Обложка Атте ҫырать

Атте ҫырать

Александра Сергеевна

0% прочитано
Стандартный
Александра Сергеевна

Атте ҫырать

Спортпа ҫыхӑннӑ

«Юрӗ, юрӗ, каласа парӑп сире йӗркипе. Ак, тӑнлӑр.

Аякран пуҫлам. Авари бригадине йышӑнчӗҫ мана Кӑнара. Кашни кун пилӗк километр утнӑ килтен, Шинер Пуҫӗнчен. Кунсерен ӗҫленӗ: задвижка уҫнӑ е курӑк тасатнӑ, труба тӗрӗсленӗ трасса ҫинче.

Вӑтанчӑк пулнӑ ӗнтӗ эпӗ, ытла хутшӑнман халӑхпа. Етӗрне еннелле кайсан трасса ҫине пӗрре туслашрӑм Олегпа, вӑл Кӑнартанччӗ. Каласа паратчӗ мана поселокри пурнӑҫ ҫинчен. Ҫамрӑксем ун чухне клуба бильярд выляма ҫӳренӗ, дискотекӑна кайнӑ. Манӑн хамӑн та хутшӑнас килнӗ питӗ: эпӗ юрра-кӗвве питӗ юрататтӑм та-ха. Хӗрсенчен вӑтаннӑ питӗ, ҫавӑ пӗтеретчӗ. Ара, ял ачи, чипер трико пӗр мӑшӑр пулнӑ-ши манӑн? Олег хавхалантаратччӗ, пӗрре концерт курма та кайнӑччӗ унпа. Поселок ҫамрӑкӗсем шӑрантараҫҫӗ юрра, инструмент калаҫҫӗ. Вӗсене курса хамӑн та питӗ купӑс калас килетчӗ: чун вӗресе тӑтӑр ҫынсен итленӗ чухне. Эх, вӗренеймерӗм ӗнтӗ, пулмарӗ манран. Ҫук, халь ӑҫта вӗренес, пулмарӗ манран музыкант.

Ун чухне, сакӑрвуннӑмӗш ҫулсенче, патшалӑх халӑха спортра хутшӑнма хавхалантарнӑ. НПСра сӗтел теннисӗ пурччӗ. Шашка-шахмӑтла вылянӑ тата. Тӗп инженер тек ӑна никам та выляса илеймест тесе мухтанатчӗ. Тӗрӗссипе каласан, выляса ярсан пӑсӑлатчӗ унӑн кӑмӑлӗ, вара пирӗн ӗҫӗ те хутшӑнать. Ара, выляса яраттӑмӑр, мӗн тӑвас тетӗн.

Ҫӗр шӑнтсан шкул спортзалне эрнере иккӗ волейбола ҫӳреме пуҫларӗҫ ӗҫрисем. Ку вӑййа хам вӗреннӗ чухне пит юрататтӑм. Каяс килет хамӑн та. «Мана сӗтӗрсе кайӑр-ха», - тесех килетчӗ. Пуҫларӑм ыйтма ҫамрӑксенчен. Миҫе ушкӑн? Хытӑ ҫапаҫҫӗ-и вылякансем? Мечӗкки ҫемҫе-и? «Мӗн ыйтатӑн, атя ытлари кун, хӑв куҫупа курӑн», - тет Виття. Теннисла выляса туслашнӑ пулнӑ эп унпа.

Ҫывӑраймас тунти кун, ыйӑх килмест. Пӗртен пӗр кедӑсене тасатса хутӑм. Кӑтартатӑп-ха хама ыран, тесе выртатӑп. Ӗҫре Виття мана йӗкӗлтесе калать: «Но, хатӗр-и хӗрсене тӗлӗнтерме?» Хӗрсене? Эпӗ кун пеккине кӗтмен ҫке-ха, арҫынсем ҫеҫ тесе шутланӑ эпӗ. Ҫавӑнтах пит хӗрелчӗ пулмалла манӑн, юрать юлташ сиссе юлаймарӗ. Килӗшнӗ япала пӑрӑнас ҫук ӗнтӗ панӑ сӑмахран.

Ҫитрӗмӗр спортзала, шкул ачисем тин выляса пӗтерчӗҫ, пирӗн валли спортзала пушатаҫҫӗ. Пушмака улӑштарса тӑхӑнтӑм, йӗри-тавра ытлашши пӑхмастӑп, Виття хыҫҫӑн хӳре пек ҫӳретӗп. Ӑшӑнмалла теҫҫӗ малтан. Пуҫларӑмӑр чупма, разминка тума. Ку вӑхӑтра шавлӑн хӗрсем те ҫитрӗҫ. Пӗри – хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскерри. Куна малтан таҫта сӑнанӑ пек. Ҫӳллӗ мар, чиперскер, питҫӑмарти путӑкӗсемлӗ хӑй. Куна, паллах, каярах сӑнанӑ эпӗ, ун чухне пӗрре пӑхса илтӗм те тӳррех тепӗр еннелле ҫаврӑнтӑм. Хам чупасса анкӑ-минкӗллӗ чупнӑ пек, калаҫасса хамӑн мар саспа калаҫнӑ пек. Урасем ҫемӗҫсе кайрӗҫ: ҫирӗп тӑраймастӑп. Лешӗ вара чарӑнмасӑр пакӑлтатать, кулать, пуринпе те хутшӑнать. «Анфис», - тесе чӗнеҫҫӗ ӑна теприсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн мечкӗ пеме унпа тӑрасшӑн ҫамрӑксем.

