
Калаҫар
Салам, тусӑм. Сан валли ыйтусем ҫыртӑм. Вӗсене пӗччен ларса хуравлама пултаратӑн. Ҫавӑн пекех туссемпе пуҫтарӑнса выляма та пулать. Черет ҫитсен кашниех пӗр ыйтӑва вулать те хуравлать. Ҫав ыйтӑвах, кӑмӑл пур пулсан, ыттисем те хуравлама пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтусене ҫул ҫӳреве те илсе кайма меллӗ.
Мĕн пулса иртет?..Сан хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗн юлать?Кама тата мӗншӗн тав тӑвас килет?Санӑн кампа питӗ курса калаҫас килет?Вӑхӑта пӗччен ирттерме кӑмӑллатӑн-и?
Читать фрагмент
Читать ещёГлава 1Салам, тусӑм. Сан валли ыйтусем ҫыртӑм. Вӗсене пӗччен ларса хуравлама пултаратӑн. Ҫавӑн пекех туссемпе пуҫтарӑнса выляма та пулать. Черет ҫитсен кашниех пӗр ыйтӑва вулать те хуравлать. Ҫав ыйтӑвах, кӑмӑл пур пулсан, ыттисем те хуравлама пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтусене ҫул ҫӳреве те илсе кайма меллӗ. Эпӗ ҫак ыйтусене Эверестӑн тӗп лагерьне вун икӗ кунра илсе ҫитерекен походра Интернет ҫук ҫӗрте ҫыртӑм. Ыйтӑвӗсене пӗрле ҫул ҫӳрекенпе хуравласа вӑхӑта кӑмӑллӑ ирттертӗмӗр, пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашрӑмӑр.Тавах. Вылянӑ май хӑвна лайӑхрах ӑнланма ӑнӑҫу сунатӑп.Пӗр ҫулталӑкран тӗнче пӗтет тейӗпӗр. Сана ку хыпара паян пӗлтернӗ. Юлнӑ вӑхӑта мӗнле ирттерӗн?Камран тата мӗншӗн каҫару ыйтасшӑн? Ыттисене каласа парас килмест пулсан хӑв ӑшра шухăшла.Эсӗ мӗнле тумтир тӑхӑнатӑн: спорт тумӗ, кашувал (кэжуал), бохо е офис ҫи-пуҫӗ? Тарăнрах шухăшласан, ҫак стиле эсӗ мӗншӗн суйланӑ? Е тумтире шухăшламасӑр …
Иногда самые важные истории начинаются с первой страницы.






Комментарии 0