӑр, ҫиччӗ, улттӑ, пиллӗк… Хӗрачасем хӑранипе куҫӗсене хӗсрӗҫ… Папа «ура» тенине кӗтсе илчӗҫех.

Ҫыннисем вырӑнтах. Япалисем вырӑнтах. Метеорит та ҫук, тӗттӗмлӗх те ҫук. Анчах хӑрани иртсе каймарӗ.

– Мама, эпир ҫывӑрма хӑратпӑр.

– Ҫӗнӗ ҫул ҫитрӗ вӗт, эпир кунта, пӗрле, ним те пулман. Ан хӑрӑр.

– Тул ҫутӑлмасан вара?

– Атя, ирхине ҫитессе пӗрле кӗтер. Выртса канар, эсир куҫусене ҫывӑрмасӑр ахаль ҫеҫ хупӑр, эпӗ сире юрӑ юрласа парап.

Амӑшӗ юрланӑ вӑхӑтра хӗрачасем хӑйсем сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗҫ те ирчченех ҫывӑрчӗҫ.

– Настя, пулчӗ! Ирхине ҫитрӗ! Уҫ куҫна.

Хӗрачасем пурне те курас тесе зала васкарӗҫ. Тима ӗнерхи каҫхи апата ҫисе ларать, ашшӗ сарайне юр тасатма кайнӑ. Мама вулать. Ҫыннисем вырӑнтах. Япалисем вырӑнтах. Настя чӳречерен пӑхрӗ:

– Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, чудо! Пирӗн кормушкӑна уйӑпсем вӗҫсе килнӗ.

– Снегири-негири улетают-тают-тают… – юрласа ячӗ Ксюша.

Ҫырма

Ҫӗнӗ ҫулӑн иккӗмӗш кунӗ хӗвеллӗ пулчӗ. Тимофейпа Виталик ҫырмана ярӑнма пуҫтарӑнчӗҫ. Кун ҫинчен домри ытти ачасем те пӗлчӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлнелле сахал мар ача пӗрле ярӑнма кайма пухӑнчӗ. «Вӗттисене» те, Настьӑна, Ксюшӑна, Машӑна, Павлика, пӗрле илсе кайма килӗшрӗҫ.

Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене ӑшӑ тумтир тӑхӑнтартрӗҫ те тӗттӗм пуличчен киле килме хушрӗҫ.

Утнӑ май Павлик Настьӑпа Ксюша патне пычӗ. Вӑл йӗкӗрешсене уйӑрайман, ҫавӑнпа вӗсене ятран чӗнмерӗ.

– Эй, эй, эсир! Эсир ыйтрӑр-и?

– Кама? Мӗн?

– Ну, Тимофей ман пичче пулма килӗшет-и?

– Эпир манса кайнӑ. А эс кӗтнӗ пуль. Каҫар. Кӗт-ха. Ти-и-и-м.

– Ман умра ан ыйтӑр-ха! Лайӑх мар. Кирлӗ мар, кирлӗ мар!!!

– Ан калаҫ. Ти-и-и-м!

– А? – Тима йӑмӑкӗсем патне пычӗ. Павлик ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр тӑрать.

– Тим, Павлик сана хӑйӗн пиччӗшӗ тӑвасшӑн.

– Ма вара каллех эп? Ҫок, ҫок, эп кун пеккине каламан, – хӗрелсе кайрӗ Павлик.

– Ну, пулма пултарап, анчах эп ним те тумас, – Тима килӗшрӗ те Виталик патне умнелле таврӑнчӗ.

– Класс, спасибо, – сасартӑк Павлик сӑнран улшӑнчӗ. Вӑл та умнелле, «пацансем» патнелле чупрӗ.

Ҫырмасем патне ҫитрӗҫ. Хӑш-пӗр ачисен ашшӗсем ӗҫрен илсе килнӗ изоляци хура пленки пулнӑ. Ҫак «ҫунашкасем» ҫинче питӗ хӑвӑрт шуса анма пулать, шӑвасса пит лайӑх шӑваҫҫӗ вӗсем. Камӑн кун пекки пулман, полиэтилен пакечӗсем ҫинче ярӑннӑ. Тимӑпа Виталик ярӑнса анмалли пӗрремӗш вырӑна суйлама пикенчӗҫ. Акӑ вӑл: ытлашши чӑнкӑ та мар, ытла сӗвек те мар, тӗмескесӗр. Чи малтан Виталик ярӑнса анмалла тесе шутларӗҫ ачасем: унӑн хура пленка пур, тата вӑл хӑраман. «Ну, поехали», – терӗ те вӑл ярӑнса анчӗ. «…аааааааАА. Чӑ-ӑнкӑ-ӑ. Анӑр!» Кӗҫӗннисем аслисем хыҫҫӑн ярӑнса анчӗҫ. Анаталла пысӑк хӑвӑртлӑхпа анма пит хавас, ҫӳлелле кӗрт тӑрӑх хӑпарма аванах мар вара.

Унтан кӑшт аяккарах ярӑнчӗҫ. Ку тӗмескеллӗ вырӑн: унтан трамплин ҫинчен пекех вӗҫен. Машӑпа Ксюша ку тӑвайккипе шӳтлес мар терӗҫ, ҫавӑнпа та пӗрремӗш вырӑнтах юлчӗҫ, Настя вара хаваслансах ҫӗнӗ тӑвайккинчен анса пӑхрӗ.

– Ман Настя пек хӑюллӑ пулас килет, – мӗн шухӑшланине каларӗ Маша.

– Ман вара ун пек мӗнлерех пулас килет, – килӗшрӗ Ксюша.

Малалла ярӑнса анмалли ҫӗнӗ вырӑн шырама кайрӗҫ. Кунче хӑвӑртрах ярӑнса анас тесе пӗр-пӗрне хыҫалтан тӗксе антарма пуҫларӗҫ. Ачасем ҫав тери хаваслӑ. Апатпа сивӗ ҫинчен маннӑ, ывӑннине те туйман.

Хӗрачасен ҫӑм йӑммисем ҫинче юр пуҫтарӑнчӗ, пӑрланса ларчӗ те пӗчӗк чӑмӑрккасем пулса усӑнса анма пуҫларӗ. Питҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ. Виҫҫӗсенче кӗҫӗннисем сасартӑк ывӑнса ҫитнине туйма пуҫларӗҫ те киле каяс тесе нӑйкама пикенчӗҫ. «Тепрехинче сире чӗнместпӗр», – тарӑхрӗҫ аслисем, анчах, тӗрӗссипе каласан, вӗсен ку таранччен хӑйсен те киле каяс килекен пулса ҫитрӗ.

Каялла утма ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен вӑй юлман ачасен. Вӗсем вӑрӑм рете тӑсӑлса кайрӗҫ: камӑн вӑй юлнӑ, малта пырать. Кунӗпе аслисемпе тан ярӑнакан Настя пуринчен те ытларах ывӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл чи кайра утрӗ.

Тимофей киле пӗрремӗш ҫитрӗ.

– Хӗрачасем ӑҫта?

– Халь те утаҫ.

– Пӗлетне, сӑртра мӗнле йӗрке пур? – тикӗс сасӑпа ыйтрӗ папа, куҫлӑхне тӳрлетсе. – Яланах чи вӑйсӑррине шута илмелле. Похода каян пулсан, юлашкине ан хӑвар, ӑна сыхла.

– Эп юри туман.

– Тепрехинче мӗн тӑвӑн-ха?

– Вӑйсӑррипе юнашар утап.

– Тӗрӗс. Пӗррехинче, тен, чи вӑйсӑрри эсӗ пулан. Тата сӑрта шанакан ҫынсемпе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Ҫырмасем – сӑртсем мар ӗнтӗ, анчах вӗсем те мӗн те пулин вӗрентме пултараҫҫӗ. Эс хывӑн, вӗри чей ӗҫ, эп вӗсене хирӗҫ тухап, ӑҫта вӗсем?

– Шкул патне ҫитрӗҫ пуль.

Папа хӗрачасене тӗл пулчӗ, лешсемпе Павлик та пӗрле утать (каялла таврӑннӑ чухне пацансене хӑваласа ҫитеймерӗ). Пӗрле вӗсем киле ҫитрӗҫ, унта Тима йӑмӑкӗсем валли чей ярса панӑ та кашни валли хӑйӗн саппасӗнчен пӗрер шоколад канфечӗ хунӑ.

Тетте

Залри шкапра Тимофейӑн хӑйӗн ещӗкӗ пулнӑ. Хӑйсӑр пуҫне ӑна никамӑн та уҫма юраман. Настьӑпа Ксюшӑн шалта мӗн пуррине питӗ пӗлес килнӗ. Пӗррехинче вӗсем хӑйса Тимӑна хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартма ыйтрӗҫ. «Юрать, только эп каламасӑр ним те тытма юрамаҫ», – асӑрхаттарчӗ вӑл.

Тима ещӗке туртса кӑларчӗ те диван варрине лартрӗ. Тем те пур унта, кӗнекесенчен пуҫласа салфеткӑсем таранах, кашни япали хӑй вырӑнӗнче типтерлӗн выртать. Пичче кӑтартма пуҫларӗ:

– Ку ман «Покемон» фишкисем, ку перочинный ножик. Ку кив укҫа, ун ҫинче виҫӗ ноль ытларах, ҫак укҫана недавно улӑштарнӑччӗ. Ку солнечный очки. Ку уйра тупнӑ тӗк.

– Тытса пӑхма юрать-и? Мӗн ку?

– Кӗт-ха, экранне шӑлса илем малтан. Ку тамагочи. На.

– Ку часы-и?

– Ҫок, вылямалли. Унта ҫампек динозаврик пур, ӑна ҫитермелле, ун хыҫҫӑн тасатмалла, ӑна савӑнтармалла. Вӑл кашни кун ӳсет. Анчах та вӑл вилме те пултарать.

– Вилме?

– Аха, ун пек пулсан, ак ҫак кнопка пур. Пусан та, вӑл ҫӗнӗрен ҫуралать.

– Выляма юрать-и? Пожалста-пожалста-пожалста!

– Юрать. Анчах кайран мана калла парӑр.

– Паратпӑр ӗнте!

Хӗрачасем пуск кнопки ҫине пусрӗҫ те, динозавр чӗппи ҫӑмартаран тухрӗ. Вӑл ҫиесшӗн пулчӗ, хӗрачасем ӑна апатлама вӗренчӗҫ. Пӗр хушӑ чӗппи нимӗн те туман пирки йӗкӗрешсем вӑйӑран пӑрӑнчӗҫ. Тепре пӑхнӑ ҫӗре экран ҫинче пӗр купа пур. Туалет кнопкине тупрӗҫ. Унтан динозаврикпа вылярӗҫ.

Хӗрачасем ҫывӑрма пуҫтарӑннӑ, вӗсен чӗппи вара – ҫук. Апла пӗччен хӑварсан вӑл чирлесе ӳкме те пултарать ҫке-ха. Йӗкӗрешсем будильнике тепӗр сехетрен вӑранас тесе лартрӗҫ. Вунпӗрте, аран куҫа уҫса, Ксюша теттене алла илчӗ: динозаврик пӗтӗм экрана «сысса» пӗтернӗ тата чирлесе ӳкнӗ. Ыйхӑллӑ хӗрача электронлӑ чӗппи хыҫҫӑн тасатрӗ, ӑна сыватрӗ те ҫӗнӗрен ҫывӑрса кайрӗ. Ҫӗрле вуниккӗре будильник йӗкӗрешсене иккӗшне те вӑратрӗ, анчах хальхинче Настьӑн черечӗ пулчӗ. Вӑл мӗскӗн динозаврика курчӗ, ӑна мӗн кирлине турӗ те ыйха путрӗ.