Анфиспа пӗр командӑра пулма лӗкрӗ. «Эп Валера», - терӗм. Ҫав самант хыҫҫӑн малаллине нимӗн те ас тумастӑп.

Чупатӑп йӗлтӗрпе килелле выляса пӗтерсен. Тӳпере ҫӑлтӑрсем, юр шап-шурӑ выртать. Манӑн чӗре ӑмӑртса тапать, куҫ умӗнче ҫамрӑк хӗр. Аса илсех кайрӑм, Анфисӑна концертра курнӑччӗ-ҫке!

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Волейбола сиктермесӗр ҫӳретӗп икӗ уйӑх патнелле. Анфисӑпа иккӗ калаҫрӑм. Пӗрре вӗҫсе кайнӑ мечӗке ывӑтса пама ыйтрӑм, тепре сак ҫинче такамӑн кипки выртать те: «Санӑн мар-и ку?» - тесе ыйтрӑм. Ҫакӑнпа пӗтрӗ паллашу. Ӗҫре ыйтса пӗлтӗм ун ҫинчен Олегран. «Суйлама пӗлен эс, ӑна ҫур поселок савать», - тет.

- Валерик, мӗн тутуна тӑснӑ эс, ӗҫре ӑнмасть-им? - тет пӗр кунхине кӳршӗри Кулюк аппи ӑна шыв ӑсса илсе килсе панӑ чухне.

- Ман чиперех-ха. Ак пӗр тус пур манӑн, питӗ пӗр хӗре килӗштерет, анчах мӗнле пырса калаҫмаллине пӗлмест.

- Эсӗ вара мӗн хуйхӑратӑн?

- Эпӗ-и? Эпӗ… Эпӗ канаш пама аптранипе шухӑша путрӑм-ха, - тетӗп.

- Но? Апла. Кала тусна, кӗҫех тӗнче пӗтет, паян мӗн тунипе туманни манӑҫа каять вара. Ҫавӑнпа та нимӗнрен те хӑрамалла мар.

Култӑмӑр кӳршӗпе. Эпӗ шухӑшласа ҫӳретӗп хампа хам. Армине кайсан мӗнле хӑранӑ кашни япаларан пӗрремӗш уйӑхсенче. Хӗрпе пырса калаҫма чикӗне хӳтӗленинчен те хӑрушӑрах-и?

Спортзалта уҫӑрах пулин те сывлӑш ҫитместь пек. Тем пекех, Анфис патне ҫывхарса пытӑм, иккеленсе каларӑм: «Ак, пӑх-ха, ҫапла ҫапса пӑх, алла тӳрӗрех ҫӗклесе». Ҫапса пӑхрӗ. «Мана персе памастӑн-и, сетка урлӑ каҫарса пӑхасшӑн», - терӗм те килӗшрӗ хӑй. «Эсӗ пекарньӑра ӗҫлетӗн мар-и? Эпӗ аттене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чи тутлӑ премӗк илсе парасшӑн. Ыран пӗр кило уйӑрса хураймӑн-ши ман валли? Эпӗ пырса илетӗп ӗҫ хыҫҫӑн», - терӗм. Леш каллех килӗшрӗ. Эх, хӑвӑртран хӑвӑрт вӗҫтертӗм вӑл каҫ килелле, йӗлтӗрсем нӑрт-нарт туса ҫеҫ пычӗҫ. Тепӗр кунне…»

«Тепӗр кунне, - пӳлсе каласа парать Маринӑна Анфис, - килет сирӗн атте ман патнелле пекарньӑна. Типшӗмскер, манӑн ӑна питӗ апат тутӑ пуличчен ҫитерес килетчӗ. Саламларӑм, тыттартӑм премӗке.

- Ҫӗнӗ ҫул телейлӗ пултӑр, - тетӗп.

- Санӑн та. Тӗл пулӑпӑр пуль-ха секцире, - хуравлать вӑл мана.

- Мӗн тӑван эс вӑтӑр пӗрремӗшӗнче? Эпир ҫамрӑксемпе Кольккасем патӗнче пуҫтарӑнатпӑр. Сирӗн бригадӑрисем пыраҫҫӗ, эс те кил, - хӑйса каларӑм хам.

