
НиК чӑвашла
– Пирӗн папа вӑйлӑрах, – хыттӑн каларӗ Настя кӳршӗри Павлика, леш шартах сикрӗ. – Ҫок, ман папа вӑйлӑрах. Вӑл ҫирӗм хут отжимани тума пултарать. – Хе, пирӗн папа вара – вӑтӑр хут! Тата вӑл пӗр куҫҫуль кӑлармасӑр вунӑ сухан ҫисе ярайрать. – Ман папа сирӗннипе ҫапӑҫнӑ чухне мӗнле тапа-а-ать!
Ачасем коробкӑран тутлине кӑларса тӑкатчӗҫ, унтан ӑна суйлама пуҫлатчӗҫ: шоколад канфечӗсем, вафли, печени тата килӗшмен конфетсен уйрӑм купи.
Читать фрагмент
Читать ещёКуккук– Пирӗн папа вӑйлӑрах, – хыттӑн каларӗ Настя кӳршӗри Павлика, леш шартах сикрӗ.– Ҫок, ман папа вӑйлӑрах. Вӑл ҫирӗм хут отжимани тума пултарать.– Хе, пирӗн папа вара – вӑтӑр хут! Тата вӑл пӗр куҫҫуль кӑлармасӑр вунӑ сухан ҫисе ярайрать.– Ман папа сирӗннипе ҫапӑҫнӑ чухне мӗнле тапа-а-ать! Лешӗ вара Шупашкара ҫити вӗҫсе каять.– Ҫок та.– Аха та.– Ҫок-ҫок, ҫӗр пин ҫок! Пирӗн вара, пирӗн вара...– Пирӗн вара куккуклӑ часы пур, – тесе хурать те Ксюша, йӗкӗреш аппӑшне тавлашура çӗнтерме пулӑшать.Настьӑпа Ксюша ҫак ниҫта курман сехетпе мухтанма питӗ юрататчӗҫ. Вӗсен тусӗсемпе пӗлӗшӗсем кун пек тӗлӗнтермӗше курма тата «куккук» тенине шутлама пыратчӗҫ. Вӑхӑт каланӑ чухне кайӑк ку таранччен пӗрре те йӑнӑшман. Сехечӗ хӑй хӑмӑр ҫурт евӗрлӗ, ун айӗнче – йӗкел пек икӗ сехет тукмакки тата сӑнчӑр. Чи пӗлтерӗшли вара – ку пӳртре пӗчӗк сӑрӑ кайӑк пурӑнни. Куккук ҫав тери яка та йӑлтӑркка, ӑна ҫулласа …
Иногда самые важные истории начинаются с первой страницы.






Комментарии 0