Ксюша тӗлӗкре электронлӑ ҫӑмарта курчӗ, унтан пысӑк динозавр тухрӗ. Лешӗ выҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Ксюшӑна хӑвалама пуҫларӗ. Вӑл тарчӗ, тарчӗ те тӗпсӗр шӑтӑка ӳкрӗ. Ҫакна пула хӗрача кравать ҫинче чӗтренсе илчӗ те вӑранчӗ. Тамагочине алла илес тесе туртӑнчӗ. Динозаврикӗ ҫук, ун вырӑнне экран ҫинче вилтӑпри. Кунта Настя вӑранчӗ, Ксюшӑран хыпара пӗлчӗ те тӗлӗнчӗ:

– Мӗн, эпир ахалех ҫывӑрман-и? Ма вӑл ҫывӑрса кайман?

– Ман вӑл мӗнле ӳснине питӗ курас килет та-ха. Анчах честно кала, эс ҫӗнӗрен выляма пуҫласшӑн-и?

– Ҫок, эп лучше паян ҫыврап.

– Пит лайӑх. Эп те.

Хӗрачасем теттене Тимӑна кайса пачӗҫ. Лешӗ вӗсем мӗншӗн ҫав тери хӑвӑрт выляса пӗтерни ҫинчен ыйтмарӗ те: вӑл хӑй те Тамагочипе выляса хуйхӑ курнӑ ҫке-ха.

Пӑрӑҫ

Кӑнарти ытти ҫемьесен пекех, Константиновсен пахча пулнӑ. Апла пулсан, вӗсем ҫӗртме уйӑхӗнче пӗрремӗш хӑяра тутанса пӑхнӑ, ҫурла уйӑхӗнче вара ӑна ҫисе йӑлӑхма ӗлкӗрнӗ. Ҫу уйӑхӗнче вӗсем тепӗр ҫуркуннеччен ҫимелӗх ҫӗрулми лартнӑ. Тата, ытти ҫемьесем пекех, вӗсем пӗрмаях пахчара ӗҫленнӗ. Акман пулсан шӑварнӑ, йӑрансене ҫумланӑ, мӗн ӳстернине пуҫтарнӑ, банкӑсем хупнӑ е ака-суха тума хатӗрленнӗ.

Мама уйӑх календарӗпе вӑрлӑха хӑҫан лартсан лайӑххине тӗрӗслерӗ те нарӑс уйӑхӗнче пӗр канмалли кун суйларӗ. Вӑл папӑна пахчаран пӗр ещӗк ҫӗр илсе килме хушрӗ. Мама грибок тата бактери ан пултӑр тесе ҫӗре духовкӑра хӗртсе илчӗ те ӑна ҫӗнӗрен ещӗке ячӗ. Унтан вӑл сервантран вӑрлӑх хутаҫне кӑларчӗ.

– Хӗрачасем, эп пӑрӑҫ лартнине курма килӗр. Ак вӑл, вӑрлӑх.

– Эпир ҫиекен пӑрӑҫри пекех.

– Шӑп ҫавӑнтан пуҫтараҫҫӗ те ӑна. Халӗ пӑхӑр: ак ҫакӑн пек пӗрерӗн-пӗрерӗн лартмалла. Хӑтланса пӑхас килет-и?

– Аха ӗнте.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑрӑҫа шӑварчӗҫ, ещӗке чӳрече янаххи ҫине лартрӗҫ. Мама хӗрачасене темиҫе кунта пӗрре шӑварма ыйтрӗ.

Часах пӗрремӗш ҫулҫӑсем курӑнма пуҫларӗҫ, унтан татах та татах. Ӳсен-тӑранпа калаҫсан вӑл лайӑхрах ӳсет терӗ папа. Шкул хыҫҫӑн хӗрачасем час-часах калча сӑмсисемпе шкулта илнӗ паллӑсем ҫинчен тата пӗрле вӗренекенсем ҫинчен калаҫатчӗҫ. Тата вӗсене калчасене хӗрхенме килӗшетчӗ, сӑлтавӗ вара яланах тупӑнатчӗ: «Мӗскӗнсем, сире кунта ҫутӑ ҫитмеҫ», «Эсир шӑнмарӑр-и? Атя, эпир сирӗн ҫине сывлар», «Тима сире юратмаҫ, сирӗн пата нихҫан та пымаҫ. Ним те мар, ним те мар, эпир кунтах».

Пӗрре рассада ҫумӗнче калаҫнӑ вӑхӑтра хӗрачасем вӑрлӑх хутаҫҫинче мӗн пуррине пӑхса илме шут тытрӗҫ. Астрӑсемпе пӗр пачка. Кишӗр. Редис. Купӑста пачки. Мӗншӗн купӑста пачки уҫӑ вара? Ӑнсӑртран унтан вӑрӑсем пӑрӑҫ ещӗкне тӑкӑнчӗҫ.

– Ой, каллех хамӑра валли тупрӑмӑр.

– Ним те мар. Атя, чакаласа кӑларас.

Хӗрачасем ҫӗрте чакаланса пӑхрӗҫ та-ха, анчах мӗн пур вӑрлӑха пухаймарӗҫ.

– Атя мамӑна каласа парар, астӑватни, вӑл пире нихҫан та вӑрҫмаҫ тенӗччӗ?

– Юсурасать! Атя.

Мама ӗҫрен килчӗ.

– Привет, мама, эс аттуна хыв, сумкине мана пар, эп ӑна кайса хурап.

– Мам, эпир кунта пылесосить турӑмӑр, тусан шӑлса тухрӑмӑр.

– Кунче мӗн турӑр-ха? – ыйтрӗ мама, иккӗмӗш аттине хывса.

– Эс малтан хывӑн.

Йӗкӗрешсем амӑшне чӳрече янаххи патне илсе пычӗҫ те купӑста ҫинчен каласа пачӗҫ. «А, ӳстӗрех», – шутларӗ мама.

Биркӑсем

Нарӑс сиввисем ҫитрӗҫ, урамра уҫӑлса ҫӳрес ҫук. Килте ларса хӗрачасем ҫӗнӗ вӑйӑ шухӑшласа кӑларчӗҫ. Кӗнекене илетӗн те сулахай е сылтӑм енне суйлатӑн, унтан кӗнекине уҫан. Сан енче мӗн пурри пурте санӑн. Ҫапла Настьӑпа Ксюша йытӑсем ҫинчен пӗр кӗнеке пӑхса тухрӗҫ. Пӗрине пудель лекет, теприне пинчер. Пӗрине бульдог, теприне овчарка. Принцессӑсем, калаҫакан чӗрчунсемпе драконсем ҫинчен тӗнче юмахӗсен кӗнекине пӑхса тухрӗҫ. Теприне туртса кӑларчӗҫ, ку кӗнеке те мар иккен. Амӑшӗ ҫырнӑ пек ежедневник: пӗрремӗш класс ачисем вуласа ӑнланасси ҫук. Пӗрремӗш страницӑра йӗкӗрешсем клеенкӑран тунӑ биркӑсем тупрӗҫ.

8/VII/92, 10:15. Девочка. Рост: 48 см. Вес: 2630.

8/VII/92, 10:20. Девочка. Рост: 50 см. Вес: 2960.

Пӗрремӗш бирка айӗнче амӑшӗ Ксюша ятне ҫырнӑ, иккӗмӗшӗ айӗнче – Настя ячӗ.

Биркӑсемпе страницӑна тишкернӗ хыҫҫӑн хӗрачасем ӑнланчӗҫ: ку вӗсен ӳсӗмӗ, йывӑрӑшӗ, тата чи пӗлтерӗшли – вӗсен ҫуралнӑ вӑхӑчӗ. Йӗкӗрешсем ҫирӗплетсе калама ежедневника пӗрле илчӗҫ те ӑна амӑшӗ патне илсе кайрӗҫ.

– Мама, мӗн, Ксюша асли пулать-и?

– Эсир маншӑн пӗр пекех…

– Кӑна пӗлетпӗр эпир. Ак, пӑх, мӗн тупрӑмӑр эпир.

– Ну, ларӑр.

Пӑхӑр, кусем – роддомри биркӑсем. Хӗвеллӗ кун пулнӑ, хальхи пекех астӑвап. Ҫапла, малтан Ксюша, унтан Настя ҫуралнӑ. Хӑшӗ кӗҫӗнни е асли, сирӗн ҫине витӗм ан кӳртӗр тесе, каламарӑмӑр.

Ксюша, нумай мар пултӑр, анчах хӑй пилӗк минут маларах ҫуралнине ӗненеймесӗр ларчӗ. Настя аслӑраххипе тата мӗн пулсан та Настя шут тытнипе вӑл ҫав тери хӑвӑрт килӗшнӗччӗ-ҫке-ха. Халӗ мӗн, пурте улшӑнать-и? «Ксюшӑпа Настя килчӗҫ», – теме пуҫлаҫҫӗ-и?

Настя шутларӗ: «Зато эп пысӑкрах пулнӑ!»

– Эс куна ма пемен? Мӗн ҫырнӑ кунта?

– Биркӑсене упрап, мӗншӗн тесен пирӗн тӗлӗнмелле хӗрачасем ҫуралнӑ куна нихҫан та манас ҫук. Кунта эсир мӗнле ӳсни ҫинчен ҫырап тата кулӑшлине е астуса юлмаллине.

– Тима ҫинчен те ҫырни пур-и?

– Пур.

– Халь те пин ҫинчен ҫыратни?

– Сахалрах та сахалрах. Манап. Эсир халь хӑвӑр та мана пулӑшма пултаратӑр, атьӑр ку дневника пӗрле ҫырар.

– Юрать. Вула-ха пире унта ҫырнине.

– Хаваспа.

«Хӗрачасем Тимофейран самай пӗчӗкрех ҫуралнӑ, анчах врач йӗкӗрешсемшӗн ку йӗркеллӗ япала тесе ӑнлантарчӗ. Вӗсене ман пата илсе килчӗҫ. Пӑхсанах малтан Аньӑпа Яна шухӑшласа хунӑ ятсем пӗрре те килӗшӳллӗ мар, вӗсем Ксюшӑпа Настя ятлӑ пулнине ӑнлантӑм.

Хӗрачасем шӑп та пӗр евӗрлӗ! Уйӑрса илмелӗх пӗр турпалли пулин те ҫук. Вӗсене пӑтраштарса ярасран хӑраса, больницӑран кӑларнӑ чухне биркӑсене ан хывччӑр тесе ыйтрӑм. «Мӗнле хӑюллӑ хӗрарӑм эсир, йӗкӗреш ҫуратнӑ кашни амӑшӗ ун пек калама хӑймаҫ», – терӗ медсестра.

Настьӑпа Ксюшӑн куҫӗсем ашшӗнни пек тимлӗ пӑхаҫҫӗ, тутисем манӑн. Сӑмси хӑйсене евӗр, никамӑнни пек те мар. Ну, мӗнле калас, ун пекки тӗнчере иккӗ ӗнтӗ. Вӗсем – пирӗн пуянлӑх!»

– Мам, халь эс пире уйӑрма пултаратни?

– Паллах. Сирӗн сассисем пӑртак расна, калаҫасса та хӑвӑр майлӑ калаҫатӑр. Пуҫ калӑпӑшӗ уйрӑмрах.

– Эпир шапкӑпа пулсан тата ним те каламасан?

– Эп туйса калама пултарап.

– Тата вула-ха. Ак ҫакӑнтан.

– Юрать.

«Ксюша нумайччен ӳкерчӗксем пӑхса ларма пултарать. Тӗттӗмрен хӑрать, эрешменрен. Ӳкерме юратать. Кушаксемпе йытӑсене яланах икшерӗн ӳкерет: йӑмӑкӗсемпе.

