
Уп-уп! Чи-чу! Чим-чим! (на чувашском)
Шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш класс ачисем валли хатӗрленӗ калавсен пуххи. Ку кӗнекере Диана кайӑксемпе туслашни ҫинчен каласа панӑ. Кайӑксем ӑна кулленхи ачалӑхри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ. Диана ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗренет.
Хыркук чарлан ури ҫинче шурӑ нуски асӑрхать те кулса ярать.
Читать фрагмент
Читать ещёКайӑксем куҫҫуле типӗтрӗҫ‒ У-у-у! – ӳлесех макӑрать Диана. ‒ А-а-а! Яшкри сухана ҫиес килмест!Диана паян кунӗпе тулта вылянӑ. Ывӑннӑ, хырӑмӗ выҫнӑ, анчах яшкине вӑл ҫиесшӗн мар. Эклер пулсанах ҫинӗ пулӗччӗ.‒ Шӳрпине те пулин сыпса яр, ‒ лӑпкӑн хистет ашшӗ.‒ Кашӑкки таса мар! ‒ йӗрет Диана.Ашшӗ ӑна ҫӑвать.‒ Халӗ вӑл ытлашши йӗпе!Дианӑна пурте япӑх пек туйӑнать. Вӑл макӑрать.Сасартӑк кантӑкран шаккаҫҫӗ: «Уп-уп!» Вӑрӑм сӑмсаллӑ та кулӑшла тӗпеклӗ кайӑк вӗҫсе кӗрет. Ку вӑл ‒ хыркук.‒ Уп-уп! Эсӗ макӑран та, эпӗ нӑрӑ тытаймастӑп! Сассуна илтсен пуҫ ҫинчи тӗк кӑнт тӑрать!‒ Сан тӗпекӗ хӳре пекех, ‒ кӑшт кулса илет Диана.‒ Хӗрача, ан йӗкӗлте, ‒ кӳренет кайӑк. ‒ Мӑшӑрӑма вӑл питӗ килӗшет вара!Пуҫӗ ҫинче пӗр ҫӳҫ пӗрчи те юлман Диана ашшӗ ассӑн сывлать:‒ Манӑн ҫакӑн пек тӗпек пулсанах...Кайӑк Дианӑна куҫӗнчен пӑхать:‒ Мӗншӗн куҫҫуль кӑларатӑн? Мӗн пулчӗ?‒ Пурте мана кирлӗ пек мар пулать!‒ Тен, ачам…
Иногда самые важные истории начинаются с первой страницы.






Комментарии 0