- Ай-уй, ҫук. Эп ун пеккине пӗлместӗп, - тет.

- Санӑн юрӑсемпе касета нумай теҫҫӗ, илсе пыр. Эпир хӗрсемпе тутлӑ апат пӗҫерӗпӗр, - тесе хистерӗм. Килчӗ-и вӑл, мӗн тесе шутлатӑр?»

Тӑвансем

Ирхине, астӑватӑп, Колькка пичче пуҫтарӑнатчӗ шкула. Кӑвак трико тӑхӑнатчӗ: вӑл ӑна ҫулла колхозра ӗҫлесе хӑех илнӗ. Кӗнекисене хутаҫа хуратчӗ те шкулалла вӗҫтеретчӗ. Ҫакӑн чухлӗ кӗнеке йӑтса ҫӳренӗ ҫын ӑслах ӗнтӗ вӑл теттӗм.

Манӑн та, улттӑри ачан, питӗ шкула каяс килнӗ. Эпир шкула хирӗҫех пурӑннӑ, перемена хӑҫан пулнине лайӑх пӗлнӗ эпӗ: шӑнкӑравлани те илтӗнет, ачасем шавлӑн урамма чупса тухнине те сӑнама пулать. Пысӑк переменӑна кӗтсе илеттӗм те чупаттӑм хам та шкула. Пичче пек хутаҫ йӑтаттӑм кивӗ кӗнекепе хаҫатпа тултарса. Кӗсъере вара манӑн ҫӑмламас теннис мечӗкӗ пулнӑ: ялта урӑх никамӑн та кун пекки пулман. Пирӗн Тамар аппи хулара пурӑнатчӗ, вӑл ярса панӑ мана ку хаклӑ япалана.

Манран аслӑраххисем шкул умӗнче футболла вылятчӗҫ. Хурӑн – футбол хапхин пӗр енӗччӗ, тепӗр енне хутаҫ персе янӑ. Иккӗмӗш хапхи пекки икӗ чул пулнӑ. Мечӗкӗ вара ачасен… пулман. «Валера килет, хӑвӑртрах!» - тесе йыхӑратчӗҫ вӗсем мана курсанах. Сарӑ мечӗке манран илсе саккӑр-тӑххӑрти ачасем урок лариччен вылятчӗҫ. Эпӗ те пӗрле вылянӑ, анчах мана мечӗкӗ нумай лекмен. Урок хыҫҫӑн та килме йӑлӑнса ыйтатчӗҫ вӗсем. Ара, мӗнле ҫук тейӗн?

Пӗррехинче футбол вылянӑ чухне вӗҫсе кайрӗ мечӗк ҫырмана. Шырасан та тупаймарӑмӑр эпир ӑна. Кам та пулин йӑтса кайнӑ ши е юханшыв ӑна кӳлӗ еннелле кустарнӑ, пӗлес ҫук. Кун хыҫҫӑн чӗнме прахрӗҫ пулас мана пӗрле выляма. Хӑйсем мӗн те пулин йӑваласа тӑватчӗҫ мечӗк. Эпӗ пурпӗрех пӑхма ҫӳреттӗм.

Хам та ӳсрӗм, шкула кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Карӑмӑр аннепе хулана япала илме. Пасарта хама юранӑ сӑрӑ тӗслӗ шкул тумтирӗ хӑвӑртах тупрӑмӑр. «Анне, манӑн Колькка пек пиҫиххи ҫыхса ҫӳрес килет», - терӗм. «Колькка пек колхозра ӗҫлетӗн-и ҫулла?» - те шӳтлесе, те чӑннипех ыйтрӗ анне. Илсе пачӗ мана пурпӗрех пиҫиххи, эпӗ ӑна пӗчӗкленсе кайичченех ҫыхса ҫӳрерӗм вара. Кӗтмен ҫӗртен илсе пачӗ мана валли хулпуҫҫи урлӑ тӑхӑнмалли полевой сумка. Мана ӗнтӗ урӑх нимӗн те кирлӗ мар! Унччен кунчул япала илсе те курман ман валли! Тав турӑм аннене, аллине хытӑрах чӑмӑртарӑм: «Эпӗ питӗ лайӑх вӗренӗп, куратӑн-ак. Пичче пек кӗнекесем йӑтса ҫӳрӗп!»

Тамар аппи патне ҫӗр каҫма кайрӑмӑр. Алӑка ун ачи, Борис уҫрӗ: амӑшӗ ӗҫрен таврӑнман-ха. Борис килне кӑтартрӗ. Мӗн тытма юрани-юраманнине каласа пачӗ. Тамар аппи киле килсен сӗтел хушшине лартӑмӑр. Яшки самай тутлӑ пулчӗ те, манӑн вара ытларах кӑлпассине ҫиес килчӗ. Пӗр-ик татӑк ҫисен аннене хӑлхаран: «Тепре кӑлпасси илсе пар-ха мана», - терӗм. «Асту, хырӑмму шӑтса тухать», - терӗ те вӑл мана Бориспа выляма ячӗ. Хӑй вара Тамар аппипе калаҫма юлчӗ.