Настя канлӗ лараймасть. Кутӑнлашать. Колготка тӑхӑн – ҫок. Теттесене пух – ҫок. Эпӗ вӗренсе ҫитрӗм ӗнтӗ. Панулмие ан ҫи, тетӗп, вӑл: «Мама, панулми ҫиес килет», – тесе хуравлать».

– Мӗнле чее эс, мама.

– Эсир манран ҫӗр хут чеерех, ку шутланмаҫ.

– Атя, паян мӗн те пулин ҫырар.

– Ҫырар эппин. Хӑвӑрах ҫырӑр, эсир халь пӗлетӗр вӗт.

– Ун пек нумая каять. Атя, эсӗ ҫыр, эпир сана калатпӑр. Диктант пек.

Ҫакӑн пек ҫырса хучӗҫ.

«Нарӑсӑн 13-мӗшӗ, 2000 ҫ.

Эпир килте ларатпӑр, урамра сивӗ. Урама тухас тесен малтан майка, водолазка, кофта, тепӗр кофта, кӗрӗк, ӑшӑ шапка, алсиш тӑхӑнмалла, шарф ҫыхмалла. Колготка, гамаш, тепӗр гамаш, ҫӑм нуски, кӑҫат. Иртнӗ шӑматкун эпир кукамай патне мунчана кайнӑ. Ун патӗнчен киле каяс тесе нумай вӑхӑт тӑхӑнтӑмӑр. Пире кукамай пуховой тутӑр ҫыхрӗ, мамӑна вӑрҫса илчӗ эпир ҫӑмӑл тумланнишӗн. Тима пире кӗтсе тарласа кайрӗ те маларах тухса утрӗ. Килелле таврӑннӑ чух мама: «Пӑхӑр-ха, ҫӑлтӑрсем паян мӗнлерех ҫутӑ», – терӗ. Ксюша, пӑхас тесе, пуҫне ҫӗклерӗ те ҫурӑм ҫине ӳкрӗ. Анчах ӑна ыраттармарӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинче сий нумайччӗ».

– Аван пулчӗ, хӗрачасем. Тепрехинче интереслӗ истори пулсан, эпир ӑна та ҫырса хурӑпӑр. Пӗлсех тӑрап, нумай кӗтмелле пулмаҫ.

Ҫӑлтӑрсем

– Мӗн илсе килтӗм? Пӗлӗр, – кӗнӗ-кӗменех ыйтрӗ папа.

– Тата тепӗр черепаха-и?

Хальхинче Вадим пичче вӑхӑтлӑха телескоп парса ячӗ. Вӑл пысӑк та йывӑр. Унпа усӑ курса ҫӗрлехи пӗлӗте питӗ курас килет.

Каҫ пулсан Тимофей ҫӑлтӑрсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тухрӗ, анчах ҫанталӑк пӗлӗтлӗ пулчӗ. Вӗсем виҫҫӗмӗш кунне тин курӑнчӗҫ. Ку вӑхӑталла домри ачасем телескоп ҫинчен пурте пӗлнӗ. Папа прибора илсе тухрӗ те урисене юр ҫине тӑрӑнтарчӗ. Ачасем йӗри-тавра чупкаласа мӗн курассине пуҫра ӳкерчӗҫ. Папа телескопа ӗнерчӗ те киле кӗчӗ. Тимофей чи малтан пӑхрӗ. «Курап, курап. Ҫӑлтӑрсем курап. Пысӑк вӗсем. Пысӑк ҫӑлтӑрсем курап». Ҫӑлтӑрсене сӑнанӑ вӑхӑтра вӑл васкамарӗ, ҫавӑнпа ачасене пушшех хумхантарса ячӗ. Унтан Виталикӑн черечӗ ҫитрӗ, вӑл та пысӑк ҫӑлтӑрсем курчӗ. Вара Ксюша пулчӗ. Вӑл телескопа хускатрӗ те сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ: «Череп! Эпӗ хура череп курап. Ку НЛО пуль!» Тӗлӗнмелле! Настя та, унтан Маша та НЛО курчӗҫ. Павлик та. Ыттисем те. Вӗсем чӑнах та пур иккен, пире сӑнаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Ксюша текех телескоппа пӑхмарӗ.

Тепӗр кун ачасем пришелецсене курма каллех пухӑнчӗҫ. Ку хутӗнче Тимофей хӑех пурне те йӗркелерӗ. «Ак вӑл, череп!» Ксюша паян телескопран пӑхмарӗ, ун вырӑнне ыттисене сӑнарӗ. Сасартӑк вӑл пӗр япала асӑрхарӗ: телескопа хурӑн тӑррине тӗлленӗ пулнӑ. «Кӗтӗр, кӗтӗр, эп пӗлеп! Череп – вӑл туратсем. Эсир ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхмастӑр». Ӑна тӑнласа Тима телескопа ҫӳлерех тӗллерӗ. НЛОсем ҫухалчӗҫ. Ҫӑлтӑрсем ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. Пысӑк ҫӑлтӑрсем. Мӗн пӑхмалли пур вӗсем ҫине, телескопсӑр та курма пулать.

Телескопа урӑх илсе тухмарӗҫ, никам та ыйтмарӗ те.

Павлик

Пӗррехинче Павлик хӑнана пычӗ. Юриех мар-ха ӗнтӗ. Вӑл кил уҫҫине ҫухатнӑ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑниччен унӑн ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттермелле пулнӑ.

Павлик подъездра урине хыврӗ те кӗчӗ.

– Кӑҫатна илсе кӗр, – терӗҫ Ксюшӑпа Настя, мӗншӗн тесен хӑнасене яланах ҫапла каланӑ.

– Ҫок, эп сивви тӑхӑнма юратап. Тата кун пек хӑварсан, вӗсем формине тытаҫ.

Павлик зала кӗчӗ те швед стенки ҫинче кӗшӗлтетрӗ. Унтан хӗрачасем ӑна чейпе печени ҫитерчӗҫ.

Паша халь те киле каймасть. Тата мӗн тума пулнине шухӑшласа кӑлармалла. Настя шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

– Павлик, спорим, эс ҫӑмартана чӑмӑртаса ватаймастӑн?

– Ватайрап та.

– Ватаймастӑн. Атя, спорить тӑвар, на желание?

– Ҫок теме юрать-и?

– Юрамаҫ.

– Ну-у-у. Ладно. Эсир выляса ярсан вара мана мӗн пулать?

– Эс те желани шухӑласа хума пултаран, эпир ӑна пурнӑҫлатпӑр.

– Газировка илетӗр-и ман валли?

– Выляса ярсан, илетпӗр. Эпир выляса илсен вара, сан челкӑна касатпӑр.

– Мӗншӗн?

– Вӑл санӑн вӑрӑмрах пек.

– Юрать. Эп малтан пулсан кӑна. На спор эпӗ набирать тунӑ номера звонить туса: «Алло, это зоопарк? А почему уши торчат?» – тесе калайратӑр-и?

– Калайратпӑр ӗнте.

Темиҫе хут Павлик чуххӑм номер ҫине шӑнкӑравларӗ, унта такам трубкине ҫӗклерӗ. Настя хӑлхасем ҫинчен ыйтнӑ хыҫҫӑн, телефонран арҫын ятлаҫни илтӗнчӗ. Ачасем трубкӑна хучӗҫ те кулса ячӗҫ.

Хӗрачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те Павлика чӑх ҫӑмарти пачӗҫ. Лешӗ, ҫирӗпрех тытас тесе, пӳрнисене чармакларӗ, анчах ҫӑмартине чӑмӑртаса ватаймарӗ. Челкӑпа сывпуллашма тивнине вӑл тинех ӑнланса илчӗ. Ҫамкине аллипе хупларӗ те килӗшмесӗр нӑйлама пуҫларӗ:

– Ма вара каллех эп? Ан касӑр ман ҫӳҫе, эп сире жвачка илсе парап. Килти ӗҫпе кӑҫалхи тетрадьсене парап, только ан тивӗр мана!

– Или челка, или супӑнь ҫулла, – ҫирӗп сасӑпа каларӗ Настя. Кун пек каласан, кил уҫҫине ҫухатнӑшӑн куляннӑ арҫын ача ҫӳҫне кастарма килӗшрӗ.

– Ан хӑра, эпир сана пит лайӑх касса яратпӑр, еще спасибо скажешь! – лӑплантарчӗ Ксюша.

Ҫӗвӗ хатӗрӗсем хунӑ ещӗкрен хӗрачасем хачӑ туртса кӑларчӗҫ те тӗкӗр патӗнчен тура илсе килчӗҫ. Амӑшӗ вӗсен ҫӳҫне хӑй каснӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗрешсем пӗлнӗ, малтан турапа ҫӳҫе вӗҫне ҫити тураса якатмалла, унтан тӳррӗн касмалла. «Кӑшт ҫеҫ касап, ан хӑра», – терӗ сулахай алӑпа ҫыракан Ксюша. Тӳрӗ касма, паллах, пулмарӗ. Вара Настя ӗҫе пикенчӗ: «Ак тӳрлететпӗр». Павлик пуҫне хулпуҫҫи хушшине чикрӗ те сӑмси ҫинче карт палӑриччен куҫне хӗсрӗ. Настя ҫӳҫӗ аялалла чалӑшнӑ енчен касма пуҫларӗ. Вӑл аппӑшӗн ӗҫне тӳрлетессе шанчӗ, анчах пит лайӑхах тума пулмарӗ. Челка ҫырӑва ярас тесе ҫулакан конвертӑн виҫкӗтеслӗхӗ пекех курӑнма пуҫларӗ. Ах, челкине малтан йӗпетмеллеччӗ-ҫке!

Ваннӑя кайрӗҫ. Унта Павлик хӑйне тӗкӗрте курчӗ те тарма вӑхӑт ҫитнине ӑнланчӗ.

– Эсир иксӗр те ҫӳҫе касса пӑхрӑр, кун пек пулсан, эп тумаллине тунӑ. Мана урӑх ан касӑр-ха.

– Юрать вара, юрать.

– Спасибо, – терӗ Павлик аран илтӗнмелле. Вӑл ҫӗлӗкне куҫхаршисем таранах туртса лартрӗ, подъездра хӑйӗн сивӗ кӑҫаттине тӑхӑнчӗ те юлашки сехетне урамра ирттерчӗ.

Тутӑр

Паян клуб ҫумӗнче хӗлпе сывпуллашаҫҫӗ. Ксюшӑпа Настя кукамай патне чечеклӗ пысӑк тутӑрсем илме кайрӗҫ.

Кукамай шкапа уҫрӗ, унтан шурӑ тата хӗрлӗ тутӑр кӑларчӗ. Шурри ҫӳҫеллӗ, ҫӗнӗ, таса пек. Икӗ мӑнукӗ те ун патнелле туртӑнчӗҫ. Настя шурӑ тутӑрне хӑвӑртрах ярса тытрӗ те ӑна ҫавӑнтах хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

– Эп вара? Мана та шурӑ тутӑр кирлӗ.

– Эп пӗрремӗш вӗт.

– Пӗрремӗш, пӗрремӗш. Эс яланах пӗрремӗш. Сана яланах чи лайӑххи лекет. Эс манран хӑвӑрт, вара мӗн? Мана та кирлӗ.

Кунта кукамай хутшӑнчӗ:

– Халех чарнӑр. Тутӑршӑн вӑрҫӑнӑр тата. Настьӑна лекрӗ, юрӗ вара, пултӑр. Тепрехинче эсӗ ӑна ҫыхан.

Ксюша кӳреннипе аялти тутине тӑсрӗ. Вӑл Настьӑпа калаҫас мар, нимӗнле ухмахла тутӑр та ҫыхас мар тесе шутларӗ.

Хӗрачасем сӑмах чӗнмесӗр клуб патне ҫитрӗҫ. Унта лашапа ярӑнтараҫҫӗ. Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ Настя ҫуна пӗр енне, тутӑрсӑр Ксюша тепӗр енне ларчӗ. Пӗри те, тепри те мирлешесшӗн пулмарӗҫ. Пӗр самантлӑха вӗсем, ярӑннӑ май, йӑл кулса та илчӗҫ, анчах пӗр-пӗрне мар.

