Обложка Калаҫар

Калаҫар

Александра Сергеевна

0% прочитано
Стандартный
Александра Сергеевна

Калаҫар

Глава 1

Салам, тусӑм. Сан валли ыйтусем ҫыртӑм. Вӗсене пӗччен ларса хуравлама пултаратӑн. Ҫавӑн пекех туссемпе пуҫтарӑнса выляма та пулать. Черет ҫитсен кашниех пӗр ыйтӑва вулать те хуравлать. Ҫав ыйтӑвах, кӑмӑл пур пулсан, ыттисем те хуравлама пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтусене ҫул ҫӳреве те илсе кайма меллӗ. Эпӗ ҫак ыйтусене Эверестӑн тӗп лагерьне вун икӗ кунра илсе ҫитерекен походра Интернет ҫук ҫӗрте ҫыртӑм. Ыйтӑвӗсене пӗрле ҫул ҫӳрекенпе хуравласа вӑхӑта кӑмӑллӑ ирттертӗмӗр, пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашрӑмӑр.

Тавах. Вылянӑ май хӑвна лайӑхрах ӑнланма ӑнӑҫу сунатӑп.

Пӗр ҫулталӑкран тӗнче пӗтет тейӗпӗр. Сана ку хыпара паян пӗлтернӗ. Юлнӑ вӑхӑта мӗнле ирттерӗн?Камран тата мӗншӗн каҫару ыйтасшӑн? Ыттисене каласа парас килмест пулсан хӑв ӑшра шухăшла.Эсӗ мӗнле тумтир тӑхӑнатӑн: спорт тумӗ, кашувал (кэжуал), бохо е офис ҫи-пуҫӗ? Тарăнрах шухăшласан, ҫак стиле эсӗ мӗншӗн суйланӑ? Е тумтире шухăшламасӑр суйлатӑн-и?Хӑвна вунӑ ҫул каялла астӑватӑн-и? Ун чухне эсӗ мӗн тунӑ? Вунӑ ҫул каяллахи хӑвна мӗн каласшӑн?Пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттеретӗн? Укҫа ҫинчен шухӑшламалла мар пулсан мӗнле ҫӗнӗ чун киленӗҫӗ (хобби) суйлӑттӑн?Ыран пурнӑҫ пӗтес пулсан паян мӗн ҫинчен кулянӑттӑн?Эсӗ мӗнлерех шкул ачи пулнӑ? Санӑн тус нумайччӗ-и? Шкулти вӑхӑта таврӑнас килет-и?Эсӗ вӑтанчӑк-и? Ҫапла пулсан именесси ӑҫтан пуҫланнӑ? Енчен те эсӗ вӑтанман ҫын пулсан именекенсене мӗнле канаш парӑн?Чи ҫывӑх тусу е тусусем ҫинчен каласа пар.Ӗнер, ку эрнере е ҫак уйăхра эсӗ кама та пулин пулӑшнӑ-и? Мӗн туса?Мӗнле ҫынсемпе туслă пулмӑн? Мӗнле ҫынпа пӗрле пулмӑн?Мӗнпе мухтанма-мӑнаҫланма пултаратӑн? Ан вӑтан, пӗтӗмпех каласа кӑтарт.Мӗнле ҫимӗҫ сана килӗшет? Апат пӗҫерме юрататӑн-и?Кӑмӑл енчен эсӗ аҫунтан мӗн илнӗ? Аннӳнтен?Ӗнер, ку эрнере е кӑҫал (пӗлтӗр) сана мӗн хурлантарнӑ?Ӗнер, ку эрнере е кӑҫал (пӗлтӗр) сана мӗн савӑнтарнӑ?Эсӗ мӗнле ӗҫе питӗ лайăх тума пултаратӑн? Санӑн пултарулăху, ӑсталӑху мӗнре?Эсӗ виҫӗ ӗҫ пурнӑҫлама пултаратӑн, анчах хӑв валли мар, ҫынсем валли. Мӗн тӑвӑттӑн?Пытармасӑр каласан, мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн? Ӑна пурнӑҫлама мӗн чарать?Сывлӑхлӑ пулас тесе кашни кун мӗн тӑватӑн?Тӗлӗк куратӑн-и? Пӗр-пӗр интереслӗ тӗлӗкӳ пирки каласа кӑтартсам. Тӗлӗкӗн пӗлтерӗшӗ пуррине ӗненетӗн-и?