Борис виҫҫӗмӗш класа ҫитнӗ, шкул тумтирне тӑхӑнса курнӑскер. Пурпӗрех ӑна ҫӗнӗ тумтире тӑхӑнса кӑтартас терӗм, полевой сумкӑна та манмарӑм. Борис кулать манран: «Пиджакне шӑлавар ӑшне ма чиксе янӑ эс? Тата пиҫиххи ҫых тӑрринчен, вот чаплӑ пулать!» - тет (вырӑсла калаҫатпӑр-ха). Ҫапла тӑвасшӑнччӗ те, тӗрӗссипе каласан. Ара, кинора салтаксем пиҫиххи ҫыхаҫҫӗ-ҫке, чаплӑ! Сумки вара ӑна килӗшрӗ, хӑйне те ҫавӑн пикки кирлӗ терӗ. Унтан вӑл шкапран шурӑ япала туртса кӑларчӗ те амӑшӗ патне пырса тӑчӗ: «Мама, кӑна Валерӑна пама юрать-и?» Лешӗ килӗшрӗ пулас. Мана шкула кайма Борис хӑйне пӗчӗкленсе юлнӑ шурӑ кипкине пачӗ. Мӗнле кун паян, савӑнса пӗтме ҫук! «Эс пирӗн патне килсен манӑн атте сана валли йывӑҫран пистолет касса парать, вӑрҫӑлла выльӑпӑр», - шантартӑм Валерӑна.

Пире ҫӗртре сарса пачӗҫ, аннепе выртрӑмӑр. Урамра машинасем иртсе кайни илтӗнет, килти пек мар. Самайччен ҫывӑрса каяймарӑм. Унтан шкула каясси ҫинчен ӗмӗтленсе тӗлӗрсе те кайрӑм.

*

Арминчен таврӑнсан ҫӗр каҫмалли пулчӗ Тамар аппи патӗнче. Борис университета вӗренме кӗнӗ ун чухне. Каяс килмест хамӑн, чӑрмантарас килмест. Тепӗр енчен, ӑҫта каяс, хулана каҫпала ҫеҫ ҫитрӗмӗр та-ха. Яла кайма автобус тепӗр кунне ирхине кӑна пур.

Вӑйсӑррӑн шаккарӑм виҫӗ хут. Никам на уҫмасть. Чӑрмантарас мар тесе кӗтрӗм пӗр минут. Тата шаккарӑм виҫӗ хут. Утни илтӗнчӗ. «О-о-о, Валерка, кӗрсе лар», - терӗ.

Пушмака хыврӑм. Арминче пулнипе ку вӑхӑталла пӳлӗмре те пулман, гражданла шӑршӑсене те шӑршламан. Кӗрсенех пушмак шӑрши, унтан килти апат шӑрши, диван шӑрши. Тамар аппи духхипе сапӑннӑ.

Апат ҫитерчӗ мана Тамар аппи. «Астӑватӑр-и, эсир мана мечӗк ярса панӑччӗ? Шкула кайсан канфет хучӗ ярса панӑччӗ? Манран ытти ачасем ҫав хутсене питӗ ыйтатчӗҫ, укҫаран та хаклӑ пулнӑ маншӗн вӗсем. Борис кипкине те ҫетӗличчен тӑхӑнтӑм. Тавах сире». Ку пӗчӗк пулӑмсене Тамар аппи астумарӗ пулас. Вӗсем пирӗн патне килсех тӑман. Эпир вара хӑш-пӗр чухне ҫеҫ ҫӳрекелеттӗмӗр вӗсем патне ҫӗр каҫмалла хулана ӗҫпе хӑпарнӑ чухне.

Манран арми ҫинчен ыйтса пӗлчӗ Тамар аппи, унтан урайӗнче сарса пачӗ.

*

Унтанпа херӗх ҫул ытла иртрӗ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухрӑм та кӗмӗл сухал ӳстерсе ятӑм. Атте-анне тахҫанах ҫук, тӑвансем мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши тесе шутлама пуҫларӑм пушӑ вӑхӑт нумай пулнипе. Тамар аппине темиҫе хут та курнӑччӗ-ха арминчен килсен, унтан хам ҫемье ҫавӑртӑм, ачасем ҫуралчӗҫ. Калаҫма пӑрахнӑччӗ.