Юрӑсемпе вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Карталанса ташларӗҫ, канат туртрӗҫ, минтерсемпе ҫапӑҫрӗҫ, михӗ тӑхӑнса сиксе ӑмӑртрӗҫ. Унтан катемпие ҫунтарса ячӗҫ. Кӑвайт чӗртрӗҫ, ун урлӑ сикме. Настьӑн та сиксе пӑхас килчӗ. Малтан вӑл аслисене сӑнарӗ. Унтан хӑй те чупса сикрӗ. «Ксюш, пӑх, ман пул…», – терӗ те вӑл, вӗсем калаҫманнине аса илчӗ. Аппӑшӗ пулман та унта.

Настя киле таврӑнчӗ, Ксюша маларах ҫитсе ларнӑ та ӳкерсе ларать.

– Сана тутӑр лексен вара эп кӳренме пултарнӑ пулӑттӑм.

– Эп санпа калаҫмас.

– Халь калаҫрӑн-ҫке. Шурӑ тутӑрӗ пӗрре ҫеҫ пулсан, мӗн тумалла вара?

– Эс яланах пӗрремӗш. Тата кукамай сана ытларах юратать.

– Мӗн??? Ҫук.

– Аха-ҫке. Мӗншӗн вӑл мана хӳтӗлемерӗ?

– Мӗншӗн тесен эпӗ чи малтан тутӑрне туртса кӑлартӑм. Ак, тӑхӑнаскет пулсан, ил.

– Халь кирлӗ мар ӗнте.

– Пӗлес килет пулсан, атя, кукамай патне кайса ыйтар, кама вӑл ытларах юратать.

– Халь каяймас, ӳкереп.

– Эп кӗтме пултарап.

Ксюша пӗр пӳртпе, пӗр пӗлӗт таткипе юнашар пӗр хӗрача тата кӗтесре пӗр хӗвел ӳкерсе хучӗ. Ӗҫлесе пӗтерсен, вӑл пӗр калаҫмасӑр тумланчӗ те йӑмӑкне: «Ну, мӗн, пыратни эс?» – терӗ.

– Кукамай, кукамай, эс кама ытларах юратан – Настьӑна или мана?

– Мӗн хӑтланатӑр эсир? Мӗн пулнӑ-ха?

– Нимех те мар, ответле кӑна: ӑна или мана?

– Чӑннипе каласан-и?

– Чӑннине кала.

– Ну, юрӗ. Чӑннипе каласан, тӗнчере эпӗ пуринчен ытла хама юратап, сирӗн валли вара ман юрату пӗр тан валеҫмелӗх юлать. Хӗрачасем кулса ячӗҫ. Вӗсем тутисене тӑсма пӑрахрӗҫ те ҫӑварни икерччисене пӗр пек нумай ҫисе ячӗҫ.

Сӑвӑсем

Ҫурхи каникул умӗн шкулта сӑвӑсен конкурсне ирттерчӗҫ. Ксюша та, Настя та хутшӑнма шутларӗҫ. Кукамӑшӗ суйлама памасӑр (тутӑр пайлайманнине астуса) пӗр мӑнукне Есенин сборникне пачӗ, теприне – Тютчевӑнне. Хӗрачасем сӑвӑсене вӗренме киле кайрӗҫ.

Ксюша амӑшне, лешӗ кухньӑра купӑста яшки пӗҫернӗ вӑхӑтра, каласа парать:

– Сергей Есенин, «Черемуха».

Черемуха душистая

С весною расцвела

И ветки золотистые, золотистые,

Что кудри, а-а-а… завила. Ан пулӑш.

Кругом роса медвяная

Сползает по коре… Малалла астумас. Тепре вӗренеп те килеп, тӑхта.

Ҫавӑнтах Настя пырать те «Зима недаром злится» каласа парать.

– Пурне те вӗреннӗшӗн маттур. Анчах каласа панӑ чухне ан васка. Тата кулса илме пулать итленишӗн тав туса.

– Ну, куна ӑнланап ӗнте, халь ҫеҫ кун пек. Кайран эп йӗркеллех каласа парап. Юрать, эп кайрӑм.

Хыҫранах Ксюша «черемуха-душистая-с-весною…» сӑввипе таврӑнать.

Конкурс кунӗ тӗлне хӗрачасем сӑввисене шыв пек калама вӗренчӗҫ. Жюрие тӗлӗнтересси ҫеҫ юлчӗ.

Хаклама вырӑс чӗлхи учителӗсем килчӗҫ. Иккӗмӗш те, виҫҫӗмӗш класс та хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн чухлӗ «ют ҫын» курсан, хӗрачасем пӑлханма пуҫларӗҫ. Поэзипе интересленесси куҫ умӗнчех ирӗлчӗ.

«Итак, первой сегодня выступает Ксения Константинова». Ксюша куракансем умне тӑчӗ те сӑвва пӗрремӗш класс ачин интонацийӗпе пӗр такӑнмасӑр каласа пачӗ.

Настя тӑххӑрмӑшӗ, чи юлашки пулчӗ. Унӑн аппӑшӗ пек мар, лайӑхрах каласа парас килчӗ. Вӑл ҫапла пуҫларӗ: «Уважаемые жюри, уважаемые участники. Я сегодня расскажу вам стихотворение Федора Тютчева «Зима недаром злится». Надеюсь, вам понравится». Ксюша пек ан пултӑр тесе Настя вӑраххӑн, чарӑна-чарӑна каласа пачӗ. «Спасибо, спасибо», – тесе вӗҫлерӗ те вӑл хӑй вырӑнне ларчӗ.

Жюри конкурс результачӗсене пӗлтерме тытӑнчӗ. Хӗрачасем пӳрнисене хӗреслесе тытрӗҫ. Виҫҫӗмӗш класри хӗрачасем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Ксюша виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫлӗ пулчӗ. Настьӑна куракансем уйрӑм палӑртса суйларӗҫ.

Результатсене пӗлтернӗ хыҫҫӑнах Настя тумланчӗ те пӗр калаҫмасӑр аппӑшӗнчен хӑвӑрт киле чупрӗ. Ксюша ӑна стадион патӗнче хӑваласа ҫитрӗ.

– Эс мӗн?

– Нечестно. Веҫ нечестно.

– Ӑнланмас.

– Виҫҫӗмӗш классем хутшӑнни нечестно. Эп вара ... эп пит лайӑх каласа патӑм-ҫке, мӗншӗн мана иккӗмӗш вырӑн памарӗҫ? Виҫҫӗмӗш пулин те.

– Ну, сана грамота пачӗҫ вӗт.

– Эс вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

– Сана ҫакӑншӑн канчӑр-и?

– Эп санран кая мар вӗт.

– Аса ил-ха, пирӗнтен кам пӗрмаях мӗн те пулин шутласа кӑларать? Кама шурӑ тутӑр лекнӗ? Эпир ҫырмана кайсан, пирӗнтен кам кашни горка ҫинчен ярӑнса пӑхнӑ? Пӗлетӗн-и, Маша ун чухне мӗн каларӗ? Вӑл сан пек хӑюллӑ пуласшӑн. Пӗлетӗн-и, мӗн эпӗ каларӑм? Ман та сан пек хӑюллӑ пулас килет тесе.

– Ҫав ухмахла сӑвӑсем вырӑнне горкӑран анмалли конкурс пулнӑ пулсан, эпӗ выляса илнӗ пулӑттӑм-и?

– Аха ӗнте.

Настя йӗме чарӑнчӗ те Ксюшӑна аллинчен тытрӗ.

Килте Настя Ксюшӑн пӗр хӗрачапа пӗр ҫуртлӑ ӳкерчӗкне шыраса тупрӗ те пӗлнӗ пек юнашар хӑйне ӳкерсе хучӗ.

Кучченеҫ

Виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗн юлашки кунӗнче пуҫламӑш шкул ачисене иртерех ячӗҫ. Киле таврӑннӑ чухне Павлик Настьӑпа Ксюшӑна хӑваласа ҫитрӗ.

– Эй, эй! Привет, Настя. Привет, Ксюш.

– Привет. Ӑҫтан пӗлен – может, эпӗ Ксюша?

– Ячӗсене портфель ҫине ҫырса хунӑ-ҫке ха сирӗн. Четверть паллисем мӗнле?

– Пиллӗксем. Сан?

– Чиперех. Ку сире валли.

– Спасибо!

– Юрать, пока!

Павлик хӗрачасене «Твикс» парса хӑварса килелле чупрӗ.

Укҫа

Каникул ячӗпе мама ҫӗрулмипе аш кукли пӗҫерчӗ. Вӗри, сӗтпе питӗ тутлӑ. Ҫисе пӗтерсен, папа калаҫма пуҫларӗ:

– Хӗрсем, эп синпе мухтанап. Иксӗрӗн пӗрле те сирӗн пӗр тӑваттӑ та ҫук. Маттурсем, малалла та ҫапла пултӑр. Эсир халӗ пӑртак ҫитӗнтӗр, ӑслантӑр. Эпир мамӑпа калаҫрӑмӑр та сире кӗсье укҫи пама шутларӑмӑр.

– Чӑнах-и? Мӗнчул?

– Кашнине эрнере вун тенкӗ. Ну, мӗн тетӗр?

– О, кашнинче виҫшер ручка илме пулать. Пирӗн сире мӗн илни ҫинчен каласа памалла-и?

– Ку сирӗн укҫа. Мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр.

– Тимӑна эсир укҫа паратӑр-и?

– Ҫапла.

– О, эпир килӗшетпӗр. Спасибо, спасибо!

Ксюшӑпа Настя чӑх пек савӑнчӗҫ. Ним тумасӑрах укҫа! Ӑна мӗнле тӑкаклани ҫинчен те каласа памалла мар. Вӗсем алла вунӑ тенкӗ илчӗҫ. Ку укҫа пачах урӑхла. Харпӑр хӑйӗн. Лавккара тавӑрса панӑ укҫана кӗсъене чикнипе пӗрех мар. Хӗрачасем спальньӑна калаҫма кайрӗҫ.

– Джинсы ултҫӗр тенкӗ тӑрать пулсан, уна илме мӗн чухлӗ пухмалла?

– Ҫулталӑк пуль. Пӗчӗкрех япала илме пухсан лайӑхрах. Пуканесем кирлӗ те пулмаҫҫӗ пуль: скоро иккӗмӗш класа каятпӑр. Эс мӗн илесшӗн?

– Мана, джинсысӑр пуҫне, урӑх ним те кирлӗ мар. Атя Тимӑран ыйтар, мӗн тӑвать вӑл укҫапа?

Тима велосипед илме пухни ҫинчен каласа пачӗ. Хӗрачасем шухӑшларӗҫ те укҫа пуҫтарса ролик конькие илме шут турӗҫ.

Тепӗр кун ирхине Настя ҫӑкӑр илме кайрӗ. Магазинта пӗр кана тӑчӗ те ҫапах та хӑйӗн укҫине газировка илсе тӑкакларӗ. Тепре укҫа иличчен тата ултӑ кун пурӑнмалла.

Эрне варринче Настя почтӑра лотерея выляма пулни ҫинчен илтрӗ. Тӳррех выляса илнипе илменнине пӗлме пулать.

– Ксю-ю-ю-у-ш. Мӗн тӑван?

– Ӳкереп, курмастни?

– Эс укҫупа мӗн те пулин илтӗн-и?

– Ҫок. Эпир пухма шутларӑмӑр-ҫке-ха.

– Ҫапла та-ха... Мана кивҫен пама пултаратни? Эп халех тавӑрса парап.