Ача чухне кам пулма ӗмӗтленнӗ? Шухӑшу пурнӑҫланнӑ-и?Мӗнле ҫӗршыва кайса курас килет? Кайма мӗн чарать?Мӗш шӑршине кӑмӑллатӑн?Каласа пама вӑхӑт ҫитрӗ. Чунра тахҫантанпах мӗн пытарса ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтарт.Сӑн-пите суйлама май пулсан хӑв валли мӗнлине суйлӑттӑн?Эсӗ Ҫӗр ҫине мӗн тума килнӗ?Тӗслӗхрен, эпӗ ир ҫывӑрма выртса тӑраниччен ҫывӑрма юрататӑп. Кулленхи рехет ҫинчен каласа пар.Вӑхӑта ним туман чухне мӗнле ирттеретӗн?Юлашки вăхăтра мӗнле интереслӗ кӗнеке вуланӑ е кино курнӑ?Пуҫа пӑралакан йывăр шухăша аса ил. Паян унпа сывпуллашма вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗррӗ, иккӗ, виҫҫӗ. Каласа парас тетӗн пулсан, кала. Ҫук пулсан, шарламасӑр ӑсат.Хӗллехи сивӗ кунсенче мӗн тума юрататӑн?Чи чаплӑ Ҫӗнӗ ҫула аса илсем. Ку уявра саламласси саншӑн пӗлтерӗшлӗ-и? Мӗншӗн?Парне илме кӑмӑллатӑн-и? Парнене е кучченеҫе тав туса йышӑнма пӗлетӗн-и? Сана мӗнле парне ытларах килӗшет?Палламан ҫынпа мӗнле калаҫса каймалла? Ыттисем сана пӗр-пӗр лару-тӑру тата кампа паллашмаллине каллаччӑр, эсӗ калаҫма мӗнле пуҫламалли пирки канаш пар. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш кун вӑй хуракан ӗҫтешпе, столовӑйра.Чи юратнӑ вырăнсем ҫинчен каласа пар.Эсӗ мӗнле чӗр чун пулӑттӑн? Тата мӗншӗн шӑпах ҫӑв чӗр чун? Сана мӗнле чӗр чун килӗшет? Килте хӑшне тытас килет?Ыттисене мӗн туса юрӑхлӑ пулаятӑн?Кашни профессирех ҫителӗклӗ тӳлесен эсӗ кам пулса ӗҫлӗттӗн?Аист сана кирек хӑш вырăнта та пӑрахса хӑварма пултарать тейӗпӗр. Апла пулсан ӑҫта ҫуралӑттӑн?Эсӗ ыттисемшӗн мӗнле ҫын? Никам та курман чухне, хӑв валли вара? Ҫак икӗ сӑн пӗр пек-и? Ҫук пулсан, мӗншӗн?Волонтёр ӗҫне туса курнӑ-и? Каласа кӑтарт.Кама тӗслӗхе хуратӑн? Тӗплӗн каласа пар.Шкул хыççăн кун-ҫулу мӗнле йӗркеленнӗ? Йӗркипе каласам.Ачалăхри пӗр-пӗр куна аса илсе ҫавӑнта таврăн. Мӗн шӑрши кӗрет? Ҫанталӑкӗ мӗнле? Санпа юнашар камсем тӑраҫҫӗ? Мĕн пулса иртет?..Сан хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗн юлать?Кама тата мӗншӗн тав тӑвас килет?Санӑн кампа питӗ курса калаҫас килет?Вӑхӑта пӗччен ирттерме кӑмӑллатӑн-и? Пӗччен чухне мӗн тӑватӑн?Чи пысăк рехет саншӑн мӗн?Укҫапа мӗн туянма пулмасть?Санӑн тата мӗн вӗренес килет? Вӗренесрен мӗн тытса тӑрать?Санӑн шухӑшпа, пурнӑҫ йывăр-и е ҫӑмӑл-и?Мӗн ытларах килӗшет: кофе-и е чей-и? Канфет-и е печени-и? Хура е шурӑ шӑккалат? Ир-и е каҫ-и? Хӗрлӗ-и е хура-и? Камит-и е детектив-и? Кӗнекене итлесси-и е вуласси-и? Сивӗ-и е пӑчӑ-и? Хваттер-и е хӑвӑн ҫурт-и?