Вӗсем куҫса кайнине астӑватӑп-ха, вырӑнне те пӗлетӗп. Юри кайса пӑхас терӗм, анчах та астумас этажне. Подъезд умӗнче кӗтсе пӑхас терӗм. Тен, курӑп. Тӑрсан-тӑрсан сасартӑк тухать ватӑрах хӗрарӑм, янаххи аннен пекрех.

- Тамар аппи, - тетӗп. – Палларӑр-и?

- Ҫук, палламастӑп.

- Сирӗн аннен аппӑшӗн мӑнукӗ эп, Валера. Арминчен килсен сирӗн патне килсе каҫ ҫывӑрнӑччӗ, астӑватӑр-и?

- Мӗн кирлӗ сана? – Эпӗ ун патне ачасене ӗҫе вырнаҫтарма ыйтма пынӑ тесе шутлать пуль, ҫавӑнпа пит хаваслӑ мар пуль тесе шутларӑм.

- Нимӗн те мар. Ахаль сире шыраса тупас терӗм.

- Мӗн шыран мана.

- Ахаль. Ним тума та мар.

- Но?

- Ҫапла. Ахалех, чӑнах та, килсе курас терӗм.

- Апла... Мӗнле пурӑнатӑн?

- Ак пенсие тухрӑм. Ачасем вырнаҫса пӗтрӗҫ, хӑйсен пурнӑҫне хӑйсем пурӑнаҫҫӗ. Хамӑр ҫавӑнтах, хуллен-майпен.

- Ну юрӗ вара.

- Чипер юлӑр.

Эпӗ хамӑн шухӑшсемпе пӗр еннелле утрӑм, Тамар аппи тепӗр еннелле хӑй ӗҫӗпе васкарӗ.

Шкула таврӑнӑп

Вӑхӑт иртет. Ытларах та ытларах шухӑш пуҫа тайтарать. Кунсерен шкула таврӑнсан пӗрле вӗреннӗ хӗрпе каччӑсене курсан мӗн каласа парӑттӑм тесе шутлатӑп. Кӑҫал пуҫтарӑнӑпӑр ӗнтӗ. Килекенни килӗ, килменни хӑшӗ ӗмӗрлӗхех пирӗнтен уйрӑлнӑ, хӑшӗн ачалӑха аса илес килмест пуль. Манӑн вара пӗррех каласа парса пуҫра мӗн пуррине типтерлес килет. Шкула таврӑнсанах пӗрле вӗреннисене ҫакна каласа парӑп.

Шкула пӗрремӗш хут Колькка пиччепе пынӑччӗ. Вӑл мана хӑйпе пӗрле математика класне илсе кӗнӗччӗ. Ҫавӑн чухне Антонина Алексеевнӑпа, пуҫламӑш шкул учителӗпе паллашрӑм. Парка саслӑ, чӑн-чӑн учитель сасӗпе калаҫса ачасене тӑнлаттарать. Ҫав вӑхӑтранах хисеплеме пуҫларӑм ӑна. Ун патнех пӗрремӗш класа лекрӗм. Антонина Алексеевнӑна савӑнтарас тесе лайӑх вӗрентӗм.

Пичче пек пулас тесе кайрӑм пӗрремӗш каникулта колхоза ӗҫлеме. Пӗртак укҫа пухрӑм. Пӗлӳ кунӗ ҫитрӗ. Пухнӑ укҫапа Антонина Алексеевна валли хулӑм тетрадь илтӗм. Обложкӑн шалти енне: «Юратнӑ учителе», - тесе ҫырса хутӑм. Анчах ҫав кунах пирӗн учитлель улшӑннине пӗлтӗм. Елизавета Петровна ятлӑ тет вӑл. Ҫак улшӑну мана савӑнтармарӗ. Ытла та ҫепӗҫҫӗн калаҫать пек урӑх ялтан килнӗ учитель. Ни сасси килӗшмерӗ, ни вӗрентни. Тунсӑхлама пуҫларӑм. Кӗнеке вулама пӑрахрӑм. Шкула каяс кӑмӑл пӗтрӗ.

Хӗлле ҫитрӗ. Юр ларсанах вӑрҫӑлла выляттӑмӑр. Пӗррехинче ҫапла вылянӑ чухне мана Елизавета Петровна асӑрхарӗ. «Эс шӑп разведчик, пит хитре шуса пыран», - терӗ. Мана ҫак сӑмах ӑшӑтрӗ. Класс руководителӗ мана асӑрханӑ! Эпӗ ҫын пулнине манӑн пурнӑҫра пӗрремӗш хут асӑрханӑ ҫавӑн чухне.

Елизавета Петровна ытларах килӗшме пуҫларӗ ҫак пулӑм хыҫҫӑн. Пӗрре уроксем хыҫҫӑн юлса вырӑсла кӗнеке вуласа кӑтартрӑм ӑна. Вӑл «маттур» тени пуҫра халӗ те янӑрать.