– Мӗн тума кирлӗ сана? Тата газировка илетне?

– Ҫок. Эп лотерейӑра выляса илеп. Вӑл пилӗк тенкӗ ҫеҫ тӑрать. Выляса илме вара ҫӗр те, ытларах та пулать пуль.

– Аха, тата выляса яма та пулать.

– Ан йӑлӑхтар-ха. Мӗн илес килет, ҫавна илме пулать терӗҫ вӗт-ха.

– Хӑв укҫупа, маннипе мар.

– Ну пожалуйста-пожалуйста. Эпӗ кӗтеймес, мана халех кирлӗ.

– Юрать, только обязательно тавӑрса паран.

– Спасибо!

Настя вунӑ тенкипе почтӑна кайрӗ. Малтан пӗр билет туянчӗ. Куҫне хӗсрӗ те «пожалуйста-пожалуйста-пожалуйста» тесе билетне уҫрӗ. Выляса ячӗ. Нумай шухӑшласа тӑмасӑр, вӑл тата тепӗр билет туянчӗ. Куна та уҫрӗ, шалта «5 рублей» тесе ҫырнӑ. Чӑнах-и? Паллах, выляса илнӗ укҫипе тепре вылярӗ. Унта каллех нимӗн те ҫук.

Киле таврӑннӑ чух Настя куҫҫуль юхтарчӗ. «Ма вара мана нихҫан та не везет?!!»

Йӗкӗрешсем

Уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн киле кӗрсен, хӗрачасем хӑйсене тӗкӗрте курчӗҫ те йӑл кулчӗҫ.

– Эс хӑв пире уйӑрса илейретне? – ыйтрӗ Ксюша йӑмӑкӗнчен.

– Ҫук пуль. Тепрехинче пӗр пек мар курткӑсем ыйтмалла пуль.

– Чӑнах… Астӑватна, мама пире яланах уйӑрса илме пултарать тенӗччӗ?

– Аха.

– Атя, тӗрӗслесе пӑхар?

Ксюша курткипе шапкине хывмасӑрах зала кӗчӗ, унта амӑшӗ кроссвордпа ларать.

– Привет, мама, ку Ксюша.

– Привет.

Ксюша тухса ҫӗнӗрен кӗчӗ.

– Привет, мама, ку Настя.

– Тепӗр хут привет, Ксюша, – пуҫне ҫӗклемесӗр хуравларӗ амӑшӗ.

– Мӗнле пӗлтӗн эс?

– Ну, пӗрремӗшӗ, эсир нихҫан та ят хушса саламламастӑр. Эп сана: «Ырӑ кун пултӑр, ку мама», – тесе каламастӑп вӗт. Юрӗ, эп асӑрхаман та пулӑттӑм. Анчах санӑн нускийӗ шӑтӑк. Йӗкӗрешсен нускисем пӗр пек шӑтма пултараймаҫҫӗ пуль?!

Йыт ҫури

«Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать», – мама яланах ҫапла калать. Чӑнах та, никам та вӑхӑта сая ямасть. Ҫуркунне ял-йыш пахчара чаваланать, вӑрӑм хӗл хыҫҫӑн кашни ҫӗнӗ ҫулҫӑ, кашни чечек, кашни ешӗл курӑкшӑн савӑнать.

Папа ҫӗре сухаларӗ, мама парник патӗнче ӗҫлерӗ.

– Ксюша, Настя, кӑҫал сире пӗр йӑран паратпӑр, ку хӑвӑрӑн пахча пекки пулать, ҫырса паллӑ тума та пултаратӑр. Акӑ эсир пӑрӑҫ вырӑнне ӳстернӗ купӑста. Ӑна мӗнле куҫарса лартмаллине халех кӑтартап. Йӑрана ҫу каҫа пӑхатӑр, вара мӗн ҫитӗнессине курӑпӑр. Э-э, помидор вӑррине тӑкса ямалла пулнӑ. Мӗн тума кирлӗ пире ку купӑста?

Хӗрачасем ҫӗр ҫинче чакаланса пӑхрӗҫ, вӗсене килӗшрӗ. Вӗсем хӑйсен пахчине тата икӗ тӗм ҫӗр ҫырли ыйтрӗҫ. Улмуҫҫи те кирлӗ пулчӗ, анчах ку ытлашши пулать тесе ӑнлантарчӗҫ вӗсене.

Килти ӗҫе туса пӗтерсен, Тимофей та пахчана килсе ҫитрӗ. Мама ӗне сурӗ те, леш ачасемпе пӗрле ҫитермене кайрӗ.

Хӗвел ансан хӗрачасем киле таврӑнчӗҫ. Часах Тима та ҫитрӗ, анчах пӗччен мар. Аллинче вӑл тӗттӗм хӑмӑр йытӑ ҫурие тытнӑ, пӗчӗккин куҫӗсем те уҫӑлман-ха. Ҫак юратмалли чӗрчун меллӗн вырнаҫса ларнӑ та сӑмсипе амӑшне шырать. «Эпир ӑна вӑрманта тупрӑмӑр, такам ҫурисене прахса хӑварнӑ, – терӗ те Тима йыт ҫурие хӗрачасене пачӗ. – Ӑна апат памалла». Йӗкӗрешсем аптечкӑра пипетка тупрӗҫ те ӑна сӗтпе тултарчӗҫ. Анчӑк кунпа мӗнле усӑ курмаллине ҫавӑнтах тавҫӑрса илчӗ.

– Ку бульдог е овчарка пулӗ. Пысӑк йытӑ пулать. Мӗнле ят парар?

– Может, Джек?

– Мана килӗшет. Атя. Тима, сана Джек ят килӗшет-и?

– Каять.

Килте тата тепӗр чӗрчун пурришӗн мама савӑнмарӗ, анчах ӑҫта кайса кӗрес-ха ҫакӑн пек тӑрӑшакан тата юратакан ачасемпе? Папа та хирӗҫлемерӗ – йытӑсене вӑл питӗ юратать-çке.

Джека сӑпкана хучӗҫ. Куна пысӑк кивӗ коробкӑран тата ҫӗтӗк-ҫатӑкран турӗҫ. Ҫывӑрма выртрӗҫ. Кунта Джекӑн нӑйкамалла пулчӗ. Тима те юриех ҫывӑрнӑ пек пулчӗ, те чӑнахах ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ, анчах вӑл вырӑнтан та хускалмарӗ. «Тамагочи пекех ку йыт ҫӳри, перезапуск кнопки ҫук ҫех», – терӗ те ыйхӑллӑ Ксюша коробка патне пычӗ. Вӑл йытӑ ҫурине алла илчӗ, ӑна сӗт ӗҫтерчӗ те коробкӑна хучӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑкпа витрӗ. Пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ, Джек каллех йӗрсе ячӗ. Ксюша коробка патне пычӗ. «Эс мӗн? Мамине шыратни? Ан макӑр, вӗҫемпех лайӑх, кил кунта», – пӑшӑлтатрӗ те вӑл ӑна алли ҫине илчӗ. Йытӑ ҫурие юнашар хурса ҫывӑрма выртрӗ. Пӗчӗк чӗрчун пуҫне хӗрача хӑлхи хыҫне пытарчӗ те ҫывӑрса кайрӗ. Ксюша, йытӑ ҫурине лапчӑтса пӑрахасран хӑраса ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӗ.

Ирхине шкул умӗн йытӑ ҫурие кукашшӗне пӑхма хӑварчӗҫ – вӑл пӗчӗккисене пӑхма пӗлнӗ. Джека илме таврӑннӑ ҫӗре йыт ҫури клеенка сарнӑ ҫемҫе тӗплӗ ҫӗнӗ йывӑҫ коробкӑра ҫывӑрать – ӑна кукашшӗ туса панӑ. Коробки пӗчӗккӗ, ӑна кравать ҫине юнашар хурса ҫывӑрма пулать. Ыйхӑ тӗлӗшпе анчӑк ҫурине лапчӑтасран хӑрамалла мар вара. Тата кукаҫи ветеринар патне кайса йытӑ ҫурине пыл шывӗпе тӑрантармаллине пӗлчӗ. Качака сӗтне тупрӗ: вӑл йытӑ ҫури валли ӗне сӗтӗнчен лайӑхрах иккен.

Ксюша йӑмӑкӗпе пиччӗшӗ те йыт ҫӳрине черетпе пӑхсан тӗрӗс пулать тесе шухӑшларӗ. Тимофей Джека ҫӑлнӑ чухне питӗ пысӑк ӗҫ тунӑ тесе дежурствӑра тӑрасшӑн пулмарӗ. Яланхи пекех, мама хутшӑнни кирлӗ пулчӗ. Вӑл график тума пулӑшрӗ, виҫҫӗшне те ҫырса хучӗ.

Джек хыҫҫӑн кипкесем ҫурӗҫ, расписани тӑрӑх ҫитерчӗҫ. Ирхине кукаҫи пӑхса пачӗ, кӑнтӑрларан пуҫласа – мӑнуксем. Джека кунсерен сахалтарах та сахалтарах пӑхмалла пулчӗ.

Тамагочипе танлаштарсан, йытӑ ҫури чӗрӗ юлчӗ.

Мул

Ура, хӗрачасен пӗрремӗш ҫуллахи каникул! Пӗлтӗрхи пекех ҫулла, анчах халь вӗсен купӑста йӑранӗ тата тин ҫеҫ куҫне уҫнӑ Джек пур. Тата Машӑпа Павлик пур, вӗсем хӗрачасемшӗн чӑн-чӑн туссем пулса тӑчӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗр кӑнтӑрла тӑваттӑшӗ подъезд умӗнчи сак ҫинче ларса мӗн тӑвас-ха тесе ларчӗҫ.

– Эп пӗлеп. Атьӑр клад чавса хурар, – сӗнчӗ Павлик.

– Мана килӗшет. Но эп унта хамӑн ҫӗр тенке хурасшӑн мар, ӑна кам та пулин тупсан, вара мӗн?

– Ман пурӗ пӗрле те сакӑрвуннӑ ҫеҫ. Ҫок, – хирӗҫлерӗ Настя.

– Укҫасӑр пуҫне урӑххи те юрать. Мӗнле те пулин чӑнкӑ япала. Например, ман «Киндертан» игрушка пур, вӑл мана пит килӗшет. Тата попрыгунчик. Мӗн те пулин ҫакӑн пекки.

– Ман хитре фантиксем пур, – малалла каларӗ Маша.

Настьӑн совет укҫи, Ксюшӑн хитре шӑрҫа пулнӑ.

Мул пытарассине пурте ырларӗҫ. Маша мӗн пулсан та пуласлӑхри хӑйсене ҫыру ҫырмалла терӗ, мӗншӗн тесен мулне вӗсем вунӑ е ҫирӗм ҫултан ҫеҫ уҫӗҫ. Ҫапла турӗҫ те.

«Привет Ксюша. Ку Ксюша (ха-ха) эс художник пуль тата эс палӑ ҫын. Ку Мусьӑпа Глашӑн фото. Ку сӑва эп ҫыртӑм веҫ лайӑхах

Хӗлле иртрӗ

Ҫулла ҫитрӗ

Урамра выляпӑр

Питӗ савӑнапӑр».

«Привет Настя. Ку Настя. Эс Шупашкарта квартир илен тесе шутлап. Син машинсем вӗҫеҫ-и робатсем пур-и? Эпир мунча турӑмӑр».

«Парихмахер или врач пулас килет. Мана Кӑнарта пурӑнма килӗшет. Сирӗн пӗрле йӑтса ҫӳремелли телевизорсем пур и? Маша».

«Санӑн машин пур. Пахча, мунча и пӳрт. Кампютер. Молодец.

Анегдот

– Чебурашка-а-а! Ман пуҫ ҫине каропка ӳкрӗ!!!

– Мӗн унта?

– Нимех те ҫук!