Мӗнле ҫынпа пӗрле пулаймӑн?Хӑш ӗмӗрте пулса курас килет?Ӗнер мӗн тунӑ? Кашни ӗҫе пурнӑҫа кӗртнӗ чухне хӑвна мӗнле туйнӑ тата мӗншӗн ҫапла туйнӑ? Тӗплӗн каласа пар.Эсӗ йӗркене юрататӑн-и? Типтерлӗ-и? Тӗлпулӑва вӑхӑтра ҫитетӗн-и? Ыран, ку эрнере, ҫитес эрнере мӗн тӑвассине палӑртса хунӑ-и?Саншӑн ыталашасси тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен ытти контакт пӗлтерӗшлӗ-и? Ҫемьере, туссемпе тата савнипе.Эсӗ ташлама юрататӑн-и? Ҫынсем мӗншӗн ташлаҫҫӗ? Эсӗ мӗншӗн тата хӑҫан ташлатӑн? Ташламастӑн пулсан мӗншӗн?Санӑн пичче-аппа пур-и? Эсӗ вӗсемпе туслă-и? Пӗрле чухне вӑхӑта мӗнле ирттеретӗр? Ҫемьери пӗр-пӗччен ача пулас килӗччӗ-и?Палламан ҫынна куҫран пӑхаятӑн-и? Палланине? Туссемпе калаҫнӑ чухне вара? Халӗ санпа пӗрле ларакансенчен кашнинех пӗр вӑхӑт куҫран тинкер. Мӗн туятӑн?Хӑш-пӗр чухне ӑмсанни пулать-и? Мӗн ӑмсантарать?Хӑҫан та пулин мӗн те пулин вӑрласа курнӑ-и?Хӑҫан та пулин ӑҫта та пулин ҫухалса кайнӑ-и? Вӑрманта аташса кайсан мӗн тӑвӑттӑн?Лайăх отпуск саншӑн мӗнле иртмелле?"Пӗлнӗ пулсан..." – малалла тӑс.Чӑн-чӑн юрату мӗн иккенне туйса курнӑ-и? Каласа кӑтарт."Пурнӑҫ, сана юрататӑп!" – теме пултаратӑн-и? Халӗ ҫак сӑмахсене тепĕр хут кала е пӗрремӗш хут каласа пӑхсам. Мӗн туятӑн?"Эсӗ тата укҫа". Ҫак темӑпа мӗн калас тетӗн, ҫавна каласа пар."Эсӗ тата спорт". Ҫак темӑпа мӗн калас тетӗн, ҫавна каласа пар.Эсӗ креативлӑ ҫын-и? Пултарулăх енчен кӑна мар, кулленхи лару-тӑрура та."Эпӗ – ..." Ҫак пуплеве малалла хӑвна кирлӗ пек тӑс. Санӑн пурнӑҫри рольсем мӗнлерех? Тӗслӗхрен, эпӗ – атте, эпӗ – директор, эпӗ – сёрфер.Санӑн сиенлӗ йӑла пур-и? Айӑплӑ рехет (guilty pleasure)? Тӗслӗхрен, эпӗ ҫуллӑрах апат ҫисе рехет куратӑп та кайран хама айӑплӑ туятӑп.Сана хӑвӑн ӗҫӳнте мӗн килӗшет? Хӑв ҫине ӗҫлетӗн пулсан, мӗнлерех вӑл? Ҫук пулсан эсӗ мӗнле бизнес уҫӑттӑн?Пӗр-пӗр тӗлӗнмелле, ӗненме ҫук, пулма пултарайман, асамлă пулӑм ҫинчен каласа кӑртарт.Хӑҫан та пулин тӑн ҫухатнӑ-и? Ал-ура хуҫса курнӑ-и? Операци тутарнӑ-и? Кӑмӑл пур пулсан кун пирки чунна уҫсам.Санӑн пурлăх, япала нумай-и? Ытлашши-и е ҫителӗклӗ кӑна-и? Хӑш япалана ыранах кама та пулин параятӑн?Сана кам е мӗн култарать? Юлашки вӑхӑтра хӑҫан тата кампа ахӑлтатса кулнӑ? Кулас темесен те халӗ пурте пӗрле пӗр минут йӑл кулӑр. Ан вӑтанӑр. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, ха-ха-ха!Сана мӗн хӑратать? Ҫак ыйтӑва мӗнле ӑнланатӑн, ҫапла хуравла.

Спасибо за чтение

Вернуться к книге