Шкулта пире апат ҫитеретчӗҫ. Ытларах яшка. Питӗ тутлӑ, юратсах ҫинӗ. Хӑш-пӗр ачасем килтен услам ҫу е лавккаран илнӗ ҫу илсе пыратчӗҫ. Пирӗнпе вӗренекен Марина батон е шур ҫӑкӑр илсе пыратчӗ, пире те паратчӗ. Пӗррехинче атте мана хура пӑрӑҫ хутаҫпа чӳркесе парса янӑ. Яшка ҫиме ларсан кама хура пӑрӑҫ кирлӗ тесе ыйтрӑм. Маринӑна кирлӗ пулчӗ. Силлерӗм хутаҫран чашӑкки ҫине, тухмарӗ. Тата силлерӗм те, пӑрӑҫҫи чылай тӑкӑнчӗ. Куна тӑк, тепре яшка ил, тет Елизавета Петровна. Лешӗ тӑкмарӗ. Чашӑка тата яшка ячӗ те ҫисе ячӗ. Куҫа хупса вӑтанап халь те ку пулӑма аса илсен.

Малтан пионера кӗменччӗ. Борис панӑ шурӑ кипки пӗчикленсе кайнӑ, пӗрремӗш класа кайма илнӗ пиджака та тӑхӑнса пӗтернӗ. Ҫӗнӗ япала илме укҫа пулманран хутшӑнман пионерсен концертне. Унтан ҫӗнтерӳ кунне шкул вожатыйӗ ҫыхса ячӗ мана хӗрлӗ галстук. Кунӗпе ӑна салтмасӑр ҫӳрерӗм. Сурӑхсене илме, ҫӗрулми лартма та кайрӑм галстукпа.

Пиллӗкмӗш класа куҫсан, Алла Яковлевна пире вырӑс чӗлхи вӗрентме пуҫларӗ. Эпӗ япӑх мар калаҫаттӑм пуль, анчах вӑтанаттӑм. Йӑнӑш тӑвасран сӑмах вӗҫӗсене ҫӑтса ярса калаттӑм. «Зачем окончания глотаешь?» - тесе вӑрҫаччӗ вара учитель. Сочиненисене ҫырма маттурччӗ эпӗ, анчах кӗнеке вулама вӗренеймерӗм ӗнтӗ. «Куҫсене перекетлӗр, вуласа ан пӗтерӗр», - тетчӗ анне. Алла кӗнеке тытсанах ҫывӑрса каяттӑм эпӗ. Вулассипе иккӗ илнӗ пулсан та, ӑна эпӗ сочинени ҫырса тӳрлетнӗ.

Саккӑрмӗш класра совет дружинине комитет клмсомолӑна ман кандидатурӑна тӑратнӑччӗ Елизавета Петровна. Шел пулин те, маншӑн никам та суйламарӗ. Пӑхман пире, чухӑннисене, учительсем. Ачасемпе те пит туслашсах кайман эпӗ. Спортпа туслӑ пулнӑ. Физкультура урокӗнче питӗ тӑрӑшнӑ. Анчах мана шкул пуххине илмен. Манран начартараххисене илнӗ-ха. Зарницӑна та кайса кураймарӑм.

Колька пичче арминчен парадкӑпа килчӗ. Эпӗ унӑн салтак формине шкула тӑхӑнма пуҫларӑм. Йӑмми ҫӑт тӑнӑ ман ҫинче, пӗҫ хушшинче ҫурӑлсах кайрӗ пӗр кун. Анкӑ-минкӗлле сапланӑ ӗнтӗ ӑна эпӗ. Кантӑк умӗнче тӑратӑп пӗр кун, пӗрле вӗренекен Луиза урай шӑлать. Сик кунтан, тет. Хӑрах урине ҫӗклерӗм. Хитре мар саплани курӑнчӗ. Лайӑхмарланса кайрӑм. Халь те тӗлӗкре хӑш чухне ҫак пулӑм аса килет.

Физкультура урокӗнче илсе кайрӗ пире Елизавета Петровна вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма. Чи вӗҫӗнче Оля аран-аран тӗкӗлтетет. Юлать, ӳкет, ҫапах та парӑнмасӑр пырать. Эп ушкӑнран юлса кӗтсе илтӗм Ольӑна. Хыҫалтан тӑрса шкула ҫитертӗм ӑна. Куҫпа шыратӑп Елизавета Петровнӑна: курчӗ ши вӑл пире?