– Каропкӑра вара мӗн пур?

Павлик 2000 г. Ура! Эп 2-мӗш класс пӗтертӗм!»

Ачасем коробка илсе пычӗҫ те унта ҫырусене, «Киндертан» тухнӑ теттене, попрыгунчик мечӗкне хучӗҫ. Фантиксем, вак укҫа, сӑнӳкерчӗк, шӑрҫасем. Шӑл. Пуштӑ марки. Илемлӗ кантӑк татки. Пиратсем пек карттӑ ӳкерчӗҫ. Коробкӑна пахчасем патӗнчи посадкӑра чавса пытарчӗҫ, карттӑна упрама Павлика шанса пачӗҫ.

Пӗр эрне иртрӗ. Ачасем, яланхи пекех, дом умӗнче пухӑнчӗҫ.

– Пин клад тӑрӑх кӑткӑсем чупаҫҫӗ пуль.

– Ҫырура мӗн ҫыртӑр эсир? Пит вулас килет!

– Клад мӗнле унта тесе кайса тӗрӗслесен мӗн пулать? Юрамаҫ тесе никам та каламан вӗт? – шухӑшласа кӑларчӗ Настя.

Вӗсем ним калаҫмасӑрах тӑчӗҫ те мул чавма чупрӗҫ: карттӑ та кирлӗ мар. Чавса кӑларчӗҫ, унта вара... Пӗр эрне ҫунӑ ҫумӑр коробкӑна йӗпетсе пӗтернӗ. Анчах ачасем парӑнас темерӗҫ, мула ҫӗнӗ коробкӑна пытарас терӗҫ. Ку ӗҫе тума кукашшӗн пулӑшмалла пулчӗ.

– Кукаҫи, только эс ан ыйт. Пире Джек коробки пекки тата кирлӗ, анчах унта шыв ан лектӗр, хупмаллипе пултӑр.

– Кун ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла.

– Эпир кунта кӗтсе тӑрар-и?

– Эсир кайӑр луччӗ, эп сире хатӗр пулсан калап.

Тепӗр икӗ кунтан ачасем коробкӑна илме пычӗҫ. Йывӑҫран тунӑ, петли ҫинче, пӑтапа хупӑнать. Шалтан изоляциллӗ хура пленка сарнӑ. Тӑваттӑшӗ савӑнса тӗлӗнсе кайрӗҫ. Вӗсем хӑйсен пуянлӑхне (ҫырусене куҫарса ҫырма лӗкрӗ) ҫӗнӗ коробкӑна хучӗҫ те Константиновсен пахчине чавса пытарчӗҫ. Папӑна нихҫан та-нихҫан та чие ҫырли айӗнче тарӑн чавма юраманни ҫинчен пӗлтерчӗҫ, мӗншӗнинне ыйтса пӗлме юрамасть терӗҫ. Ачасем кайран чие ҫырли патне час-часах пыратчӗҫ. Ун айӗнчи ҫӗр пӗрмаях чавса пӗтернӗ пекчӗ, пӗр курӑк та ӳсеймерӗ. Папа вара, сӑмах панӑскер, пӗр ыйту та ыйтмарӗ.

Кукамайсем

Ҫимӗк умӗн мунчара ҫӑвӑнса ҫитмӗл ҫичӗ курӑкран тунӑ милӗкпе ҫапӑнас йӑла пулнӑ. Кӑна ҫапла каланӑ ҫеҫ, тӗрӗссипе милӗкре пилӗк-ҫичӗ тӗрлӗ йывӑҫ турачӗ кӑна пулнӑ.

Константиновсемпе Барон вӑрмана милӗк татма кайрӗҫ. Вӗрене, пилеш, юман, хурӑн, шӗшкӗ татрӗҫ. Киле таврӑннӑ чухне кукамай валли хирти чечексенчен ҫыхӑ пухрӗҫ. Ҫӗр ҫырли ҫирӗҫ, кукаҫи валли те пӗр ывӑҫ пуҫтарчӗҫ.

Папа, мама тата Тимофей пахчара милӗк ҫыхма юлчӗҫ, хӗрачасем кукамӑшӗпе кукаҫи патне вӑрман парнисене пама чупрӗҫ.

Хӗрачасем мороженӑй ҫиме крыльца ҫине ларнӑччӗ ҫеҫ, кукамӑшӗ хӳме урлӑ кӳршӗпе калаҫнине илтрӗҫ.

– Мӗнле маттур ман мӑнуксем! Уйра ман валли чечек ҫыххи пухрӗҫ.

– Маттур вӗсем сан. Ман пата та хуларан мӑнуксем килчӗҫ. Ӗнер урайсене ҫуса тухрӗҫ, ҫав тери кӑмӑллӑ. Ҫапла. Ну, эп кайрӑм, ӗҫлемелли пур-ха.

Кукамай пахчара кӑмӑлсӑрланса юлчӗ.

Тепӗр кунне хӗрачасем кукамай патне пырса хӑярпа помидор шӑварчӗҫ

Крыльца ҫине канма ларчӗҫ, кукамӑшӗ ҫавӑнтах хӳме патне кӳршӗпе калаҫма утать:

– Ксюшенькӑпа Настенька помидорсемпе хӑярсене шӑварчӗҫ.

– Ман мӑнуксем вара пӗтӗм пахчана шӑварчӗҫ, йӑрансене те ҫумласа тухрӗҫ.

– Калама маннӑ, ман хӗрсем ҫӗлеме вӗренеҫҫӗ. Мӗскӗнсем, пӳрнисене пӗтӗмпех чиксе пӗтернӗ.

– Ӗнер ман мӑнуксем ватрушка тума вӗреннӗ, пӳрнисене пӗҫертнӗ, бинтпа ҫыхнӑскерсем ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ. Шел вӗсене. Ай-уй шел ҫке-ха!

– Ман мӑнуксем вара ыран мунча хутма пулӑшӗҫ, – калама пӗлчӗ кукамай.

– Ман мӑнуксем те. Ну, эп кайрӑм, ӗҫлемелли пур-ха.

«Кунпек кӳршӗсемпе пӗр канӑҫ та ҫок», – салхуланчӗ Настя.

Чулхула

Кукамай, мама, Тимофей, Ксюша тата Настя автобуспа Чулхулана кукамай йӑмӑкки, Нина, патне кайрӗҫ.

Нина аппапа Толя пичче тӑххӑрмӗш хутра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑннӑ. Вӗсен хӗрӗ Мускава вӗренме кайнӑ та унтах пурӑнма юлнӑ. Стариксем пенсие тухнӑ та пудель туяннӑ. Телевизор пӑхнӑ, кӑмпа татма кайкаланӑ, хӑш чухне хӑйсем патӗнче хӑнасене кӗтсе илнӗ.

Кӑнарсем икӗ пластик бутылкипе сӗт, ҫӑмарта, тӑпӑрч, ҫу, пахча ҫимӗҫ тата ешӗл ҫимӗҫ илсе килчӗҫ. Тата вӗсем «Аккондран» канфет илсе пычӗҫ.

Хӑнасене алӑкран кӗнӗ-кӗменех сӗтел хушшине чӗнчӗҫ. Помидорпа салат тата пюрепе котлет ҫирӗҫ. Вара ачасем тӑххӑрмӗш хутран мӗн курӑннине сӑнама кайрӗҫ. Унтан иртен-ҫӳренсен пуç тӑррисем курӑнаҫҫӗ, машинӑсем вылямалли теттесем пек. Ачасем сасартӑк хӑйсен вӑйне туйса илчӗҫ: вӗсем ҫынсенчен ҫӳлерех тӑраҫҫӗ. «Эй, э-э-э-й!» – кӑшкӑрчӗ Тима, подъездран арҫын тухнине курсан. Ачасем, курӑнмалла мар кукленсе ларса, хихиклетсе кулчӗҫ. «Халь ман черет», – хӑтланса пӑхасшӑн пулчӗ Настя. «Эй, тетка!» – кӑшкӑрчӗ вӑл подъезд патӗнчен иртсе каякан хӗрарӑма. «Кунтан самолетиксем яма лайӑх пуль», – шухӑшласа кӑларчӗ Ксюша. Чӑнах та, самолетиксем пӗрин хыҫҫӑн тепри подъезд умне анса ларичченех хуллен-майӗпен ярӑнса вӗҫрӗҫ.

Кукамӑшӗпе Нина аппа калаҫса тӑранма юлчӗҫ, мама ачисемпе ҫывӑхри пасара кайрӗ. «Пӑхӑр-ха, такам самолетла вылянӑ. Мӗн чухлӗ вӗсем подъезд умӗнче! Безобрази», – асӑрхаттарчӗ амӑшӗ.

Колбаса, сыр, майонез, торт туянчӗҫ. Ксюша хӑйӗн кӗсье укҫине минераллӑ шыв илме тӑкакларӗ. Кассӑран иртсен вӑл минералкӑна уҫрӗ, анчах бутылка пшиклетмерӗ. Тутанса пӑхрӗ – яланах ӗҫнӗ шыв пек. Мӗн? Этикеткӑна вуларӗҫ, ун ҫине: «Питьевая вода» тесе ҫырнӑ. Ахаль шыва кам туянать вара? Ӑна килте те кранран ӗҫме пулать вӗт.

Мама ачасем хӗвелҫаврӑнӑш ҫисе хуппине сурса пӑрахнине асӑрхарӗ. «Хулара ун пек тумаҫҫӗ», – терӗ вӑл.

Тумтир сутнӑ рете кӗрсе пӑхрӗҫ. Мама Настьӑпа Ксюшӑна ҫуралнӑ кун валли парне суйласа илме сӗнчӗ.

– Пӗр япала юрать-и?..

– Мӗн кирлӗ? Ну кала.

– Джинсы юрать-и? Эпир ӑна шкула та тӑхнатпӑр. Нумай вӑхӑт тӑхнатпӑр, сӑмах парап.

– Аха, вӑл пире юрама прахиччен. Юрать-и-юрать-и-тархасшӑн-тархасшӑн.

– Кайса пӑхар.

Настьӑна джинсы-клеш килӗшрӗ. Мама тӑхӑнса пӑхма икӗ мӑшӑр ыйтрӗ, анчах ӑна Ксюша пӳлчӗ: «Мана урӑххи кирлӗ, вӑн ҫавӑ». Сутуҫӑ хӗрачасем ҫине, амӑшӗ ҫине, Тима ҫине пӑхса илчӗ те ҫапла каларӗ:

– А джинсы ведь дорогие.

– Ничего, приносите.

Сутуҫӑ джинсы илсе килчӗ, хӑй ҫаплах вӗсене туянмӗҫ тесе шухӑшлать. Хӗрачасем кӗтесри чаршава карса йӑмсене тӑхӑнса пӑхнӑ чухне мама пӑрӑнса шалти кӗсйинчен укҫа кӑларчӗ. Ӑна сӑмса тутӑрӗпе чӗркесе булавкӑпа тӳмеленӗ пулнӑ. Шутларӗ. Хӑйне валли нимӗн те илмесен, ҫитет.

– Ну что, берете? Последний писк, со стразами.

– Берем.

– Спасибо, мамочка, – хӗрачасем ӑна чуптуса илчӗҫ.

Сутӑҫӑ патӗнчен утса кайсан, амӑшӗ ҫапла каларӗ:

– Нумайччен юратса тӑхӑнмалла пултӑр. Астуса юлӑр пӗр япала. Тен, ӳссе ҫитсен, эсир пысӑк ҫынсем пулатӑр. Тен, питӗ пуян. Анчах, тархасшӑн, нихӑҫан та ан мӑнаҫланӑр.

– Кун пек тумастпӑр.

Каҫхи апат хыҫҫӑн ачасем ҫӗнӗ япаласене хӑйсемпе юнашар кравать ҫине хурса часах ҫывӑрса кайрӗҫ.

Ирхине туристсем Максим Горький хӑйӗн ачалӑхне ирттернӗ ҫурта – музее кайрӗҫ. Мама писатель ҫинчен каласа пачӗ. Ачасем музейрен те, Горькийӗнчен хӑйӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. Мӗнле вӑл, кунта кукамӑшӗпе тата кукашшӗпе пурӑннӑ тӑлӑх ача, пысӑк ҫын пулма пултарнӑ тата ют ҫӗршывсенче пурӑнма пултарнӑ? «Кӑмӑлӑр пулсан, сирӗн те пулатех», – терӗ мама. Вӑл музей ҫинчен ҫырнӑ брошюрӑна асӑнмалӑх илчӗ. Унтан пурте пӗрле Большая Покровская урампа иртсе кайрӗҫ. Хӗрачасем ҫуртсем ҫине, ҫынсем ҫине пӑхрӗҫ. Вӑхӑт-вӑхӑтран вӗсем урисене ҫапа-ҫапа илчӗҫ, пӳрнисемпе стразӑсене тыткаларӗҫ: хӑйсем ҫинче ҫӗнӗ джинсы пулнине ӗненейменнипе. Кремль тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрерӗҫ. Каҫалапа пурте ывӑнса ҫитрӗҫ, калаҫма та вӑй ҫитмерӗ.

Тепӗр кунне планетари хыҫҫӑн туристсем киле кайрӗҫ. Автобусра вӗсем «Я вижу» вылярӗҫ. Унтан блокнота Чулхула ҫинчен мӗн-мӗн курни-илтнине ҫырса хучӗҫ. Планетаришӗн Тимофей хӗпӗртесе ӳкнӗ. Кун пирки вӑл «Школьникинче» вуланӑ анекдота та аса илчӗ.

«Иккӗшӗ калаҫаҫҫӗ тет:

– Сколько звездов на небе!

– Не звездов, а звездей, научись выражовываться».

Килте ҫулҫӳревҫӗсене папа кӗтсе илчӗ.

– Папа, мӗн илсе килтӗмӗр, пӗл.

– Канфет?

– Ҫук. Ҫӑкӑрпа пряник. Шӑп сан валли.

Кивӗ Тутайкасси

Кивӗ Тутайкассинче ҫул хӗрринче кунти ҫынсем пулӑ тытнӑ пӗве пур. Хӑш чухне унта кӗтӳри ӗнесем шыв ӗҫме пыраҫҫӗ. Вӑхӑт-вӑхӑтран вара Константиновсем велосипедпа шыва кӗме килеҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле Барон та хыҫран пырать. Паян шӑп та ҫакӑн пек кун.

Хӗрачасем ишме вӗренеймен-ха. Вӗсен ҫӑлӑнӑҫ ҫаврашки пулман, ҫавӑнпа та ун вырӑнне кантрапа пӗрлештерсе ҫыхнӑ темиҫе пушӑ пластик бутылкине илсе килчӗҫ.

Шывӗ сивӗрех, çавӑнпа ӑна хӑнӑхас пулать. Малтан чӗркуҫҫи таран кӗмелле, унтан хырӑма йӗпетмелле, кайран хӑвӑрттӑн ним шухӑшламасӑр шыв хулпуҫҫи таран ҫитиччен кукленсе лармалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн шыва кӗме те юрать.

Тимофей урасем шыв тӗпне ҫитнӗ ҫӗрте шыва кӗнӗ вӑхӑтра папа Настьӑна ишме вӗрентрӗ. Вӑл ӑна икӗ аллипе шывра ҫӗклерӗ те, аллисемпе урисене Барон пек хускатма хушрӗ. Куна тума пӗлчӗ ача. Папа аллисене пуҫтарма тытӑнчӗ те Настя хӑраса ӳкрӗ, ҫилленсе кайрӗ: «Мӗншӗн турӑн-ха эс куна?» Папа каҫару ыйтрӗ те яланхи пекех лӑпкӑ сасӑпа ыйтрӗ:

– Настя, эс мана шанатни?

– Аха, но…

– Эп сана усалли тума пултарапи?

– Ҫок.

– Атя татах хӑтланса пӑхар. Шан мана. Эп кунта. Ун пек пулсан, атя, паян эп сана ямас. Ху каласан ҫеҫ ярап.

– Юрать. Эп сана шанап.

Настя ишкеленӗ пекки турӗ те ӑшӑнма тухрӗ. Ксюша паян ишме вӗренес килменнине ӑнланчӗ, ун вырӑнне ашшӗ ӑна шывра алӑпа ярӑнтарчӗ.

Ишсе тӑранчӗҫ, тухса кайма хатӗрленчӗҫ. Настьӑн Кивӗ Тутайкассинче Надя ӑҫтарах пурӑннине пӗлес килчӗ. Папа тӗпчеме сӗнчӗ.

Константиновсем яла пырса кӗчӗҫ те пӗрремӗш тӗл пулаканран Надя ӑҫта пурӑннине ыйтрӗҫ. Детективсем ҫавӑнта кайрӗҫ те, чӑнах та, Надьӑна тупрӗҫ. Вӑл пӳрт умӗнчи крыльца ҫинче ларать.

– Привет, Надя, тахҫанах курман сана, мӗнле пурӑнан?

– Насть, Ксюш, мӗнле ҫитме пултартӑр эсир кунта? Мӗнле тупрӑр мана?

– Ак, пин йыт пур, вӑл сана шӑршпа тупрӗ. Мӗн тӑван?

– Ҫуллахи списокран кӗнеке вулап. Эсир вулатӑр-и?

– Э-э-э… Ку син пӳрт-и?

Хӗрачасене калаҫма хӑварчӗҫ. Папа, Тима тата Барон ял пӑхма кайрӗҫ – тен, палланӑ ҫынсене тӗл пулӗҫ.

– Эпир Нижний Новгорода кайса килнӗ, – каласа пачӗ Настя.

– Тӑххӑрмӗш этажра пурӑнтӑмӑр. Унтан самолетсем ятӑмӑр. Вӗсем чӑн-чӑннисем пекех илемлӗн аялалла вӗҫеҫҫӗ, – хушса хучӗ Ксюша.

– Эп те хҫан та пулин пысӑк хулана каяп та сӑвӑсем ҫырап, – терӗ Надя, унтан хушса хучӗ: – Сирӗн чи лайӑх кун хӑшӗ пулнӑ?

– Нижний Новгородра-и или пурнӑҫра?

– Пурнӑҫра пултӑр.

– Эп пӗлеп, – аса илчӗ Ксюша. – Астӑватра, пӗррехинче сивӗ пулнипе шкула каймарӑмӑр. Эпир Настьӑпа кунӗпех утиял айӗнче выртрӑмӑр. Кантӑк умне апатланма уйӑпсем вӗҫсе килнӗ, кантӑкне вара Хӗл мучи сивӗпе ӳкерсе хунӑ. Урамра сивӗ, килте пит ӑшӑ. Ӗҫ хыҫҫӑн, ӑшӑнас тесе, мама пирӗнпе пӗрле выртрӗ, унтан тухмарӗ те. Папа пире курсан, хӑй те кравать ҫине ларчӗ. Унтан Тимӑпа Муся килчӗҫ. Пурте вырнаҫрӑмӑр.

– Да, ман та ку чи лайӑх кун. Ҫок, кӗт-ха, эп халех урӑххи шутласа кӑларап. Сан вара, Надь?

– Сана манпа пӗрле пӗр парта хушшине лартнӑ чухнехи. Ҫав кунччен шкулта мана питӗ кичем пулнӑ.

– Чӑнах-и? Вот это да… – шухӑша путрӗ Настя. – Ман вара, ман чи лайӑх кун папӑпа вӑрмана кайнӑ чухнехи. Питӗ хӑрарӑмӑр вӑйлӑ ҫумӑр пуҫлансан. Ҫиҫӗм ҫиҫет, дыщ-дыщ! Эпир ҫырмана пытантӑмӑр. Ҫумри пӗтсен, киле кайрӑмӑр. Мама хӑмла ҫырлинчен компот турӗ, ҫурта ҫутрӗ. Эпир хӑрама прахрӑмӑр. Муся хӑех ман чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ те пӗрре те тармарӗ.

Часах хӗрачасем патне ашшӗпе Тима пычӗҫ: киле хӑпарма вӑхӑт ҫитрӗ. Велосипеда килелле тапма йывӑр пулчӗ, тӑвалла, ҫавӑнпа ҫурма ҫула ҫурранах утрӗҫ те калаҫрӗҫ.

– Папа, санӑн чи лайӑх кун мӗнле пулнӑ? – ыйтрӗ Ксюша.

– Эпир сирӗн мамӑпа хамӑр хваттере кӗрсен. Эп сасартӑк хам ҫитӗннӗ ҫын пулнине ӑнланса илтӗм. Ман чӑн-чӑн ҫурт пур, чӑн-чӑн арӑм. Эпӗ ун чухнех пӗлнӗ: пирӗн эсир пулатӑр, кирек мӗн пулсан та йытӑ пулать. Хӑратать пӑртак, анчах тепӗр енчен ҫитӗннӗ ҫын пулни – пысӑк телей те.

– Тим, сан чи лайӑх кун пулнӑ-и? – ыйтрӗ Настя.

– Эсир пӗчӗкрех чухне эп туссене сирӗн ҫине пӑхма илсе ҫӳреттӗм, вӗсем мана уншӗн фишка панӑ. Пӗррехинче эп пӗр пысӑк стопка пухрӑм, унпа выляса кашнинчех выляса илтӗм.

– Так, курнишӗн фишка пирки каярах тепре калаҫӑпӑр. Эсир, хӗрсем, хӑвӑрах ҫавӑн пек интереслӗ ыйту шухӑшласа кӑлартӑр-и? – ыйтрӗ папа.

– Э-э-э, ҫук. Надя.

– Ӑнланмалла. Вӑл кӗнекесем вуланӑран пулӗ ку.

Киле ҫитрӗҫ, ҫӑвӑнчӗҫ. Душ хыҫҫӑн йӗкӗрешсем тӳрех библиотекӑна чупрӗҫ.

Торт

– Ҫуралнӑ кун ячӗпе, Насть!

– Сана та!

Хӗрачасем кухньӑна кайрӗҫ. Унта мама радио итлет, ташлать, икӗ хӑмла ҫырли торчӗ пӗҫерет. «Ҫуралнӑ кун ячӗпе, хӗрачасем! Юратап сире. Тӗнчере мӗн пур лайӑххине сунап! Тимофей, кил кунта!»

Тимофей хӗрачасене саламлама шариксемпе килчӗ те вӗсене записка пачӗ:

– Ку сире манран подарок. Ну, эсир запискӑра малалла ӑҫта каймаллине куратӑр. Чи юлашки вырӑнта клад пулать.

– Спасибо, пит интереслӗ! Эс кӑҫал пире хӳтӗлеместне?

Тимофей ҫӗвви ҫине пӑхса илчӗ те ним чӗнмесӗр кулса илчӗ.

Хӗрачасем ҫӑвӑнчӗҫ, апат ҫирӗҫ те мул шырама кайрӗҫ. «Эп вӑрмантан сирӗн пата килтӗм, эсир мана тӑрантартӑр, ҫитӗнтертӗр», – тесе ҫырнӑ пӗрремӗш запискӑра. Джек! Кукамӑшпе кукашшӗ патне чупрӗҫ (халь йытти вӗсен патӗнче пурӑнать). Джек будки ҫинче ҫыру тупрӗҫ, унта ҫапла ҫырнӑ: «Сире Шупашкара илсе ҫитерет, халь вара канать-ха». Кукаҫин гаражне чупрӗҫ. Запискӑна ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗнче тупрӗҫ: «Вӗсене кукаҫи пуртӑпа ҫурать», – тесе ҫырнӑ. Мунча патӗнчи вутӑ! Тепӗр ҫырура: «Йывӑҫҫи пысӑк, ҫырли пӗчӗк, – тесе ҫырнӑ. – Чечеке ларсан сивӗ. Ҫырлине ҫисен, шӑлсем хуралаҫҫӗ». Ҫӗмӗрт! Йывӑҫ ҫинче юлашки запискӑна тупрӗҫ: «Унта какай нумай». Кукамай морозильникӗ патне чупрӗҫ, унта менельниксем валли мороженӑй.