Ҫав хӗлех пирӗн шкула Чӑрӑш Туҫаран хӑй хӗрачипе акӑлчан учителӗ килчӗ. Хӑпарчӗҫ пушмаклӑ йӗлтӗрпе. Хӗрӗ балоневый куртка тӑхӑннӑ, мӑйӗ ҫине ФЭД фотоаппарат ҫакса янӑ. Кун пекки нихӑҫан та курман. Вӗсем сад пахчине ӳкерӗнме каясшӑн пулчӗҫ. «Ак, Валеркӑна пӗрле илӗр, вӑл йӗри-тавра мӗн пуррине веҫ пӗлет, йӗлтӗрпе те ярӑнма юратать», - терӗ Елизавета Петровна. Кун пек каланишӗн питӗ хӗпӗртерӗм. Хӑнасенчен вӑтантӑм малтан, кайран хӑнӑхрӑм. Ҫавӑн чухне пӗрремӗш хут фотоаппарат тытса куртӑм. Пускӑчне пусрӑм та, шӑкӑрт-шакӑрт турӗ, ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса кайрӗ. Нихӑҫан та манмӑп ку туйӑма.

Ҫунма пуҫларӑм фотографипе. Аннерен укҫа илтӗм, ҫирӗм тенкӗ. Вӑл пӗр пенси укҫи-ҫке, панӑ ха мана. Кайрӑм Октябрьскине, илтӗм Смена 8М ятлӑ фотоаппарат тата пленкине. Ӳкерсе-тыткаласа курман. Хам пӗлнӗ пек лартрӑм пленкине те тухрӑм урамма. Кӳршӗри Кулюк аппине ӳкертӗм, хамӑр ӗнене, пахчари чие ҫырли йывӑҫҫине. Чак-чак ӳкереп, вӑтӑр ултӑ кадр часах пӗтрӗ. Кӑлартӑм пленкӑна. Хӗвел ҫине те пӑхатӑп, лампочка ҫине те, тӗкӗр ҫине те... Нимӗн те курӑнмасть... Пӗр ҫур ҫул пуль выртрӗ фотоаппарат ӗҫсӗр. Вара килнӗ пирӗн шкула ҫӗнӗ труд учителӗ, уҫрӗ фотографи ушкӑнне. Ҫавӑнта ҫӳреме пуҫларӑм, ӑсталӑха туптарӑм.

Ҫиччӗмӗш класра ҫӗнӗ акӑлчан учителӗ килнӗччӗ, Анна Ивановна. Вӑл хавхалантарнипе эпир пурте ют чӗлхене хаваспа вӗренме пуҫларӑмӑр. Хама питӗ асӑрхаттарас килнӗ. Уроксем хыҫҫӑн юлса вӗренеттӗм акӑлчан чӗлхине. “I like coffee, I like tea”. Халь те астӑватӑп. Анна Ивановнӑн ҫуралнӑ кунне илтӗм буфетран ҫӗр грамм драже-канфет, чикрӗм кӗсъене. Урок пӗтсен ачасем тухса кайсан пытӑм учитель патне, кӗсъерен кӑларса патӑм парнене. Тасамар ҫыпӑҫнӑ, ах туру. Майра ҫав канфета ҫимест ӗнтӗ. Илессе илчӗ.

Пуҫланса кайрӗ шкулта тетрадьрен виҫкӗтеслӗх туса сунӑм ҫырасси. Пӗрине паран, теприне. Манӑн та ҫырса парас килнӗ, анчах питех тыттраман мана виҫкӗтеслӗххисене. Альбомсем тунӑ тата, юрӑ пуххисем. Манӑн питӗ ӳкерес килнӗ, ӑна тума пӗлмен. Ӳкермелле пулсан яланах пӗр япала ӳкереттӗм: виҫ хутлӑ пӳрт, машин каять; сунчӑкпа ҫын тӑрать, хыҫалта йыт е кушак. «Конец конца, хӳре вӗҫне тӑратса», - тесе ҫырса панӑ. Е ҫапла: «Прилетел скворец и сказал «конец»».

Тӑххӑрмӗш класра ҫӗр выртмалла похода кайнӑ. Ҫырӑм ҫухрӑма таран утрӑмӑр, ҫитрӗмӗр Атӑл хӗрне. Кӑнтӑрлахи апат пӗҫерсе ҫирӗмӗр. Хам вӑтанатӑп хӗрсем умӗнче ҫиме. Каҫхине пурте палаткӑсене кӗрсе ларчӗҫ. Кӑвайт сыхлакан никам та ҫук. Вара хамах кӑвайт ҫунсах тӑтӑр тесе лартӑм. Ытти ачасем ҫывӑрма выртрӗҫ, эпӗ халь те ларатӑп. Сасартӑк пырса ларчӗ ман патне Марина: «Шӑнса ларатӑн кунта. Ак, тӑхӑн. Замокки ваннӑ-ха, пуҫран тӑхӑнмалла», - тесе хӑйӗн балоневый курткине хывса мана пачӗ. Лайӑхмарланса кайрӑм главный инженер хӗрӗ манпа ҫапла калаҫнипе. Тӑхӑнтӑм. Куртки ҫӑмӑл, ӑшӑ. Ҫавӑн чухне балоневый куртка тӑхӑнса куртӑм, урӑх нихӑҫан та тӑхӑнман. Марина питӗ ҫепӗҫ те кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. 23 февраль саламланӑ чухне илсе килчӗ ыхрапа сыр салачӗ. Тутанса пӑхрӑм: сӗре тутлӑ. Вӑтана-вӑтана ҫирӗм ӑна ҫавӑн сухне.