Мороженӑй ҫисе пӗтерсен, хӗрачасем Джекпа выляма кайрӗҫ. Вӑл кӑшт ӳснӗ те ҫӑмӗ хӑйӑр тӗслӗ пулса тӑнӑ. Часах кукамай хӗрачасем патне компотпа тухрӗ: «Ӗҫӗр, унтан киле мамӑна пулӑшма кайӑр», – терӗ. Ҫынсем ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳренине юратман вӑл.

Тваттӑра хӑнасем килме пуҫларӗҫ. Нумай ҫын. Павлик килчӗ. «Ме, – терӗ те вӑл Ксюшӑна чечек ҫыххи парнелерӗ. – С днем рожденьем». Вӑл Настьӑна та ҫавӑн пекех чечек ҫыххи парнелерӗ. Тата вӑл йӗкӗрешсене мул карттине тыттарчӗ. Маша та килчӗ, вӑл пӗр банка хӑмла ҫырли парнелерӗ.

«Эс те кунта. Салам, Надя. Хӑвах килтӗн-и вара Тутайкассинчен?» – тӗлӗнчӗ мама. Маринӑпа Наташа та килчӗҫ, хӗрачасене сӑмах сарма вӗрентекенсем. Тима тусӗ Виталик та кунта, тата ытти картишри туссем. Залра вырӑн юлмарӗ, аслисене пурне те кухньӑна лартрӗҫ, кукамайпа кукаҫие те. Ачасем салатпа килти пиццӑна ҫиме тытӑнчӗҫ. «Апат пурин валли те ҫитет-ши?» – пӑшӑрханчӗ кухньӑран зала, залран кухньӑна чупакан мама.

Ксюша вӑйӑсем шухӑшласа кӑларнӑ пулнӑ. «Ҫок, ҫок!», «Эпӗ вӑтанап», – хирӗҫлеме пуҫларӗҫ хӑнасем. «Эпӗ хутшӑнап, мӗн тумалла?» – ыйтрӗ Виталик. Ксюша йӑл кулса илчӗ. Вӑййа Тима, Марина тата Наташа хутшӑнчӗҫ. Куҫа хупса менельниксене ӳкермелле пулчӗ. Кулӑшла портретсем ӳкерчӗҫ: куҫӗсем ҫамки ҫинче, сӑмси питҫӑмарти ҫинче, хӑлхасӑр. Хӑнасене килӗшрӗ ку. «Вӑйӑсем пур-и тата? Ман та выляс килет», – терӗ Павлик. Унӑн мӑйӑр ҫине ларса мӗн чухлӗ пулнине каламалла пулчӗ. Ачасем куҫҫуль кӑларса кулчӗҫ, аслисем те пӑхма килчӗҫ (вӗсен кухньӑра кунчул савӑнӑҫлӑ марччӗ).

Пурне те пӗрер татӑк лектӗр тесе мама икӗ торта питӗ ҫӳхе татӑкӑн-татӑкӑн касрӗ. Кашнине тата турилкке ҫине Машшӑн хӑмла ҫырлине хурса пачӗ. «Чи хаклӑ ресторансенче десертсем шӑпах та ҫапла, тӑраниччен ҫимеҫҫӗ», – ӑнлантарчӗ вӑл ачасене. Кайран мама патне хӑнасен амӑшӗсем хаклӑ ресторанти пек торт рецептне ыйтма темиҫе хут та пынӑ.

Дискотека

Магазин патӗнче хӗрачасем ҫак пӗлтерӗве вуларӗҫ:

22 июля

19:00

Детская дискотека

Конарский СДК Вход свободный

Пӗлтерӗве курсанах Настьӑн дискотекӑна каяс килсе кайрӗ. Ксюшӑна ӳкӗте кӗртме йывӑр пулман. Вӑл та ташлама юратнӑ, кӑштах вӑтаннӑ ҫеҫ. Павлик дискотека хӗрачасем валли терӗ, ҫавӑнпа та кайма килӗшмерӗ. Маша нумайччен хирӗҫлерӗ. Паллах, унӑн ыттисенчен юлас килмен, ҫавӑнпа та туссем ӑна пурпӗрех ӳкӗте кӗртӗҫ тесе шанчӗ вӑл. «Эсир каяс умӗн ман пата тепӗр хут шаккӑр. Эпӗ, может, пырап синпе».

Кӑнтӑрла йӗкӗрешсем кӗнеке вуларӗҫ, килте тирпейлерӗҫ, мамӑна апат пӗҫерме пулӑшрӗҫ. Пиллӗкре вӗсем мӗн тӑхӑнассине суйлама тытӑнчӗҫ. Ксюша ҫӗнӗ джинсыпе шурӑ блузка тата шкулти туфли лайӑх пулать тесе шутларӗ. Настя хӑй валли сарӑ топик тата кроссовки суйласа илчӗ.

– Сӑрланар мар-и? – сӗнчӗ Настя.

– Помадӑпа пулсан ҫеҫ. Пӑртак.

Косметичка илсе килсе хӗрачасем спальнӑра шӑпланса ларчӗҫ. Настя помадӑна уҫрӗ, ӑна шӑршласа пӑхрӗ те тутине чӑннипе те хӗретрӗ.

– Вӑт это да! Мӗнле пысӑк ҫӑвар ман! На, эс те сӑрласа пӑх.

Ксюша тутине хӗретнӗ вӑхӑтра Настя косметичкӑна ҫаплах тӗпчерӗ. Тенипе кӑшт ҫех сӑрласа пӑхап. Ак ҫапла, куҫхаршисем таранах. Тата мӗн пур кунта? Настя тушь уҫрӗ. Щетка ҫине, унтан тӗкӗр ҫинчи куҫӗсем ҫине, унтан каллех щетка ҫине пӑхрӗ. Вӑл тӗкӗр ҫине пӑхса щеткӑна куҫӗ патне илсе пычӗ те аллине мӗнле хускатмаллине манчӗ, те хӑй аллине, те тӗкӗртине. Вӑл тивертеймерӗ те щетка куҫ мӑкӑльне лексе илчӗ. Настя куҫне мӑчлаттарса илчӗ, хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ те куҫне сӑтӑрма тытӑнчӗ. Кӑшкӑрнине илтсе мама чупса пычӗ.

– Мӗн пулнӑ! А, хамах куртӑм, ӑнланмалла.

– Эп туса ҫех пӑхасшӑнччӗ.

Мама косметикӑна ҫуса яма пулӑшрӗ.

– Хӗрачасем, ӑҫта васкатӑр эсир ӳсме? Ак тушь патне те черет ҫитрӗ. Ну, пӑх-ха, мӗнле чиперскер эс косметикӑсӑр.

– Эс те, мама, чиперскер. Ун пек пулсан, мӗншӗн сӑрланан-ха?

– Кун пек ыйтсан пӗлмес те. Эп кун ҫинчен шухӑшласа пӑхап.

– Тата сан хӑлха ҫакки пур. Пире те кирлӗ.

– Юрать, юрать. Атьӑр августччен пурӑнар, унтан курӑпӑр.

– Ура!

– Сире ҫав тери интереслӗ пулсан, атя, хамах сире сӑрласа ярам.

Ҫичӗ сехетре Маша патне кайрӗҫ. Лешӗ, тумланнӑскер, алӑкран шаккасса кӗтсе ларать: «Эсир килместӗр пуль тесе шутлама пуҫланӑччӗ».

Хӗрачасем клуба кӗчӗҫ. Музыка вылять, подсветка янӑ. Хитреленнӗ ачасем стена ҫумӗнче лараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пӗр-пӗрне ташлама тӗрте-тӗрте кӑлараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пӗр енчен тепӗр енне чупа-чупа каҫаҫҫӗ. Анчах никам та ташламасть. «Ща все исправим», – терӗ те Настя хӗрачасене алӑран ҫавӑтса варрине илсе тухрӗ. «Ну где же вы, девчонки?» – юрлаҫҫӗ динамиксенчен. Хӗрачасем пӗр ушкӑна тӑчӗҫ. Машӑпа Ксюша юпа пек хытса тӑчӗҫ. Вӗсем Настя ҫине пӑхаҫҫӗ, урӑх ниҫта та. «Атьӑр, ташлӑр!» – терӗ вӑл музыкӑран хытӑ кӑшкӑрса. Лешсем хӑйсем пултарнӑ таран турӗҫ: сылтӑмалла ярса пусаҫҫӗ, унтан суллахаялла. Икӗ юрӑ хыҫҫӑн чи хӑюллисем ташлама пуҫларӗҫ. Часах пурте хутшӑнчӗҫ.

Ксюша канма ларчӗ. Вӑл чӳречерен Павлика курчӗ. Лешӗ кӗме хӑймасӑр ытти ачасемпе клуб патӗнче тӑрать. Ксюша урама тухрӗ, каялла вара Павликпа пӗрле кӗчӗ. Ӑна аллинчен ҫавӑтса ҫаврашкана сӗтӗрсе кӗчӗ. Тӑваттӑшӗ юлашки юрӑ хыҫҫӑн ҫеҫ киле кайрӗҫ.

– Эп нихҫан та кун пек савӑнман, тавтапуҫ! – терӗ те Павлик киле кӗчӗ.

Маша килӗшрӗ.

Киле икӗ куҫ-пуҫ кӗчӗ: помада сӑтӑрӑннӑ, тушь юхса аннӑ, ҫӳҫӗсем тарпа йӗпеннӗ.

– Ӳсеҫҫӗ, – терӗ папа мамӑна, хӗрачасене курса. Питҫӑмарти тӑрӑх арҫын куҫҫулӗ юхса анчӗ.

Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен

Октябрь 1, 2000 (Ксюша ҫырать)

Купӑста пуҫтартӑмӑр. Пӗлтӗрхинчен нумайрах, мӗншӗн тесен эпир ӑна ҫуркунне случайно пӑрӑҫ ҫине лартрӑмӑр. Пӑрӑҫҫи ӳсмен-те, ха-ха.

Эпир Настьӑпа ташӑ кружокне ҫӳретпӗр.

Хӑлха шӑтартӑмӑр. Кукамай пире хӑлха ҫакки парнелерӗ (унӑн шкатулкинче нумай).

Январь 7, 2001 (Настя ҫырать)

Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе! Эпир каллех отличницӑсем. Лайӑх пурӑнатпӑр. Мама паян вареный сгущенкӑпа орешки пӗҫерчӗ. Джек пысӑк йытӑ пулмарӗ, вӑл дворняжка.

Май 1, 2001 (Настя ҫырать)

Эпир шашлыка вӑрмана кайнӑ, тутлӑ. Костер туса ҫӗрулми пӗҫертӗмӗр. Джек ҫӑврласа пачӗ. Халӗ эпир ӑна Жучка тесе чӗнетпӗр.

Июнь 1, 2001 (Ксюша ҫырать)

Малтан эпир хамӑр укҫана пухрӑмӑр, унтан папӑпа мама ӑна пирӗнтен кивҫен ыйтрӗҫ. Каялла тавӑрчӗҫ те эпир роликовый коньки илтӗмӗр! Папӑпа мама кӑшт (нумай) хушса хучӗҫ укҫине. Тепӗр ҫулла ҫитрӗ, ура!!!

Спасибо за чтение

Вернуться к книге