Тул ҫутӑлчӗ. Эпӗ анраса кайнӑ ку вӑхӑталла. Ачасем тӑма пуҫларӗҫ, вара эпӗ кӗрсе выртрӑм палаткӑна.

Килелле пуҫтарӑнтӑмӑр. Хӗвел хӗртет. Антӑхса ҫитнӗ ачасем хӑйсен япалисене илчӗҫ те хатӗр тӑраҫҫӗ. Палатки-кастрюльне кам пуҫтарать вара? Хамӑн кутамкасӑр пуҫне икӗ палатка йӑтрӑм: пӗрне умнелле, теприне каялалла янӑ. Тӑсӑлса кайрӑмӑр. Вӑйсӑртараххисем хыҫне юлчӗҫ. Совет дружины ҫыннисем никам ҫинчен шутламасӑр малта пыраҫҫӗ. Эпӗ вара чи юлашки утрӑм пурне те пуҫтарса.

Вуннӑмӗш класра ташлама ҫӳренӗ. Хӑш-пӗр хӗрсене хӗрхенсе ташлама чӗнеттӗм. Пӗри пысӑкрах, йывӑртарахччӗ. Хӑҫан кӗвӗ пӗтет ши тесе ташланӑ. Калама лайӑх мар та, суяс килмест. Пӗррехинче вара Оля ташлама кӑларчӗ мана: «Аму мӗнле вара сан?» - тесе ыйтрӗ. Манӑн анне ун чухне ракпа чирлет. Ӑнлантӑм: кунче мана хӗрхенсе ташлама ыйтнӑ ку чипер хӗр.

Ҫапла иртсе кайрӗ шкул вӑхӑчӗ. Тепӗр ҫултан илсе кайрӗҫ ҫара. Икӗ ҫул ирттертӗм, таврӑнтӑм киле. Виҫӗ кун хушши ҫар тумтирне тӑхӑнса ҫӳрерӗм ялта. Значоклӑ. Иван Матвеевича, физкультура учительне тӗл пултӑм урамра.

- Ку мӗн?

- Ылтӑн значок.

- Мӗншӗн панӑ?

- Хытӑ чупнишӗн, вӑй-хӑватлӑ пулнишӗн.

- Апла.

Ҫак пулӑм вӑл пурнӑҫра иккӗмӗш ҫын мана палӑртни. Константинов Валерий награда илме пултарать, вӑл юрӑхлӑ ҫын тенӗ пек пулнӑ вӑл маншӑн.

Мана тракториста йышӑнчӗҫ. Пирӗн класрисем кам ӑҫта, пит калаҫма та пӑрахрӑмӑр. Ҫавӑн чухне пирӗн класс туслӑ маррине ӑнлантӑм. Марина Мускава тухса кайнӑ вӗренме. Хӗлле килнӗччӗ. Унӑн ашшӗ вара мана Маринӑн ҫуралнӑ кунне хӑнана чӗнчӗ. Эпӗ хамӑр класри Юрккана илтӗм те пырса лартӑмӑр. Вӑтанса эрехне те ӗҫмерӗмӗр, апатне те ҫырткаларӑмӑр кӑна. Мана, тракториста, мӗншӗн чӗннӗ-ши вӑл? Тен, арминчен килсен ытларах хисепленӗ мана ялти халӑх.

Унтан Иван Матвеевич мана шкула военрук учителӗ пулма чӗннӗ. Пытӑм. Килӗшетчӗ ачасемпе ӗҫлеме. Стройпа утма вӗрентнӗ, чуптарнӑ. Халь ватӑлсан пыма пуҫларӗҫ ман патне эп вӗрентнӗ ачасем. Тав тӑваҫҫӗ, ытларах хӑваламалла пулнӑ теҫҫӗ. Елизавета Петровна та курсан хисеплӗн калаҫатчӗ манпа. Ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Эпӗ ӑна каламалли сӑмах пурччӗ. Малтанах ӑна юратсах кайманнишӗн каҫару ыйтас килет, ыйтаймарӑм.

Пӗрле вӗреннисемпе курса калаҫас килет. Мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши вӗсем? Мана аса илеҫҫӗ-и?

Маринӑна шыраса тупнӑччӗ. Калаҫасшӑн мар пирӗннисемпе. Унӑн хӑйӗн сӑлтавӗ пур ӗнтӗ.

Спасибо за чтение

Вернуться к книге